Ял пурнӑҫӗ
![]() komandirovka.ru сайтри сӑн Кӑҫал чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен Краснаормейски округӗнчи Пшонкӑ ялӗнчи пӗве хӗрринче пляж вырӑнӗ пулмалла. Округ администрацийӗ ҫак тӗллевпе 6 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Аукционра ҫӗнтернӗ подрядчикӑн хӑйӑрлӑ пляж, пластик понтон тумалла, тӗрлӗ ӳсӗмри ачасене шыва кӗмешкӗн вырӑнсем уйӑрмалла. Ҫавӑн пекех пляж кабини, информаци паллисем пулӗҫ. Понтон 50 метр тӑршшӗ, 60 метр сарлакӑш пулӗ. Ӑна сивве чӑтакан материалтан тумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Паян ирхине М-7 ҫул ҫинче, Лапсарпа Карачура хушшинче, машина пашие ҫапса кайнӑ. Ку ир-ирех пулнӑ. Пӑши вӑйлах суранланнӑ. Машинӑсем ҫинчи регистраторсем ӳкернӗ видеора ҫак паллӑ: пӑши малтанах ҫул ҫинчи выртнӑ. Шел те, кайран вӑл йывӑр сурансене пула вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() kostroma.mk.ru сайтри сӑн Синоптиксем юпа уйӑхӗнче мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ. Уйӑх пуҫламӑшӗнче 18 градус таран ӑшӑ пулӗ. Юпан 2-мӗшӗнче 21 градус таран ӑшӑтӗ. Юпан 5-6-мӗшӗсенче, канмалли кунсенче, кӑшт сивӗтӗ, 13 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Юпан 6-мӗшӗнче каҫхине шӑнтма пултарӗ. Малалла уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Юпан 11-мӗшӗнчен кӑна ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Юпан 14-20-мӗшӗсенче сывлӑш температури 15 градус ӑшӑран пуҫласа 1 градус сивӗ таран пулӗ. Юпан 19-20-мӗшӗсенче пӗрремӗш юр ӳкме пултарать, анчах вӑл хӑвӑрт ирӗлӗ. Юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче 2-8 градус ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарти 7-мӗш шкул директорӗн канашҫи Надежда Аполлонова Пӗтӗм Раҫҫейри патриотлӑх воспитанийӗн «Быть, а не казаться!» конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӑл «Наставник-профессионал» номинацире мала тухнӑ. Конкурс финалӗ Волгоград хулинче иртнӗ. Унта хутшӑнакансене тӗрлӗ енчен тӗрӗҫленӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем уҫӑ уроксем ирттернӗ, социаллӑ проектсем хатӗрленӗ, ҫарпа спорт мероприятийӗсене ирттернӗ… Надежда Аполлонова чи лайӑх кӑтартусемпе палӑрса пуринчен те иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш округӗнчи Ильинка ялӗнчи ватӑ юман тавра хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ. Вӑл – 373 ҫулта, пӗлтӗр Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри йывӑҫ» конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫавна май ана сыватмалли процедурӑсем тумалли сертификат панӑ. Ҫулла Мускаври экспертсем килсе юмана санитари тӗлӗшпе каснӑ, диагностика тунӑ. Ҫирӗпрех пултӑр тесе тымарне шӗвӗ им-ҫам янӑ. Нумаях пулмасть ун таврашне илемлетмелли проекта хатӗрлесе пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() demo-chrio.rchuv.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри историпе обществознани вӗрентекенӗ Артем Максимов Раҫҫей шайӗнче иртекен «Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсра Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет. Конкурс пуҫланнӑ. Пӗрремӗш тур Саратов хулинче иртет. Артем Владимирович унта обществознанипе урок ирттернӗ, ачасем кӑсӑклӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Халӗ унӑн «Педагогпа – интервью» тапхӑр витӗр тухмалла: унта жюри пайташӗсемпе калаҫӗҫ. Кайран 20 вӗрентекен иккӗмӗш тура хутшӑнӗ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Вӗрентекен кунӗнче, юпан 5-мӗшӗнче, чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() m.ok.ru сайтри сӑн Ҫанталӑк питех сивӗ тӑманнипе, талӑкри вӑтам температура 8 градус ӑшӑран сахалрах пулманнипе Шупашкарта хутса ӑшӑтмалли сезона пуҫӑнман-ха. Ку ыйтӑва администрацире иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк юпа уйӑхӗн варриччен ӑшӑ тӑма пултарать. Ҫавна май мэри ӑшӑ хӑҫан яма планланине пӗлтернӗ: юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче. Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарта юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӑшӑ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Галина Григорьева сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен делегацийӗ нумаях пулмасть Кабарда-Балкари Республикинче пулнӑ. Йӑхташӑмӑрсене Нальчик чӑвашсен общество организацийӗн председателӗ Алена Чернова ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. Чӑвашсене «Ҫӑлкуҫ» уйлӑхра вырнаҫтарнӑ, республика тӑрӑх кӑтартса ҫӳренӗ. Чӑвашсен делегацийӗ Кабарда-Балкари ҫӗрӗ ҫинче Чӳк ирттернӗ, юпа вырнаҫтарнӑ. Ӑна Алексей Казаков скульптор хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫемье архивӗнчи сӑн Улатӑр округӗнчи Восход поселокӗнче пурӑнакан Юрий Николаевияпа Альбина Борисовна Чистяковсем ҫамрӑк чухне паллашнӑ та паянхи кун та пӗрле. Вӗсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ. Чистяковсем пурнӑҫне Восход поселокӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Халӗ – тивӗҫлӗ канура. Мӑшӑр икӗ хӗр ӳстернӗ, халӗ пӗр мӑнукпа савӑнаҫҫӗ. Кирек мӗнле лару-тӑрура та лӑпкӑ пулмалла, компромисс тупмалла – ҫапла шутлаҫҫӗ вӗсем. Ҫавӑнпа вӗсен ҫемйинче ӑнлану хуҫаланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра паянтан ҫӗнӗ ыын ертсе пыма тытӑннӑ. Яваплӑ ҫак тилхепене Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрин заведующийӗ пулса тӑрӑшнӑ Светлана Милкинӑна тыттарнӑ. Светлана Николаевна — пӗлӗвӗпе социаллӑ педагог. Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова паллаштарнӑ май центр пирки нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ, вӑл пултаруллине, ытти ҫавӑн пек учрежденишӗн тӗслӗх пулса тӑнине палӑртса хӑварнӑ. Министр центр директорӗн тивӗҫне явапӑхпа ҫулталӑк ытла ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ Аркадий Скворцова та (учрежденире вӑл — директор ҫумӗ) тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |