Хулара
![]() mediacratia.ru сайтри сӑн Раҫҫейре коронавирус сарӑлнӑ май мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Чӑваш Енре те ку енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Сӑмах май, хальлӗхе республикӑра 1 ҫын коронавируспа чирлет. Шупашкар хула администрацийӗ ҫитес вӑхӑтра нумай хваттерлӗ ҫуртсен подъезчӗсене дезинфекцилеме хушнӑ. Ҫак ӗҫе управляющи компанисен тата ТСЖсен тумалла. Урая хлоркӑпа ҫумалла, лифтри пускӑчсене сӑтӑрмалла, алӑк хӑлӑпӗсемпе перилӑсене тасатмаллла. Управляющи компнийӗсем подъездсенче уйӑхра пӗр хутчен тусан сӑтӑраҫҫӗ, коронавирус сарӑлнӑ май халӗ ав дезинфекцилеме те тивӗ. Сӑмах май, Шупашкарта троллейбуссене те кунне икӗ хутчен дезинфекцилени пирки ҫырнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() versiya.info сайтри сӑн МИХсенче Лев Лещенко коронавируспа чирлени пирки хыпар тухнӑ. Арӑмӗпе вӗсем Мускаври Коммунаркӑра, инфекции пульницинче, выртаҫҫӗ-мӗн. Артист реанимацире выртать имӗш, унӑн сывлӑхӗ йывӑр. «Суя! Ҫакна кам ҫырать – ҫавӑн коронавирус!» - пӗлтернӗ Лев Лещенкӑн ҫывӑх тусӗ Владимир Винокур. Унӑн коронавирус ҫук тесе ӗнентернӗ, ӳпки шыҫнӑран реанимацире процедурӑсем тӑвать-мӗн. 78 ҫулти Лев Лещенко тата 66-ри мӑшӑрӗ Ирина Коммунаркӑра сипленеҫҫӗ. Иккӗшӗн те ӳпки шыҫнӑ иккен. Палӑртмалла: Лев Лещенко нумаях пулмасть АПШран гастрольтен таврӑннӑ. Анчах тӳрех Мускава вӗҫсе килеймен, Францире тепӗр самолета ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() photocentra.ru сайтри сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗ ӑшӑ та типӗ килӗ. Сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулмалла. Кунашкалли 1975 ҫулта пулнӑ, кӑҫал та ун пек ҫанталӑк килес шанчӑк пур. Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӑштах сивӗтсе илӗ, йӗпе юр ҫума пултарӗ. Анчах хальлхинчи пек юр ҫуса лартмӗ. Пӗрремӗш декада вӗҫлениччен татах сивӗтме пултарӗ. 10-мӗш хыҫҫӑн ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк хуҫаланӗ. Тӑпра та типме пултарӗ. Ака уйӑхӗнче ҫуллахи пек ӑшӑ пулас шанчӑк та пур – виҫҫӗмӗш декадӑра сывлӑш температури 20-25 градус таран ӑшӑнӗ. Анчах ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Ку шӑтса тухнӑ курӑка, ӳсен-тӑрана сиенлетме пултарӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей ҫыннисем патне хӑйне евӗр чӗнӳпе тухрӗ. Унта вӑл коронавируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва хускатрӗ. Тӗнчипе сарӑлнӑ амака сарасран йышӑнакан мера шутӗнче — ҫынсене пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 5-мӗшӗччен кантарма йышӑнни. Килте ларншӑн укҫа тӳлӗҫ. Тӳрех палӑртар: лавккасем, банксем, аптекӑсем, пульницӑсем хупӑнмӗҫ, транспорт ҫӳреме чарӑнмӗ, тӳре-шара ӗҫлӗ. «Халӗ чи хӑрушсӑрри — килте ларни», — тенӗ президент. Паянах Владимир Путин ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑ. Ӗҫсӗр ҫынсен пособине ӳстересси пирки те каланӑ паян ҫӗршыв ертӳҫи. Тупӑш 30 процентран ытларах чакнисене ипотека каникулӗ парасси, банкра укҫа тытакансене тупӑшран илекенсен налук тӳлеттересси (кӗмӗл виҫи 1 миллион тенкӗрен иртсен) тата ытти хӑш-пӗр самант пирки те каланӑ Владимир Путин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() sdo.gounpopu6.ru сӑнӳкерчӗкӗ Коронавируса пула шкулсенче тата аслӑ шкулсенче вӗрентме пӑрахасси пирки асӑрхаттарчӗҫ. Уроксемпе занятисене инҫет вӗрентӳ мелӗпе епле йӗркелӗҫ? Компьютер тата тӗнче тетелне тухма май ҫуккисен мӗн тумалла? Вӗсем тантӑшӗсенчен катӑк пулӗҫ-и? Тусӗсем вӗреннӗ вӑхӑтра программӑна ӑша хываймӗҫ-и? Ҫак тата ытти нумай ыйту ҫуралать паян ашшӗ-амӑшӗн те, вӗрентекенсен те. Аслӑ шкулта дистанци мелӗпе вӗрентекен пӗр педагог ку ӗҫе вӗсен, преподавательсен, хӑйсен тӗллӗн пурнӑҫлама тивнине пӗлтернӗччӗ. «Хӗрӳ линие» Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче уҫнӑ. Унӑн телефон номерӗ — 8 (8352) 58-37-89. Унсӑр пуҫне Раҫҫей Ҫутӗҫ министерствине те шӑнкӑравлама юрать. Унтисен телефон номерӗ — +7 (800) 200-91-85. Шӑнкӑравлама учительсен те, ашшӗ-амӑшӗн те юрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Телекӑларӑм саманчӗсем Ҫак кунсенче Чӑваш Енри ҫемьесем пӗри хыҫҫӑн тепри федераци каналне лекеҫҫӗ. Шел те, мухтанмалли-савӑнмалли сӑлтавпа мар. Ҫемьесенчи пӑтӑрмахлӑ историе пула ҫакланаҫҫӗ вӗсем. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи Людмила Степанова пулчӗ. Кӑларӑм пуҫламӑшӗнче вӑл хӑйӗн ачисене тавӑрса пама тата хӑйӗн ҫемйинчен хӑпма ыйтрӗ. Ӗнерхи кӑларӑмра кӑтартнӑ ҫичӗ ача амӑшӗн тӗпренчӗкӗсенчен пӗри ҫеҫ, сакӑр уйӑхри пепке, хӑйӗнпе иккен. Ыттисем тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ. Тӗрӗсрех каласан, е реабилитаци центрӗнче, е ҫынсем ӳстереҫҫӗ. Кам — Крымра, кам — Улатӑрта. Хӗрарӑм амӑш укҫипе Сӗнтӗрвӑрри районӗнче икӗ пӳлӗмлӗ хӑтсӑр хваттер туяннӑ. Анчах ӑна юсама халӗ те пуҫӑнман. Ҫемье ӑҫта кирлӗ, пурӑнмалли кӗтес унта тара илсе пурӑнать. Опекӑпа попечительство органӗсем ҫемье ҫинчен пӗр ырӑ сӑмах та калаймаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() top.st сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсен, ватлӑх енне сулӑннисен (теприсене ку сӑмах, тен, килӗшмест те пулӗ-ха. Анчах ҫамрӑк тенипе яшланаймӑпӑр), карантинта пулмалла. 65 ҫултан аслӑраххисем коронавирус чирне йывӑррӑн тӳссе ирттернине тухтӑрсем текех калаҫҫӗ-ха. Ҫул кайнӑҫем сывлӑх тӗрекленсе пыманнине ӑнланма пулать. Тӗрлӗ амак аптӑратакан ватӑсем инфекци чирӗсене йывӑррӑн тӳссе ирттереҫҫӗ. Ҫавӑн пек чух вӗсен ытти чирӗ шала кайма пултарать. Аслӑ ҫулхисен карантинта пулмалли вӗсене чирлеттерес маррипе ҫыхӑннӑ. Сӑмах май, паянхи ир тӗлне пирӗн республикӑра 419 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Коронавируспа чирли малтанхиллех пӗр ҫын ҫеҫ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпе 694 ҫынна тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Ҫамрӑксемшӗн ҫул пур ҫӗрте те уҫӑ, ватӑсене пур ҫӗрте те хисеплеҫҫӗ», — ҫапларах йӗркесемлӗ вырӑсла юрӑ пулнине пирӗнтен чылайӑшӗ пӗлет. Чӑваш Енре те ҫамрӑксем валли ҫул уҫӑлать, ваттисен вара хӑйсене сума сунишӗн савӑнасси ҫеҫ юлать. Сӑмахӑмӑр — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗнче пулас улшӑнусем пирки. Асӑннӑ парти ертӳҫи Дмитрий Медведев регионсенчи уйрӑмсен секретарӗсем пулма тивӗҫ кандидатсемпе, пурӗ 13 ҫынпа, тӗл пулнӑ. Кун пирки партин сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫав йышра РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова та пулнӑ. Ӑна Чӑваш Енри уйрӑма ертсе пыма шанасшӑн иккен. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарӗ Юрий Кислов отставкӑна кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() fb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Таксистсем улталанни пирӗн тӑрӑхра унччен те пулкаланӑ-ха. Хальхинче Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти таксиста шӑнман пӑрпа лартса янӑ. 30 пин тенкӗлӗх. Тата пӗр курупкӑ канихветпа коньяклӑх. Юлашкинчен асӑннине хӑй те ӗҫсе ҫиейӗ-ха. Ӑна вӑл ют ҫынна тыттарса ӗлкӗрмен. Такси чӗнсе шӑнкӑравланӑ ҫын Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗ патне пыма ыйтнӑ. Ҫула май канихветпа коньяк туянма сӗннӗ. Аэропорта, самолет ҫине, васканине ӗнентернӗ. Инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ ҫын унсӑр пуҫне телефон номерӗ ҫине 30 пин тенкӗ укҫа хурса пама ыйтнӑ. Таксист итленӗ. Пылак ҫимӗҫпе хаяррине туяннӑ. Укҫана телефон номерӗ ҫине куҫарнӑ. Лешӗ ҫине-ҫинех шӑнкӑравланӑ. Васкатанҫи тунӑ. Палӑртнӑ вырӑна таксист ҫитет те хӑйне никам та кӗтсе тӑманнине ӑнланса илет. Телефона та тытакан тупӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Nordwind Airlines (ку компани «Северный ветер» тулли мар яваплӑ общество ятпа регистрациленнӗ) Шупашкара вӗҫме пӑрахӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен килекен юлашки авиарейса вӑл пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пурнӑҫлӗ. Ҫапла вара Шупашкартан Мускава, Мускавран Шупашкара «Победа» лоукостер ҫеҫ ҫӳрӗ. Маларах асӑннӑ авиакомпани пирӗн республикӑна кӑрлач уйӑхӗнчех вӗҫме чарӑнасшӑн пулнӑ. Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, авиакомпани халӑх сахал ҫӳренипе сӑлтавланӑ. Ун чухне расписание ылмаштарса пӑхма йышӑннӑ. Анчах расписание ылмаштарни те нимех те улӑштарайман. Халӗ тата ансат мар эпидеми лару-тӑрӑвӗ те витӗм кӳнӗ. Шупашкарти аэропорт авиакомпани хӑҫан та пулсан Шупашкара каллех вӗҫме пуҫласса шаннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш автономи облаҫне (ЧАО) туса хунӑ. | ||
| Светлана Асамат, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗ хывакан ҫуралнӑ. | ||
| Ҫак кун Республика кунне уявлама йышӑннӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |