Республикӑра
![]() Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ 6,4 хут ӳснӗ. Кун пирки республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви хыпарлани тӑрӑх Чӑвашстат пӗлтернӗ. Пирӗн республикӑри Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче 29,1 пин ҫынна шута илнӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенчинчен 6,4 хут нумайрах. Маларах асӑннӑ хисепрен 27,5 пинӗшӗ ӗҫсӗр шутланаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне илсен пӗр ваканси пуҫне 1,7 ҫын тивет. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче, шел те, пысӑк квалификациллӗ вакансисем сахалтарах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Шупашкарта ҫӳллӗшӗнчен каллех ҫын ӳкнӗ. Хальхинче – хӗр. Ку пӑтӑрмах Чернышевский урамӗнче пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа панӑ. Паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртсен, Чернышевский урамӗнчи нумай хутлӑ ҫурт умӗнче хӗр виллине тупнӑ. Вӑл 22 ҫулти пек курӑнать. Хӗр 9-мӗш хутран ӳкнӗ. «Васкавлӑ медпулӑшӑва иртен-ҫӳрен ҫын чӗннӗ, вӑл ӳкнине курнӑ. Хӗр ҫавӑнтах вилнӗ», - пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ. Аса илтерер: юпан 19-мӗшӗнче «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 3-ри ача 13-мӗш хутран ӳкнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ колонире ӗҫлекенсем учреждение карас телефонӗсем пама хӑтланнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Колонире тӑрӑшакансем тӗрме ҫывӑхӗнче пӗр арҫынна асӑрханӑ. Вӑл квадракоптер пулӑшнипе хӳме урлӑ телефонсем каҫарас тенӗ. Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн вӗҫекен аппаратне, карас телефонӗсене туртса илнӗ. Юсанмалли колонире айӑплава ирттерекенсем валли карас телефонӗ илсе кӗртнӗшӗн явап тыттараҫҫӗ. Арҫын та унран пӑрӑнаяс ҫук-тӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() fb.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын базӑран консерв вӑрласа пурӑннӑ. Куншӑн вӑл суд сакки ҫине ларнӑ. Хайхи арҫын кӑҫал ҫӗртмен 25-мӗшӗнче вӑрра кайнӑ. 23 сехет те 30 минутра вӑл хапха айӗпе базӑна кӗнӗ, морозильникӑн ҫӑрине ҫӗмӗрнӗ. Ун чухне арҫын 5 курупка ӗне чӗлхи йӑкӑртса тухнӑ. Тепӗр кун та ҫав «схемӑпах» ӗҫленӗ. Ун чухне вӑл каллех ӗне чӗлхи вӑрланӑ, пӗтӗмпе – 14 курупка. Кунсӑр пуҫне икӗ курупка лосось йӑтса тухнӑ. Ҫӗртмен 30-мӗшӗнче каллех «сунара» тухнӑ. Хальхинче вара морозильник пушах пулнӑ. Палӑртмалла: пур тӗслӗхре те арҫын ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() riafan.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре каллех кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальхинче те виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен каварлӑ вируса 119 ҫын парӑнтарайман. Стопкоронавирус.рф са йт пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре паянхи кун тӗлне 9332 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 7754-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 20 ҫын чире парӑнтарнӑ. Пӗр талӑкра чирлекенсен йышӗ 47 ҫын пулнӑ. Хальлӗхе пульницӑра тата амбулатори мелӗпе 1459 ҫын сипленет. Кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,19-па танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗ ӳт сутса пурӑнтаракансен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Вӑл 49 томран тӑрать. Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май 90 ытла ҫынран ыйтса пӗлнӗ, 18 хутчен ухтарнӑ, 32 суд экспертизи туса ирттернӗ. Хӗрсене ӳт сутса пурӑнма йӗркеленӗ ушкӑнра 41 тата 27 ҫулсенчи икӗ арҫын тата 24 ҫултан пуҫласа 51 ҫулчченхи 4 хӗрарӑм пулнӑ. Вӗсем ҫул ҫитмен ҫамрӑксене те асӑннӑ енпе пурӑнма хистенӗ. Теприсене пысӑк укҫаллӑ, Шупашкарта хваттерлӗ пулассипе, «ӗҫрен» кирек хӑш вӑхӑтра пӑрахса кайма май пуррипе илӗртнӗ. Хӗрсен тем те тӳсме тивнӗ, ҫав шутра — хӗненине те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енри Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, чылай ҫул Шупашкар районӗнче тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлесе пурӑннӑ Анатолий Князев Коми Республикинчен тӑван тӑрӑха таврӑнать. Ку хыпара «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Анатолий Князев Комин ҫӗнӗ правительствине кӗмен. Регион пуҫлӑхӗ Владимир Уйба ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, Анатолий Пантелеймонович вице-премьер — ял хуҫалӑх министрӗн пуканӗсӗр юлнӑ. Ку хыпара вырӑнтисенчен хӑшӗсем кӑмӑлсӑррӑн йышӑннӑ. Сыктывкарта вӗсем акцисем те ирттернӗ. Халӗ Анатолий Князев тӑван тӑрӑха килме пуҫтарӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ok.ru сайтри сӑн Пӗрремӗш тата иккӗмӗш ачашӑн уйӑхсерен паракан пособие илес тесен справкӑсене ҫӗнетме тивмӗ. Вӗсем 2021 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен автомат мелӗпе тӑсӑлӗҫ. Ҫакна РФ Патшалӑх Думи паян йышӑннӑ. Аса илтерер: пӗрремӗш ачашӑн 9541 тенкӗ федераци хыснинчен параҫҫӗ. Анчах вӑтам тупӑш пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ виҫерен пысӑкрах пулмалла мар. Иккӗмӗш ачашӑн вара амашӗн капиталӗнчен тӳлеҫҫӗ. Палӑртмалла: акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 1-мӗшӗччен справкӑсене ҫӗнетмелле пулман. Юпан 1-мӗшӗ хыҫҫӑн вара пособие тӑсас тесен заявлени пама тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Анна Бычкова 100 ҫул тултарнӑ. Ҫак сумлӑ уявпа ветерана тӳре-шара саламланӑ. Анна Константиновнӑн шӑпи ҫӑмӑл килмен. Медицина сестрисен шкулне пӗтерсен ӑна эвакогоспитале ҫар службине чӗнсе илнӗ. Ҫулталӑкран, 1942 ҫулта, ҫамрӑк медсестра хӑйне фронта яма ыйтнӑ. Унта вӑл миномет полкӗнче санинструктор пулнӑ. Анна Константиновна Горловка, Мелитополь, Севестополь, Крым хулисене, Кӑнтӑр Украинӑри хӑш-пӗр ял-салана ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. 100 ҫулти Анна Быкова пурнӑҫа юратать, унпа киленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Инна Антоновӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Министерствӑра пысӑк вырӑн йышӑн йышӑннӑ тӳре-шарана ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине ӗҫлӗ хутра ӑнлантарса тӑман. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Инна Антонова Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине 1994 ҫулта ӗҫе вырнаҫнӑ. Вӑл пай пуҫлӑхӗ, министр ҫумӗ, министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.