Чӑваш чӗлхи
![]() Эрнекун, раштавӑн 14-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем «Словарь тӑвас ӗҫӗн хальхи ыйтӑвӗсем» ҫавра сӗтеле пухӑнса паянхи саманара сӑмах пуххисем хатӗрлесси тавра ҫуралакан ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче: гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн словарьсен уйрӑмӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Г.А. Дегтярёв, ҫав институтри чӗлхе пӗлӗвӗ уйрӑмӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ А.П. Долгова, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ В.Н. Алексеев, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Н.А. Плотников, вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин пуҫлӑхӗ А.С. Егорова, «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхе шкулӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ А.В. Блинов, педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин пуҫлӑхӗ А.Д. Ахвандерова тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри вӑрмансенче хӑрӑк йывӑҫ-турата пуҫтарма ирӗк парӗҫ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви саккунӑн проектне хатӗрленӗ, ӑна паян пӑхса тухса ырланӑ. Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр ҫемьен е пӗччен пурӑнакан ҫыннӑн ҫулталӑкне 15 кубла метр хӑрӑк-харӑк пуҫтарма юрать. Юлашки ҫулсенче вӑрмансенче хӑрӑк йывӑҫ нумай, хӑш-пӗр ҫӗрте кӗрсе тухма та ҫук. ЧР ҫутҫанталӑк министрне Александр Коршунова та ҫакӑ пӑшӑрхӑнтарать ахӑртнех. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн вӑрмансенче хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫсене халӗ те пуҫтарман. Ара, ку таранччен хӑрӑк турат пуҫтарма ирӗк паман. Ҫӗнӗ саккун вӑя кӗрсен лару-тӑру лайӑх енне улӑшанасса шанать тӳре-шара. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи пӗр ҫуртра ҫӳп-ҫап камеринче тин ҫуралнӑ ача виллине тупни пирки, ҫак ӗҫе 17 ҫулти хӗрарӑм тума пултарни ҫинчен сайтра хыпарланӑччӗ. Ачана ҫӳп-ҫапа пӑрахнӑ амӑшӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Ун тӗлӗшпе приговор янӑранӑ: ӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Следстви тата суд акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: кӑҫал авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине ҫак хӗрарӑм ача ҫуратнӑ та ӑна подъездри ҫӳп-ҫап камерине тухса пӑрахнӑ. Пӗчӗкскер сурансене пула вилнӗ. Амӑшӗ ҫак тискер ӗҫе тунине тунман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхьялӗ ҫывӑхӗнче полицейскисем дачӑсенчен япаласем йӑкӑртма пултарнӑ ҫынсене асӑрханӑ. Лешсем михӗсем йӑтнӑ. Йӗрке хуралҫисем вӗсене тытса чарма тӑнӑ, анчах пӗр арҫын Александр Степанов участковӑя уринчен ҫӗҫӗпе темиҫе хут чикнӗ. Тепӗр арҫын тӑватӑ йыттине Алексей Трифонов оперуполномоченнӑя тапӑнтарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑрӑсем тарса ҫухалнӑ. Пӗрне кӑштахран Ҫӗнӗ Шупашкарти уголовлӑ шырав пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Кириллов тытса чарнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ-мӗн. Ун чухне вӑл полицейские ҫӗҫӗпе чикнӗшӗн ҫакланнӑ. Каярахпа тепӗр вӑрра та тытса чарнӑ. Шалти ӗҫсе министрӗ Сергей Неяскин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, Александр Степановпа Алексей Трифонова хӑрушӑ преступниксене тытса чарас ӗҫе хутшӑннӑшӑн премипе хавхалантарӗҫ. Аманнӑ участковӑй халӗ те пульницӑра выртать, оперуполномоченнӑя тухтӑрсем киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре регионсем хушшинчи «Чувашская книга. Юные таланты» (чӑв. Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем) VIII конкурса заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ килес ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Чӑваш литературипе кӗнекине хаклакансен конкурсне ҫӗршывӑн кирек хӑш регионӗнчен те хутшӑнма ирӗк пур. Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: «Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекин чи лайӑх хаклавӗ» (унта хутшӑнакансен ӗҫӗ 1-2 страницӑна вырнаҫмалла. Ӑна вырӑсла е чӑвашла ҫырма юрать); «Юратнӑ кӗнекери сӑнарсем» темӑпа чи хитре ӳкерчӗк» (ӳкерчӗк сюжетлӑ пулмалла, ӑна кӗнекерен уҫласа илмелле мар); «Ача аллипе хатӗрленӗ чи лайӑх кӗнеке» (хайлава ачан хайӗн хатӗрлемелле. илемлетмелле, компьютер графикипе усӑ курма юрамасть. Кӗнеке калӑпӑшӗ 8 страницӑран иртмелле мар); «Эпӗ Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекине суйлатӑп» (юратнӑ кӗнеке ҫинчен видеоролик йышӑнаҫҫӗ. Вӑл 2 минутран вӑрӑм пулмалла мар). Ӗҫсенче Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекине тӗпе хумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер 13 сехет те 50 минутра Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче ҫул-йӗр инспекторӗпе ҫыхӑннӑ инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Софья Савнеш автор унта ҫырнӑ тӑрӑх, «ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине машина ҫапса кайнӑ. Ун ҫине ҫул-йӗр инспекторӗ пырса кӗнӗ». Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ку ҫул-йӗр ҫинчи инкек ҫинчен ҫӗркаҫ 18 сехет те 2 минутра хыпарланӑ. Машина инкеке лекни тӑрӑх тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтернӗ. Анчах ҫул-йӗр инспекторӗ ачана пырса ҫапни тӳрре килмен имӗш. Ҫул урлӑ чупса каҫаканскер ҫине пырса кӗрес мар тесе инспектор ҫул айккинелле пӑрӑннӑ. Ачана ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне илсе кайсах тӗрӗсленӗ иккен. Вӑл таса сывах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Тӗмен хулинче ача-пӑчан «Хӗлхем» фольклор фестивалӗ иртӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри хастар йӑхташӑмӑрсем ку мероприятие пуҫласа йӗркеленӗ. Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль ҫинчен виҫӗ ҫул каяллах шухӑшлама пуҫланӑ. Пуҫарӑва яваплисемпе, ачасен ашшӗ-амӑшӗпе чылай сӳтсе явнӑ. Мероприятие ирттерме Тӗмен облаҫӗнчи культура департаменчӗ, Тӗмен облаҫӗнчи национальноҫсен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ, «Строитель» наци культурисен керменӗ, Тӗмен облаҫ думинчи либерал-демократсен фракцийӗн депутачӗ А.Н. Зайцев пулӑшӗҫ. Сӑмах май каласан, Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсем те ача-пӑчан фольклор фестивальне ирттереҫҫӗ. Унта вӑл кӑҫал тӑваттӑмӗш хут иртнӗ. «Туслӑх хӗлхемӗ» йӗркеленине Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен «Юлташ» ассоциацийӗ ертӳҫи Вероника Тимофеева хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Нина Шпилеваяпа асӑннӑ муниципалитетри Первомайски ял тӑрӑхӗн администрацийӗн Елена Шумилова хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Тавлаштараканни — машина имӗш. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, РФ Президенчӗн суйлавӗ вӑхӑтӗнче асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче суйлава хутшӑннисенчен 100 проценчӗпех Владимир Путиншӑн сасӑланӑ. Ҫавӑншӑн ял тӑрӑхне машинӑпа хавхалантарма йышӑннӑ. Транспорта райадминистрацине куҫарма ыйтнӑ. Транспорт налукне, машинӑна тытса тӑма кирлӗ тӑкака ял тӑрӑхӗн хӑйӗн саплаштармалла-мӗн. Ял тӑрӑхӗн депутачӗсем, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне майлӑ пулнӑ. Ӑна хӳтӗлеме ыйтса вӗсем «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков патне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри тата тепӗр шӑпӑрлан «Лучше всех» (чӑв. Пуринчен те лайӑххи) телешоура ӳкерӗннӗ. Аса илтерер, вӑл телекӑларӑма Пӗрремӗш каналпа вырсарникун каҫсерен кӑтартаҫӗ. Ӑна Алексей Галкин шӳт ӑсти ертсе пырать. Телекӑларӑма 3 ҫултан пуҫласа 12 ҫулчченхи пултаруллӑ, калаҫма пултаракан ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи кӑларӑмра Шупашкарти 166-мӗш ача пахчинчи «Подснежники» (чӑв. Ҫеҫпӗл) ушкӑна ҫӳрекен Мария Александровӑна курӑпӑр. Шупашкарти хӗрача сӑвӑ хитре калать иккен. Лайӑх астуса юлать. Телешоуна Мария Александр Пушкинӑн «Зимнее утро» сӑввипе кайнӑ. 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Канашри Мария Хушкинӑна кӑтартнӑччӗ, ҫав ҫулхи раштав уйӑхӗнче — Шупашкарти пӗчӗк астронома Максим Казынкина, кӑҫалхи ака уйӑхӗнче — Шупашкарти Лев Гренадёрский географа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштавӑн 9-мӗшӗнче Мускаври полицие хыпар ҫитнӗ: Шупашкарта пурӑнакан хӗрача пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ, ӑна мӑшкӑллама хӑтланнӑ-мӗн. 13-ри хӗрача каланӑ тӑрӑх, ӑна палламан арҫын хӗненӗ, мӑшкӑлласшӑн пулнӑ. 13-рискер Мускава Шупашкартан килнӗ-мӗн, вӑл амӑшӗпе вӑрҫӑннӑ хыҫҫӑн тухса тарнӑ. Мускавра ӑна Турци арҫынни тапӑннӑ. Шар курнӑ хӗрачана полицие Мускавра пурӑнакан хӗрарӑм илсе пынӑ. Кун хыҫҫӑн ҫакнашкал хыпар та сарӑлнӑ: шалти ӗҫсен органӗсенче вӑй хуракансем хӗрачана сӑмахпа хӑртнӑ, хӑйсене тивӗҫлипе тытман, ҫавӑнпа служба тӗрӗслевӗ ирттерме палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла: хӗрача психоневрологи диспансерӗнче шутра тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш автономи облаҫне (ЧАО) туса хунӑ. | ||
| Светлана Асамат, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗ хывакан ҫуралнӑ. | ||
| Ҫак кун Республика кунне уявлама йышӑннӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |