Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакан икӗ арҫын ҫӗр лаптӑкне пайлайманнипе суда утнӑ. Вӗсем – иккӗмӗш сыпӑкри тӑвансем.

Суда арҫынсем 2011 ҫултах ҫитнӗ. Тӑвансем вара ҫӗре ниепле те пайлайман. Арҫынсем исполнительнӑй хут илнӗ, унтан мирлешнӗ те судран тавӑҫсене кайса илнӗ.

Анчах кун хыҫҫӑн вӗсем каллех вӑрҫӑнса кайнӑ, каллех суда ҫитнӗ. Кӑштахран икӗ тӑван мирлешнӗ те тавӑҫсене судран илнӗ. Ҫакнашкал 6 ҫул хӑтланнӑ вӗсем. Кӑҫал вара пӗр шухӑш патне ҫитнӗ: саккун пулӑшмасӑр ҫӗре пайлаймаҫҫӗ.

Приставсем вырӑна ҫитсе пӑнчӑ лартнӑ. Ҫавна май икӗ сарая, гаража, мунчана ишсе антарма тивнӗ, ҫӗр лаптӑкне 40 сантиметр куҫарма лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42599
 

Республикӑра

Чӑваш Енре Ҫамрӑксен кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, ҫав кун та лавккасенче эрех-сӑра сутмӗҫ.

Ку ырӑ йӑлана унччен те пӑхӑннӑ. Ҫӗртмен уйӑхӗн 12-мӗшӗнче те, Раҫҫей кунӗнче, эрех-сӑра сутман. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем аттестат илнӗ, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Республика кунне паллӑ тунӑ. Ҫав кунсенче те ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн эрех-сӑра суттарман.

Ҫамрӑксен кунӗнче сӑра, сӑра йышши шӗвек, сидр, пуаре, кӑрчама туянма май пулмӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42603
 

Политика
Николай Малов
Николай Малов

Ыран Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетсӗр сессийӗ иртмелле. Унта чӑваш парламенчӗн Ертӳҫин ҫумӗн, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти секретарӗн Николай Маловӑн заявленине пӑхса тухмалла. Вӑл хӑйне депутат мандатӗнчен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ.

Аса илтерер, Николай Малова РФ Патшалӑх Думинче депутат мандатне панӑ. Иртнӗ эрнере 89-мӗш номерлӗ РФ Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗччӗ. Унта Федераци Пухӑвӗн ҫиччӗмӗш созыври Патшалӑх Думин депутачӗн пушаннӑ мандатне Николай Малова пама йышӑннӑччӗ.

Аса илтерер, РФ Патшалӑх Думине Чулхула облаҫӗпе, Чӑваш Енпе, Мӑкшӑ Республикипе тата Мари Элпа суйланнӑ Марат Сафин теннисист маларах хӑйне депутат мандатӗнчен хӑтарма ыйтса ҫырнӑччӗ. Чӑваш Енри депутатсем ун чухне сасӑ питех йышлӑ пухайман: Алина Аршинова пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ, Николай Малов – вуннӑмӗш. Малтанхи тӑхӑр кандидачӗ федераци парламентне ун чухнех лекнӗ, Малов — ҫук.

 

Республикӑра

Полици Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл 7 ҫулти ачасене ашшӗ е амӑшӗпе пӗрле хӑйӗн хваттерӗнче пропискӑна тӑратнӑ.

Полици малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакна вӗсем ачана шкула вырнаҫтарма тесе тунӑ. Хӗрарӑмӑн хваттерӗ Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл 2016-2017 ҫулсенче ҫул ҫитмен пилӗк граждана хваттерӗнче пропискӑна тӑратнӑ.

Фиктивлӑ майпа регистраци тунӑшӑн хӗрарӑма явап тыттарасшӑн. Куншӑн 100-500 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Е 3 ҫул таран ирӗксӗр хӑвараҫҫӗ.

Хӗрарӑм пуҫиле ӗҫе уҫма пулӑшсан уголовлӑ яваплӑхран хӑтӑлма пултарать.

 

Хулара

Шупашкарта хӑйне евӗр ятлӑ арҫын ача ҫут тӗнчен килнӗ. Ҫак ята ашшӗ-амӑшӗ пама шухӑшланӑ. Благое ятлӑ арҫын ача Шупашкарти Мускав районӗнче ҫуралнӑ.

Благое ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ковач хушаматлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Ашшӗ – ют ҫӗршыв ҫынни, амӑшӗ – Раҫҫей гражданинӗ. Хӑйне евӗр ята шӑпах ашшӗ суйланӑ.

Ачана Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче регистрациленӗ. Унти ӗҫченсен ҫемьене ӑнӑҫу, телей тата сывлӑх суннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42602
 

ҪӖР
26

Чӑваш гимнӗ пирки
 Agabazar | 26.06.2017 18:56 |

Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Чӑваш Гербӗ пирки статья ҫырса кӑлартӑм. Халь вара Чӑваш Гимнӗ прки сӑмах хускатас терӗм.

Кунта ак Чӑваш Гимнне телефон ҫине вырнаҫтарас пирки сӑмах пырать.

Хамӑрӑн гимн пирки унчченех тӗрлӗ ҫынсем каланӑ шухӑшсене аса илтерес килчӗ.

Герман Лебедев тата Илле Тукташ ӑсталанӑ хайлав — чӑннипе Чӑваш Республики тӗлӗшпе пулман малтан. Кайран та ку авторсем унта урӑх шухӑш кӗртмен. Сталинла СССР — акӑ вӗсен мухтамалли "объекчӗ". Тӑван Ҫӗршыв тени шӑпах ҫавна пырса тивет унта.

Искусствоведени ӑславӗсен докторӗ, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Канашҫи М.Г.Кондратьев кӗвви пирки ытлашши мажорлӑ тетчӗ. Шутсӑр хаваслӑх тулса тӑни пирки ҫапла каланӑ ӗнтӗ. Тен, гимнӑн шӑпах ҫапла пулмалла та ? Ҫук, апла пулмалла мар! Тулли витререн тӑкӑнас пек шутсӑр хаваслӑх гимнра пачах та кирлӗ мар иккен. Шӑпах ҫапла шутланӑ Михаил Григорьевич Кондратьев мусӑк ӑславҫи. Мӗншӗн юрамасть-ха? Ҫакӑн ҫинчен шутланӑ май, ӑҫлавҫӑ ҫапла каласа хунӑ: гимнсене уявсенче кӑна мар, ытти самантсенче усӑ кураҫҫӗ.

Малалла...

 

Республикӑра

Паян «Чӑвашупрдор» республикӑн хысна предприятийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗпе паллаштарнӑ. Ку должноҫе Владимир Доброхотова шаннӑ. Ку ҫамрӑк арҫын унччен «Дорэкс» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Транспорт тата ҫул-йӗр министерствине ертсе пыма шанчӗҫ. Кайран министра Владимир Иванова лартрӗҫ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин Владимир Доброхотова «Чӑвашупрдор» пуҫлӑхне лартасси пирки йышӑну кӑларнӑ.

Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ май ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ экс-министра Владимир Иванов ӑнӑҫу суннӑ. «Ӗҫ нумай, ӗҫе пӗлетӗп», — талпӑнуллӑн ӗҫлеме шантарса каланӑ В. Доброхотов.

 

Пӑтӑрмахсем
Ӗҫе тума пуҫланӑ самант
Ӗҫе тума пуҫланӑ самант

РФ Следстви комитечӗн Патӑрьелти районсен пӗрлехи следстви пайӗ Елчӗк районӗнчи Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе службӑри ултавшӑн айӑпласшӑн.

Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ коммерци организацийӗпе Тӳскел ялӗнче нумай ӗҫ тӑвакан культура центрне туса пӗтерме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Подряд организацийӗ пуҫлӑхне вӑл ӗҫе 930 пин тенкӗлӗх тунӑ тесе алӑ пусма ыйтнӑ. Тӗрӗссипе 430 пин тенкӗлӗх кӑна пурнӑҫланӑ. Тепӗр икӗ кунтан коммерци организацине ҫав суммӑна куҫарса панӑ. Ҫур миллион тенкӗ ытларах тӳлесе хыснана шар кӑтартнӑ пуҫлӑх ӗҫӗпе халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ.

Сӑмах май, ӗҫе подрядчик кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ҫеҫ вӗҫленӗ.

 

Чӑвашлӑх
Хравути пуххинчи вӑйӑ карти
Хравути пуххинчи вӑйӑ карти

Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Чемен картинче ӗнер Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи Ҫимӗк уявне ирттерчӗҫ. Тепӗр май ӑна Хравути пуххи теҫҫӗ. Ҫӗнӗрен чертсе тӑратнӑ уяв кӑҫал иккӗмӗш хут иртрӗ. Уяв ячӗ хравути (ыхра вути) курӑк ятӗнчен пулнӑ.

Хравути пуххине сумлӑ хӑнасем, инҫетрен килнисем ҫитнӗччӗ. Вӗсем хушшинче — Культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Ерманов, Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ тата ыттисем пулчӗҫ.

Хравути пуххи пуҫланас умӗн вырӑнти таврапӗлӳ музейне уҫрӗҫ. Унта Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Сорокин паллаштарчӗ.

Уяв кӑсӑклӑ та савӑнӑҫлӑ иртрӗ. Халӑх кунта Раҫҫейӗн чылай регионӗсенчен хӑнасем пухӑнчӗ — Якутинчен те Мускавран та, тата ытти тӑрӑхсенчен те пулчӗҫ. Уяв йӗркелӳҫисем пире пӗлтернӗ тӑрӑх хӑнасем ҫавӑн пекех Майамирен, Швейцарирен те ҫитнӗ.

Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен кашни ял хӑйӗн кӗтесне йӗркеленӗ, апат-ҫимӗҫне хатӗрленӗ. Вӗсен ӗҫме-ҫимипе ятарлӑ комисси паллашрӗ, кашни ял кӗтесне хак парса тухрӗ. Кашни 15 ял хӑйӗн кӗтесне хӑйне евӗр йӗркеленӗ. Сӗтеллисем апат-ҫимӗҫпе пуянччӗ, тӗрлӗ йӑла-йӗркесемпе паллаштарчӗҫ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Мускав облаҫӗнчи Железнодорожный хулинче ултӑ ҫулхи арҫын ача машина урапи айне пулса вилнине ҫӗршыври мӗнпур массӑллӑ информаци хатӗрӗ пӗлтерчӗ пулӗ. Ҫул ҫинче ҫӗр тӗрлӗ инкек пулать те, ун пек кашни пӑтӑрмаха хыпарласа пӗтереймӗн. Анчах вӑл тӗслӗхре урама аслашшӗпе уҫӑлма тухнӑ Алеша вилесле ӳсӗр пулнӑ пек пулса тухнӑ. Ку вӑл — экспертиза тӑрӑх. Тӗлӗнтермӗш экспертизӑна ӗненмен ашшӗ-амӑшӗ капла пӗтӗмлетӳпе килӗшме пултарайман. Ҫав вӑхӑтрах экспертсем иккӗмӗш хут та тишкернӗ. Ун чухне те арҫын ача ӳсӗр пулнӑ пек тухнӑ.

Арҫын ача ӳсӗррине палӑртакан экспертиза ирттернӗ Михаил Клейменов Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ иккен, нумай ҫул Шупашкарта ӗҫленӗ. Вӑл хӑйӗн экспертизи тӗрӗссине. йӑнӑшма пултарайманнине телеэкрансем урлӑ темиҫе хут та каларӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2076, 2077, 2078, 2079, 2080, 2081, 2082, 2083, 2084, 2085, [2086], 2087, 2088, 2089, 2090, 2091, 2092, 2093, 2094, 2095, 2096, ... 3618
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.