Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 22 сехет те 20 минутра Етӗрне районӗнче тискер чӗрчунпа ҫыхӑннӑ авари пулнӑ. М-7 ҫулӑн 595-мӗш ҫухрӑмӗнче «Фольксваген» ҫул ҫине тухса кайнӑ пӑшие ҫапса кайнӑ. Руль умӗнче 36 ҫулти арҫын ларнӑ, вӑл Кемӗр облаҫӗнчен. Аварире машина та арканнӑ. Водитель те, пӑши те вырӑнтах вилнӗ. Палӑртмалла: ют регион арҫынни пирӗн республика урлӑ таҫталла кайнӑ. Шел те, Етӗрне районӗнче пӑши пула унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Илпек Микулайӗ. enc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ ҫыравҫӑсен вил тӑприсене йӗркене кӗртӗ. Кун пирки пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Ӳрӗк калем ӑстисем хальлӗхе сакӑр ҫын тупӑннӑ. Вӗсем утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 10 сехетре Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 1-мӗш ҫӑва ҫинче пуҫтарӑнӗҫ. Кӑмӑл пуррисене Петӗр Хусанкай вил тӑпри патӗнче кӗтеҫҫӗ. Лидия Филиппова хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацийӗн ертӳҫисем чӑваш ҫыравҫисен (Шелепин, Иван Мучин, Ивникӑн, Тӑхтин тата ыттисен те) вил тӑприсене тирпейлесе тасатма ирӗк панӑ. Ӗҫ хатӗрсемпе «Хулари ритуаллӑ пулӑшу» акционерсен обществи тивӗҫтерӗ. «Пирӗнтен – перчатке, ӗҫлеме тухни тата ӗҫлес килни», – тесе ҫырнӑ Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи. |
Сывлӑх
![]() nat-geo.ru сайтри сӑн Юлашки кунсенче Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ ӳссе пырать. Мӗншӗн? Влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем ҫакӑн сӑлтавне ӑнлантарнӑ. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри пӗр организацире кӑшӑлвируспа харӑсах 60 ҫын чирленӗ. Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ. Предприяти ятне пӗлтермен, унта инфекци сарӑлнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Сӑмах май, ку таранччен республикӑра 5424 ҫын инфекциленнӗ, 3026-шӗ сывалнӑ. 40 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() gatd.archives21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова калем ӑстисен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май» юбилей медалӗпе ҫыравҫӑсене те чыслама йышӑннӑ. Республика ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушӑвӗ ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчех тухнӑ-ха. Хыпара халь тин пӗлтернӗшӗн тем мар тесе шухӑшлатпӑр, мӗншӗн тесен юбилей медалӗпе наградӑланин пӗлтерӗшӗ вӑхӑт иртнӗ тесе сумне чакармасть. Юбилей медальне ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи хушупа тивӗҫнисен ретӗнче ҫаксем: Денис Гордеев, Анатолий Кибеч, Алексей Леонтьев, Ева Лисина, Петр Маркин, Виталий Родионов, Раиса Сарби, Юрий Семенов (Сементер), Светлана Смирнова (Азамат). |
Ҫул-йӗр
![]() Пирӗн республикӑра пурӑнакансем кӑҫал, мӗнпур ҫӗршыври пекех, пӗчӗк процентлӑ ипотека илеҫҫӗ. Вӑл укҫана ялта ҫурт-йӗр тума яраҫҫӗ. Чӑваш Ен вице-премьерӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхри 203 ҫемье 297,1 миллион тенкӗлӗх кредит илнӗ. Пӗчӗк процентлӑ кредит илес ӗмӗтлисем Россельхозбанка 390 заявка панӑ. Кивҫен укҫана вӗсем 794 миллион тенкӗлӗх илесшӗн. Кредит учрежденийӗ заявкӑсене малалла йышӑнать. Аса илтерер: пирӗн республикӑри ялсенче ҫурт тӑвас ӗмӗтлисене Чӑваш Ен хысни шучӗпе те процент ставкине пӗчӗклетсе параҫҫӗ. Кивҫен укҫана халӑхӑн хӑш-пӗр категорине 3 процентлӑ ставкӑранн пуҫласа 0,1 процент таран виҫепе пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти каччӑна наркотик сутма тӑнӑшӑн айӑпланӑ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн 30-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тата 228-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Ку статьясемпе наркотика саккуна пӑсса пысӑк виҫепе сутакансене айӑплаҫҫӗ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каччӑ Шупашкарти пӗр ҫуртӑн картишӗнче 8 грамм ытла наркотик туяннӑ. Ӑна вӑл кайран сутма тесе упранӑ. Анчах ярӑнтарса ӗлкӗреймен – наркотика пакунлисем асӑрхаса туртса илнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑка суд хупса усрамасӑр 5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pinterest.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем Китайран таврӑннӑ. Вӗсене унтан ятарлӑ рейспа илсе килнӗ. Самолет Мускаври Шереметьево аэропортне илсе ҫитернӗ. Ентешӗмӗрсем халӗ – Муркаш районӗнчи обсерваторта икӗ эрнелӗх карантинта. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗ тӗлне илсен, Раҫҫей тулашӗнче тӑрса юлнисем – 246 ҫын. Чикӗ леш енчен кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхри 161 ентеше таврӑнма пулӑшнӑ. Ҫав шутра 29 ҫынна – Индирен, 28 – АПШран, 16 – Таиландран, 9 – Китайран, 8 – Италирен, 7 – Узбекистанран, 6-шар ҫынна – Испанирен, Израильтен, Индонезирен, Велокобританирен, Турцирен, 5 – Германирен, 4 – Францирен, 2-шер ҫынна – Мексикӑран, Кӑнтӑр Африкӑран, Грецирен, Кипртан, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Таджикистанран, Аргентинӑраны, 1-ер ҫынна – Кӑркӑстанрани, Кӑнтӑр Корейӑран, Латвирен, Португалирен, Шри-Ланкӑран, Иорданирен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисене министрӑн ҫӗнӗ ҫумӗпе паллаштарнӑ. Ку должноҫе Волгоград тӑрӑхӗнче ӗҫленӗ ҫын, шалти службӑн полковникӗ Сергей Белоконь йышӑннӑ. ЧР шалти ӗҫсен министрӗ, полици генерал-майорӗ Виктор Шметков хӑйӗн ҫумне пултаруллӑ ӗҫчен тесе хакланӑ. Белоконе пирӗн республикӑра пысӑк тивӗҫ шанасси ҫинчен калакан приказа РФ шалти ӗҫсен министрӗ алӑ пуснӑ. Сергей Викторович 1968 ҫулта ҫуралнӑ. Шалти ӗҫсен органӗсенче 1992 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Тӗрлӗ должность йышӑннӑ вӑл: криминалпа кӗрешнӗ, патшалӑх автоинспекцийӗнче тӑрӑшнӑ, кадр енӗпе ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл Волгоград облаҫӗнче РФ Шалти ӗҫсен министерствин тӗп управленийӗнче штаб пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ «Писательские семьи Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен ҫемйисем) акци ирттерет. Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ҫемьере темиҫе ҫын ҫыравҫӑ тӗл пулакан тӗслӗхсем сахал мар. Чӑваш литературинче Яков тата Мария Ухсай, Леонид Агаков тата Александра Лазарева, Иоаким Максимов-Кошкинский тата Тани Юн, Юхма Мишши тата Роза Шевлепи, Валерий тата Ольга Туркайсем, Олег тата Римма Прокопьевсем тата ыттисем пур. Утӑ уйӑхӗн 4-8-мӗшӗсенче «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Интересно о чувашском» (чӑв. Чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑх) тата «Национальная библиотека Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ) страницӑсенче ҫыравҫӑсен ҫемйисемпе паллаштаракан постсем вырнаҫтарӗҫ. Акци вӑхӑтӗнче «Семейный портрет. Ольга и Валерий Тургай» (чӑв. Ҫемье портречӗ. Ольга тата Валерий Туркай) онлайн-тӗпел иртмелле. Ӑна утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 10 сехетре Наци вулавӑшӗн «Ютубри» каналӗнче кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Ольга Любимова художникӑн графика ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлӗ. «Линия пера» (чӑв. Калем йӗрӗ) куравра художник тӗрлӗ авторӑн, ҫав шутра поэтсемпе писательсен, ӗҫӗсене хӑйӗн графикипе пуянлатнӑ. Альбина Любимова Наапет Кучак, Раиса Сарби, Альбина Юрату, Алла Медведева, Алман Тимофеев, Сабир Рустамханлы, Нина Абрамова, Ольга Любимова, Дмирий Вонави, Александр Артемьев, Константин Иванов, Зоя Сывлӑмпи, Рита Арти, Лариса Цингвинцева, Виктор Чугаров, Артем Геб, Геннадий Айги, Людмила Николаева тата ытти авторпа ӗҫленӗ. Курава художник хӑйӗн тӗрлӗ вӑхӑтри 30-а яхӑн ӗҫне тӑратӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шупашкарта В.И. Чапаев палӑкне уҫнӑ. | ||
| Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |