Ял хуҫалӑхӗ
![]() "Контактри" сӑн Кӑҫал ҫанталӑк тыр-пула, пахча ҫимӗҫе пухса кӗртме май парать. Ял хуҫалӑхӗнче кӗрхи ӗҫсен статистики аван. Паянхи кун тӗлне ҫӗрулмин 83 процентне кӑларнӑ - 87,5 тонна «иккӗмӗш ҫӑкӑр» пухса кӗртнӗ. Пахча ҫимӗҫе лаптакӑн 75 проценчӗ ҫинчен пуҫтарнӑ. Пӗтӗмпе 11,9тонна Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rutube.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 25 ҫулти арҫын ют ҫӗршыври машина туянма шутланӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ тупнӑ. Кӗҫех вӑл «сутуҫӑпа» калаҫма тытӑннӑ. Килӗшӳ ҫырмалла тесе палламан ҫын унран укҫа ыйтнӑ та ыйтнӑ. Ҫапла арҫын вӑл калана счетсем ҫине 1 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарнӑ. Анчах машинӑна кӗтсе илеймен. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Красноармейски округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пурӑнакан Геннадий Гурьев хӑваран ҫурт макечӗсене ӑсталать. Чертежсемпе усӑ курмасть вӑл. Пӗр макета 4 уйӑхран пуҫласа 1 ҫул таран ӑсталать. Хӑвана вӑл кӗркунне пухать, типӗтсе хуппинчен тасатать. Керменсем, юмахри ҫуртсем, армансем... Ку таранччен темӗн те асталанӑ вӑл. Хӑйӗн ҫурчӗн копине те тунӑ. Палӑртса хӑвармалла: Геннадий Гурьев профессипе - строитель. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() obrazov-rcheb.edu21-test.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Тутаркасси ялӗнчи шкулта ӗҫлекен Альбина Ишовӑна «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ку ята вӑл педагогикӑра тата воспитани ӗҫӗнче чылай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тивӗҫнӗ. Альбина Валентиновна Тутаркассинчи шкулта ачасне чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, аслӑ категориллӗ вӗрентекен. Альбина Ишован вӗренекенӗсем яланах тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтереҫҫӗ. Хастар учитель хӑй вӑхӑтӗнче шкулта класс-музей уҫнӑ. Унта тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗркипе палалшма пулать, ҫавӑнтах уроксем иртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ВКонтакте сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинчи М.В. Силантьев герой ячӗллӗ 1 номерлӗ шкулта «Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» — «Живи, наш Сеспель!» ятлӑ поэзи уявӗ иртӗ. «Вӗрентекенсене, библиотека ӗҫченӗсене, кӑмӑл тата вӑхӑт тупакансене пурне те уява йыхравлаҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ Лидия Филиппова журналист мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра. Мероприятие Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, Лидия Филиппова, Василий Захаров, Любовь Петрова, Николай Ишентей, Георгий Хавал, Ортем Гали, Роза Беляева, Геронтий Никифоров хутшӑнӗҫ. |
Ҫул-йӗр
![]() pikabu.ru сӑнӳкерчӗкӗ Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин погранподразделенийӗ Шупашкарти аэропортра ют ҫӗршыври рейссене йышӑнма хатӗр. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен офицаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Пассажирсемпе тиевсене тӗрӗслемелли пункта 2025 ҫул пуҫламӑшӗнче ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Кун пирки Раҫҫейӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Сарту тата Самар облаҫӗсенчи Пограничник управленийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Урванов Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан пӗлтернӗ. Элтепер каланӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул Шупашкартан Турцие авиайрессем уҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() saratov.sledcom.ru сайтри сӑн Улатӑрта пурӑнакан 21 ҫулти хӗрарӑма 2-ри тата 3-ри хӗрӗсене хӗненӗшӗн айӑпланӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫул та 1 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 10 пин штраф тӳлемелле. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн 4-25-мӗшӗсенче пӗчӗк ачисене пӗрре мар хӗненӗ. Вӑл амӑшӗн тивӗҫӗсене йӗркеллӗ пурнӑҫламан. Следстви вӑхӑтӗнче хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра ачасем ашшӗпе пурӑннӑ тесе каланӑччӗ унччен. Халӗ вӗсем социаллӑ учрежденире. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев вӑтам професси вӗренӗвӗн кунӗпе саламланӑ. «Эсир, хастар чунлӑ та пултаруллӑ педагогсемпе наставниксем, хӑвӑрӑн тарӑн пӗлӗвӗрпе паха опытӑра ҫитӗнекен ӑрӑва парса, экономика отраслӗсене пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсемпе тивӗҫтерсе ҫӗршывӑмӑрӑн пуласлӑхне хывас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑратӑр. Сирӗн ӗҫӗр – професси ҫеҫ мар, чун туртни те. Эсир студентсене ҫи-тӗнӳсем тума хавхалантаратӑр, вӗсене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса пама тата пурнӑҫра ӑнӑҫуллӑ пулма пулӑшатӑр», — тенӗ Элтепер республикӑн влаҫ органӗсен официалла порталӗнче вырнаҫтарнӑ саламра. Сӑмах май каласан, паянвӑтам професси вӗренӗвӗн тытӑмӗнче 1500 ытла преподавательпе производство вӗрентӳҫи вӑй хурать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери втатисен кунӗнче, республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова отрасльти ветерансемпе тӗл пулнӑ. Уява халалланӑ ҫавра сӗтеле Шупашкар хулинчи халӑхан социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта ирттернӗ. Министр ӗҫ ветеранӗсем обществӑра пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртса, вӗсен опычӗ социаллӑ сферӑра та кирлине асӑнса хӑварнӑ. «Эпир сирӗн эткерлӗхе хаклама тата упраса хӑварма тивӗҫ», — тенӗ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре чи хастар кӗмӗл волонтерсене палӑртнӑ. Конкурса пӗтӗмпе 32 хастар ватӑ хутшӑннӑ. Вӗсене 4 номинацире хакланӑ. «Ҫӗнтерӳ волонтерӗ» номинацире Етӗрне тӑрӑхӗнчи Мария Кольцова «Хӑвӑн ӑшшуна ыттисене парнеле» программӑпа палӑрнӑ. «Волонтер-наставник» номинацире Элӗк тӑрӑхӗнчи Виталий Ефимов «Шахмат — ӑнӑҫу ҫулӗн шанчӑклӑ ҫӑлкуҫӗ» практикӑпа мала тухнӑ. Шупашкарти Ирина Александрова — чи лайӑх «Эко-волонтёр». «Социаллӑ экспресс» номинацире те Шупашкарти кинемей ҫӗнтернӗ¸ вӑл — Алевтина Степанова. Ватӑ ҫын «Ретрогварди» театр студине ҫӳрет. Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗмӗл волонтерсен республикари форумӗнче чыслӗҫ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 11 сехетре Ҫамрӑксен театрӗнче пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |