Республикӑра
![]() Утӑ вӑхӑтӗнче арҫын урасӑр тӑрса юлнӑ. Ку инкек Ҫӗмӗрле районӗнчи Янташ ялӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ. 32 ҫулти арҫын газон ҫулмалли хатӗрпе утӑ ҫулнӑ. Хайхискер 28 ҫулти тусне асӑрхаман-ши – ун ҫине ӑнсӑртран пырса кӗнӗ. Газон ҫулмалли хатӗр шӑпах унӑн урине лекнӗ. Шел те, ҫамрӑк арҫын текех утаймӗ – унӑн икӗ урин 1,3 пайӗ татӑлнӑ. 28 ҫулти арҫын – Шупашкар районӗнчен. Ӑна Ҫӗмӗрле районӗн пульницине реанимаци уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл унта выртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, республикӑра шыв ҫинче каллех инкек пулнӑ: тепӗр ҫын путса вилнӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку Комсомольски районӗнчи Луцки ялӗнче пулнӑ. 52 ҫулти хӗрарӑм тӑванӗсем патне пӗвене шыва кӗме килнӗ. Вырӑнти халӑх пӗвене «Икӗ пӗве» тет. Шӑп ҫавӑнта путса вилнӗ те хӗрарӑм. Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсемпе йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, инкек мӗнле пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре халӗ Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ 44 ҫын шутланать. Нумаях пулмасть обществознани предмечӗпе кӑтартусене пӗтӗмлетнӗ. Шупашкарта ку предметпа 1086 ҫын ППЭ тытнӑ. 44-мӗш лицейри тата 29-мӗш шкулти икӗ пике экзаменра 100 балл пухнӑ. Палӑртмалла: иртнӗ ҫул обществознани экзаменне пӗр ҫын та ун чухлӗ баллӑх ҫырайман. Хальлӗхе Шупашкарта Пашалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ 27 ҫын шутланать. Вӗсем химипе, историпе, вырӑс чӗлхипе тата обществознанипе экзамена ӑнӑҫлӑ тытнӑ. Паянхи кун тӗлне 14 дисциплинӑран 8-ше кӑна пӗтӗмлетнӗ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Куславкка районӗнче М-7 ҫул ҫинче талӑкӗпех ӗҫлекен васкавлӑ медпулӑшу пункчӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Энтри Пасар ялӗнче вырнаҫнӑ. Пункт ҫак тӑрӑхри ҫынсене кӑна мар йышӑнӗ. «Атӑл М-7» ҫул ҫинчен шӑнкӑрав килсен те тухтӑрсем медпулӑшу пама васкӗҫ. Энтри Пасарӗнче кунашкал пункта ахальтен уҫман. Ҫак ҫул ҫинче аварисем час-часах пулаҫҫӗ. Ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ пунктри бригада вара инкек вырӑнне часах ҫитме пултарӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Енре кунашкал васкавлӑ медпулӑшу пункчӗ пӗрре кӑна. Тухса ҫӳрекен бригадӑра виҫӗ ҫын ӗҫлет: икӗ медик тата водитель. Вӗсен навигаторпа планшет пур. Ку пӗлмен вырӑнсене часрах ҫитме май парать. Ҫул ҫинче япӑх пулса кайсан та пункта кӗрсе тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() С. Чикмякова сӑнӗ Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакан Агриппина Трофимова 100 ҫул тултарнӑ. Хӑйӗн ҫулне пӑхмасӑрах вӑл ӑспа-тӑнпа калаҫать, паянхи кунчченех эмел ӗҫсе курман. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Агриппина Трофимова пилӗк ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ, ҫав пилӗк ачаран виҫҫӗшӗ усрава илнӗскерсем пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл Сӑр шывӗ хӗрринче окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех вырӑнти колхозра ӗҫленӗ. Машӑрӗпе, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Яков Трофимовпа, пилӗк ачана ура ҫине тӑратнӑ. Шел те, мӑшӑрӗн те, ачисен те ӗмӗрӗ вӑрӑм пулман. Палӑртса хӑвармалла, халӗ ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ мӑнукӗн Юрӑн ҫемйипе пурӑнать. Унӑн паянхи кун 24 мӑнук тата 31 кӗҫӗн мӑнук. Ҫавӑнпах Агриппина Егоровна хӑйне чи телейлӗ ҫын тесе йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техкника техникумӗнче вӗренекен икӗ студент, 17 тата 18 ҫулсенчи ҫамрӑксем, Атӑл урлӑ, 3 ҫухрӑм сарлакӑшне, ишсе каҫма шухӑшланӑ. Хайхискерсем хӑюллӑрах пулас тесе эрех те сыпнӑ. Анчах ҫакӑ чутах инкекпе вӗҫленмен. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Студентсем карапсем ҫӳрекен вырӑна ҫитсен ывӑннине ӑнланнӑ та пулӑшу ыйтса кӑшкӑрма тытӑннӑ. Вӗсене илтсе ҫыран хӗрринче канакансем ҫӑлавҫӑсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем катерпа вырӑна пӗр тӑхтамасӑр тухнӑ. Вӗсем «хӑюллӑ» студентсене катер ҫине лартнӑ та станци таран илсе ҫитернӗ. Ҫамрӑксемпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ. МЧС шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулмалли пирки аса илтерет. Ҫулла пуҫланнӑранпа икӗ ҫын путса вилнӗ. Кунашкал пӑтӑрмахсем Ҫӗнӗ Шупашкарта, Куславкка районӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Астана хулинче Казахстан Республикин Президенчӗн администрацийӗ тата Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк академийӗ «Ұлы Дала» (Анлӑ уй-хир) ятпа виҫҫӗмӗш форум ирттернӗ. Чӑваш Республикинчен унта Тюркологсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн президиумӗн пайташӗ, Турцири лингвистика пӗрлӗхӗн член-корреспонденчӗ, Пӗтӗм тӗнчери болгароведени академийӗн чӑн пайташӗ, Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, филологи наукисен тухтӑрӗ Николай Егоров хутшӑннӑ. Форумра тюркологи ӑслӑлӑхӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене уйрӑммӑн чысланӑ. Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк академийӗн ылтӑн медальне — Николай Егоров (Чӑваш Ен), Фирдаус Хисамитдинов (Пушкӑртстан), В. Томсен ячӗллӗ кӗмӗл медальне Олег Мудрак (Мускав) тата Чулун Сампилдондов (Монголи) тивӗҫнӗ. Палӑртса хӑвармалла, Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк академийӗн ылтӑн медальне тӗрлӗ ҫулсенче казах поэчӗ Олжас Сулейманов, паллӑ тюрколог ӑсчах Дмитрий Насилов, Узбекистанри наукӑсен академийӗн академикӗ Ахмадали Аскаров, Азербайджанри наукӑсен наци академийӗн президенчӗ Акиф Ализаде, 2015 ҫулхи Нобель премийӗн лауреачӗ Азиз Санжар, Кемал Карпат историк-тюрколог, Америка историкӗ Эдвард Олуорт тата паллӑ ытти ӑсчах илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче велоҫулҫӳревҫӗ Никита Тӗнче (унчченхи хушамачӗ – Васильев) Чӑваш Ен тӑрӑх ҫула тухнӑ. Вӑл ӑна Республика кунне халалланӑ. Никита республикӑри мӗнпур района ҫитме палӑртнӑччӗ. Маттур яш экспедицирен таврӑнннӑ ӗнтӗ. Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вӑл хӑйӗн ҫулҫӳревӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Экспедицире Никита видео ӳкернӗ. Хальлӗхе вӑл «Велосипедпа – Чӑваш Ен тӑрӑх. Пӗрремӗш кун» фильмпа паллаштарнӑ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, кунашкал 10 фильм ӳкерме палӑртнӑ вӑл. Кӗҫех вӗсемпе та паллаштарӗ ахӑртнех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ӗнер ҫулталӑкри чи ӑшӑ кун пулнӑ. Шупашкарта термометр 30 градус кӑтартнӑ, Патӑрьел тӑрӑхӗнче вара сывлӑш 32 градус таран ӑшӑннӑ. Сывлӑш нӳрӗк пулнӑран тата шӑрӑх пек туйӑннӑ. Ҫитес кунсенче те шӑрӑх тӑрӗ. Анчах вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр, пӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Юрать-ха, ҫил вӑйлӑ пулмӗ. Ҫумӑр ҫусан та термометр 30 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун та хӗвел пӑхӗ, ҫил ҫӳрҫӗр енчен вӗрнӗрен, сывлӑш нӳрӗклӗхӗ пӗчӗкленнӗрен шӑрӑх чакӗ. Шӑматкун ҫумӑр ҫумӗ, вырсарникун вара каллех аслатиллӗ ҫамӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарӗ. Сывлӑш температури ҫавах 35 градус таран хӑпарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Реклама
Пӗлтерӳ
2018 ҫулта калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗ пулать
«Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗ» (ҪИП) юридици сӑпачӗ йӗркелемесӗр ӗҫлекен Чӑваш тӑрӑхӗнчи халӑх пӗрлӗхӗ (штаб-хваттерӗ Чӑваш Республикин тӗп хулинче Шупашкарта вырнаҫнӑ, ертӳҫи Виталий Родионов профессор, филологи ӑслӑхӗсен докторӗ) «Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ» юридици сӑпачӗ йӗркелесе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери халӑх пӗрлӗхӗпе пӗрле (штаб-хваттерӗ Турци Республикин тӗп хулинче Анкарара вырнаҫнӑ, ертӳҫи Якуп Омероглу доцент, ветеринари ӑслӑхӗсен докторӗ) 2018 ҫулта калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрне ирттересси ҫинчен пӗлтерет. Чӑваш тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ калава турккӑлла куҫарса пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ӑмӑртун йӗркелӳ ушкӑнне тӑратаҫҫӗ. 1. Ӑмӑртӑва хутшӑнас текен ҫыравҫӑсен калава чӑн авторне кӑтартмасӑр, ӑмӑртӑва хутшӑнмалли ятарлӑ хушма ятпа (е шифрпа) ҫеҫ палӑртса, 2018 ҫулхи ҫурла (август) уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ӑмӑртӑвӑн тӳре ушкӑнне ҫитерсе памалла е ҫак адрессенчен пӗрне ярса памалла: Шупашкар - 428031, Илья Арсентьевич Иванов валли, ыйтса иличчен е электронлӑ ҫырупа: illesuvar@gmail. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |