Вӗренӳ
![]() 37-мӗш шкул. Google карттинчи сӑн Ку пӑтӑрмах пирки «Про Город» портал каласа панӑ. 4 класс вӗренсе пӗтернӗ 11 ҫулхи арҫын ачана халӗ те ашшӗ-амӑшӗ нихӑш шкула та вырнаҫтарайман. Пӑтӑрмах мӗне пула сиксе тухни пирки портала ачан амӑшӗ каласа панӑ. Йывӑрлӑхсем 37-мӗш шкултан пуҫланнӑ иккен. Ашшӗ-амӑшӗ ачана ҫав шкула вырнаҫтарма кайсан шкул ертӳҫисем хутсем ыйтнӑ — ачан прописки пирки тата ахаль шкулта та вӗренме пултарнине ҫирӗплетекен справкӑна. Вӗсене хатӗрлесе ҫитерсен шкул директорӗ ачана ҫавах йышӑнасшӑн пулман — шкулта имӗш вырӑн юлман. Ашшӗ-амӑшӗ алла усман, ытти шкулсене те ҫитнӗ. Анчах ниӑҫта та ачана йышӑнасшӑн пулман — вӗсем ҫитнӗ кашни вӗренӳ учрежденийӗнче те вырӑн ҫук тесе хуравланӑ. Пӗринче вара ача япӑх вӗренни ҫине те кӑтартни пулнӑ — «виҫҫӗсем» пур имӗш. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче ачан хӳттине кӗме тӑрӑшнӑ — ӑна 47-мӗш шкула ҫирӗплетнӗ. Анчах вырӑна ҫитсен тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — 11 ҫулхи арҫын ачана тӳре-шара ӑнсӑртран хӗрача ячӗпе ҫырса хунӑ иккен («Про Город» портал Александра Николаева ята асӑнать). Хальхи вӑхӑтра ача килте ларать, вӗренӳ программине ӑса ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе хывать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Соляное» микрорайона «Чӑвашавтотранс» предприятин 24-мӗш номерлӗ автобусӗсем ҫӳренине вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Анчах вӑл маршрут сайра-хутра хутланӑран автобуса кӗтсе илме питех те хӗн. Ҫавна кура ҫынсен ирӗксӗрех альтернативлӑ транспорт: маршрут ГАЗелӗ, троллейбус, питех васкасан такси — шырама тиветчӗ. Ирпе тата каҫпа, халӑх ӗҫе васканӑ самантра, 24-мӗш автобуса малашне кашни 15 минутра ҫӳретме шантараҫҫӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ ӗнер хыпарланӑ. 24-мӗш маршрут Шупашкарти «Хулаҫум» вокзалтан «Элеватор» чарӑнӑва ҫитет. Унта вӑл Николаев урамӗпе иртсе «Энергозапчасть» чарӑну патӗнчен каять. Каялла та автобус маршручӗ ҫав ҫулпах иртет. «Соляное» микрорайонпа ҫыхӑнтаракан маршрут вӑл тӑрӑхрисемшӗн тинех меллӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ял пурнӑҫӗ
Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӑна-кӑна туянма тесе тухнӑскер яла телевидени, Республика пуҫлӑхӗн представителӗсем килнӗ тенине илтсен унталла ҫул тытрӑм. Халӑх умӗнче ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фомин В. В. 7 уйӑхлӑхра мӗнле ӗҫленӗ пирки савӑнса отчет ирттерет. Пухӑва бюджетра ӗҫлекенсене кӑна чӗннӗ пулас. Миҫе ҫын Чӑваш енри Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхӗнче вӗсем? Вара ялти пенсионерсем, колхозниксем тата ытти сферӑра ӗҫлекенсем пуҫлӑхсемшӗн хура пӑнчӑ анчах пулсан мӗн тума утатпӑр-ши суйлава? Тӗлӗнмелле! Аван ӗҫлесе пырать иккен пирӗн ял хуҫи. Кӑпас ялӗнче туса пӗтереймен ҫул, амбулаторинче шыв ҫукки, Ҫамрӑксен урамне кӗрекен ҫул ҫӑрӑлса выртни, центрпа иртекен асфальт ҫул юрӑхсӑра тухни, Явӑльня, Мӑнъял, Ҫамрӑксен урамсенене тивӗҫтерекен шыв башни паян-ыран ӳкме пултарни,– пӗри те ун ӗнсине хыҫмалли ӗҫсем мар иккен. «Халӑхпа пӗр чӗлхе тупса ӑнланса ӗҫлекен хуҫасем» ҫула май тесе МТС вышки ҫине те ҫитрӗҫ. Чунӗ тулса ҫитнипе калаҫма ал ҫӗклекенсене сӑмах памаҫҫӗ. Сӑмахпа путарма тӑрӑшаҫҫӗ, влаҫа юрама юратакан япшар чӗлхесем. |
Сывлӑх
![]() Канаш районӗнчи икӗ ялта фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ку ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулнӑ. Калининри тата Сухайкассинчи ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. ФАПсене кунта питӗ хӑвӑрт ҫӗклесе лартнӑ. Вӗсене кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫеҫ хута яма тытӑннӑ. Кӗҫех кунашкал савӑнӑҫ Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан ҫынсем патне ҫитӗ. Кӑштахран унта та ҫӗнӗ ФАП уҫма палӑртнӑ. Сӑмах май, юлашки виҫӗ ҫулта Канаш районӗнче республикӑра пурнӑҫланакан тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн 12 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫнӑ. Ку – хальхисене, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнисене, шутламасӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Канаш хулинчи Коллекторсен урамӗнчи ҫула вак кирпӗчпе тата пӑталлӑ хӑмасемпе юсанӑ. Унта темиҫе машина урапине шӑтарнӑ ӗнтӗ. Анчах ҫынсем ҫапах тарӑхмаҫҫӗ, ҫул юсанӑшӑн савӑнаҫҫӗ. Халӗ унта пурӑнакан ҫынсем ҫӗнӗ ҫул ҫинчи пӑтасене тасатма тухаҫҫӗ. Ҫула саплама ҫӳп-ҫап илсе килнӗ, 25 тонна таякан эскаватор ӑна пусарнӑ. Ҫапах ҫӳп-ҫап ҫула туса пӗтерме ҫитмен – 200 метр ҫаплипех юлнӑ. Ҫынсен атӑ тӑхӑнса ҫӳремех тивет. Чылайӑшӗ вара ҫӳллӗ кӗлеллӗ пушмакпа ҫӳреме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Хула администрацийӗн ЖКХ пайӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Байгулов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫав урамра мӗн тума пултарнине тунӑ. Ҫитес ҫул мӗн пуласси хальлӗхе паллӑ мар. Шел те, ҫитес 2-3 ҫулта харпӑр секторти ҫулсене тума палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нумаях пулмасть ЧР Сывлӑх сыхлавӗн, Ӗҫлев министерствин элчисем тӗл пулса калаҫнӑ, килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене мӗнле пулӑшма май пуррине сӳтсе явнӑ. Юлашки пилӗк ҫулта Шупашкар-Чӑваш епархийӗн социаллӑ служени тата чиркӳ ыркӑмӑллӑхӗн пайӗн ҫумӗнче нушана лекнисене пулӑшакан ушкӑн ӗҫлет. Волонтерсем килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене эрнере икӗ хут тӳлевсӗр ҫитереҫҫӗ, медицина пулӑшӑвӗ параҫҫӗ. Малашне чиркӳ килсӗррисене официаллӑ мелпе пулӑшӗ. Вӗсен тӑванӗсемпе ҫыхӑну йӗркелекен, документсене тума пулӑшакан коратор та тӑвасшӑн. Сӑмах май, халӗ Шупашкарта Социаллӑ адаптаци центрӗ ӗҫлет. Унта килсӗр-ҫуртсӑррисене ҫитереҫҫӗ, ҫӑвӑнтараҫҫӗ, тӑхӑнтартаҫҫӗ, ӗҫ вырӑнӗ тупма пулӑшаҫҫӗ. Анчах унта 30 кунран ытларах пулма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта «Время помогать» (чӑв. Пулӑшма вӑхӑт) ыр кӑмӑллӑх марафонне ирттерсе паллӑ хӑна сцена ҫине тухмалла. Чӑваш Ен тӗп хулине «Голос. Дети» (чӑв. Сасӑ. Ачасем) Данил Плужников килмелле. Унӑн тӗп тӗллевӗ — ыр кӑмӑллӑх концертне хутшӑнасси. Унӑн пултарулӑхне курма тата итлеме чирлекен ачасем пултараҫҫӗ. Пӗрремӗш концерт Республикӑри ача-пӑчан клиника пульницинче иртмелле. Вӑл авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланмалла. Ӑна стационарта сипленекен ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ валли лартӗҫ. Ҫав каҫ Ухсай ячӗллӗ Культура керменӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Билет хакӗ — 350 тенкӗ. Ҫапах та 200 билета ачасемпе ашшӗ-амӑшне тӳлевсӗр парнелӗҫ. Тепӗр кунхине Данил Плужников Козмодемьянска концертпа кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «ПромТехСтройСервис» пуҫлӑхӗ Юрий Михайлов Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «ПромТехСтройСервис» предприяти ертӳҫине Юрий Михайлова халӑх валли ӗҫ вырӑнӗсем туса панӑшӑн ырланӑ. Элтеперпе пуҫлӑх правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Ертӳҫӗсем коммуникаци сечӗсене хунӑ чухне инновацилле технологисемпе усӑ курассине сӳтсе явнӑ. Юрий Михайлов ҫӗр айӗнче коммуникаци сечӗсене сарнӑ чухне полиэтилен тата стальрен тунӑ пӑрӑхсене инновацилле меслетпе усӑ курса сарнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пирки ӗҫӗн хакӗ йӳнелнине каланӑ. Ҫӗр айӗпе шыв, газ, тӗрлӗ ҫыхӑну линисене хута яма питӗ меллӗ тесе асӑннӑ. Кун пек меслетпе олимп объекчӗсене хута янӑ чухне те усӑ курнине пӗлтернӗ. Предприятире ҫамрӑксем йышлӑн ӗҫленине те пӗлтернӗ вӑл Элтепере. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухакансем те унта хаваспах вырнаҫаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Космос» каҫхи клубра ҫурҫӗр иртни 2 сехетсенче 35 ҫулхи арҫынпа хуралҫӑ хушшинче тавлашу сиксе тухнине, хуралҫӑсем канма килнӗ ҫынна урайне ҫавӑрса хурса пӗр вӑхӑт ӑна ҫапла тытса тӑнипе арҫын сывлаймасӑр вилсе кайнӑ тесе шухӑшланине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Каярах клуб хӑйсем арҫын вилнишӗн куляннине хыпарланӑччӗ. Кун пирки вӗсем халӑх тетелӗсенчи хӑйсен страницинче ҫырнӑччӗ. Клуб администрацийӗ тата уйрӑм ҫыннӑн хурал предприятийӗ следствипе тачӑ ҫыхӑну тытнине пӗлтернӗччӗ. Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ тӗпчевҫисем хуралҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки вӗсем паян пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Алексей Мурыгинпа Михаил Игнатьев Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Отделфинстрой» предприяти пуҫлӑхӗпе Алексей Мурыгинпа тӗл пулнӑ. Унта Шупашкарти микрорайонсене илемлетессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тишкернӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев асӑннӑ компание тивӗҫлӗ объектсем хута янӑшӑн ырланӑ. «Радужный», «Премьер» тата «Олимп» проектсем Шупашкарта чи пысӑккисем шутланаҫҫӗ. Вӗсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 670 пин тӑваткал метр йышӑнать. Ҫурт-йӗре халӑх хапӑл тусах туянать тесе каланӑ Элтепер. Алексей Мурыгин вӗсен организацийӗ кӑҫал 25 пин тӑваткал метр ҫур-йӗр хута янине пӗлтернӗ. 2017 ҫулта планпа 35 пин тӑваткал метр ҫурт хӑпартма палӑртнӑ. 2018 ҫул валли предприятире тата та ытларах тӗллев лартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.