Республикӑра
Иртнӗ эрнере почтальонсем професси уявне палӑртнӑ. Элӗк районӗнче вӗсене района пухса саламланӑ. Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗнче вӗсене Ҫӗмӗрлери почтамт пуҫлӑхӗ Сергей Новичков професси уявӗпе ырӑ суннӑ. Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫат редакцийӗ те вӗсене ырӑ суннӑ. «Почта ҫыхӑну уйрӑмӗсен ӗҫченӗсемпе эпир тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлетпӗр, пӗрлехи ӗҫе пурнӑҫлатпӑр», — теҫҫӗ хаҫатҫӑсем. Район хаҫатне халӑх патне вӑхӑтра ҫитерме пулӑшнӑшӑн «Пурнӑҫ ҫулӗпе» район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Марина Леонтьева тав тунӑ. Ҫыхӑну тытӑмӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлекенсене вӑл асӑнмалӑх парне панӑ. Чыс-хисепе кӑҫал Элӗкри ҫыхӑну уйрӑмӗн ертӳҫи Любовь Петрова, Мӑн Этменти Алина Сорокина, Тури Карачурари Валентина Ефремова, Ехремкассинчи Зоя Михайлова, Ярхуньушкӑньри Валентина Воинова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Улатӑр районӗнче иртнӗ эрнере тӗрӗслев иртнӗ. Специалистсем Чӑваш Енӗн харпӑрлӑхӗнчи ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрпе вӗсен хуҫисем — арендаторсем — епле усӑ курнине пӑхса ҫаврӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 4305 гектар ҫӗр ҫинчи 13 участока пахаланӑ. Тӗрӗслевҫӗсем Восход ял тӑрӑхӗнчи тата «Митра», «НДН Агро» тата «КиПиАй Агро Сеченово» тулли мар яваплӑ обществӑри ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене тӗрӗсленӗ. Ҫӗрпе епле усӑ курнине ытти районпа ял тӑрӑхӗнче те пахалаҫҫӗ. Тыр-пул е ытти ял хуҫалӑх культури ӳсмелли лаптӑксенче ҫум курӑкпа хытхура, йывӑҫ-тӗм хунавӗ ашкарсан акт ҫыраҫҫӗ. Кӑлтӑка кӑтартнӑ хута Росссельхознадозрӑн республикӑри управленине ярса параҫҫӗ, унтисем ҫӗр хуҫисене явап тыттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Ленин район администрацийӗ нумай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене чысланӑ. Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх уявӗ умӗн ҫемьесене паян, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, саванӑҫлӑ мероприятие чӗннӗ. Алексей Георгиевичпа Зоя Петровна Печниковсем 60 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вениамин Аверкиевичпа Римма Алексеевна Аверкиевсем пӗрлешнӗренпе вара 55 ҫул ҫитнӗ. Валентин Егоровичпа Мария Ивановна Пеньковсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ. Сумлӑ мӑшӑрсене ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Вязов тата Игнатий преосвященнейший саламланӑ. Ҫак кун ҫамрӑксем, Александр Кочетовпа Екатерина Михайлова, ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсене те ҫак уявпа саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Тутарстан президентне Рустам Минниханова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысласси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Хушура президента мӗншӗн орденпа чысланине кӑтартнӑ: «туслӑха тата килӗштерсе ӗҫлессине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн». Палӑртмалла: Рустам Нургалиевич Тутарстана 2010 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнче ертсе пыма тытӑннӑ. Рустам Минниханов Шупашкарта иртекен федераци Сапантуйне килнине пӗлтернӗччӗ. «Чӑваш Республикинче 34 пин тутар пурӑнать. Вӗсем кунта ӗҫлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн республикӑра – 116 пин чӑваш, вӗсем хӑйсен чӗлхине вӗренеҫҫӗ, культурине упраҫҫӗ, эпир вара вӗсене пулӑшатпӑр, яланах пулӑшӑпӑр та», - тенӗ Рустам Нургалиевич уявра. Икӗ ен ҫитес ҫул Тутарстанра Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш культурин «Уявне» ирттерме калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре шывра путнӑ тӗслӗх нумай пулни, статистика савӑнтарманни ҫинчен унччен хыпарланӑччӗ. Юлашки 2 эрнере 12 ҫын путса вилнӗ. Шел те, вӗсенчен 4-шӗ – ачасем. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче каллех ача путса вилнӗ. Шӑмӑршӑ районӗнче пӗвере 13 ҫулти ача шыв айне кайнӑ. Унӑн виллине ҫынсем кӑларнӑ. Ҫав кунах Ҫӗрпӳ районӗнче те инкек пулнӑ. Унта Ҫавалта 55 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Ӑна водолазсем шыранӑ, унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ асӑрханмалли пирки аса илтерет. Уйрӑмах шыв хӗрринче ачасене куҫран вӗҫертмелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри аслӑ шкулсемпе техникумсенче тата колледжсенче абитуриентсенчен заявленисем малалла йышӑнаҫҫӗ. Йышӑну кампанийӗ ҫӗртмен 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзамен кӑтартӑвне кура вӗренме кӗрес кӑмӑллисен заявленийӗсене аслӑ шкулсенче утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ. Колледжсемпе техникумсенче куҫӑн майпа вӗренес текенсен ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӑхӑт пур-ха. Ирӗклӗ вырӑнсем юлсан вӗсенче абитуриентсене чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗчченех йышӑнассине систереҫҫӗ. Аслӑ шкулсенче хысна шучӗпе вӗренме пӗр вырӑна 2,1 ҫынтан заявлени ҫитнӗ. Техникумсене колледжсенчи хысна вырӑнӗсене 6,3 пин ытла заявлени панӑ, рабочи профессийӗсем илме — 800 ытла заявлени. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 26 професси вӗрентӗвӗн организацийӗ тата аслӑ пӗлӳ паракан 14 организаци ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пурӑнакан 45-ри арҫынна волонтерсем шыранӑ. 1972 ҫулта ҫуралнӑ Владимир Николаевич Шуркин Улатимӗр облаҫӗнчи Александровски районӗнчи Анисимка ялне ӗҫлеме кайнӑ. Иртнӗ уйӑхӑн 6-мӗшӗнче вӑл хӑй пурӑннӑ вырӑнтан тухса утнӑ. Lizaalert.org сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна волонтерсем тепӗр куннех шырама тытӑннӑ. Сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ӑна пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, арҫын аташса калаҫма пуҫланӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Выҫлине арҫын таврӑнман. Владимир Шуркин 172 сантиметр тӑршшӗ, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫутӑрах ҫӳҫлӗ, хӑмӑр куҫлӑ. Ҫийӗнче сӑрӑ футболка, хура спорт шӑлаварӗ, кӑвак тапочки пулнӑ. Вӑл ӑҫтине пӗлекенсем йӗрке хуралҫисене пӗлтерессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре ҫак канмалли кунсенче Пӗтӗм тутарсен XVIII Сабантуйӗ иртӗ. Ӑна халалласа паян пирӗн республикӑн тӗп хулинче Тутарстанри ӳнер ӑстисен концерчӗ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха. Сабантуй программи пуян пулмалла. Ыран Хӗрлӗ тӳремре тата Амӑшӗн монуменчӗ ҫывӑхӗнче тутар «ялӗ» вырнаҫӗ, ал ӗҫ ӑстисем курава йыхравлӗҫ, халӑха тутарсен юрӑ-ташши те илӗртӗ. Кӑҫалхи спорт ӑмӑртӑвӗ вӑхӑтӗнчи кӗрешӗвӗн ҫӗнтерӳҫи Тутарстан Элтеперӗн Рустам Миннихановӑн парнине — ҫӑмӑл автомашинӑна — тивӗҫӗ. Сӑмах май, Сабантуя Раҫҫейри 50 ытла регионта, чикӗ леш енчи 30 патшалӑхра палӑртаҫҫӗ. Ӑна ҫӗршыв шайӗнче те йӗркелеме тытӑнчӗҫ: маларах Чулхулана тата Аҫтӑрхана пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарта Тутарстанри ӳнер ӑстисен концерчӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн тӗп хулинче йӗркеленӗ Пӗтӗм тутарсен XVIII Сабантуйне халалланӑ. Концерт курма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Тутарстан Республикин премьер-министрӗн ҫумӗ, Тутарсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗн наци канашӗн ертӳҫи Василь Шайхразиев, Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев кайнӑ. Ӑстасен сцена ҫинчи ӑсталӑхӗпе паллашиччен тӳре-шара тутарсен художество промыслисене хатӗрлекенсен пултарулӑхӗпе паллашнӑ. «Тутарсен хӑйне евӗр культури Раҫҫейӗн нумай енлӗ культурин уйрӑлми пайӗ пулса тӑрать», – тенӗ Михаил Игнатьев тутар ӑстисен концерчӗ пуҫланас умӗн сцена ҫине тухсан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑма Ҫӗмӗрле арҫынни (ятне ҫак йӗркесен авторӗ, шел те, итлесе юлайман) хутшӑнчӗ. Вӑл ялта пурӑнать, телепередачӑна мӑнукӗпе Ксюшӑпа тата хӗрӗпе ҫитнӗ. Вӑл — смс-викторина ҫӗнтерӳҫи. Кӑларӑма хутшӑнма май килнишӗн арҫын хӑйӗн хӗрне тав туса чечек ҫыххи тыттарчӗ. Телепередачӑн спонсорӗнчен арҫынна телевизор лекрӗ. Ӑна парне те тухрӗ, анчах вӑл ӑна илме килӗшмерӗ — малалла выляма кӑмӑл турӗ. Ҫӗмӗрле арҫыннин мӑнукӗ сӑвӑ каларӗ. Вӑл асли пӗчченех пурӑнать тесе ӗнентерчӗ, унпа ҫӗрулми лартнине пӗлтерчӗ. Анчах ача тӗрӗс мар калани палӑрчӗ: арҫын арӑмӗпе пурӑнать, унӑн ывӑл та пур. Ҫӗмӗрле арҫынни, шел те, финала лекеймерӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |