Вӗренӳ
![]() РФ Вӗренӳ министерстви шкулти паллӑсен ыйтӑвне ҫӗкленӗ. Паллӑсен системине улӑштарасси пирки вӗренӳ сообществипе пӗрре мар канашланӑ, ҫавӑнпа Раҫҫейри вӗренӗве аталантаракан Общество палати ку тӗлӗшпе ҫынсен шухӑшне пӗлме шут тытнӑ. Хальлӗхе пуҫламӑш тата вӑтам шкулсенче паллӑсене пӑрахӑҫлама сӗнеҫҫӗ. 10-11-мӗш классем пирки калаҫу пулман. Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Общество палатин сайтӗнче ыйтӑм пуҫарнӑ. Ку ыйтӑва РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Пӗтӗм Раҫҫейри ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗнче ҫӗкленӗ. Ыйтӑма авӑнӑн 25-мӗшӗччен ирттерӗҫ. Раҫҫей Общество палатин сайтне кӗрсе эсир те сасӑлама пултаратӑр. Пилӗк баллӑ шкалана пӑрахӑҫлас ыйтӑва педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ чылай ҫул сӳтсе яваҫҫӗ. Анчах вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем ҫакна хирӗҫ, хальлӗхе шкул кун валли хатӗр мар-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Республикӑри 18 районта ҫӗрулмипе помидора сӑтӑр тӑвакан хурт-кӑпшанка тупса палӑртнӑ. Кун пирки Россельхознадзор пӗлтерет. Ҫӗрулми шӗвӗрӗлченӗ (выр. нематода) ятлӑ вӑл. Ҫак хурт ҫыншӑн хӑрушӑ мар, анчах ӑна пула тухӑҫ чакать. Шӗвӗрӗлчен ҫӗрулмине, помидора ҫиме юратать. Ӑна тӳрех асӑрхама йывӑр. Ҫимӗҫ пӗчӗк тата часах саралать пулсан шӗвӗрӗлчен ернӗ. Вӑл ҫӗрулмипе помидортан сӗткенне ӗмсе кӑларать. Ҫӗрулмин кайран карантин чирӗ глободероз пуҫланать. Чӑваш Енре ҫак кӑпшанкӑ 1300 ытла гектар ҫӗре сиенлетнӗ. Ӑна пула ҫынсем ҫӗрулмисӗр тӑрса юлма пултараҫҫӗ. Вӑл мӗншӗн ӗрчет-ха? Ҫынсем ҫӗрулмине пӗрмай пӗр вырӑна лартаҫҫӗ, ҫӗре канма памаҫҫӗ. Кӑпшанкӑ ҫилпе, ҫӗрпе куҫма пултарать. Пушмак тӗпне ҫыпӑҫса та тепӗр лаптӑка ерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи заправкӑра ӗҫлекен хӗрарӑм ҫынна ырӑ тӑвас тенӗ те шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. 31 ҫулти кассир каланӑ тӑрӑх, ун патне дальнобойщик пынӑ та инкеке лекни пирки юмах ҫаптарнӑ, 20 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Хӗрарӑм ӗненнӗ, укҫа кӑларса тыттарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑнах «инкеке лекнӗ» дальнобойщикӑн шӑрши-марши те пулман. Юмах ҫаптарма юратакан водитель нумай вӑхӑт тарса пурӑнайман. Ӑна, Челепи облаҫӗнчи 46 ҫулти арҫынна, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Ӑна хӑйӗн тӑрӑхӗнче те полици шыранӑ-мӗн. Халӗ вӑл ытти преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() 2009 ҫултанпа РФ Культура министерстви ӳнер шкулӗсенчи вӗрентекенсен хушшинче конкурс ирттерет. Кӑҫал ҫӗршыври 37 регионти 50 преподаватель ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: вӗсен йышӗнче Чӑваш Енри вӗрентекенсем те пур. «Музыка ӳнерӗ» номинацире Шупашкарти ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Татьяна Григорьева тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасен музыка шкулӗн педагогӗ Надежда Соловьева ҫӗнтернӗ. «Ӳкерӳ ӳнерӗ» номинацире вара Шупашкарти Э.Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Ольга Федотова палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Мускавра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Ҫул укҫине РФ Культура министерстви тӳленӗ. Мала тухнисене, шел те, укҫан хавхалантармаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Чӑвашфильм» ҫитес ҫул ҫӗнӗ фильм кӑтартасшӑн. Ун валли ят та тупнӑ ӗнтӗ – «Подполковник Варламов слушает» (чӑв. «Варламов подполковник итлет»). Ку проект авторӗ - Юрий Спиридонов. Тӗп сӑнар - Чӑваш ААСРӗн Вӑрнарти НКВД пуҫлӑхӗ Варсанофий Варламович Варламов, ӑна Юрий Спиридонов калӑплать. Вӑрҫӑ пирки ӳкерекен проекта Вера Кузьмина артистка та хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Фильма Куславкка, Шупашкар, Комсомольски, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта ӳкернӗ. Халӗ фильма монтаж тӑваҫҫӗ. Кинона Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 74 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 2-мӗш шкула Совет Союзӗн Геройӗн Виталий Уроковӑн ятне панӑ. Распоряжение Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Виталий Уроковӑн ячӗпе Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Шӑмӑршӑри урамсем хисепленеҫҫӗ. 1967 ҫулта Шӑмӑршӑра палӑк-бюст уҫнӑ, 2005 ҫулта Ҫӗмӗрлере Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми ҫакнӑ. Виталий Уруков Чӗмпӗр кӗпернинче 1919 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Виталий Иванович пуҫ хунӑ. Ӑна ҫав ҫулах ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Совет Союзӗн Геройӗн ятне пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗркаҫ Етӗрне районӗнчи Кӗҫӗн Чутай ялӗнче ҫулталӑк та тӑхӑр уйӑхри ача ҫухалнӑ. Шӑпӑрлан асламӑшӗпе аслашшӗ патӗнче пулнӑ. Ӗнер, каҫхи 17 сехет те 17 сехет тӗлӗнче, вӑл кил умӗнчи хӑйӑр купи ҫинче выляса ларнӑ. Тахӑш самантра аслисем йӑпӑртлӑха пӗччен хӑварнӑ. Ҫав самантпа усӑ курса пӗчӗкскер куҫӗ ӑҫталла курать, ҫавӑнталла утнӑ. Шикленсе ӳкнипе аслисем пакунлисене пӗлтернӗ. Инкек пулнӑ вырӑна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем, полицейскисем, Инкеклӗ ӗҫсен министерствин вырӑнти специалисчӗсем, тӳре-шара, «Лиза Алерт» шырав отрчӗн хастарӗсем, пӗр ял ҫыннисем пухӑннӑ. Пурте ачана шыранӑ. Паян ирхине, 8 сехет те 30 минутра, ялтан инҫех мар утар патӗнче ача макӑрнине илтнӗ. Пӗчӗкскер ҫавӑнта ҫӗр каҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Интервью
Культура
Юрий Плющев кинооператор тата фотохуджник ҫинчен Минск хулинче пурӑнакан Дмитрий Михелев кинорежиссер тата ҫыравҫӑ пӗр вунӑ ҫул каяллах ҫапла каласа панӑччӗ: «Беларусьфильмри» чӑваш юлташлӑхне кӗрет вӑл, сахал мар документлӑ тата илемлӗ фильм ӳкернӗ. Елчӗкре ҫуралнӑ, Шупашкарта ҫитӗннӗ, Николай Никитин чӑваш ҫыравҫин ывӑлӗ...» Анчах ун ҫинчен ҫийӗнчех ҫырса кӑтартасси пулмарӗ: Мускава, Раҫҫей ҫинчен ют ҫӗршыв ҫыннисене каласа паракан студие, чӗнсе илнӗ иккен ӑна, хӑҫан таврӑнассине каласа хӑварман. Вӑхӑт иртсе пырать, анчах куҫа-куҫӑн лараса калаҫма хӑҫан май килӗ? Тав Турра, «Фейсбук» урлӑ кӑштах сӑмахласа илме май килчӗ. - Кинооператор – питӗ сайра тӗл пулакан професси. Алла кинокамера тытас ӗмӗт епле ҫуралчӗ? - Шкулта вӗреннӗ чухне эпӗ фотографи енне туртӑннӑ. Ман «Смена-6» фотоаппарат пурччӗ, каярах «Зенит» ҫине куҫрӑм. Шупашкарти пионерсен Керменӗ ҫумӗнчи фотокружока ҫӳреттӗм. Ӑна Михаил Егоров ертсе пыратчӗ. Вӑл ҫав тапхӑрти паллӑ фотожурналистчӗ, ун сӑнӳкерчӗкӗсем хаҫат-журналта тӑтӑшах ҫапӑнса тухатчӗҫ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волков тӗлӗшпе хӑй вӑхӑтӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Полпред пуканне вӑл 2012-2016 ҫулсенче йышӑннӑччӗ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ӑна икӗ эпизод тӗлӗшпе айӑплӑ мар тесе йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата Леонид Волковӑн ваккачӗ Евгений Райков пӗлтернӗ. Ҫапла вара экс-полпред кассӑран представительство укҫине (195 пин тенкӗ) тата командировка тӑкакне (48,8 пин тенкӗ) саплаштарни саккуна пӑсни шутланмасть. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Леонид Волков пӗтӗм ҫӗршыв шайӗнче иртекен «Раҫҫей лидерӗсем» конкурсӑн финалне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красноармейски районӗнче Мефодьевсем тӑрӑшнипе кедр рашчи ӳсет. Хунавӗсене вӗсем хӑйсемех лартнӑ. Ҫемье ҫамрӑк йывӑҫсене ҫынсене тӳлевсӗрех парать. Калама кӑмӑллӑ: юлашки икӗ ҫулта районта 1500 кедр лартнӑ. Палӑртмалла: республикӑра кедр йывӑҫӗ нумаях мар. Мефодьевсем кедр йывӑҫне виҫӗ ҫул каялла килӗштернӗ. Светлана Матвеевна унӑн сиплӗхӗ пирки нумай илтнӗ. Хӑйсем те ӳстерме шутланӑ: йӑрансем ҫинче халӗ хунавсем ҫитӗнеҫҫӗ. «Упӑшкапа халӗ тин пурнӑҫ валли ҫуралнине туятпӑр. Плансем пысӑк. 1,5 гектар ҫинче вырнаҫнӑ кедр рашчине заповеднике ҫавӑрасшӑн. Ун тавралла 28 гектар ҫӗр никама кирлӗ мар выртать», - ҫапла пӗлтернӗ «Трак ен – кедр тӑрӑхӗ» проект тата «Виҫӗ хӗвел» этнопарк пуҫаруҫи «Чӑваш Ен» ПТРК корреспондентне. Мефодьевсем рашчана кӗнӗ ҫӗрте телейлӗ ҫемьене сӑнлакан скульптура лартасшӑн. Эскизӗ пур, анчах ӑна пурнӑҫа кӗртме 150 пин тенкӗ кирлӗ. Мефодьевсем ҫынсем этнопарка килӗштерессе, вӑл вӗсен юратнӑ вырӑнӗ пуласса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шупашкарта В.И. Чапаев палӑкне уҫнӑ. | ||
| Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |