Республикӑра
![]() Ҫулталӑкра пӗрре лекекен кану вӑхӑтне пирӗнтен кашниех тивӗҫлипе ирттерме ӗмӗтленет. Ют ҫӗре кайса ҫӳреме юратакансем вӑл вӑхӑтра аякри ҫула васкаҫҫӗ. Чикӗ леш енне кӑмӑллакансенчен хӑшӗсем Турцие кӑмӑллаҫҫӗ. Турпакетри «all-inclusive» текен пулӑшушӑн ҫеҫ мар, Шупашкартан чартер самолетсем хутланипе те илӗртет ҫав ҫӗршыв Чӑваш Ен ҫыннисене. Шупашкарти аэропортра паян пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкартан Антали хулине «Nordwindairlines» авиакомпани эрнере пӗр рейс йӗркелеме палӑртнӑ. Авиакомпанире рейссем утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пулмассине хыпарланӑ. Анчах, шел те, Росиавиаци чикӗ леш енне каймалли рейссене ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗсӗр те уҫассине шантармасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() old.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлассипе кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулла ача уйлӑхӗсене ӗҫлеттермӗҫ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская каланӑ тӑрӑх, чару мерисен иккӗмӗш тапхӑрӗ ҫине куҫма иртерех. Кӑшӑлвируспа чирлекенсем Шупашкар хулинче уйрӑмах йышлӑ. Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Шӑмӑршӑ районӗсем те «хӗрлӗ зонӑра» шутланаҫҫӗ. Вируспа вӑйпиттисем ытларах чирлеҫҫӗ. Кӑшӑлвирус ернисенчен пысӑк пайӗ — 30-39 тата 50-59 ҫулсенчи ҫынсем. «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) ача-пӑча санаторийӗ медицина организацийӗ шутланать. Ҫавӑнпа ӑна утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Паян пирӗн республикӑра йӗркелӗх енӗпе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Кун йӗркине кӗртнӗ тӗп ыйтусенчен пӗри нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли сферӑра саккунсене пурнӑҫланине тата программӑна пурнӑҫланӑ май май сиксе тухакан ыйтусене тишкересси пулнӑ. Саккун пӗр организацинех аукционсене, строительство тӗрӗслевне, строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене те хутшӑнма май парать. Ҫакӑ вара пурнӑҫлакан ӗҫсен пахалӑхне чакарма пултарать. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев строительство ӗҫне тӗрӗслеме пӗрлехи заказчик службине сӗннӗ. Сӑмах май каласан, кӑҫал пирӗн республикӑра нумай хваттерлӗ 49 ҫурта юсанӑ. Планра — пӗтӗмпе 281 ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() goszhil.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн — тӗп ҫурт-йӗр инспекторӗн ҫумне Елена Мироновӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ку хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑй алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн — тӗп ҫурт-йӗр инспекторӗн ҫумӗ пулса Елена Миронова 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Инспекцире вӑл 2011 ҫулта тӑрӑшма тытӑннӑ. Финанспа хуҫалӑх секторӗн консультанчӗ, ҫав вӑхӑтрах право тата кадр ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тимленӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл биологипе хими вӗрентекенӗн специальноҫне алла илнӗ, унтан юрист пӗлӗвне алла илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йрпреҫ районӗнчи прокуратура Кӗлӗмкассинчи ача пахчине тӗрӗсленӗ. Надзор органӗ вӗренӳ учрежденийӗнче вӗрентӳ тата терроризма хирӗҫ тӑмалли ҫинчен калакан саккунсене епле пӑхӑннине пӗлесшӗн пулнӑ. Прокуратура ҫӗрӗк картана асӑрханӑ. «Вӑл ҫуккипе пӗрех», – пӗтӗмлетнӗ прокуратурисем. Карта ҫӗрӗк пирки ача пахчин территорине кирек кам та кӗреет тесе шухӑшлаҫҫӗ прокуратурӑра. Ачасемшӗн те вӑл хӑрушӑ. Ҫӗрӗк карта пӗчӗкскерсем ҫине ӳкме пултарать. Прокуратурӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчин ертӳҫисем карта тытасси пирки шухӑшламаҫҫӗ те. Ҫавна кура прокуратура суда тавӑҫпа ҫитнӗ. Суд надзор органӗн тавӑҫне тивӗҫтернӗ, ача пахчине карта тыттарма хистекен йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() amp.politeka.net сайтри сӑн Комсомольски районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ подрядсене хӑйӗн ывӑлне панӑ. Ҫакна тӗрӗслев палӑртнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2018 ҫулта пилӗк килӗшӳ тунӑ: ҫӳп-ҫап пуҫтарса илсе тухма, юр хырма, вырӑнти ҫулсене пӑхса тӑма. Ку тӗллевпе хыснаран 30 пин тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ку подряда тата укҫана пуслӑхӑн ывӑлӗ илнӗ. Ҫапла майпа ертӳҫӗ коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ. Прокуратура ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() v-kurse.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульницинче Кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсемпе пӗрле йывӑр операци туса ирттернӗ. Пациент Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ пулнӑ. Унӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. 92 арҫын Шупашкарта пурӑнать. Вӑл больницӑна йывӑр чирсемпе лекнӗ. Ӳпке шыҫҫи аталаннӑ, ҫитменнине, унӑн чӗри япӑх ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӗрере унӑн ытти кӑлтӑксем те пулнӑ. Ҫак йывӑр чирсене пула ветеран вилме пултарнӑ. Ветерана операци вӑхӑтӗнче вӑхӑтлӑх кардиостимулятор лартнӑ. Вӑл чӗрене минутра 55 хутчен тапма май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() dipaul.ru сайтри сӑн ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 127 ҫынна тӗллевлӗ вӗрентме хатӗр. Ведомство ординатура программипе вӗренес кӑмӑллисенчен документсем йышӑнма пуҫланӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра 17 специальноҫпе 71 вырӑн хатӗрленӗ. Ытларахӑшӗ - «Педиатри», «Терапи», «Анестезиологи татареаниматологи» специальноҫсемпе. Шупашкарти тухтӑрсене хатӗрлемелли институтра тӗллевлӗ вӗренекенсем валли 46 вырӑн хатӗр. Министерство тӗллевлӗ вӗренме ытти региона та ярать. Вӗсен йышӗнче – Мускав, Чӗмпӗр, Мӑкшӑ Республики, Пушкӑртстан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() gtrkkursk.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ сахалланса пынине хыпаланӑччӗ. Паянхи статистика вара савӑнтармасть: пӗр талӑкра 60 ҫын инфекциленнине тупса палӑртнӑ. Ку кӑна мар-ха, иртнӗ талӑкра кӑшӑлвирусран тепӗр 1 ҫын вилнӗ. Эпидеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре ку вирусран 33 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Палӑртмалла: ӗнер кӑшӑлвируспа чирлӗ 58 ҫынна тупса палӑртнӑ, унччен – 51. Ку таранччен республикӑра 5194 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 2940-шӗ сывалнӑ. Иртнӗ талӑкра 20 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елена Бараева архивӗнчи сӑн Ҫӗмӗрлере 15 ҫулти хӗрача ҫухални пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ӑна халӗ те тупайман. Аса илтерер: Софья Дмитриевна Бараева ҫӗртме уйӑхӗн варринче ҫухалнӑ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулинче, килӗнчен, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехет хыҫҫӑн тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулни халӗ те паллӑ мар. Хӗрачана полицейскисем шыраҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Амӑшӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Софья Шупашкарта пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шупашкарта В.И. Чапаев палӑкне уҫнӑ. | ||
| Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |