Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗн центрӗнче – Кӳкеҫре поселокӗнче – икӗ пӗлӳ ҫурчӗ: Кӳкеҫ лицейӗ тата 1-мӗш шкул. Анчах ачасем валли вырӑн ҫитмест, ҫавна май унта тепӗр шкул хута ярасшӑн. Шупашкар районӗн хаҫачӗ «Тӑван Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, район депутачӗсен пухӑвӗн ларӑвӗнче ҫитес ҫул Кӳкеҫре шкул тумашкӑн хыснара укҫа пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, пӗлӳ ҫуртне 600 ача ҫӳремелле. Проект ӗҫӗсене вӗҫлесен укҫа-тенкӗ уйӑмашкӑн заявка парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ВИЧ-инфекциллӗ 274 ҫынна тупса палӑртнӑ, пӗтӗм тапхӑрта вара ҫак мур республикӑри 2877 ҫынна ернӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче тупса палӑртнисен йышӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, виҫӗ ҫын сахалрах. Ҫапла майпа, пӗтӗм ҫӗршывӗпе илсен, Чӑваш Республикинче инфекци ҫаклатасси 2,6 хут сахалрах. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче ВИЧ-инфекциллисен шучӗ 100 пин ҫын пуҫне 19,6 ҫынпа танлашнӑ. Ҫакӑ нумай ҫуллӑх кӑтартӑвӗпе пӑхсан, 43,4% чухлӗ пысӑкрах. Палӑртса хӑвармалла, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку анализа республикӑри 248 пин те 300 ҫын панӑ. Иртнӗ ҫулхипе пӑхсан, 11,1% пысӑкрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра «Аргументы и факты» хаҫат редакцийӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ. Пирӗн регион ертӳҫипе «Аргументы и факты» акционерсен хупӑ обществин гендиректорӗ Руслан Новиков, унӑн пӗрремӗш ҫумӗ Марина Мишункина, влаҫ органӗсемпе ҫыхӑну тытакан канашҫи Николай Терещенко, кӑларӑмӑн тӗп редакторӗ Игорь Черняк, тӗп редакторӗн ҫумӗ Индира Кодзасова, политика пайӗн редакторӗ Виталий Цепляев, асӑннӑ пай корреспонденчӗ Екатерина Барова. Республика Элтеперне редакци ҫурчӗ тӑрӑх кӑтартса ҫӳренӗ. «Аргументы и факты» хаҫат, сӑмах май, XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче — XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тунӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, енсем Чӑваш Енпе килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче ҫӗнӗ загс тӑвасшӑн. Ӑна валли Шупашкарти К. Иванов урамӗнче кадет шкулӗ пулнӑ ҫурта усӑ курасшӑн. Чӑваш Енӗн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫейӗн Юстици министерстви загс валли укҫа уйӑрма хирӗҫ мар. Кун пирки вӑл патшалӑх пурлӑхне тата ҫӗрпе усӑ курнине тишкерекен канашлура пӗлтернӗ. Федераци хыснинчен укҫана 2020-2021 ҫулсенче уйӑрма пултараҫӗ иккен. Загса Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра тахҫан вырнаҫнӑ «Родина» кинотеатр пулнӑ ҫурт вырӑнӗнче тӑвассине те тишкернӗ. Ҫапах та кадет шкулӗ пулни меллӗрехӗн туйӑннӑ курӑнать. Загс 1 гектара яхӑн лаптӑк йышӑнмалла. Объектӑн лаптӑкӗ – 3 пин тӑваткал метра яхӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей халӑх артисткин, Чӑваш АССР халӑх артисткин, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫыннин Нина Григорьеван юбилейне паллӑ тӑвӗҫ. Ҫав каҫ «Чикагори кукаҫин пурлӑхӗ» спектакле кӑтартӗҫ. Унта Нина Григорьева Надежда константиновна сӑнарне калӑплать. Ҫав каҫах юбиляра ҫуралнӑ кунпа театр коллективӗсем саламлӗҫ. Нина Григорьева иккӗмӗш класра вӗреннӗ чухне Пукане ролӗпе сцена ҫине тухнӑ. Аслӑрах классенче тӑван яленчи, Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкассинчи, клубри драма кружокӗсене ҫӳренӗ. Чӑмах май, яла артистсем спектакльпе пырсан Григорьевсем патӗнче апатланнӑ. Пӗррехинче Леонид Родионов Нина Григорьевӑна сӑвӑ вулаттарнӑ, этюд тума ыйтнӑ. Артиста вӗренме кайма сӗннӗ. Анчах Нина Григорьеван ашшӗ хирӗҫ пулнӑ. Хӗрне вӑл метеоролога вӗрентесшӗн пулнӑ. Балл ҫитейменнипе Хусантан каялла таврӑнма тивнӗ. Ҫапла вара Нина Григорьева артиста вӗренме кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта тума пуҫланӑ «Амазани» этнокомплекса Чӑваш Ен Элтеперӗнчен сӑмах лекнӗ. «Этносла Чӑваш Ен» проекта ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. «Федерацин Туризм агентствипе тата хулапа пӗрле эпир юлашки темиҫе ҫулта унта 1 миллиард та 357 миллион тенкӗ уйӑртӑмӑр. Хыснаран хывнӑ кашни 1 тенкӗ пуҫне усламҫӑсен 2 тенкӗ те 30 пус хывмаллаччӗ, нумайран та – 3 тенкӗ. Анчах, шел пулин те, вӗсем ҫапла тумарӗҫ», – палӑртнӑ республика ертӳҫи Михаил Игнатьев. Михаил Игнатьев республика Правительстви инфраструктурӑна хатӗрлемелли хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 2013-2018 ҫулсенче этнокомплекса ҫутӑ кӗртнӗ, унта газ ҫитернӗ, шыв тата канализаци пӑрӑхӗсене хунӑ, ҫул сарса панӑ. Анчах унччен палӑртнӑ объектсене туса пӗтермен. Ҫавна май «ТРИгрупп» тулли мар явапла обществӑпа килӗшӗве татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейӗн мӗнпур регионӗнче цифра телекуравӗ ҫине ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи малтанхи вунӑ кунта куҫарӗҫ тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Каярах ку вӑхӑт каярах ҫитессине хыпарларӗҫ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗлӗх илтрӗмӗр. Чӑваш Енре цифра телекуравӗ ҫине 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫеҫ куҫӗҫ. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Мускавра телерадиовещание аталантарас енӗпе правительство комиссийӗн ларӑвӗ иртни пирки пӗлтернӗ. Унта аналог телекурава хӑш регионта хӑҫан сӳнтерессине ҫирӗплетнӗ иккен. Ҫӗршывра ҫак ӗҫ виҫӗ тапхӑрпа пулса иртӗ. Чӑваш Ен иккӗмӗш черетри регионсен шутне кӗнӗ. Пирӗн патра цифра телекуравӗ ҫине 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн куҫарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Чулхулара Шупашкарти таксиста вырӑнти таксистсенчен лекнӗ. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Яндекс. Такси» службӑн Шупашкарти водителӗ Чулхулари Каяльянов урамӗнчи пӗр каферен тухнӑ та унӑн машинине аркатнине асӑрханӑ. Вӑл часрах чупса пынӑ, анчах хӑйне те патак лекнӗ. Вырӑна полицейскисем ҫитнӗ. «Чулхулара «чаевойсем» лайӑх теҫҫӗ. Клиентсен 90 проценчӗ 50 тенкӗрен сахалрах тӑк сдачӑна илмест. Анчах унта вырӑнти таксисисем 21-мӗш регионтан пулнине курсан хӗсеҫҫӗ», - «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ Шупашкарти пӗр таксист Денис. Шупашкартан килнӗ таксистсене вырӑнтисем хӑратсах тӑраҫҫӗ-мӗн. «Эсӗ тепри пулӑн», «киле кай» йышши запискӑсене машина кантӑкӗ ҫинче хӑвараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев 79 ҫулти Аполлон Петровпа тӗл пулнӑ. Аполлон Петров Шупашкар районӗнчи Янӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл — Михаил Васильевич ентешӗ. Анчах Михаил Васильевич унпа пӗр тӑрӑхри ҫын пулнинчен ытла сумлӑ та хисепе тивӗҫҫине кура курнӑҫнӑ. Аполлон Петров Севастополь хулинче пурӑнать. Хура тинӗҫ флочӗн карапӗ ҫинче паян та инженер пулса тӑрӑшать. Паян вӑл тӑван тӑрӑхӗнчи ентешӗсемпе курнӑҫма килсе ҫитнӗ. Хура тинӗс флотӗнче Аполлон Петров Михаил Бочкарев контр-адмиралпа (вӑл ҫуралнӑранпа ӗнер пӗр ӗмӗр итнӗ. Пурнӑҫран вӑл 99 ҫулта уйрӑлнӑ) чылай ҫул пӗрле ӗҫленӗ. Юлашкинчен асӑннине хисеп туса Севастополь хулинче ӗнер, сӑмах май, асӑну хӑми уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти аэропорт валли ят шырани пирки, сасӑлавра Андриян Николаев космонавтшӑн нумаййӑн сасӑлани пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: сасӑлав «Раҫҫейри паллӑ ҫынсем» сайтра иртнӗ. Пӗтӗмлетӳ тунӑ: аэропорта Андриян Николаев ятне парӗҫ. Сасӑлава хутшӑннисенчен чылайӑшӗ, 62 проценчӗ, ӑна суйланӑ. Святослав Федоров офтальмологшӑн – 19 процент, Иван Яковлев Ҫуттакӑларуҫӑшӑн 17 процент сасӑланӑ. Шупашкарти аэропорт валли суйлас ӗҫе 58,2 пин ҫын хутшӑннӑ. Пӗтӗмлетӗве паян 19 сехетре «Раҫҫей 1» телеканалпа тӑвӗҫ. Хальлӗхе регионсенчен килнӗ хут ҫинчи анкетӑсене тишкереҫҫӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш автономи облаҫне (ЧАО) туса хунӑ. | ||
| Светлана Асамат, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗ хывакан ҫуралнӑ. | ||
| Ҫак кун Республика кунне уявлама йышӑннӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |