Тӗнчере
![]() Шупашкарта вырнаҫнӑ «Volga Models» агентствӑн моделӗ пулнӑ Лариса Петросян кӑҫал кӗркунне Америкӑра иртекен «Тӗнче пики — 2018» илем конкурсне хутшӑнӗ. «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи конкурсра Лариса Грузи чысне хӳтӗлӗ, мӗншӗн тесен вӑл пӗлтӗр ҫак ҫӗршывӑн пӗрремӗш вице-пикин ятне тивӗҫнӗ. Апла Лариса тӗнче пики пулса 250 пин доллар ҫӗнсе илме пултарать. Лариса Петросян Ҫӗнӗ Шупашкарта 20 ҫул ытла пурӑннӑ, нумаях пулмасть Грузие куҫса кайнӑ. Халӗ вӑл илем конкурсне хутшӑнма ҫине тӑрсах хатӗрленет. Тупӑшу хыҫҫӑн вара юрӑҫ пуласшӑн. Вӑл сӑвӑсем ҫырать, вӗсене кӗвве хывать. Хӑйне ятӑн альбом кӑларма ӗмӗтленет. Палӑртса хӑвармалла, Лариса Петросян нумай ят ҫӗнсе илнӗ. Вӗсен йышӗнче — «Ҫӗнӗ Шупашкар вице-пики— 2010», «Чӑваш Ен вице-пики — 2010», «Пултарулӑх пики — 2010», «Чӑваш Ен топ-моделӗ — 2012» тата «Грузин пӗрремӗш вице-пики — 2017». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Иван Петухов «Пятница» телеканалпа кӑтартакан «Орел и Решка» кӑларӑма ертсе пырасшӑн, ҫавна май вӑл ертӳҫӗсен конкурсне хутшӑнать. Кӑларӑма лекме пӗрре те ҫӑмӑл мар. Ҫапах 22 ҫулти Ваня конкурса хутшӑнакан 800 ҫын йышне лекнӗ. Палӑртса хӑварар: «Орел и Решка» - ҫулҫӳревсем пирки каласа кӑтартакан кӑларӑм. Чӑваш Ен каччине кӑларӑма лекме эсир те пулӑшаятӑр. Уншӑн сасӑламашкӑн май пур. Ҫак каҫӑпа усӑ курса хӑвӑрӑн сасса уншӑн пама пултаратӑр: https://www.youtube.com/watch?v=IPTfUmNV-8U. Видео айне «лайк» пусмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче инфляци 1,4% танлашнӑ, унӑн шайӗ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, улшӑнман. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пилӗк уйӑхра апат-ҫимӗҫ — 0,8, ытти тавар 2,2% хакланнӑ, пулӑшу хакӗ 1,3% ӳснӗ. Пуринчен ытларах сахӑр писукӗ (+24%) тата ҫӗрулми (+12%) хакланнӑ. Услам ҫупа (-4,3%) тип ҫу (-3,6%) вара йӳнелӗ. Апат-ҫимӗҫ мар таварсенчен бензин тӑруках нумай хакланнӑ: пӗр уйӑх хушшинче — 6,3%. Палӑртмалла, ҫӗршывӗпе илсен, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа бензин хакӗ 7,2% ӳснӗ. Ҫавна май Раҫҫей правительстви бензин хакне пӑхса тӑма ятарлӑ мерӑсем йышӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче нефть продукцийӗн акцизӗсене чакарнӑ. Унсӑр пуҫне ӑна тулаша сутнӑшӑн тӳлеве хӑпартмашкӑн саккун проектне хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай поженимся» телепередачӑн ӗнерхи кӑларӑмӗнче «юрлакан стилист» тесе хӑйӗнпе паллаштарнӑ Аида Великовӑпа тата Федор Федоров ятлӑ 25-ри каччӑпа пӑтӑрмах пулса иртрӗ. Каччи хӑйӗн 3 ҫулхи ача пуррине пытарчӗ, хӗрарӑм Федорӑн амӑшӗ тесе суйрӗ. Федор хӑйне тӗлӗнсе каймалла пуян, миллионер, Европӑри инвестици фончӗн пуҫлӑхӗ евӗр кӑтартрӗ. Амӑшне вӑл ҫурт илсе панӑ имӗш. Унтан тата Шупашкар каччин савнийӗ Кира ятлӑ модель пулнӑ терӗҫ Аидӑпа Федор. Ҫав пике туй умӗн хӑйӗн тепӗр савнийӗпе автоинкеке лексе кӳмепе ҫӳрекен сусӑра ҫаврӑннӑ имӗш. Ырӑ чунлӑ Федор хӗре Израильте те сипленӗ-мӗн. Анчах Федорпа кӑтартнӑ сӑн ӳкерчӗкре пачах урӑх ятлӑ пикеччӗ, ури ҫинче те вӑл, Турра шӗкӗр, чиперех тӑратчӗ. Каччӑпа паллашма пынӑ иккӗмӗш хӗрпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти суеҫӗ геройсене кӑларӑмран тухса кайма ыйтрӗҫ. Вӗсем хускалманнине кура телеертӳҫӗсем хӑйсем тӑрса утрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «В школе заставляют меня и моего сына написать заявление, что наш родной язык русский и сын хочет изучать его, а не чувашский. Мы сопротивляемся...» (чӑв. Шкулта мана тата манӑн ывӑла пирӗн тӑван чӗлхе вырӑс чӗлхи, чӑваш чӗлхи мар тесе ҫырма хистеҫҫӗ, ывӑл та ӑна вӗренесшӗн. Эпир хирӗҫ тӑратпӑр...) ҫапла ҫырнӑ Фейсбукра Эрбина Никитина журналист тата философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, хулара ӳссе те чӑваш чунӗллӗ амӑшӗ. Тӑван чӗлхе предмет тесе хӑш чӗлхене суйласси ирӗклӗ тесе тӳре-шара ӗнентернӗрен ку хыпар чӑннипех те тӗлӗнтерчӗ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ун пек хыпара ашшӗ-амӑшӗ маларах та пӗлтернӗччӗ. Унта ӗнентернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне вырӑс чӗлхи тесе суйлама хатӗрленӗ заявленисене алӑ пусма ыйтаҫҫӗ имӗш. |
Культура
![]() Кӑҫал Республика кунӗ вырсарникуна лекет. Ытти ҫул ҫав уявра халӑх каннӑ пулсан кӑҫал мӗн тӑвӗҫ ыйту республикӑра пурӑнакансене кӑсӑклантарнине ӑнланма пулать. Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх инспекцийӗ ЧР Элтеперӗ Администрацине ҫак ыйтупа ҫыру та янӑ. «Чӑваш Республикинчи патшалӑх уявӗсем ҫинчен» саккунпа ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшне патшалӑх уявӗ, ӗҫлемен уяв кунӗ тесе йышӑннӑ. Ӗҫлекенсен канмалли кунне тата ӗҫлемелли мар уяв кунне тухӑҫлӑ усӑ курас тесен Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн канмалли кунсене урӑх кунсене куҫарма ирӗк пур. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ ун пек йышӑну туманнине кура ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ урӑх куна куҫмӗ», – хуравланӑ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ Ертӳҫи Юрий Васильев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Трактор савучӗсем» концернӑн Шупашкарти предприятийӗсем — «Промтрактор-Вакун» тата «Промтрактор-Промлит» — хӑйсем патне ӗҫлеме йыхравлаҫҫӗ. Хальлӗхе ҫак организацисене икӗ пин ытла ҫын ҫитмест-мӗн. Кун пирки республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа ирттернӗ тӗлпулура маларах асӑннӑ организацисен ертӳҫисем Игорь Шпак тата Юрий Костромичев пӗлтернӗ. «Промтрактор – Вакун» акционерсен обществин гендиректорӗ Игорь Шпак кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне предприяти 374 ҫурмавагон кӑларнине палӑртнӑ. «Ҫурла-авӑн уйӑхӗсенче хаксем ахӑртнех хытӑ улшӑнмасан, организаци тупӑшпа ӗҫлеме пуҫласси паллӑ», – тенӗ вӑл. Предприятире тӑрӑшакансем тулли ӗҫ кунӗпе тимленине, ӗҫ укҫине те вӑхӑтра илнине вӑл ӗнентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн экс-президенчӗ, РФ Федераци Канашӗн председателӗн ҫумӗ Николай Федоров Шупашкар ҫыннисемпе тӗл пулнӑ, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Кунсӑр пуҫне Николай Васильевич услам элчисемпе строительство комплексӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Ку тытӑмра ҫивӗч ыйтусем пур-мӗн. Сенатора регионта патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗн программи ӗҫлеменнине пӗлтернӗ, ҫавна май чылай строительство предприятийӗн саккассем ҫук. Ҫамрӑк вӗрентекенсем, тухтӑрсем, хысна тытӑмӗнчи ытти ӗҫченсем унччен ҫак программӑпа усӑ курса ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса панӑ пулсан халӗ унашкал май ҫук, ҫавна май чылайӑшӗ республикӑран каять. Усламҫӑсем вырӑнти влаҫ ура хунине те пытарман. Вӗсем ӗҫлеме чӑрмантараҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре «Лучший каменщик Чувашии – 2018» (чӑв. Чӑваш Енри чи лайӑх каменщик — 2018) республикӑри професси конкурсӗ иртнӗ. Унта ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пуҫтарӑннӑ. Конкурса Шупашкарти организацири: «СУ-Инкост», «СУ-20», «Монолитстрой», «ГК «Регионжилстрой», «СМУ-124» — ҫичӗ звено (вӗсем икшер ҫынтан тӑнӑ) пуҫтарӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑна «СМУ-124» тулли мар яваплӑ обществӑри Ю.Н. Выросов тата Э.Д. Калюканов тухнӑ. «Монолитстрой» тулли мар яваплӑ обществӑра кирпӗч хураканта ӗҫлекен Е.П. Васильевпа Э.Н. Николаев тӑрӑшӑвне те строитель-тӳресем пысӑка хурса хакланӑ. «СУ-Инкост» предприятири А.Р. Алексеев тата А.Г. Ефремов та пӗр шухӑшлӑн та килӗштерсе ӗҫленӗ, кирпӗче хитре те васкаса хунӑ. Вӗсем — виҫҫӗмӗшсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутатне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташне, строительство предприятийӗн пуҫлӑхне Евгений Андреева икӗ уйӑхлӑха следстви изоляторне хупса хунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, депутат ҫынна саккас парса вӗлерме тӑнӑ имӗш. Тӗнче тетелӗнче ҫӳрекен сӑмах-юмаха ӗненсен, ҫапла майпа хайхи усламри хӑйӗн партнерне сиен кӳме ӗмӗтленнӗ пулать. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ парти пайташӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарсан унӑн пайташлӑхне чарса лартма май пуррине пӗлтернӗ. Ку йӗркене партин уставӗнче пӑхса хӑварнӑ. Право органӗсенчен официаллӑ хыпар илсен Евгений Андреевӑн партирен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухма пултарнине систернӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |