Хулара
![]() Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне асӑрханмалла тата тимлӗ пулмалла. Ҫакна аса илтерес тесе Шупашкарта «Говорящие переходы» (чӑв. Ҫул урлӑ каҫмалли калаҫакан выӑнсем) акци пуҫарнӑ. Ӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем, Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Елена Нестерова тата «Вместе» (чӑв. Пӗрле) халӑх организацийӗн пайташӗ Дмитрий Кудряшов пуҫарнӑ. Шупашкар хулин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсенче аслисемпе ачасем валли ятарлӑ чӗнӳсем ҫырса хурӗҫ. Вӗсем шкулсем, ача пахчисем, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем ҫывӑхӗнчи тротуарсем ҫинче пулӗҫ. «Наушника кӑлар», «Телефонтан тух», «Велосипед ҫинчен ан», «Ачана ҫавӑт» йышши асӑрхаттарусем ҫул урлӑ каҫнӑ чух тимлӗ пулмаллине аса илтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Вкладсен чи пысӑк ставки 5 процентран чакнӑ. Ку хыпара «Российская газета» хаҫат Раҫҫей банкӗ хыпарланине тӗпе хурса пӗлтернӗ. Топ-10 банк шутне кӗрекен банксен вклачӗсем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн иккӗмӗш вунӑкунӗнче 4,99 процентпа танлашнӑ. Депозит ставки епле пуласси Раҫҫей банкӗ ҫирӗплетекен тӗп ставкӑран нумай килет. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнченпе ҫав ставка чакса пырать. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ӑна 1,5 пункт чухлӗ пӗчӗклетсе 4,5 процент хӑварчӗҫ. Топ-10 йышне кӗрекен банксен чи пысӑк ставки ҫулталӑк пуҫланӑранпа 1 пункта яхӑн пӗчӗкленнӗ. Инфляци виҫи пӗчӗккине пула депозитсем ҫапах та тупӑшлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ. Вкладсен процент ставки чакнӑ вӑхӑтра ҫынсем хаклӑ хутсен рынокне куҫ хываҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Коми Республикин Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗпе – ял хуҫалӑх министрӗпе Анатолий Князевпа тӗл пулнӑ. Аса илтерер: Анатолий Князев – Елчӗк чӑвашӗ, вӑл чылай ҫул Шупашкар районӗнче тӗрлӗ должноҫре, ҫав шутра район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче те, ӗҫленӗччӗ. Анатолий Пантелеймонович Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа Коми Республикин пуҫлӑхӗ Владимир Уйба тата хӑй ячӗпе саламланӑ. Енсем Чӑваш Енпе Коми Республики социаллӑ-экономика енӗпе килӗштерсе ӗҫлес майсене сӳтсе явнӑ. Сӑмахран, пирӗн тӑрӑхран Ҫурҫӗртен эрех тата пӑлан ашӗ кӳрсе килме пулать, пирӗн патран – тӗш тырӑ ӑсатма. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() baikal24.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре тепӗр 3 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальлехе вӗсем пирки тӗплӗн пӗлтермен-ха. Ҫапла майпа ку инфекцирен пурнӑҫран уйрӑлнисен шучӗ 28-а ҫитнӗ. Ӗнерхипе танлаштарсан, кашӑлвируспа чирлисен йышӗ кӑшт сахалрах – 58 ҫын кӑна хушӑннӑ. Ӗнер 62 ҫынччӗ. Ку таранччен 4860 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 2807 ҫын сывалнӑ, юлашки талӑкра 40 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ тесе палӑртнӑ. Раҫҫейре талӑкра 6800 ҫын чирленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнчи аш-какай комбиначӗ тислӗке уя тухса тӑкать, вӑл вара кайран юханшыва лекет. Малтикас ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвесем, юханшыв питӗ вараланнӑ. Ҫуркунне унта пулӑсем те вилнӗ. Халӑх фрончӗн хастарӗсем уйра мӑйракаллӑ шултра выльӑх тислӗкӗ тухса тӑкнӑ темиҫе вырӑн тупнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ку пӗр ҫул кӑна пымасть, тислӗке тахҫанах тухса тӑкаҫҫӗ-мӗн. Ҫавна май таврара та шӑршӑ тӑрать. Тислӗк ҫӗр айӗнчи шыва та лекет. Ӑна вара ҫынсем ӗҫеҫҫӗ. Халӑх фрончӗн хастарӗсем Ҫутҫанталӑк министерствине, йӗрке хуралне, ҫутҫанталӑк тата район прокуратурине, ытти ведомствӑна кун пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тӳре-шара тата Мускавран килнӗ депутатсем Шупашкарти Хӗрлӗ лапама уҫрӗҫ. Юсаса ҫӗнетме 1,2 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ Хӗрлӗ лапам пурне те килӗшмен. Вадим Оньков таврапӗлӳҫӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, Хӗрлӗ лапам япӑх енне улшӑннӑ. «Нумайӑшӗ кӑмӑлсӑр. Сцена япӑх курӑнать, парковка валли вырӑн ҫук. Наци музейӗ патне тата Хӗрлӗ лапама машинӑпа кӗреймӗн. Кӗвӗллӗ фонтан ҫути кӳршӗ ҫуртсене лекет, сасси ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансене кансӗрлет», — хурланӑ вӑл. Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри ҫурстенчен пӗринче пурӑнакан Елена Петрова та Хӗрлӗ лапама япӑхлатнӑ тесе хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Олег Николаев (вӑл «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, анчах суйлава хӑй тӗллӗн хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ) Чӑваш Ен Элтеперӗ пулас тенине ырлакан партисен йышӗ хушӑнса пырать. Маларах унӑн кандидатурине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн пухӑвӗнче ырланӑччӗ. Каярах «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти пайташӗсем пухӑва пуҫтарӑннӑччӗ, вӗсем те Олег Николаев шухӑшне кӑмӑлласа йышӑннӑччӗ. Ӗнер «Родина» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв) партин регионти уйрӑмӗ конференцие пухӑннӑ. Унта республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та хутшӑннӑ. Пухӑва пухӑннӑ парти пайташӗсем Олег Николаев республика ертӳҫин суйлавне хутшӑнассине пӗр шухӑшлӑн ырланине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 1tulatv.ru Кинотеатрсем утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен ӗҫлесе кайма пултарӗҫ. Кун пирки РФ культура министрӗ Ольга Любимова пӗлтернӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх кинотеатрсене уҫасси пысӑк хулари эпидемиологи лару-тӑрӑвӗнчен килет. Хальлӗхе ҫӗршыври пур регионта та лару-тӑру йӗркеленсе ҫитмен-ха. «Паллӑ кун ҫук. Эпир утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ пирки калаҫатпӑр хальлӗхе», - тенӗ Ольга Любимова. Палӑртмалла: кионтеатрсем пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе ӗҫлеме пӑрахнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта 5 кинотеатр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Вӑрмарти Чӑваш урамӗнчи 20-мӗш тата 22-мӗш ҫуртсем ҫывӑхӗнчи картишри ача-пӑча лапамӗсем Вӑрмар хула администрацийӗн балансӗ ҫинче шутланать. Анчах вӗсем шӑпӑрлансене выляма юрӑхсӑр. Прокуратура ҫав ача-пӑча лапамӗсенче йӗркене кӗртме хушнӑ, администраци тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ведомство ҫакна мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесех тӑрать. Ҫак ача-пӑча лапамӗсене пӑхса тӑманни курӑнать. Вӗсем курӑк ӑшне путнӑ. Ку кӑна мар, хӑш-пӗр лапам ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап йӑванать, кирпӗч, кантӑк ванчӑкӗсем выртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвирус парӑнмасть-ха. Пӗр талӑкра унпа чирлӗ 62 ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӑл чир алхасма пуҫлансанах пӗр ҫын тупӑннине те тем пулнӑ пек хыпарлатчӗҫ, йышӑнатчӗҫ. Ӑҫтан, кам вӑл тесе шавлама тытӑнатчӗҫ. Халӗ асӑнакан цифрӑсене ҫынсем хӑнӑхса ҫитрӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Кӑшӑлвируспа чирлисене ҫав тапхӑрта пирӗн республикӑра пурӗ 4802 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ку цифрӑна стопкоронавирус.рф сайтра пӗлтернӗ. Вӗсенчен хӑшӗсем (пурӗ 2767) сывалнӑ ӗнтӗ. Халӗ кӑшӑлвируспа пирӗн тӑрӑхра 2010 ҫын чирлет. Юлашки талӑкра пульницӑран 50 ҫынна кӑларнӑ. Усал вирус алхасма тытӑннӑранпа кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 25 ҫын вилнӗ. Ҫав вӑхӑтрах республикӑра чару мерисене кӑштах ҫемӗҫтерчӗҫ. Маска тӑхӑнма, социаллӑ инҫӗше пӗрех пӑхӑнма хушаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шупашкарта В.И. Чапаев палӑкне уҫнӑ. | ||
| Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |