Республикӑра
![]() Чӑваш Ене Крым делегацийӗ килмелле. Асӑннӑ ҫурутрав ҫинчи ӗҫлӗ ҫынсем юпа уйӑхӗнче пирӗн тӑрӑхра пуласса шанаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе ӗнер ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Килӗштерсе ӗҫлесҫи ҫинчен малтанласа калаҫса хунӑ иккен. Олег Николаев Чӑваш Ен хӑвачӗпе Крым Республикинче усӑ курасшӑн. 2014 ҫулта икӗ республика килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, енсен суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культурӑпа социаллӑ пурнӑҫ тӗлӗшӗпе ҫыхӑну тытмалла. Килӗшӗве пурнӑҫлас тӗллевпе 2021-2023 ҫулсем валли ятарлӑ программа хатӗрлесшӗн. Унта 13 ене: экономика, промышленность, культура тата туризм, социаллӑ хӳтлӗх, сывлӑх сыхлавӗ т.ыт.те – пӑхса хӑварасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче кӗҫех ҫӗнӗ спектакль хатӗрлесе ҫитерӗҫ. Вӑл «Шуйттан чури» ятлӑ. Хальхи вӑхӑтра декорацисене тата геройсен ҫипуҫӗсене хатӗрлесе пӗтернӗпе пӗрех. Спектакле республика Элтеперӗн укҫипе лартаҫҫӗ. Ӗҫӗн режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева. Спектакль валли театр ятарласа чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене: купӑс, тункӑр, шӑкӑртма, шӑпӑр вулли, параппан тата ыттине — туяннӑ. «Шуйттан чури» трагедие Константин Ивановӑн вӗҫлеймен хайлавӗ тӑрӑх, унти шухӑшсене малалла аталантарса Ухсай Яккӑвӗ ҫырнӑ. Унти сӑнарсенчен пӗри пуянлӑхшӑн чунне шуйттана пама хатӗр. Спектакле куракансем патне юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче илсе ҫитерме палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене карас телефонӗсемпе тивӗҫтернӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене тӳлевсӗр калаҫма май туса панӑ. Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, «Телефоны — фронтовикам» (чӑв. Фронтовиксене — телефонсем) пӗтӗм Раҫҫейри акци иртет. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫавна май «Волонтеры Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ нимеҫисем) халӑх юхӑмӗн хастарӗсем Хӗрлӗ Чутай районӗнчи тӑватӑ ветерана: Кузьма Аргандейкина, Клавдия Ижетниковӑна, Вера Петровӑна, Арсентий Вадейкина — телефонсем тата тӳлевсӗр калаҫма ирӗк панине ӗнентерекен сертификатсем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() russkiymir.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран тумалли вакцинӑн пӗрремӗш партийӗ килнине пӗлтернӗччӗ. Ун чухне 43 доза пулнӑ. Унпа тухтӑрта ӗҫлекен, хӑрушлӑх ушкӑнне кӗрекен ҫынсене прививка тунӑ. Кӗҫех республикӑна тепӗр 1 пин те 54 доза ҫитмелле. Иккӗмӗш партипе «хӗрлӗ зонӑра» ӗҫлекен тухтӑрсене прививка тӑвӗҫ. Ыттисен, вакцинациленме кӑмӑл пур тӑк, кӗтме тивӗ. Кӑшӑлвирусран тумалли вакцина ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче тулли ҫаврӑнӑша тухмалла. Ун чухне камӑн кӑмал пур – ҫавсем прививка тума пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() centralasia.media сайтри сӑн Чӑваш Енре тепӗр икӗ ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ 85 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра чирлисен йышне тепӗр 27 ҫын кӗнӗ. Ку таранччен республикӑра 8275 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 70025-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 51 пациент вируса парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне 1165 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Республикӑра каварлӑ вирус сарӑлнин индексӗ 1-рен иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() tver.mk.ru сайтри сӑн «Карчӑк ӑшши» хӑҫан пулать? Синоптиксем вӑл хӑҫан килессине палӑртнӑ. Чӑваш Енре хальлӗхе циклон хуҫаланать. Ҫапах Мускаври пекех япӑх ҫанталӑк пулмасть. Шӑматкун ҫанталӑк сивӗ тӑрӗ-ха, ҫумӑр ҫӑвӗ. Авӑнӑн 20-21-мӗшӗсенче те сивӗ кунсем пулӗҫ. Термометр 7-12 градус ҫеҫ кӑтартӗ. Анчах ҫил ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗрен тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Вырсарникун юрпа ҫумӑр ҫума пултарӗ. Тунтикун ҫумӑр ҫумӗ. Ытларикун ҫил кӑнтӑр енчен вӗрӗ, ҫанталӑк 18-20 градус таран ӑшӑтӗ. Авӑнӑн 22-29-мӗшӗсенче сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулӗ. Юпан пӗрремӗш декадинче те ылтӑн кӗркунне хуҫаланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() 8sbancyabljpnebm2aiit6frfsd.xn--p1ai сайтри сӑн Республикӑри икӗ шкулта вируслӑ пневмонипе чирлекенсем нумайланнӑ. Сӑмах – Шупашкарти 55-мӗш шкул тата Элӗк районӗнчи Вутлан шкулӗ пирки. Вутланри пӗлӳ ҫуртӗнче пӗр класра икӗ ача вируслӑ пневмонипе чирленӗ. Роспотребнадзор ҫак шкулсенче тӗрӗслев ирттерме пуҫланӑ. Ведомство специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенче халӗ ОРВИпе, гриппа чирлекенсем те нумайланаҫҫӗ. Ҫавна май Роспотребнадзор хӑш-пӗр мерӑсем йышӑнма сӗнет. Тӗслӗхрен, класри ачасен 20 проценчӗ чирлесен унта вӗренӗве чарса лартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем ҫӗнӗ машинӑпа ҫӳреме тытӑнӗҫ. Чӑваш Ене «Шкода Октавия» тата УАЗ «Патриот» машинӑсем ҫитнӗ. Пӗтӗмпе – 42 «тимӗр урхамах». Паян кӑнтӑрла йӗрке хуралҫисене ҫӗнӗ машинӑсен уҫҫине тыттарнӑ. Транспорта «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн илсе килнӗ. Виҫӗ УАЗран иккӗшне паян района янӑ. Теприсем ӗҫрен кӑларнӑ техникӑна улӑшарӗҫ. «Ҫӗнӗ транспорт республикӑри йӗркене лайӑхрах пахса тӑма пулӑшасса шанатӑп», - тенӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Романов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Раҫҫейӗн допингпа кӗрешекен комитечӗ (РУСАДА) Чӑваш Енри ҫул ҫитмен 16 спорстмена яваплӑхран хӑтарнӑ. Маларах вӗсене РУСАДА допингпа усӑ курнӑ тесе шанман. Халӗ ҫавсем пирки текех апла шухӑшламӗҫ. Кун пирки спортсменсен пайташӗ Анна Анцелиович федерацин МИХӗсене пӗлтернӗ. Ҫамрӑк спортсменсем допинг йӗркине пӑсман. Маларах РУСАДА пирӗн тӑрӑхри тата тепӗр пилӗк спортсмен тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе тишкернӗ. Ун чухне те ҫул ҫитмен виҫӗ ҫамрӑка тӳрре кӑларнӑ. Иккӗшне пӗчӗк явап тыттарнипе ҫырлахнӑ. Вӗсен дисквалификаци вӑхӑчӗ халӗ иртнӗ ӗнтӗ. Паянхи куна тепӗр 40 ӗҫе тишкермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш художникӗсен союзӗ 85 ҫул тултарнине халалласа ӗнер, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, юбилейлӑ курав курав уҫӑлнӑ. Вӑл юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ӗнерех Чӑваш Енри художниксен союзӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе паллаштарнӑ. Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, союза ертсе пыма Владимир Нагорнов (Тутимӗр Сувар) скульптора шаннӑ. 150 ытла художникран сасӑлава 93-ӗн хутшӑннӑ. Чылайӑшӗ Нагорновшӑн пулнӑ. Владимир Нагорнов — республикӑри чи паллӑ скульпторсенчен пӗри. Унӑн ӗҫӗсем хушшинче монументсем, портретсем, рельеф композицийӗсем пур. Раҫҫей тата Пушкӑртстан тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |