Сывлӑх
![]() Унчченхи пек пурӑнма, сипленме, канма, курса ҫӳреме кансӗрлекен кӑшӑлвирус пурне те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ пулӗ. Ют ҫӗршыва мар, хӑш-пӗр региона та йӑпӑр-япӑр каяймӑн. Карели Республикинче, сӑмахран, чару мерисене ҫак уйӑхӑн 10-мӗшӗччен тӑснӑ. Унти паллӑ парксем, туристсем кӑмӑллакан вырӑнсем ӗҫлеҫҫӗ-ха, анчах хальлӗхе унта туристсен 10-20 ҫынлӑ ушкӑнӗпе ҫеҫ кайма юрать. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Карели Республикин оперштабӗнче уҫӑмлатма май килчӗ. Ҫав вӑхӑтрах ырӑ хыпар та пур. Паянтан Раҫҫейӗн чылай хулинчен самолетсем Краснодар тӑрӑхне, Крыма вӗҫме тытӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен Байкал тӑрӑхне чартер рейссем хутлама тытӑнӗҫ. Ҫакӑн пирки «Российская газета» хаҫата Ростуиизм ертӳҫи Зарина Догузова пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Иртнӗ уйӑхра, ҫӗртмере, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн пайташӗсем пурӗ 35 пин те 149 мӑшӑр хатӗрленӗ. Ку кӑтарту иртнӗ уйӑхринчен пӗчӗкрех пулин те (ҫу уйӑхӗнче 37 пин ытла турӑмӑр) ҫавах та сахалах мар. Тем тесен те хальхи вӑхӑтра пирӗн 455 пин мӑшӑр пур теме май пур. Иртнӗ уйӑхра пирӗн корпус ҫак хайлавсемпе пуянланчӗ: Жюль Вернӑн «Грант капитан ачисемпе» (сӑмах май тӗнче тетелӗнче вырӑсла куҫару темиҫе те пур, пире вара вӑрҫӑччен тухни кирлӗччӗ — тавах Турра, ӑна тупма пултартӑмӑр, ҫавна май мӑшӑрлас ӗҫ хӑвӑрт пулчӗ), Николай Островскийӗн «Хурҫӑ мӗнле хӗрнипе», тата ытти хайлавсемпе. Унсӑр пуҫне тепӗр пысӑк ӗҫ те тӑвайрӑмӑр: тинех хамӑрӑн тӑлмачӑн серверне йӗркелесе ҫитерме май тупрӑмӑр. Ку ӗҫ валли, паллах, тӑкакланма та тиврӗ — 60 пин патнелле пӗтертӗмӗр. Халӗ вара вӑл пирӗн Rizen3800X процессорпа, 32 гигабайт асӑмпа ӗҫлет. Малалли тӗллевсем те пирӗн пысӑках. Сӑмахран, хамӑрӑн куҫаруҫӑна бета-версине ҫитересси, хальхи уйӑхра та иртнӗ уйӑхринчен сахалтарах мар мӑшӑр тӑвасси. Кун валли пӗтӗмпех пур пирӗн: черетре Марк Твенӑн «Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени», Рувим Фраерманӑн «Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен» хайлавӗсем тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() amp.ukrainianwall.com сайтри сӑн Правительство аккаунчӗсене тытса пымалли йӗркене палӑртнӑ. Ку енӗпе вӗсене ЧР Министрсен Кабинечӗен председателӗн ҫумӗ Алла Салаева сӑнаса тӑрӗ. Сӑмах «Пӗркласрисем», «Конактра», «Фейсбук», «Инсаграм» халӑх тетелӗсенчи правительство аккаунчӗсем пирки пырать. Вӗсене тытса пынӑ чухне текстсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе, инфографикӑсемпе, карточкӑсемпе, анимацисемпе, видеосемпе усӑ курмалла, тӳрӗ эфира тухмалла, ыйтӑмсем тумалла. Постсен тексчӗсене ахаль ҫынна ӑнланмалла ҫырмалла. Чӑваш Республикин страницисем ҫинче эрнере Элтепер тата Министрсен Кабинечӗн ӗҫне кӑтаратакан 10 постран кая мар пулмалла, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен - 5 постран кая мар. Аккаунта пӑхса тӑракан ҫынсем ҫырнӑ спам-рассылкӑсене, хӑртса ҫырнисене, усал сӑмахпа усӑ курнӑ комментарисене тасатмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() goodfon.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Пӑрмас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире ача шар курнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл автомашина водителӗ руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та грузовикпе ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл автомашина рулӗ умӗнче Питӗрти 33-ри арҫын пулнӑ, грузовикре – Ростоври 35 ҫулти арҫын. Хыҫалта ларнӑ ача суранланнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Тухтӑрсем ӑна шина хунӑ, ыратнине ирттерекен укол тунӑ, ӳпкене сывлаттармалли аппарат лартса пульницӑна, Шупашкара, илсе кайнӑ. Вӗсене хирӗҫ реанимаци машини тухнӑ. Ҫур ҫулта вӗсем тӗл пулнӑ, реанимаци мероприятийӗсем ирттерсе ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл реанимаци уйрӑмӗнче выртатать, сывлӑхӗ йывӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх филармони ҫуртне юсаса ҫӗнетесси графикпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Кун пирки Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтерет. Хальхи вӑхӑтра унта территорие хӑтлӑлатас ӗҫсене пурнӑҫланӑ. Тротуарсене сарнӑ, монолит лапамсене бетонланӑ. Стенасене штукатуркӑлаҫҫӗ, ҫуртӑн стенисене урам енчен керамогранитпа витеҫҫӗ, ытти ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ. «Реконструкци графикпа килӗшӳллӗн пырать. Мӗнпур ӗҫе кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче вӗҫлесшӗн», – тенӗ ЧР Культура министерствин культура еткерлӗхне хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Евгений Гришин Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ. «Ҫӗнӗ концерт залӗнче хальхи вӑхӑтри ҫутӑ тата сасӑ оборудованийӗ вырнаҫтармалла», – тенӗ филармони пуҫлӑхӗ Николай Казаков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри икӗ организаци валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Пӗрин валли конкурса республикӑн Финанс министерстви ирттерет, теприн валли — Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви. «Республикӑри бухгалтер учечӗн центрӗ» хысна учрежденин ертӳҫин экономика пӗлӗвӗллӗ пулмалла, финанспа бухгалтери енӗпе ӗҫлени тата ертсе пыракан должноҫсенче 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ. Конкурса хутшӑнакансен докуменчӗсене утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ҫӗрпӳри ветеринарипе санитари утилизаци завочӗн пуҫлӑхӗ пулас текенсен документсене утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пама юрать. Кандидатӑн специалитетран кая мар е магистратура шайӗллӗ пӗлӳ пулмалла, ертсе пыракан должноҫра 5 ҫултан кая мар ӗҫлени те пӗлтерӗшлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ял хуҫалӑх таварне туса илекенсен техника ҫӗнетме кӑҫал майсем анлӑрах. Ку хыпара Чӑваш Ен ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ. Министр хыпарланӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑх техникине туяннин 40 процент таран саплаштараҫҫӗ. Техника туянассин хисепӗ 112 единица хушӑннӑ. Техника туянма патшалӑх пулӑшни хаклӑ техника, трактор тата комбайн илнӗ чух пушшех кирлӗ. Вӗсене туянасси пӗлтӗрхинчен 1,9 хут нумайланнӑ. Сӑмах май каласан, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ. Утӑ ҫинче Куславкка, Шӑмӑршӑ тата Ҫӗмӗрле районӗсем уйрӑмах хастар. Вӑрнар, Шупашкар, Елчӗк районӗсем те хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ. Хуҫалӑхсенче сенаж тата силос хатӗрлессипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ (кӗскен — ТСК) республика Элтеперӗн пукане йышӑнас кӑмӑллисенчен документсем малалла йышӑнать. Республика ертӳҫин пуканне тӗмсӗлекенсен ретӗнче тивӗҫлӗ канури ҫынсем те пур. Маларах Пенсионерсен партийӗн пайташӗ Николай Степанов ҫав ӗмӗтлине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 61 ҫулти Николай Коклейкин ваккат документсем тӑратнӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн унчченхи созывӗнче вӑл ТСКн пайташӗ пулнӑ. Ӑна унта Коммунистсен партийӗ сӗннӗ. Халӗ вара Коклейкин коммунистсемпе хӑйне нимӗн те ҫыхӑнтарманнине ӗнентернӗ. Суйлава вӑл хӑй тӗллӗн хутшӑнать. Апла пулин те ытти парти пулӑшасса шаннине пытарман. Мускав тӑрӑхӗнче вӗрентӳ тата консалтинг енӗпе ӗҫлесе пурӑнакан 46 ҫулти Андрей Ильдеменов та документсем тӑратнӑ. ТСКна вӑл виҫӗ хутчен ҫитнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче ӑннӑ, документсем йӗркеллех пулнине кура унӑн хучӗсене йышӑннӑ. Элтепер пулас ӗмӗтлисем хальлӗхе ҫаксем: Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, «Раҫҫей патриочӗсем» парти пайташӗ Сергей Матвеев, «Раҫҫейри пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн партийӗн» пайташӗ Николай Степанов, Шупашкарта пурӑнакан Юрий Шакеев, Николай Коклейкин тата Андрей Ильдеменов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти Мускав районӗнче улттӑмӗш хӗрарӑм ӗнтӗ килте ача ҫуратнӑ. Ку хыпара асӑннӑ хулари Мускав район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ. Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм килте ҫӑмӑлланнӑ. Ҫут тӗнчене ывӑл килнӗ. Ача ҫурални ҫинчен калакан свидетельствӑна илме вырӑнти загс уйрӑмне пепкен ашшӗ пынӑ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн «Граждан тӑрӑмӗсен акчӗсем ҫинчен» саккунӑн 14-мӗш тата 16-мӗш статйисене тӗпе хурса хӑйӗнпе пӗрле кӳнтелене чӗннӗ. Кӳнтелен ача ҫуралнине ӗнентерме кирлӗ пулнӑ. Телейлӗ ашшӗ-амӑшне загс ӗҫченӗсем саламланӑ, ача ҫурални ҫинчен калакан свидельство тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 5025 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине шута илнӗ. Кунта сӑмах пандеми пуҫланнӑ хыҫҫӑнхи тапхӑр пирки пырать. COVID-19 диагнозӗллӗ тата тепӗр 52 ҫынна шута илнӗ паян. Пандеми пуҫланнӑранпа 2882 ҫын сывалнӑ. Анчах вилекенсем те пур. Паянхи кун тӗлне хурлӑхлӑ ҫакӑн пек 31 тӗслӗхе шута илнӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче районсемпе хуласенчи лару-тӑрӑва тишкерекен таблица та хатӗрленӗ. Анчах ӑна паян ҫӗнетсе ӗлкӗрейменччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчине тишкерсен хӑш-пӗр цифрӑна илсе парар. Улатӑрта 139 ҫын чирлине шута илнӗ, Патӑрьел районӗнче – 131 ҫын, Комсомольски районӗнче – 153, Хӗрлӗ Чутай районӗнче – 149, Шупашкар районӗнче – 225. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шупашкарта В.И. Чапаев палӑкне уҫнӑ. | ||
| Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |