Республикӑра
![]() Чӑваш Енре те крематори пуласси пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Пӗрисем ӑна хирӗҫлеҫҫӗ, теприсем часрах хӑпраттарасшӑн. Халӗ ӑна хӑҫан ӗҫлеттерсе ярасси те паллӑ: 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнче. Крематорие хӑпартмашкӑн ҫӗр уйӑрма «Экологи» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче паян хыпарланӑ. «Правда ПФО» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, крематорие Шупашкар районӗнчи Атайкасси ял тӑрӑхӗн 10 пин тӑваткал метр лаптӑкӗнче туса лартӗҫ. Тӳрех палӑртса хӑварар, ку ҫӗр Явӑш ялӗ патӗнче вырнаҫнӑ. Хайхи лаптӑка кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗччен тара панӑ. Арендӑн ҫулталӑкри чи пӗчӗк виҫи — 115 пин тенкӗ, чи пысӑкки – 118 пин те 450 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Александр Яковлев орнитолог Ҫӗршыври паллӑ орнитолог, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта пурӑнакан, Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче аслӑ методистра ӗҫлекен Александр Яковлев ҫывӑх кунсенче каллех Ямал ҫур утравӗ ҫине тухса кайӗ. Паллӑ ӑсчах ҫунатлӑ туссене чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ тӗпчет. Ҫак ӗҫе чунтан парӑннӑскере ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне вӗҫӗмех йыхравлаҫҫӗ: Чукоткӑпа Сахалин таранах кирлӗ вӑл. Ӑслӑлӑх ӗҫӗпе пӗрлех вӑл ытти ӗҫтешӗпе «Птицы Чувашии» кӗнеке валли материал хатӗрленӗ. Сӑмах май, кӗнекене пичете панӑ ӗнтӗ. Халӗ орнитологсем виҫҫӗмӗш том валли материал пухаҫҫӗ. Александр Яковлевӑн чун ыратӑвӗ те пур. Вӑл экологи хӑрушсӑрлӑхне ҫӗршывра тимлӗх ҫителӗксӗр уйӑраҫҫӗ, экономика ӳсӗмӗ тӑван тавралӑха сыхлассинчен пӗлтерӗшлӗрех тесе пӑшӑрханать. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче Ҫавал юханшывӗнче мотоциклист виллине тупнӑ. Мотоцикл шлемӗллӗ арҫынна шывра асӑрхани пирки ҫынсем правӑна сыхлакан органсене ӗнер, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, систернӗ. Шыври арҫын Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти этем пулнӑ. Усал хыпара пӗлнӗ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем следстви умӗнхи тӗпчев пуҫарнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкар арҫыннине ирӗксӗрлесе вӗлерни палӑрмасть иккен. Шухӑшлана тӑрӑх, арҫын мотоциклпа пынӑ чух ҫултан пӑрӑнса кайса юханшыва кӗрсе ӳкме пултарнӑ. Ҫапах та татӑклӑ сӑмаха тӗпчевҫӗсем каярах калӗҫ, вилӗм сӑлтавне вӗсем палӑртнӑ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарассмпе пуҫармасси палӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ Следстви комитечӗн Канашри пайӗ хулари «Чистый город» (чӑв. Таса хула) муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсене материалсене Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ тата ШӖМӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗ ярса панӑ. «Таса хула» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗн директорӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе (вӑл — Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ предприяти пуҫлӑхӗ муниципалитетӑн ҫурт-йӗрӗнче пурӑнакансенчен 2,8 миллион тенкӗ укҫа пухнӑ, анчах хыснана ҫакукҫа суммӑран 900 пинне ҫеҫ куҫарса панӑ. Ҫапла майпа хыснана 1,9 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн ӗнерхи пуҫлӑхӑн судра явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑшри ача пахчинче воспитальте ӗҫленӗ хӗрарӑма черетлӗ отпускра чухне ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫитменлӗх пирки асӑннӑ районти прокуратурӑна систернӗ, унтисем тӗрӗслев ирттерни ҫӑхав чӑнлӑхне палӑртнӑ. Воспитатель кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗ—утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗсенче отпускра пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен вӑл хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Анчах ача пахчин заведующийӗ хӗрарӑмпа ӗҫ килӗшӗвне утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчех татнӑ. Тӗрӗслев материалне прокуратура Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцине ярса панӑ. Унтисем кӑлтӑка пӑхса тухса тивӗҫлӗ йышӑну тунӑ. Отпускри ҫынна ӗҫрен хӑтарма юраманнине кура Кӑрмӑшри ача пахчин ертӳҫине административлӑ майпа айӑпласа 4 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнче тупнӑ мамонтӑн асав шӑлӗсем. Канаш районӗнче ҫӗр чавнӑ вӑхӑтра экскаватор машинисчӗ мамонтӑн асав шӑлне асӑрханӑ. Вӑл ӑна тӳрех Канашри тавра пӗлӳ музейне леҫсе панӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК хыпарлать. Музей сайтӗнчи информаци тӑрӑх, Геннадий Петров экскаваторщик тасатакан сооружени никӗсне яма шӑтӑк алтнӑ. Унччен те пулман — 1 метр ҫурӑ тарӑнӑшӗнче хальччен курман япаласене асӑрханӑ. Вӗсем мамонтӑн асав шӑлӗн пайӗсем пулнӑ иккен. «Мамонтӑн асав шӑлӗ тӑпрара нумай вӑхӑт выртнӑ, ҫавӑнпа самаях япӑхнӑ. Ахӑртнех, вӑл пысӑк мамонтӑн асав шӑлӗ», — палӑртнӑ вырӑнти тавра пӗлӳ музейӗн тӗп управҫи Надежда Шмонина. Экскаваторщик тупнӑ асав шӑлӗсене музейрех хӑварӗҫ. Анчах ӑна ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн эксперчӗсем тишкерсе хак парӗҫ, пӗр мамонтӑн е темиҫе чӗр чунӑн асав шӑлӗсем иккенне уҫӑмлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ паян Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби — Чӑваш Енӗн тӗп хулин «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫ» саммита йышӑнма шанӑҫ тупӑннӑ. Вӗсен хыпарӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫ» ассоциацин Еврази регонӗнчи уйрӑмӗн виҫҫӗмӗш саммичӗ 2019 ҫулта иртӗ. Анчах вӑл ӑҫта пуласси хальлӗхе паллӑ мар. Хула депутачӗсен ячӗпе нумаях пулмасть ҫыру килнӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар та саммит ирттерме заявка хатӗрлесе ярса пама пултарать. Халӑх тарҫисем куншӑн савӑннӑ — ара, Чӑваш Ен тӗп хули Шупашкар йӗркеленнӗренпе 550 ҫул ҫитнине 2019 ҫулта анлӑн паллӑ тума хатӗрленет-ҫке-ха. Вӑл халӑхсене пӗрлештерекен пысӑк мероприятипе ҫыхӑнни вара лайӑх кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри чи лайах 100 предприятипе организаци – 2017» конкурсра пӗр номинацире ҫӗнтернӗ. Кермен «Хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх учреждени» номинацире палӑрнӑ. Конкурсӑн эксперт канашӗ Шупашкарти пултарулӑх керменне пысӑк хак панӑ. Тӗплӗнрех каласан, вӗсем керменӗн инноваци хастарлӑхне, хушма пӗлӳ парассин пур енӗпе те ӗҫленине палӑртнӑ. Номинаци ҫӗнтерӳҫине асӑнмалӑх статуэтка тата диплом парнеленӗ. Палӑртмалла: Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче паянхи кун 300 ытла пӗрлешӳре пултарулӑх ӗҫне йӗркеленӗ. Вӑл 2013 тата 2016 ҫулсенче те конкурса мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнар районӗнче пӗвере инкек пулнӑ. 49 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ЧР Следстви комитечӗн пресс-служби хыпарлать. Арҫыннӑн виллине арӑмӗ тупнӑ. Хайхискер килтен 200 метрта вырнаҫнӑ пӗвере путса вилнӗ. Арҫын ҫиелти тумпах пулнӑ. Инкек умӗн каҫхине упӑшки киле таврӑнман, ҫавна май арӑмӗ ӑна юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирхине шырама тухнӑ. Машӑрӗ килтен инҫех те мар пулна-мӗн, анчах вӑл тек сывламан ӗнтӗ. Арҫын эпилепсипе нушаланни паллӑ. Ӑна пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр тупӑнман. Халӗ следовательсем ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта Швед киновӗн фестивальне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Культура мероприятийӗ юпа уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑҫта? «Полигон» культура пространствинче. Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енре пурӑнакансене юлашки ҫулсенче ӳкернӗ лайӑх фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче мелодрамӑсем, хоррорсем, ҫамрӑксен драмисем, документлӑ фильмсем пур. Ҫак фильмсем пурте тӗнче шайӗнчи кинофестивальсенче ҫӗнтернӗ. Вӗсене курнӑ чухне йӑлтах ӑнланмалла пулӗ: субтитрсене вулама май пур. Палӑртмалла: ку проект «Содружество» регион аталанӑвӗн фончӗ «Кино музейӗ» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. Ӑна Швецин Мускаври посольстви тата Швед институчӗ пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |