Экономика
![]() Шупашкарти троллейбус управленине епле пулӑшмалла? Кун пирки паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ. Аса илтерер: предприятире парӑм нумай пухӑннӑ, тӳре-шара ӑна мӗнле пӗтермелли пирки пуҫ ватать. Электричествӑшӑн пӗтӗмпе 188,9 миллион тенкӗ тӳлемелле. Планеркӑра рейссене сахаллатса йывӑр лару-тӑруран хӑтӑлма палӑртнӑ. Предприяти директорӗ Алексей Каныгин каланӑ тӑрӑх, малашне юлашки троллейбуссем 23 сехетчен мар, 22 сехетчен ҫӳрӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ҫак шухӑша ырланӑ. Унӑн шухӑшӗпе, кун пек тумасӑр май килмест. «Транспорт реформине йышӑнас ӗҫе 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен хӑварнӑ. Унччен предприятие панкрута кӑларас мар тесе вариантсем шырамалла», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть пултарулӑх ушкӑнӗсем Раҫҫей правительствин премине тивӗҫнӗ. Ҫак хавхалантарӑва пурте мар, чи маттуррисем кӑна илейнӗ. Раҫҫей правительствин «Раҫҫей кӑмӑлӗ» премине 15 ушкӑн тивӗҫнӗ. Вӗсем халӑх пултарулӑхӗн аталанӑвне нумай тӳпе хывнӑшӑн преми илнӗ. Лауреатсен йышне пирӗн ентеш те кӗнӗ. Владимир Павлов Комсомольски районӗнчи «Каҫал» халӑх фольклор ансамбльне ертсе пырать. Вӑл «Йӑлана кӗнӗ халӑх культури» номинацире ҫӗнтернӗ. Владимир Павлов 100 пин тенкӗ премие, кӑкӑр паллине тата преми лауреачӗн дипломне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Республикӑри Олимп резервӗн 10-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗ Вера Лоткова Сербире иртнӗ тӗнче шайӗнчи ӑмӑртуран ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Ӑмӑрту юпа уйӑхӗн 13–15-мӗшӗсенче Нови-Сад хулинче иртнӗ. Тупӑшӑва 30 ҫӗршыври самбистсем килнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче 40 спортсмен пулнӑ. Вӗсене Раҫҫей ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн суйланӑ. Пирӗн ҫӗршывӑн команди 19 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Сергей Пегасов патӗнче ӑсталӑхне туптакан Вера Лоткова 48 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче малти вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ыран, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Кисан (Рязань) хулинче чӑваш тӗррине кӑтартӗҫ. Унти Историпе архитектура музей-заповедникӗн Юрӑ корпусӗнче «Узоры земли чувашской» (чӑв. Чӑваш ҫӗрӗн тӗррисем) курав ӗҫлеме пуҫлӗ. Курава тӑратнӑ материалсем — Шупашкарти Чӑваш наци музейӗ фончӗ пуянлӑхӗ. «Комсомольская правда Рязань» хаҫат курав пикри ҫапларах хыпарланӑ: «Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсем тӗрӗ тӗрлессипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Тӗрӗпе йӑлари япаласене, йӑла-йӗрке хатӗрӗсене, тумтире капӑрлатнӑ. Ӗҫ валли ҫипе вырӑнти хӗрарӑмсем килте хӑйсем сӑрланӑ». Кисан хулинчи куравра хӗрарӑмӑн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсемпе, арҫын тата хӗрарӑм тумтирӗпе, килте усӑ куракан япаласемпе паллашма май килӗ. Курав ыран 15 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл пысӑк ҫӗр лаптӑкӗсене саккуна пӑсса сутнӑ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе вӗҫленӗ, ӑна суда пӑхса тухма панӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ суту-илӳ тумасӑрах коммерци организацине виҫӗ ҫӗр лаптӑкне тара панӑ. Лаптӑк пӗтӗмпе 1,5 миллион тӑваткал метр йышӑннӑ. Тепӗр виҫӗ уйӑхран хайхискер ҫӗре 750 пин тенкӗпе сутса янӑ. Чӑн хакӗ вара 20 миллион тенке яхӑн пулмалла. Ҫапла вӑл хака 26 хут пӗчӗклетнӗ, хыснана тӑкак кӳнӗ. Халӗ ҫӗре патшалӑх харпӑрлӑхне тавӑрса панӑ. Экс-пуҫлӑх вара тӑкака хӑйӗн ирӗкӗпе саплаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() ЧР Транспорт министерстви халӑхпа ҫывӑхрах пуласшӑн. Ҫавна май ведомство «Контактра» халӑх тетелӗнче ушкӑн уҫнӑ. Унта ҫынсем ҫулсене юсасси пирки ыйтусем ҫырма пултарӗҫ. Ушкӑн «Безопасные и качественные дороги» (Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем) ятлӑ. Ҫулсене мӗнле юсанине, ҫӗнетнине сӑнаса тӑратӑр-и? Ҫакна сӑн ӳкерсе халӑх тетелӗнчи ушкӑна ярса пама пултаратӑр. Ҫак проекта пурнӑҫласа ҫитес ҫул валли авариллӗ тата хӑрушӑ ҫулсене 50 процент чакарасшӑн. 2025 ҫул тӗлне ку кӑтарту 85 процентпа танлашмалла. Халӑх тетелӗнчи ушкӑна сӑнӳкерчӗксем ярса парса эсир ҫак тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшатӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Петр Фокин. 2007 ҫулхи ӳкерчӗк Ҫак датӑна эпир сисмесӗр ирттернӗ пулин те ун ҫинчен виҫ сӑмах та пулин асӑнса хӑварасах килет. Ҫак уйӑхӑн 9-мӗшӗнче Петр Фокин тӗпчевҫӗ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ. «Эс пурӑннӑ пулсан...» ятпа кӗске те, анчах калас тенине уҫса паракан хыпара паян Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче Леонид Атлай вырнаҫтарнӑ. «Ӑраскаллӑ пурнӑҫӑмӑрӑн тӳпи — тӗрлӗрен. Пӗрне — ӗмӗр тӑршшӗпех ӑнать, теприне — куҫа курӑнман «темскер» самай нушалантарать. Самай пур енӗпе те ҫирӗпленсе ҫитнӗ Петр Петрович Фокин чӑваш интеллигенчӗшӗн, пурӑннӑ чухне ҫак илемлӗ те арпашуллӑ тӗнчен пӑрланса ларнӑ чун кисревӗ нихӑҫан та пулман. Пулнӑ пулсассӑн та, ӑна вӑл Мускав шкулне пӗтернӗскер, пире систермен», — ӑшшӑн ҫырнӑ автор. «Иртнӗ кунсенче ҫеҫ-ха Вӑрмарӑн пултаруллӑ чӑвашӗ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине уявламаллаччӗ. Темиҫе хутчен асӑнса та, эпир пирӗнтен пит вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ (пенсине ҫулне тухсанах вӑл: «Эпӗ Раҫҫейӑн демографи лару-тӑрӑвне пӗртте пӑсмарӑм!» — тесе шӳтлесерех калатчӗ) ӗҫтешӗмӗрӗн тӗпчевӗсемпе, вӗрентӳпе ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ саманчӗсене тивӗҫлипе хаклаймарӑмӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Инди студенчӗсем «Мост дружбы: Индия - Чувашия» (чӑв. туслӑх кӗперӗ: Инди — Чӑваш Ен) пултарулӑх конкурсне хутшӑнса Шупашкарти «Радуга» культурӑпа курав центрӗнчи «Махараджа» Инди культурипе информаци центрӗнче пулнӑ. Пултарулӑх конкурсне унтисем тата Индин элчелӗхӗ тата асӑннӑ «Махараджа» центр йӗркеленӗ. Конкурса И.Н. Ульянво ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тухтӑра вӗренекен ҫамрӑксем те хутшӑнаҫҫӗ. «Махараджа» центрта хӑй вӑхӑтӗнче Индин Чрезвычайлӑ тата Тулли праваллӑ элчисем Канвал Сибал тата Аджай Малхотра пулнине пӗлсен студентсем хытах тӗлӗннӗ. Тата тепӗр япала та тӗлӗнтернӗ вӗсене. Чӑваш культурин экспозицийӗнче ҫамрӑксене пир тӗртмелли станокпа паллаштарнӑ. Чӑваш хӗрарӑмӗ кунне 8-9 метр тӑршшӗ пир (Инди хӗрарӑмӗсен сари валли шӑпах ҫавӑн тӑршшӗ пусма кирлӗ) тӗртнине пӗлсен вӗсем станок умне ларса пӑхма шут тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш фенри тухтӑра спортсмена допинг панӑ тесе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе РФ Пуҫиле кодексӗн 230-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. Чӑваш Енри тухтӑрсене ун пек статьяпа халиччен пӗрре те сехӗрлентермен. Ку вӑл — пуҫиле пӗрремӗш ӗҫ. Чӑваш Енри тухтӑр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине ТАСс информаци агентстви хыпарланӑ. Унта вӑл Раҫҫейӗн допингла хирӗҫ агентствин пресс-служби пӗлтернине асӑннӑ. Юраман препаратпа усӑ курма спортсмена тухтӑр ҫырса панӑ пулать. Ҫавӑн пирки спортсмен пӗлмен иккен. Усӑ курма юраман препарата ҫырса панӑшӑн 1 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. 2 ҫул таран ирӗкрен хӑварас хӑрушлӑх та пур. Пуҫиле кодексра ытти кӑра мера та пӑхса хӑварнӑ. Епле явап тыттарассине суд татса парӗ, халӗ тӗпчев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен пики, 16 ҫулти Елизавета Ащеулова, «Ты супер! Танцы» телекурав проекчӗн суйлав тапхӑрне хутшӑннӑ. Тӳрех палӑртар, ку проекта тӗрлӗ сӑлтава пула ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Лиза та тӑлӑх. Вӑл хӑй «ПроГород Чебоксары» журналистне каланӑ тӑрӑх, питӗ ир тӑлӑха юлнӑ. Ӑна, тин ҫуралнӑскере, амӑшӗ ҫуралсанах хӑйӗн ашшӗ патӗнче пӑрахса хӑварнӑ. Лешӗ ӗҫке ярӑннӑ, ачана пӑхман. Опека органӗн специалисчӗсем пӗчӗкскере кравать айӗнче тупнӑ та ача ҫуртне панӑ. «Япӑх пурӑнатӑп тесе каламӑп. Анчах ачисене ҫуратса пӑрахса хӑваракансене ӑнланмастӑп. Ма ҫуратаҫҫӗ-ши тульккӑш?» — тенӗ Елизавета Ащеулова «ПроГород Чебоксары» журналистне. Чӑваш Ен пики бал ташшисемпе кӑсӑкланать, нумай ӑмӑртура мала тухнӑ вӑл. Телекурав проектӗнче вара сцена ҫинче импровизациленӗ, тӳресен виҫӗ сассине тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |