Республикӑра
![]() Чӑваш Енри 30 ҫулти арҫынна контрабандӑшӑн тата наркотик хутӑшӗсене упранӑшӑн судпа айӑпланӑ. Приговор янӑранӑ: ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑпланӑ. ЧР прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, арҫын тӗнче тетелӗ урлӑ усӑ курма юраман япаласен пысӑк партине саккас панӑ, почта тӑкакӗсене тата тавара Чехирен Раҫҫее илсе килнӗшӗн укҫа тӳленӗ. Саккас 30-ти арҫын патне чиперех ҫитнӗ. Вӑл ӑна хӑйӗн патӗнче упранӑ. Анчах тавара полицейскисем тупнӑ та туртса илнӗ. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти тӗплӗ строительство управленийӗ Эльгер урамӗнчи 18-мӗш ҫурта аукциона тӑратнӑ. Икӗ хутлӑскерте нумай функциллӗ центр тӑвасшӑн. Ҫурта юсамашкӑн республика тата хула хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. 26 миллион та 887 пин те 760 тенкӗ тӑракан объекта кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитермелле. Хальлӗхе ҫак ҫуртра пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ, виҫӗ аптека, почта тата мастерскойсем вырнаҫнӑ. Аукциона заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Электронлӑ аукцион ҫӗртмен 29-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ӗнер Шупашкарӑн Атӑл акваторийӗнче «SUPSPOTSerf парад» иртнӗ. Спорт мероприятине йӗркелеме Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшнӑ. Надежда Наумова инструктор ертсе пынипе спортсменсем старт йӗрӗнчен пуҫласа Атӑлӑн Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи ҫыран хӗррипе ӑмӑртнӑ. Ҫул ҫинче вӗсен сехет ытла иртнӗ. Ҫанталӑк сулхӑннинчен те те, ҫумӑртан та, ҫил кастарнинчен те шикленмесӗр UP-хӑма ҫине 15 спортсмен тӑнӑ. Йышра Шупашкарти SUP-серферсем ҫеҫ мар, Сочи тата Мускав хулинчисем те пулнӑ. Парада хутшӑннисенчен чылайӑшӗ SUP-серфингпа ҫине тӑрсах аппаланаҫҫӗ иккен. «SUP-серфинг эпӗ питӗ юрататӑп. Спортӑн ҫакна тӗсне эпир хӗрпе иксӗмӗр алла илетпӗр. SUP-парад Шупашкарта иртет тенине илтсен эпӗ те SUP-серферсен ретне тӑрас терӗм», – хавасланса каласа кӑтартнӑ парада хутшӑннисенчен пӗри, Владислав Григорьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Анисимов министр Паян Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне ҫирӗплетнӗ. Ҫак лава Михаил Анисимова шанса панӑ. Михаил Владимирович 1995 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен «Математика, информатика тата шутлав техники» специальноҫа алла илсе тухнӑ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Пулас министр ӗҫ биографине шкултан пуҫланӑ. 1994 ҫулта вӑл Шупашкарти 51-мӗш вӑтам шкулта математика тата информатикӑпа шутлав техникин учителӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Каярах ЧППУра информаци центрӗн ертӳҫинче, Инҫет вӗрентӗвӗн республикӑри центрӗн, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин Медицинӑн информаци центрӗн, ЧР Информаци политикин министерствин Информаци технологийӗсен центрӗн пуҫлӑхӗсенче тӑрӑшнӑ. Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче Михаил Анисимова Чӑваш Енӗн информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан Александр Пименов Мари Элти юханшыв хӗррине похода кайни пирки, вӑл унта ҫухални ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ку кӑҫалхи ҫуркунне пулнӑччӗ. Унтанпа вӑхӑт самай иртрӗ, ҫухалнӑ каччӑна тупайманччӗ-ха. Ӑна тӑванӗсем, ҫӑлавҫӑсем шыранӑ, анчах кӑлӑхах. Кайран водолазсем, тусӗсем ӑна шывра усӑ курмалли ятарлӑ хатӗрпе шыранӑ. Темиҫе кунран ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пуррине кура ӗҫе чарма тивнӗ. Шел те, ҫамрӑкскер ку тӗнчере ҫук ӗнтӗ. Ҫӗртмен 10-мӗшӗнче унӑн виллине пулӑҫӑ тупнӑ. Ӳчӗ ҫухалнӑ вырӑнтах инҫех мар пулнӑ. Александр Пименова тепӗр кунхине Явӑш ҫӑви ҫинче пытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ыран ИӖМ каллех асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, юнкун, республикӑра хӑрушлӑх «сарӑ» шая хӑпарӗ. Синоптиксем ҫанталӑк пӑсӑласса пӗлтереҫҫӗ. Ыран ҫил кассӑн-кассӑн ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет. Хӑш-пӗр вырӑнта аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Ҫил вӑйланнине пула транспорт япӑх ҫӳреме пултарать, электропередачӑсен линийӗсем тата ҫыхӑну татӑлас, кивӗ ҫуртсен тӑррисем ишӗлсе анас хӑрушлӑх пур. ИӖМ ҫил вӑйланнӑ вӑхӑтра электропралуксенчен, реклама щичӗсенчен, ҫӳллӗ строительство техникинчен айккинче тӑма сӗнет, вӗсен ҫывӑхне автомобиле лартмалла марри пирки асӑрхаттарть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Культура
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Шупашкарти савни сывпуллашать» камит премьерине чӗнет. Вӑл «Шупашкарти савни» спектакль ярӑмӗн юлашки серийӗ пулӗ. Кун пирки театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева пӗлтерчӗ. «Шупашкарти савни» спектакле ҫирӗм ҫул ҫитсен ҫӗнӗрен лартнӑччӗ, «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камите курма ӳнер учрежденийӗ 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче йыхравланӑччӗ. Аса илтерер, 1991 ҫулта пуҫласа кӑтартнӑ ҫак камит авторӗ — Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Сидоров. Режиссерӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Вячеслав Оринов, художникӗ — Лариса Комиссарова, композиторӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Кудаков, ташшисене лартаканӗ — Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Юрий Свинцов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Евразири ҫӗршывсен вырӑнти влаҫӗ конгресӗ кӗркунне Шупашкара пуҫтарӑнӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче нумаях пулмасть «Объединенные города и местные власти» (чӑв. Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем) Евразири уйрӑмӗн Хусанти тӗп ҫыруҫи Расих Сагитов пулнӑ. Пӗр кунлӑх визит вӑхӑтӗнче хӑна Шупашкар хула ертӳҫисемпе Евразири ҫӗршывсенчи вырӑнти влаҫсен конгресӗ «На пути к реализации целей устойчивого развития» (чӑв. Ҫирӗп аталанӑвӑн тӗллевӗсене пурнӑҫламалли ҫул ҫинче ) ятпа пухӑнассине сӳтсе явнӑ. Ҫапла вара Европӑри тата Раҫҫейри ҫӗршывсенчи ҫӗр ытла мэр кӗркунне пирӗн республикӑн тӗп хулине, Шупашкара, пуҫтарӑнӗ. Шупашкар хулине конгресс ятарлӑ танлаштарӑм ирттернӗ хыҫҫӑн суйласа илнӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш эстрада юрӑҫи Аида Великова «Давай, поженимся» кӑларӑма хутшӑнни, вӑл суя амӑшӗн рольне выляса ертӳҫӗсене улталайманни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 25 ҫулти Федор, хӑйне миллионер текенскер, кӑларӑма «амӑшӗпе» Аида Великовӑпа килнӗ. Анчах суя тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ, ҫавӑнпа кӑларӑм ертӳҫӗсем студирен тухса кайнипе вӗҫленнӗ. Кӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑн Аида пӗр сӑмах та шарламан. Ӗнер вӑл чӑтайман – «Инстаграм» халӑх тетелӗнче хӑйӗн шухӑшне ҫырнӑ, кӑларӑм редакторне хӑйне сутнӑшӑн айӑпланӑ. «Эпӗ мана сценарипе панӑ роле ҫеҫ вылярӑм! Сценарипе харпӑр пурнӑҫа пӑтраштармалла мар! «Давай, поженимся» кӑларӑмра чӑн-чӑн историсем ҫуккине тепӗр хутчен ӗнентӗм». Йӑлтах – суя, рейтингшӑн ҫеҫ тӑваҫҫӗ. Хӑйсен совеҫӗ ҫинче юлтӑр. Ман пата Мускавран 3 уйӑх шӑнкӑравларӗҫ, ӳкӗтлерӗҫ… Вӗсене витӗмлӗ, малалла талпӑнакан ҫын кирлӗ пулнӑ, вӗсем ӑна куҫа мӑчлаттармасӑр таптаса хураҫҫӗ. Хама тата ҫывӑх ҫынсене хӳтӗлес вырӑнне ют ҫынсене хӳтӗлеме тиврӗ. Ку та сценарий… Манпа усӑ курнӑ продюсер центрӗ тата ҫав продюсер хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ пуль тетӗп. Ҫав ҫыннӑн тата ҫав ҫынсен малашлӑхра мӗн пулнине вӑхӑт кӑтартӗ, йӑлтах хайӗн вырӑнне ларӗ», - ҫырнӑ Аида хӑйӗн страницинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |