Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх культура институтӗче «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс иртнине, унта Йӗпреҫ районӗнчи Луиза Ильина ҫӗнтернине, ӑна Крымра канма путевка панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Халӑх тетелӗсенчен пӗринче, «Контактра», ҫав конкурса хӗрсе сӳтсе яваҫҫӗ.

Владислав Московцев тӳресенчен пӗри конкурсра тӗлӗрсе ларнине, чи ӑслӑ пике ята ыйтӑва иккӗмӗш хутӗнче ҫеҫ хуравланӑ хӗр тивӗҫнине асӑннӑ. Женя Александров ятлӑ ҫамрӑк вара ҫапларах ҫавӑрттарса хунӑ: «(...) Ҫак конкурса ҫитме кирлӗ мар (...) кашни ҫул пӗр сценари, кашни ҫул пӗрешкел конкурссем (...). Нивушлӗ пирӗн республикӑра режиссерсем, сценаристсем ҫук? Раҫҫейре иртекен конкурсра (...) хӗрсем юрламаҫҫӗ те, ташламаҫҫӗ те, килтен шаркку-хуплу тата ытти юр-вар пӗҫерсе килмеҫҫӗ.(...) Сире ҫак сценари йӑлӑхтармарӗ-и? Мӗншӗн жюри членӗнче яланах чӑваш наци конгресӗн ӗҫченӗсем? Чӗнӗр республикӑра хӑйӗн ӗҫӗпе палӑрнӑ артиста, режиссера, ахаль куракан ҫынна. Вара тӗрӗслӗх пулатех. Кӑҫалхи хӑш пӗр тӳресем ҫывӑрса ларнине палӑртаҫҫӗ.Мӗншӗн ҫывӑрать? Вӑл малтанах пӗлет кам ҫӗнтернине.

Малалла...

 

Культура

Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Иркутск облаҫӗнчи чукун ҫул техникумӗнче «Чӑваш культурин кунӗ» иртнӗ. Вӑл енче пурӑнакан чӑвашсен «Юлташ» коммерцилле мар автономин ертӳҫи Вероника Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мероприятие техникум ертӳҫисемпе тата Зима хулинчи чӑвашсен центрӗ йӗркеленӗ.

«Чӑваш культурин кунне» Е.Н. Карпухина ертсе пыракан «Рябинушка» (чӑв. Пилеш) чӑваш ансамблӗ, В.П. Ягшимурадова ертсе пыракан «Лейся, песня» (чӑв. Янра, юрӑ) ҫемье ансамблӗ хутшӑннӑ. Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен «Юлташ» автономийӗ вӗсене чӑваш культурин кунне хутшӑннишӗн тав тӑвать.

Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла:

Иркутск тарӑхӗнчи чӑвашсем раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 18 сехетре иртекен этнокараокене хутшӑнма чӑвашсен ушкӑнне пухаҫҫӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ, хальхи вӑхӑтра Раҫҫей сенатӗнче вице-спикерта тӑрӑшакан Николай Федоров Шупашкарта, «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлехлӗ Раҫҫей) партин ертӳҫин Дмитрий Медведевӑн регионти йышӑну пӳлӗмӗнче, халӑха йышӑннӑ.

Н. Федоров патне ҫынсем тӗрлӗ ыйтупа пынӑ: хваттер пайҫӑ пулса туянма ӗмӗтленсе ҫӑра уҫҫине кӗтсе илейменнисем, ялта шкул тутарас кӑмӑллисем... Виталий Станьял ӑсчах шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентес ыйтӑва хускатнӑ. Ӗнерхи президентпа Виталий Станьял чӑвашла калаҫнӑ.

«Виталий Станьяла питӗ ӑслӑ та тарӑн шухӑшлама пӗлекен ҫынсен йышне кӗртетӗп, – тенӗ Николай Федоров Александр Белов журналиста. – Вӑл радикал мар, лӑпкӑн тата виҫсе хакласа хӑй шухӑшне хӳтӗлет. Халӗ Виталий Петрович чӗлхе вӗрентессишӗн пӑшӑрханать. Президент каланине кӑмӑл-туйӑма ирӗке ямасӑр йышӑнмалла тесе шухӑшлатӑп. Президент республика влаҫӗсен тӑван тата патшалӑх чӗлхисене вӗрентме ирӗк мар памалла, анчах хистемелле мар тенӗччӗ».

 

Республикӑра

Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-7-мӗшӗсенче республикӑра «Чӑваш Енри Ҫӗнӗ ҫул ҫулҫӳревӗ» акци иртет. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет.

Кунашкал акци Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш хут иртет. Кӑҫал ҫулҫӳреве Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр хулисенче, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче йӗркелӗҫ. Халӗ вӗсем хӑнасем валли уяв программине хатӗрлеҫҫӗ.

Ку акци – чӑн-чӑн квест. Унта хутшӑнакан кашни ҫын «Туристӑн Ҫӗнӗ ҫул карттине» тивӗҫӗ, района е хулана ҫитсен унта паллӑ тӑвӗҫ. Пилӗк хула-района тата Шупашкарти хӗл Мучин резиденцине ҫитнӗ ҫынна хаклӑ парнепе хавхалантарӗҫ.

Улатӑр хӑнасене кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче йышӑнӗ. Таврапӗлӳ музейӗнче тӗрлӗ мероприяти йӗркелӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнасем арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирне ҫитсе курӗҫ. Кунсӑр пуҫне Улатӑрта хӑнасем конькипе, йӗлтӗрпе, «пӳремечпе» ярӑнӗҫ. Ку кӑна мар, туристсем валли ытти мероприяти те пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/afisha/46313
 

Ҫул-йӗр

Чӑваш Енри ҫулсене юртан лайӑх тасатаҫҫӗ-и? Ҫук тӑк ӑҫта ҫӑхавламаллине пӗлместӗр-и? Чӑваш Енри Патшалӑх автоинспекцийӗ республикӑра пурӑнакан ҫынсене коммунальщиксем ҫулсене юртан япӑх тасатнине пӗлтерме ыйтать.

Чӑваш Енри ҪҪХПИ ҫулсене тӗрӗслесех тӑрать. Тасатман вырӑнсене асӑрхасан ҫул-йӗр службисене васкама ыйтать. Эсир ҫула юрпа хӳсе лартнине, унта коммунальщиксен алли пырса тӗкӗнменнине куртӑр тӑк 62-00-22 номерпе шӑнкӑравлӑр. Шӑнкӑрава ҪҪХПИ дежурнӑйӗ йышӑнать.

Юртан тасатман ҫул пирки хыпарласанах ҪҪХПИ коммуналлӑ службӑсем тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46314
 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри автобус грузовике пырса тӑрӑннӑ. Ку пӑтӑрмах Чулхула облаҫӗнчи Вӑратин районӗнче раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 23 сехет те 5 минутра пулнӑ. Кун пирки ТАСС пӗлтерет.

Ҫав автобус Чӑваш Енрен Мускава кайма тухнӑ. М-7 ҫулӑн 561-мӗш ҫухрӑмне ҫитсен вӑл грузовике пырса тӑрӑннӑ. Шел те, аварире автобус водителӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 9 пассажира тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Вӗсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
Шупашкарти ҫулсем / Н.Плотников тунӑ сӑн
Шупашкарти ҫулсем / Н.Плотников тунӑ сӑн

Ӗнер пирӗн республикӑра тинех юр ҫуса кайрӗ. Кӑнтӑрла ӳкме пуҫланӑччӗ те паянхи ир тӗлне ун хулӑнӑшӗ вунӑ сантиметр таран ҫитнӗ теме пулать. Пӗрремӗш пысӑк юр хулари коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсемшӗн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Ҫутҫанталӑк пулӑмӗ уйрӑмах канмалли кунсене лексен юра тасатасси тивӗҫлӗ шайра иртмест.

Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкар хулинчи лару-тӑрӑва сӑнаса тухнӑ хыҫҫӑн ҫапларах хак пама пултарать — ҫул тасалӑхӗшӗн яваплисем тӗпрен илсен хатӗр пулнӑ. Тӗп ҫулсене юртан тасатсах тӑраҫҫӗ, хуларан тухаканнисем кӑна тап-тасах мар. Вӑрнар ҫулӗн айӑккине, сӑмахран, тасатни курӑнмарӗ. Шупашкарта вара тротуарсене та тракторпа хырса тухнӑ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫеҫ юр ашса ҫӳреме тивет. Канмалли кунсем пулин те чылай тирепейҫӗсем (дворниксем) хӑйсене шанса панӑ лаптӑксене юртан тасатнӑ.

RP5 портал тӑрӑх юр эрнипех ҫӑвӗ. Ырансене каҫхинелле ҫил вӑйланӗ, кассӑн-кассӑн ҫил хӑвӑртлӑхӗ 13 м/ҫ ҫитме пултарӗ. Ҫанталӑк ытларах пӗлӗтлӗ пулӗ, юнкун кӑна кӑшт уяртса илӗ.

 

Политика

Чӑваш Енри чи паллӑ та сумлӑ юристсенчен пӗри, Юрий Кручинин, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ҫӗршыври партисенчен пӗрин пайташӗ пулса тӑнӑ.

Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн канашӗн бюровӗ черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Ларӑва РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев тата ыттисем хутшӑннӑ.

Паллӑ юрист хӑйсен йышне кӗнине каярах Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ. «Пытармастӑп. Юрий Сергеевич пирӗн йыша кӗме кӑмӑл тунинчен тӗлӗнтӗм. Кун пек пулӑмсем хаваслантараҫҫӗ паллах, малалла ӗҫлеме кӑмӑл хушаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Олег Николаев.

Аса илтерер, Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗленӗ уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр кайнӑччӗ, каярах вӑл «Правозащитный бастион» (чӑв. Правӑна хӳтӗлекен бастион) ятлӑ коммерцилле мар организаци туса хунӑччӗ.

 

Политика

Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) партин регионти уйрӑмӗн XXVI конференцийӗ иртнӗ.

Унта партин регионти уйрӑмне ертсе пынӑ Николай Малов ку тивӗҫе пӑрахассине пӗлтернӗ.

Аса илтерер, иртнӗ ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти секретарьне, Николай Малова, РФ Патшалӑх Думинчи депутат мандатне панӑччӗ. Федераци Пухӑвӗн ҫиччӗмӗш созыври Патшалӑх Думин депутачӗн пушаннӑ мандатне Николай Малова пама йышӑннӑччӗ.

Шупашкарти эрнекунхи конференцие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партие тата унӑн пайташӗсене пысӑка хурса хакланӑ.

Конференцире Валерий Филимонова партин регионти уйрӑмне ертсе пыма шаннӑ.

 

Кӳршӗре
Ҫӗнӗ Каньӑкьел ачисем
Ҫӗнӗ Каньӑкьел ачисем

«Волжская коммуна» (чӑв. Атӑл коммуни) хаҫат Самар облаҫӗнчи Ҫӗнӗ Каньӑкьел шкулӗ пирки статья кӑларнӑ. 11 класс таран вӗрентекен шкулта пурӗ 136 ача пӗлӳ пухать. Ку ялта ытларах енӗпе чӑвашсем пурӑннӑран ачасем факультатив шайӗнче чӑваш чӗлхине те вӗренеҫҫӗ.

Хаҫат журналисчӗсем шкулти музея ырланӑ. Вӑл пуян пулнипе тӗлӗннӗ — мамонт шӑлӗ те пур, ӗлӗкрех усӑ курнӑ савӑт-сапа тата ытти япала. Шкул ҫумӗнче «Асамат» фольклор ушкӑнӗ те йӗркеленнӗ, унта ачасем хӑйсен пултарулӑхне туптаҫҫӗ. Маттурскерсем облаҫре иртекен фестивальсенче те пӗрремӗш вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.

Материал авторӗ Светлана Решетихина пӗлтернӗ тӑрӑх ҫывӑх вӑхӑтра вӗренӳ учрежденийӗнче шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли ушкӑнсем уҫма палӑртнӑ — ача пахчинче вырӑн сахал, ачисем вара нумай тесе пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ Каньӑкьел — Самар облаҫӗнчи Исаклӑ районӗнче вырнаҫнӑ чӑваш ялӗ. Вӑл Сургут шывӗ хӗрринче, район центрӗнчен 28 ҫухрӑмра ларать. Ку яла 1770 ҫулсенче Питтапаль ялӗнчи чӑвашсем никӗсленӗ. 2005 ҫулта кунта пурӗ 972 ҫын пурӑннӑ. Ялти шкул 1895 ҫулта уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ Каньӑкьелте ХХ ӗмӗрте те тӗне кӗмен чӑвашсем пурӑнни паллӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 2274, 2275, 2276, 2277, 2278, 2279, 2280, 2281, 2282, 2283, [2284], 2285, 2286, 2287, 2288, 2289, 2290, 2291, 2292, 2293, 2294, ... 3955
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 08

1888
137
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1919
106
«Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1994
31
Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...