Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Евгения Константинова ҫак кунсенче 101 ҫул тултарнӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнине кура тӳре-шара ӑна видеоҫыхӑну урлӑ саламланӑ. Евгения Константинова – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ, Беларуҫе ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Хӗвелтухӑҫ Прусси таран ҫитнӗ. Сержант ятне илнӗскер тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне тивӗҫнӗ. Вӑл 1950 ҫулччен тӑван колхозӗнче ӗҫленӗ. 1950-1961 ҫулсенче Ҫӗрпӳри телеграфра тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен ялти лавккара вӑй хунӑ. Халӗ Шупашкарта хӗрӗ патӗнче пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн коллективне ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарнӑ. Юрий Бабаев Хусанти патшалӑх медицина институтӗнчен 1991 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл «стоматолог» специальноҫӗн дипломне алла илнӗ. Медицина наукисен кандидачӗ. Врачсен пӗлӗвне ӳстермелли институтра пӗлӳ шайне ӳстернӗ. Владимир Степанов Бабаевпа Инстаграмра паллаштарнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Юрий Бабаев врач пулса 29 ҫул ӗҫлет. Сӑмах май, «Фармаци» предприятин унчченхи пуҫлӑхӗ Ольга Казарина кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ӗҫрен кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Паян Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ тӗлӗнчи автоҫула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. «Атӑл» М-7 ҫула пурӗ 17 километр тӑршшӗ лаптӑк ҫинче юсанӑ. Калӑпӑшлӑ ӗҫсене пурнӑҫлама 1,5 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ. Тупрана федераци хыснинчен уйӑрнӑ. Ҫула юсаса ҫӗнетнӗ май автодус чарӑнӑвӗсене кирпӗчрен пурӗ сакӑр штук купаланӑ. Шӑв- шавран сыхлакан экрансем, ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарнӑ. Юсав ӗҫӗсене подряд организацийӗ пӗлтӗрхи утӑ yйӑxӗнче пуҫланӑ. Юсаса ҫӗнетнӗ ҫула уҫма тӳре-шара пухӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев строительсене ӗҫшӗн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() letar-nn.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен шучӗ ӳссех пырать. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче иртнӗ оперштаб ларӑвӗнче палӑртнӑ. Унта Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская, сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов тата ыттисем хутшӑннӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ ӳсни хӑрушсӑрлӑх мерисене ҫителӗксӗр пӑхӑннипе ҫыхӑннӑ: маскӑсемпе перчеткесем тӑхӑнманни, пӗр-пӗринпе ҫума-ҫумӑн тӑни (ларни), сывлӑша сиенсӗрлетменни. Олег Николаев обществӑлла апатлану предприятийӗсенче банкетсем, туйсем ирттерме тата ҫын вилсен асӑнма пухӑнма тытӑнса тӑма сӗнсе каланӑ. «Эпир ресторансемпе кафесене хупасси пирки каламастпӑр, халӑх йышлӑ пухӑнакан мероприятисене ирттерме тытӑнса тӑма сӗнетпӗр», – тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем сцена ҫинче «Кӗтӳҫ» премьерӑпа тухӗҫ. Ӑна Владислав Николаев пьесипе лартнӑ. Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ҫак автора театра юратакансем аван пӗлеҫҫӗ. Унӑн хайлавӗ тӑрӑх Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ «Пихампар чунӗ манра» мюзикла та куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑччӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑскер хальхи вӑхӑтра журналист пулса ӗҫлет. Владислав Николаев юптарусем ҫырать, ытти жанрпа та ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Хальхи трагикомедие Василий Иванов режиссер лартнӑ, художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Шупашкарти Президент бульварӗнчи 11-мӗш ҫурт ҫине Захар Шапирона тата Тамара Чумаковӑна асӑнса хисеп хӑми уҫӗҫ. Захар Зиновьевич (26.05.1940-16.12.2015) – Раҫҫейӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Рвҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Хусанта ҫуралнӑскер унти музыка училищинче вӗреннӗ, кайран Сартури патшалӑх консерваторийӗнче скрипка класӗнче пӗлӳ илнӗ. 1967 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче симфони оркестрӗн концертмейстерӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Захар Шапиро театрти чылай проекта пуҫарнӑ. Ҫав шутра – М.Д. Михайлов ячӗллӗ опера фестивалӗ, балет фестивалӗ, И. Штраусӑн Европӑри Сурхури фестивалӗ, Симфони музыкин каҫӗсем, Чӑваш музыкин кунӗсем т.ыт.те. Тамара Чумакова (28.08.1932-17.01.2016) – Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов яӗллӗ музыка училищинче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче тата Чӑваш музыка театрӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Исторический опыт нациестроительства и развития национальной государственности чувашского народа» (чӑв. Наци строительствин историлле опычӗ тата чӑваш халӑхӗн патшалӑхӗ аталанни) пӗтӗм Раҫҫейри конференци иртӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑвашсен наципе культура автономийӗсен пайташӗсем тата АПШра, Францире, Великобританире, Казахстанра, Беларуҫ Республикинче, Украинӑра, Эстонире тата Молдавире пурӑнакан ентешӗмӗрсем видеоконференци мелӗпе хутшӑнӗҫ. Мероприятие уҫнине 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен онлайн-мелпе ҫак адреспа https://www.youtube.com/watch?v=YvJ6cJ92xq8&feature=youtu.be пӑхма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Роза Иванова юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен килтен тухса кайнӑ та тек ӑна никам та курман. 2003 ҫулта ҫуралнӑ хӗр ҫухални тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Роза аппӑшӗн хваттерӗнчен кайнӑ. Вӑл килтен 11 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Хӗр ӑҫта кайни паллӑ мар. Тӑванӗсем пӑшӑрханаҫҫӗ, ӑна шыраҫҫӗ. Вӗсем полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Роза Иванов 17 ҫулти пек курӑнать, 160-165 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, хулпуҫҫи таран. Сылтӑм куҫ харши тӗлӗнче суран йӗрӗ пур. Килтен кайнӑ чухне хӑмӑр куртка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чечняри Грозный хулинче AKHMAT RACE-2020 гонка иртнӗ. Чӑваш Енри Андрей Васильев иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Гонка ҫутӑллах пуҫланнӑ, вӑл 4 сехете тӑсӑлнӑ. Вӑл вӗҫлениччен тӗттӗмленме те ӗлкӗрнӗ. Ҫул ҫинче вара ҫутӑ пулман. Андрей Васильевӑн командинче тӑватӑ ҫын пулнӑ. Пирӗн ентешсӗр пуҫне унпа пӗрле Ивано Твердохлебов, Алексей Савин, Артем Ражко тупӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mygazeta.com сайтри сӑн Канаш районӗнче водитель тӗттӗмре ӗнесем ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ҫав вырӑнта выльӑх каҫма пултарнине кӑтартакан паллӑ та пулман. Водитель фермера куншӑн явап тыттарнӑ. Кун хыҫҫӑн машинӑна юсама 144 пин тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен хур кӑтартнӑшӑн – 5 пин тенкӗ. Анчах суд фермер кӑна мар, водитель те айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Фермера 46 пин тенкӗ тӳлеттернӗ. Фермер ҫапса хӑварнӑ ӗнесемшӗн суда тавӑҫ тӑратнӑ-и е ҫук-и – паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |