Экономика
![]() Чӑваш Енри тухӑҫлӑ ӗҫлекен район-хуласене укҫан хавхалантарӗҫ. Ку ыйтӑва, сӑмах май, республикӑн Министрсен Кабинечӗн ҫак эрнери ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. 2017 ҫулта тухӑҫлӑ ӗҫленӗ вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсене грант уйӑрӗҫ. Район-хуласене хаклас йӗркене вара РФ Президенчӗн указӗсене пурнӑҫлас тӗллевпе палӑртнӑ. Хӑш ене тӗпе хурассине ҫӗршыв Правительствин шайӗнчех йышӑннӑ. Иртнӗ ҫул лайӑх ӗҫленӗ тесе Канаш хулине 2,488 миллион тенкӗ парӗҫ. Районсенчен Етӗрнепе Вӑрнара лекӗ. Етӗрнесене — 1,46 миллион тенкӗ, вӑрнарсене — 1,052 миллион тенкӗ. Район-хулана хавхалантармалли укҫана республика бюджетӗнче пӑхса хӑварнӑ. Пурӗ — 5 миллион тенкӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ район-хулан укҫа-тенке социаллӑ, инженери тата транспорт инфрструктурине аталантарма тӑкаклама юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Комендант сехетне пӑхӑнманнисене штрафлама пуҫласшӑн. Прокуратура тата ЧР ШӖМӗ ҫакна регион шайӗнче йышӑнасшӑн. Ку ыйтӑва ӗнер республикӑри прокуратурӑра иртнӗ коллеги ларӑвӗнче ҫӗкленӗ. ШӖМ палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫӗрле тунӑ преступленисен йышӗ ӳсет. Айӑпӗ ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комиссин ҫӗрле полиципе рейда тухас килменнинче те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ачасем 23 сехет хыҫҫӑн та урамра ҫӳреҫҫӗ. Кӑҫал ҫулла унашкал 100 ытла ачана общество вырӑнӗсенче асӑрханӑ. Республикӑра куншӑн штрафламаҫҫӗ. Мускавра, Питӗрте вара ашшӗ-амӑшне явап тыттараҫҫӗ. Ҫавӑнпа Чӑваш Енре те штрафлама сӗннӗ. Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ку сӗнӗве ырланӑ. Вӑл саккун проектне хатӗрлеме сӗннӗ. Ҫулла ачасене 23 сехетчен, ытти чухне 22 сехетчен ҫӳреме ҫеҫ ирӗк парасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Метеостанци Чӑваш Енре типӗ ҫанталӑк тӑнине пула каллех тӑпрара нӳрӗк ҫитменнине палӑртнӑ. Уйрӑмах Улатӑр тӑрӑхӗнче ҫумӑр ҫуман. Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкавра тата Патӑрьелта те тӑпрара нӳрӗк сахал, ҫапах ку тӑрӑхсенче, Улатӑртипе танлаштарсан, лару-тӑру питех хӑрушӑ мар. Тӑпрара нӳрӗк ҫукки кӗрхи культурӑсене шӑтма май памасть. Вӗсен вара хӗл лариччен аталанса юлмалла. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш Енре типӗ ҫанталӑк тӑнӑран инкеклӗ лару-тӑру тӑрӑмне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑс ялӗнче ҫуллахи ҫурт ҫунса кайнӑ. Ахӑртнех, кил хуҫи хӗрарӑмӗн 6 ҫулти ывӑлӗ ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулман. Пӗчӗкскер аслисемсӗр юлсан ҫуллахи ҫурта кӗрсе ҫулӑмпа вылянӑ. Юрать, хӑй шар курман. Ҫав кунах Йӗпреҫ районӗнче Кӑшмаш ялӗнче пушӑ ҫурт ҫуннӑ. Халӗ пушар мӗне пула тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Каҫхине Шупашкарта та пушар алхаснӑ. Уруков урамӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ. Диван ҫинче ӳсӗр арҫын ҫывӑрнӑ, пирус тӗпӗ ӳксе ҫулӑм тухнӑ. Юрать, арҫын урама хӑй тӗллӗнех тухма пултарнӑ. Хваттерте вара сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 637 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе 74 миллион тенкелӗх сиен кӳнӗ. Пушарта 48 ҫын вилнӗ, 309 ҫынна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Раҫҫейри чылай регионта пӗлтӗр усал шыҫӑпа чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Чӑваш Ен те вӗсен йышне кӗнӗ. Экспертсем лӑплантармаҫҫӗ: ку кӑтарту тата пысӑкрах пулӗ. Пӗлтӗр Раҫҫейре малтанхи тапхӑрта тупса палӑртнӑ усал шыҫӑ чирӗ 3 процент ӳснӗ. Экспертсем ку кӑтарту мӗншӗн тата ӳсме пултарассине пӗлтернӗ: тухтӑрсем пациентсене тимлӗрех тӗрӗслеҫҫӗ. Диагностика лайӑхланни те усал шыҫҫа малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма пулӑшать. Ытларах ку кӑтарту пӗлтӗр ҫак регионсенче ӳснӗ: Чукотка автономи округӗ, Хабаровск крайӗ, Амур облаҫӗ, Крым, Чӑваш Ен. Калмӑк Республикипе Якутире вара усал шыҫҫа тупса палӑртас ӗҫ япӑх пырать. Унта чире ытларах чухне юлашки тапхӑрта кӑна палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шӑп та лӑп 10 ҫул каялла ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, республикӑри самбо федерацийӗн президенчӗ Александр Трофимов сарӑмсӑр вилнӗ. 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Перьм хулинче Боинг-737-500 самолет ӳкнӗ. Борт ҫинче 88 ҫын пулнӑ. Вӗсен йышӗнче – Александр Трофимов та. Вӑл Прикамье тӑрӑхне самбо турнирне вӗҫнӗ пулнӑ. Самолет Мускаври Шереметьево аэропортӗнчен ҫур ҫӗр иртни 1 сехет 12 минутра вӗҫсе тухнӑ. 3 сехет те 10 минутра пилотпа ҫыхӑну татӑлнӑ. Авиалайнер Перьм хули ҫийӗн вӗҫнӗ чухне ӳкнӗ. Паян Чӑваш Енре ҫав куна, Александр Трофимов депутата аса илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ «Вӑрнар савут СОМ» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫак предприяти «Белоусовы» брендпа паллӑ. Унта услам ҫу, типӗ сӗт, сӗт юр-варӗ туса кӑлараҫҫӗ. Продукцие проба илсе тӗрӗслеме янӑ. Лаборатори тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 20 процент ҫуллӑ хӑймара тата «Бифолайф» ятлӑ юр-варта тетрациклин ушкӑнӗнчи антибиотик тупса палӑртнӑ. Халӗ предприяти тӗлӗшпе административлӑ производство пырать. Сӑмах май, Роспотребнадзор пӗлтӗр те ҫак савутӑн хӑймине тӗрӗсленӗ. Ун чухне те вӑл сывлӑхшӑн сиенлӗ пулни палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана палӑртнӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, министр тивӗҫне вӑхӑтлӑха Эльвира Матренина пурнӑҫлӗ. Эльвира Леонидовна ЧР Спорт министерствинче министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Эльвира Матренинӑна министрӑн пӗрремӗш ҫумне иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Пӗлтӗрех ӑна «Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Эльвира Леонидовна аслӑ пӗлӳллӗ. 1993 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика университетне вӗренсе пӗтернӗ. Министерствӑра вӑл 1994 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Аса илтерер, паян Чӑваш Енӗн спорт министрне Сергей Шелтукова юлашки ҫула ӑсатрӗҫ. |
Республикӑра
![]() ЧР Арбитраж сучӗ Чӑвашавтотранс панкрута тухнӑ тесе палӑртнӑ. Халӗ конкурс производствине уҫнӑ. Панкрута тухни пирки суд сайтӗнче хыпар пур, анчах хальлӗхе йышӑну тексчӗ курӑнмасть. Чӑвашавтотранс панкрута тухсан 800 ҫын ӗҫсӗр юласси паллӑччӗ. Чӑннипе, предприяти шурлӑха кӗрсе ӳкнӗрен чылайӑшӗ ӗҫе тухма та пӑрахнӑ. Чӑвашавтотранс сӑнав процедуринче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кредиторсем конкурс производствине ирттерме ҫине тӑнӑ. Ҫавӑнтанпа предприяти ура ҫине тӑрасса, ахӑртнех, никам та шанман. Нумаях пулмасть Чӑвашавтотранс автобуссене ҫӳретме пӑрахнӑ, транспорчӗсене тара панӑ. Ун вырӑнне харпӑр усламҫӑсем ҫынсене турттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шупашкарта В.И. Чапаев палӑкне уҫнӑ. | ||
| Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |