Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енри Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑя ҫирӗплетнӗ. Ку тивӗҫе пурнӑҫлама 46 ҫулти Алевтина Федоровӑна шаннӑ. Унӑн кандидатурине малтан Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй пӑхса тухса ырланӑ. Чӑваш парламенчӗн паянхи сессийӗнче вара 41 депутатран 36 депутат Алевтина Федоровӑшӑн пулнӑ. Алевтина Федорова Чӑваш Ен вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче гуманитари пӗлӗвне илнӗ, кайран Мускаври М.А. Шолохов ячӗллӗ патшалӑхӑн гуманитари университетӗнчен патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ енӗпе вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин 3-мӗш акушер стационарӗнче 57 ача ҫуралнӑ. Асӑннӑ стационар респиратор вирусӗпе, гриппа, кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирлисене ҫур ҫул ытла йышӑнать. Ҫав вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлӗ 165 хӗрарӑма пулӑшнӑ, 57 ача ҫуралнӑ. 3-мӗш акушер стационарӗн акушер уйрӑмӗн заведующийӗ Эльвира Васильева каланӑ тӑрӑх, тухтӑрсемшӗн чи хакли – тав сӑмахӗ калани. Тав сӑмахӗ калакансем йышлӑ. Калӑпӑр, Людмила ятлӑ хӗрарӑм ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӑмӑлланнӑ. Тухтӑрсем ҫине тӑнипе унӑн ачи таса сывӑ ҫуралнӑ. Вӑл – ҫемьери иккӗмӗш пепке. Хӗрарӑм Александр Белебенцев анестезиолог-реаниматолога уйрӑмах тав тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн художник-постановщикӗ Светлана Иванова-Зверева 60 ҫул тултарнӑ. Светлана Геннадьевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен 1985 ҫулта вӗренсе тухнӑ. 1994-2013 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче художник-бутафорта тӑрӑшнӑ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художник-постановщик пулса вырнаҫнӑ. Светлана Геннадьевна сценографисем, тумтирсен эскизӗсене хатӗрлет. Юбиляра ыран, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакль вӑхӑтӗнче саламлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Дмитрий Поляков Юпа уйӑхӗн 17-25-мӗшӗсенче Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ иртессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: кӑҫалхи фестивале «Хуркайӑк ҫулӗ» балетпа уҫӗҫ. Ҫӗнӗ ӗҫре Хӗвел сӑнарне Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ Дмитрий Поляков калӑплӗ. Вӑл Пермьри патшалӑх хореографи училищинчен вӗренсе тухнӑ. 2013 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлет. Таллинта иртнӗ пӗтӗм тӗнчери балет конкурсӗнче 2016 ҫулта дипломант ятне илнӗ. Ҫав ҫулах Шупашкарта иртнӗ «Танцуй» (чӑв. Ташла) пӗтӗм тӗнчери фестиваль-конкурсра лауреат пулса тӑнӑ. Пермь хулинче иртнӗ балет артисчӗсен конкурсӗнче те диплома тивӗҫнӗ. Вӑл хутшӑннӑ конкурссене тата асӑнса кайма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри пульницӑсем кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма хатӗр. Паянхи кур тӗлне республикӑри 10 пульницӑра COVID-19 диагнозӗллисем, гриппа тата ӳпке шыҫҫипе чирлекенсем валли 1462 койка хатӗрленӗ, пушӑ койкӑсен шучӗ – 186. Ырантанпа Шупашкарти иккӗмӗш хула пульницинче тепӗр 135 койка уҫӑлӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кирлӗ пулсан 48 сехетре тата тепӗр 358 койка уҫма хатӗр. Кӑшӑлвируспа чирлисем валли «Вӑрман юмахӗ» санаторире обсерватор ӗҫлет. Унта 140 вырӑн пур. Кирлӗ пулсан тепӗр 154 койка хатӗрлеме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи 38 ҫулти вӑйпиттие 14-ри яша хӗненӗшӗн явап тыттарасшӑн. Арҫын Етӗрне районӗнчи Исимпай ялӗнче пӗр хӗрарӑмпа пурӑннӑ. Унпа харкашма тытӑнсан хӗрарӑмӑн 14 ҫулти ывӑлӗ яланах амӑшне майлӑ пулнӑ, ӑна хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ. Усал арҫын ҫавӑншӑн ача ҫине пӗрре кӑна мар алӑ ҫӗкленӗ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Яша нушалантарса пурӑннӑ арҫын тӗлӗшпе халӗ Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ. Маларах ҫавӑн пек тӗслӗх Йӗпреҫ районӗнче пулнӑччӗ. Унта арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмпа ывӑлне хӗнесе пурӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 13-18-мӗшӗсенче Шупашкарта «Раҫҫей туризмӗн мисӗ» конкурсӑн финалӗ иртӗ. Унта ҫӗршыври 27 регионти 30 пике хутшӑнӗ. 16 ҫулти Дарина Богоявленская Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ, 17-ри Анна Логинова вара Шупашкаршӑн кӗрешӗ. Аннӑпа Дарина илемпе пултарулӑх конкурсӗсене унччен те хутшӑннӑ, сумлӑ ятсене ҫӗнсе илнӗ. Конкурспа килӗшӳллӗн «Раҫҫей теризмӗн мисӗ» те иртӗ. Унта хутшӑнакансем чаплӑ отельре пурӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене диадема парӗҫ тата укҫан хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче руль умӗнчи хӗрарӑм йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Вӑл руле итлеттереймен, ҫул ҫинчен тухса кайнӑ. Ку авари юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 35 минутра пулнӑ. 35 ҫулти хӗрарӑмпа пӗрле 7 ҫулти ачи пулнӑ. Хӗрарӑм хӑй те, ачи те ятарлӑ пиҫҫиххипе ҫыхӑнман. Ҫитменнине, ачан ятарлӑ кресло пулман. Аварире шар курнӑ хӗрарӑмпа шӑпӑрлана пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен сурансем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен 272-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче ӗҫлекен Алевтина Тимофеева артиста «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ят пама йышӑннӑ. Асӑннӑ культура учрежденийӗнче литературӑпа драматурги пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Любовь Вдовцевӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парас тенӗ. Сӑмах май, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 75 ҫул тултарчӗ. Театр директорӗ – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елизавета Абрамова, пултарулӑх ертӳҫи – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн чӑваш хастарӗсене медальпе чыслама йышӑннӑ. Вӗсене Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медаль парса хавхалантарӗҫ. Сумлӑ йыша Чулхулари чӑвашсен культура автономийӗн ертӳҫи Алина Артемьева, Сарту тӑрӑхӗнчи чӑвашсен культура автономийӗн ертӳҫи Сергей Васильев, Эстони ҫӗршывӗнчи Нарва хулинчи чӑвашсен обществин ертӳҫи Лидия Григорьева, Ямал тӑрӑхӗнчи Муравленко хулинчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн хастарӗ Анатолий Ефремов, Эстони ҫӗршывӗнчи Таллинти чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Ираида Захарова, Самар тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Людмила Павлова, унти чӑвашсен хастарӗ Надежда Савельева, Ӗрӗнпур тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ертӳҫи Петр Семенов, Севастопольти чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Любовь Тавлуй тата унти чӑваш хастарӗ Анна Тимофеева, Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева тата унти чӑваш хастарӗ Надежда Фидикова, Сургут тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Татьяна Толстова, Екатеринбургри чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Оксана Храмцова, Крымпа Севастополь тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Андрей Яковлев лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |