Культура
![]() Паян Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери 13-мӗш кинофестиваль уҫӑлнӑ. Вӑл Дмитрий Астрахан режиссерӑн «Судьба диверсанта» кинолентипе пуҫланнӑ. Ӗҫе хатӗрленӗ чухне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ самантсене тӗпе хурнӑ. Кинофестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пырса ҫитнӗ. Вӑл «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул» астӑвӑм медалӗпе Шупашкарти кинофестивалӗн программа директорне тата илемлӗх ертӳҫине Сергей Лаврентьева, Туризмпа культура информаци центрӗн директорне Максим Матросова, асӑннӑ центр методистне Лариса Захаровӑна чысланӑ. Кинофестивалӗн хисеплӗ хӑнине, РСФСР халӑх артисткине Светлана Немоляевӑна Шупашкар кинофестивалӗн ятарлӑ парнипе — «Анне» статуэткӑпа — хавхалантарнӑ. Фестиваль чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗренекенсем те хальхи саманара тӗрлӗ хыпара тӗнче тетелӗнче ытларах шыраҫҫӗ. Анчах, шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева шухӑшланӑ тӑрӑх, алла кӗнеке тытса вуланинчен пахи ҫук. Шкул вулавӑшӗн кунӗ тӗлне 9-мӗш класра пӗлӳ пухакансем Наталья Никифорова библиотекаре уяв ячӗпе саламласа сӑвӑсем хайланӑ, вуласа панӑ. «Кӗнеке пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ пулнине ачасем мӗн пӗчӗкрен ӑнланса ҫитӗнеҫҫӗ, пушӑ вӑхӑтра час-часах библиотекӑна ҫӳреҫҫӗ. Вулавӑшра тематикӑллӑ мероприятисем, куравсем ирттереҫҫӗ. Кунта чӑваш тата вырӑс литература программине тивӗҫлӗ кӗнекесем, ытти илемлӗ литература, ӑслав литератури, хаҫат-журнал чылай. Вулавӑш фондне пуянлатма ҫулсеренех ҫӗнӗ кӗнеке килсех тӑрать. Ҫитес вӑхӑтра шкултан вӗренсе тухса каякансем чӑваш чӗлхипе литература предмечӗсене ҫӗнӗ учебниксемпе вӗренме тытӑнӗҫ», – тет Алина Николаева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре вӑрҫӑ ачисене епле пулӑшасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Паян, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Аса илтерер: Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнче канаш туса хурасси ҫинчен калакан хушӑва Олег Николаев юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Йышра – 25 ҫын. Канашӑн ертӳҫи пулма Наталия Партасовӑна шаннӑ. Общество канашӗн пӗрремӗш ларӑвӗнче унӑн пайташӗсем тӗрлӗ комисси ӗҫне пӑхса тухнӑ, вӗсен ертӳҫисене палӑртнӑ. Вӑрҫӑ ачисене социаллӑ пулӑшу памалли мерӑсене пӑхса тухмалли пирки те калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Патшалӑх тата Пушкӑртстанри халӑхсен чӗлхисене (ҫав шутра чӑваш чӗлхи те пур) упраса хӑварма 4 млрд тенкӗ уйӑрӗҫ тесе пӗлтернӗ асӑннӑ республикӑра тухса тӑракан «Урал сасси» хаҫатра. Юрий Михайлов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстан влаҫӗсем патшалӑх тата республикӑра пурӑнакан халӑхсен чӗлхисене упраса хӑвармалли тата аталантармалли программӑна пурнӑҫлама 3,74 млрд тенкӗ уйӑрӗҫ. Патшалӑх программи 2019-2024 ҫулсене пырса тивет иккен. Пӗлтерӗшлӗ документа республика премьер-министрӗ Андрей Назаров алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Енри темиҫе муниципалитетра администраци пуҫлӑхӗсене суйланӑ. Асӑннӑ постсене унччен пуҫлӑхра пулнисемех йышӑннӑ. Улатӑр районӗнчи Депутатсен пухӑвӗнче Депутатсен VII суйлаври депутачӗсем Нина Шпилевӑна шаннӑ. Вӑл ӗҫе ҫӗнӗрен чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӳлӗннӗ. Патӑрьел районӗнче пуҫлӑх пулма виҫӗ кандидат ӗмӗтленнӗ: Рудольф Селиванов, Виктор Львов, Петр Перепелкин. Унта ҫемҫе пукана Рудольф Селиванов сыхласа хӑварнӑ. Красноармейски районӗнче Александр Кузнецова суйланӑ, Шӑмӑршӑ районӗнче – Владимир Денисова. Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйлӗҫ. Ытти хӑш-пӗр районта та пуҫлӑхсене палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗ тавра тимӗр хӳме тытни хулара пурӑнакансене килӗшменни пирки ҫынсем нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн Инстаграмри страницине ҫырнӑ. Кайран республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви картана мӗншӗн тытнине ӑнлантарма пӑхнӑччӗ. Вӗсем ҫавна терроризмран хӳтӗленессипе сӑлтавланӑччӗ. Карта тытма хыснаран 1,5 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Тимӗр хӳмене культура учрежденийӗ тавра вырнаҫтарса тӗрӗсех тунине палӑртас тӗллевпе прокуратура тӗрӗслев ирттересси пирки те хыпарланӑччӗ. Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче театр журналистсене пухма шухӑшланӑ. Унта хӳмепе ҫыхӑннӑ ыйтӑва уҫӑмлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() goodfon.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче шыравпа ҫӑлав службине кушак ҫурине ҫӑлмашкӑн ыйтса шӑнкӑравланӑ. Линин тепӗр вӗҫӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр шкул ҫывӑхӗнче кушак ҫури йывӑҫ ҫине хӑпарса ларнӑ та анайман. Иртен-ҫӳрен кушак ҫурине пулӑшма шутланӑ, ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ, альпхатӗрсемпе тата виҫӗ кустӑрмаллӑ пусмапа усӑ курса кушак ҫурине йывӑҫ ҫинчен илсе антарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев суйлав кампанине ирттермешкӗн 30 миллион тенке яхӑн тӑкакланӑ. Укҫан чылай пайӗ – юридици сӑпачӗсем тата ахаль ҫынсем пани. Хӑй Олег Алексеевич кӗсйинчен 50 пин тенкӗ кӑларнӑ. Юридици сӑпачӗсем Олег Николаевӑн суйлав фондне суйлав кампанине ирттерме 37,6 миллион тенкӗ панӑ, ахаль ҫынсем – 3 миллион та 524,9 пин тенкӗ. 11,5 миллион тенкине тӗрлӗ сӑлтава пула каялла тавӑрса пама тивнӗ. Олег Николаев суйлав кампание ирттерме 29 миллион та 674,9 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Суйлава хутшӑннӑ ытти кандидат (вӗсем тӑваттӑн пулнӑ) ку тӗллевпе 9 миллион тенкӗрен ытларах тӑкакламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт прокурорӗпе Дмитрий Коношевпа тӗл пулнӑ. Олег Николаев Шупашкарти аэропорта реконструкцилес ӗҫе пуҫӑннине пӗлтернӗ. Планпа килӗшӳллӗн строительство ӗҫне ҫитес ҫул вӗҫлеме тӗллев лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра проектпа смета документацине экспертиза кӑларассипе тӑрӑшаҫҫӗ. Палӑртни пурнӑҫлансан аэропортран самолетсем ытларах вӗҫме тытӑнӗҫ. Шыв ҫийӗн ҫӳремелли транспорт пирки те чарӑнса тӑнӑ. «Валдай-45Р» карап туянсан «Шупашкар – Хусан» тата «Шупашкар – Чулхула» маршрутсем уҫас ӗмӗтлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pixabay.com сайтри сӑн Иртнӗ канмалли кунсенче 66 ҫулти хӗрарӑм Ҫӗрпӳ районне кил хуҫалӑхне тӗрӗслеме кайнӑ. Анчах хайхискер ҫула кӗскетме шутланӑ та уй урлӑ утнӑ. Таврара тӗттӗмленнӗ, хӗрарӑм вара ниепле те ял патне тухайман, ҫухалса кайнӑ. 23 сехет те 40 минутра ватӑ хӗрарӑм полицие шӑнкӑравланӑ. Ӑна шырама ҪҪХПИ нарячӗ, следствипе оперативлӑ ушкӑн кайнӑ. Шырав ҫӑмӑлах пулман, уйра ҫырма-ҫатра, йывӑҫлӑ вырӑнсем пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑма ҫыхӑну тытсах тӑнӑ. Йӗрке хуралҫисем сирена, фарӑсем ҫутнӑ. Апла пулин те хӗрарӑма ирхи 3 сехет тӗлнелле ҫеҫ тупма май килнӗ. Ватӑ хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ йӗркеллех пулнӑ. Вӑл шыв кӑна пама ыйтнӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑмӑн ҫухалнӑ япалисене те тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.