Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Ӑстакасси ҫывӑхӗнчи вӑрманта срокран тухнӑ эмелсен купине тухни пирки чылай калаҫрӗҫ. Телее, ҫав купана тӗп тунӑ ӗнтӗ. Анчах халӗ халӑха урӑххи пӑшӑрхантарать: эмел купи хыҫҫӑн юлнӑ ҫӳп-ҫапа мӗншӗн пуҫтарман? Ара, юнашарах юханшыв пур, ялти ачасем унта килсе выляма та пултараҫҫӗ. Ҫав ҫӳп-ҫап темиҫе уйӑх ӗнтӗ выртать. Инҫех мар ӗнесене ҫитереҫҫӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ҫӳп-ҫапа тӗп тума палӑртнӑ иккен. Анчах ӗҫе тума кансӗрлекен сӑлтав пур. Ҫумӑр пӗрмай ҫунӑран вӑрман патне машинӑпа пыма ҫук-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти вӑтам пӗлӳ паракан 6-мӗш шкула ҫӗнӗ ят панӑ. Малашне вӑл Василий Иванович Чапаев ячӗпе хисепленӗ. Ку постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫапла майпа вӑл «В.И.Чапаев ячӗллӗ вӑтам пӗлӳ паракан 6-мӗш шкул» ятлӑ пулӗ. Сӑмах май, Атӑл леш енчи вӑтам пӗлӳ паракан шкула та урӑх ят панӑ. Вӑл халӗ парашют спорчӗ енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Майя Костина ячӗпе хисепленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗк ҫамрӑкӗсен «Тӗрӗксен ылтӑнӗ» канашлӑвӗн регионти тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Унта ҫамрӑксем опытпа паллаштараҫҫӗ, тӗрӗк халӑхӗсен еткерне сыхласа хӑварасси пирки калаҫаҫҫӗ. Кӑҫалтан канашлӑва «Патшалӑх наци политикине пурнӑҫлани» программӑна кӗртнӗ. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртӗ. Регион шайӗнчи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 1-мӗшӗччен иртӗ. Ун чухне тӗрӗк ҫамрӑкӗсен ушкӑнне пухӗҫ, вӑл вара республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Раҫҫей шайӗнчи тупӑшу авӑн уйӑхӗн 10-14-мӗшӗсенче Тутар Республикинче иртӗ. Канашлӑва кирек мӗнле наци ҫыннисем те хутшӑнайӗҫ. Вӗсене тухӑҫлӑ вӗренӳ программи кӗтет. Кашни кун культура программи йӗркелӗҫ. Заявкӑсене ҫурлан 1-мӗшӗччен ЧР Культура министерствинче йышӑнӗҫ. Е электронлӑ почтӑпа ярса памалла: culture62@cap.ru. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8(8352) 64-22-34. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнчи лапама юсасшӑн. Ун валли республика хыснинчен 9 мллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Лапамра чӑваш орнаменчӗ пулмалла. Юсав ӗҫне кӗркунне вӗҫлеме палӑртнӑ. Аукциона выляса илекен подрядчикӑн пӗр уйӑхра юсав ӗҫӗсене вӗҫлемелле. Театр алӑкӗ патне илсе пыракан хӗрлӗ ҫул ҫаплипех юлӗ. Унта чӑваш орнаменчӗн паллисем пулӗҫ. Пӗтӗмпе — 9 штук. Театр умӗнчи лапам халӗ чаплах мар, унта юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Плитасем арканса пӗтнӗ. Малтанлӑха аукцион хакне 8 миллион те 700 пин тенкӗлӗх палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ольга Ырсем Паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Ольга Ырсем ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 14 сехетре пуҫланнӑ. Унта пыракансем валли фойере сӑнӳкерчӗксен куравӗ йӗркеленӗ. Вӑл РФ тава тивӗҫлӗ артисткин тата Чӑваш Республикин халӑх артисткин пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Театр сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, программа Ольга Ырсем пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Спектакльти сыпӑксене те кӑтартнӑ. Надежда Кузьмина тата Сергей Павлов артистсен репертуарӗнчи юрӑсем янӑранӑ. Ырсем Ольга Ивановна 1892 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Куснарта ҫуралнӑ. Театр сцени ҫине тухиччен Ольга Ивановна ялта ачасене вӗрентнӗ, кайран Хусанти педагогика институтӗнче вӗренсе тухнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ҫӗр ытла сӑнара вылянӑ. Куракансене вӑл Нарспи (1922), Пинерпи (1927), Анисса (1943), Анюк («Энтип», 1949), Пелегея («Кукушка все кукует», 1974) сӑнарсенче яланах асра юлнӑ. Сцена ҫинчен Ольга Ивановна 1978 ҫулччен кайман. 1979 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнчи «Чемен карти» этнокомплексра черетлӗ пысӑк мероприяти ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Унта утӑ уйӑхӗн 12–16-мӗшӗсенче регионсен хушшинчи «Сгущonка» ҫамрӑксен вӗренӳ канашлӑвӗ иртӗ. Канашлу темиҫе енпе ӗҫлӗ: музыка, визуаллӑ ӳнер, киноискусство, урбанистика, литература, театр, хореографи. Унта Мускаври, Питӗрти, Сызраньти тата ытти хулари поэтсене, ҫыравҫӑсене, актерсене, ӳнерҫӗсене, фотографсене чӗнме палӑртнӑ. Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн председателӗ, этнокомплекс ертӳҫи Сергей Сорокин каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗр «Сгущonка» Мари Элти Звенигово районӗнче иртнӗ. Халӗ ӑна Чӑваш Енре йӗркелесшӗн. Канашлӑва студентсем, ҫамрӑксен юхӑмӗсен, общество организацийӗсен хастарӗсем хутшӑнӗҫ. 16–30 ҫулсенчи яш-хӗр Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакансенчен пӗрисем ҫӗршыв Президенчӗ патне ҫыру хатӗрленӗ. Унта вӗсем муниципалитетри татман ыйтусене асӑнса кайнӑ. Ҫав шутра район центрӗнчен Канаша общество транспорчӗ сахал ҫӳренине, районти пульницӑри реанимаци уйрӑмӗнчи краватьсем кирпӗч ҫинче ларнине палӑртнӑ. Пӗлтерӗшлӗ ыйтусен шутӗнче йӗпреҫсем онкологипе чирлекенсен шучӗ районта йышлине асӑннӑ. Фельдшерпа акушер пункчӗсенче оборудовани ҫитмест тесе те каланӑ. Ку ҫырура сывлӑх сыхлав тематикине хускатнине кура «Правда ПФО» интернет-хаҫатри ӗҫтешсем республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствипе ҫыхӑннӑ, Президент патне хайланӑ ҫырура илсе кӑтартнӑ фактсене тишкерме ыйтнӑ. Унтисем цифрӑсен чӗлхипе хуравланинче лару-тӑру аваннине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче тӳлевлӗ парковкӑсем тума палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернине кунти хыпарсене сиктермесӗр тишкерекенсем астӑваҫҫех пулӗ. Аса илтерер, республикӑмӑрӑн тӗп хулинче пурӗ тӑватӑ вырӑн суйланӑччӗ: Чукун ҫул вокзалӗ умӗнче (100 вырӑн), Республика тӳремӗ ҫывӑхӗнче (175), Ӗҫлӗ тӑкӑрлӑкра (31) тата Раҫҫей Почтин тӗп офисӗ (28) ҫумӗнче. Хулари тӳре-шара хутсене тишкернӗ те тӳлевлӗ парковка йӗркелеме саккун ҫуккине ӑнланса илнӗ. Ҫавна кура унтисем республикӑн Патшалӑх Канашне саккун проекчӗ ярса панӑ. Ӑна республика парламенчӗн депутачӗсем кӗрхи сессисенчен пӗринче пӑхса тухаҫҫӗ пулӗ. Аса илтерер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, парламентӑн ҫурхи, юлашки, сессийӗ ӗҫленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫыру ҫырнӑ. Унта чӑваш чӗлхин латиница графикине ҫирӗплетме ыйтнӑ. «Ирӗклӗх» Фейсбукра ку ҫыру пирки ӑнлантарса ҫырнинче хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхи кириллица ҫинче тӑнине палӑртнӑ. Кириллицӑпа латиницӑн лайӑх тата начар енӗсем пирки тӗрлӗ ушкӑнра унччен те калаҫман мар. «Ирӗклӗх» хӑйӗн уҫӑ ҫырӑвӗнче чӑваш чӗлхине латиница ҫине куҫарнӑ хыҫҫӑнхи ырӑ енӗсене уҫса пама тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра тӗнче тетелӗ акӑлчан чӗлхипе никӗсленнине кура ӑна латин саспаллипе йӗркеленине асӑннӑ. «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Михаил Игнатьев Элтепер ячӗпе шӑрҫаланӑ уҫӑ ҫырура чӑваш чӗлхине аталантарас тесен ун валли латиница ҫинче никӗсленнӗ саспаллисене те ҫирӗплетсен аван пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлура ачасен ҫуллахи канӑвне епле йӗркеленине тишкернӗ. Ҫуллахи сменӑра канма 465 организаци хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Ҫу каҫипе 39 пин ача вӗсенче канӗ. Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Дмитриев канӑва йӗркелекенсем хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне те тимлӗх уйӑрнине ӗнентернӗ. ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев та лару-тӑрӑва ырланӑ. Ку пӗтӗмлетӗве эпир Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ кӗске хыпар тӑрӑх тӑватпӑр. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Улатӑрти «Янтарный» уйлӑхран Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче ӳснӗ 15-ри пике тухса тарнине пӗлтернӗччӗ. Каярах ача чиперех тупӑннине, уйлӑхран ирӗклӗн тухса кайма пултарнӑ фактпа прокуратура тӗрӗслев ирттерсе яваплисен ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырнине те Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |