Вӗренӳ
![]() Шупашкарти Гладков урамӗнче шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне уҫӑлӗ-и? Нумаях пулмасть ҫак ыйту тавра калаҫнӑ, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ унта ҫитсе те килнӗччӗ. Халӗ ҫапла ҫирӗплетеҫҫӗ: ҫӗнӗ шкул авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне алӑкне уҫӗ. Унта монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ-мӗн, патшалӑх аккредитацийӗн свидетельствине, вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнме май паракан лицензие илнӗ. Шкула 61 ҫынна ӗҫлеме илнӗ ӗнтӗ. Вӗсен йышӗнче 46-шӗ – вӗрентекен, 5-шӗ техника персоналӗ. Тепӗр 4 вӗрентекен, 12 персонал илме палӑртнӑ. Унти ӗҫченсене кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра ӗҫ укҫи тӳлеме республика хыснинчен 10,1 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Шкулта хальлӗхе 1-8-мӗш классем ҫеҫ ӑс пухӗҫ. Аслӑ классем ҫитес ҫултан ҫеҫ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти 72-мӗш ача пахчинчен 3 ҫулти икӗ шӑпӑрлан тухса тарнӑ. Ку ачасем урама уҫӑлма тухсан 17 сехет те 10 минутра пулнӑ. Шӑпӑрлансем хӑйсем тӗллӗн тухса кайнӑ. Вӗсене Ҫӗнтерӳ паркӗнче 18 сехетре ҫеҫ тупнӑ. Прокуратура ку ӗҫе халӗ тӗрӗслет. Тӗрӗслев хыҫҫӑн Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, йӗркене пӑснӑшӗн ача пахчин заведующине явап тыттарма хушнӑ. Хушнине епле пурнӑҫланине прокуратура сӑнасах тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кириллов ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет Владимир Кириллов пуҫлӑх пуканне 2006 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнать. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл виҫӗ ҫӗр лаптӑкне суту тумасӑрах коммерци организацине тара панӑ. Муниципалитет ҫак ҫӗрсене харпӑрлӑха та куҫарса ӗлкӗреймен. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫав ҫӗрсене ҫав организациех 750 пин тенкӗпе сутса янӑ. Ку пасар хакӗнчен йӳнӗрех. Следстви шухашӗпе, пуҫлӑх ял тӑрӑхӗн хыснине 4 миллион та 200 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Улатӑрта Республикӑри онкодиспансерӑн филиалӗ уҫӑлӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехетре Улатӑр районӗн тӗп пульницинче пулӗ. Кунашкал филиал пӗрремӗш хут уҫӑлать. Улатӑрта онколог пур, ҫапах вӑл ӑна улӑштармасть. Филиала уҫса халӑха тивӗҫлӗ пулӑшу парасшӑн. Онкологи диспансерӗн филиалӗ мӗншӗн шӑпах Улатӑрта уҫӑлать-ха? Мӗншӗн тесен район Шупашкартан инҫетре вырнаҫнӑ. Унта пациентсене ятарлӑ графике пӑхӑнса йышӑнӗҫ. Онколог пӳлӗмӗнче диспансер учетне туса пырӗҫ, пациентсене тимлӗн сӑнӗҫ. Филиала уҫнӑ ҫӗрте ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов, Республикӑри онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енре инкеклӗ лару-тӑру пулнине алӑ пусса палӑртнӑ. Йӑлтах – вӑраха тӑсӑлнӑ ҫумӑра пула. Ҫавна май тыр-пула пухса кӗртме ӗлкӗрмесен те пултараҫҫӗ-ҫке-ха. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче республикӑра инкеклӗ лару-тӑру пулнине пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки Элтепер алӑ пуснӑ. Юлашки кунсенче уяр та ӑшӑ ҫанталӑк тӑни ял хуҫалӑхӗсене тухӑҫлӑ ӗҫлеме май парать. Михаил Игнатьев документра ҫутҫанталӑкран шар курнӑ ял хуҫалӑх производителӗсене пулӑшас енӗпе мероприятисен планне хатӗрлеме те сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ҫамрӑксем селфи тӑвас тесе ҫӳллӗ ҫурт тӑррине хӑпараҫҫӗ. Ҫакна пӗр ҫын асӑрханӑ та «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Икӗ ҫамрӑк ҫурт тӑрри хӗрринче сӑн ӳкерӗннӗ. Ку ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 56\1 ҫурт тӑрринче пулнӑ. Вӗсем хӗррине пырса «Титаник» фильмри евӗр тӑнӑ. Ҫакна сӑн ӳкернӗ. Прокурутура ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫурт тӑрринче пулма юрамасть. Управляющи компанийӗн унта тухмалли алӑка питӗрмелле. Ӑна ҫӗмӗрсе тухнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Сӑмах май, унччен Ҫӗмӗрлере инкек пулнӑ. Ҫамрӑксем хитре сӑнӳкерчӗк тӑвас тесе хими савучӗн тӑррине хӑпарнӑ. Вӗсенчен пӗри аяалалла ӳксе вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ыран, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем сессие пуҫтарӑнӗҫ. Унта «Чӑвашавторанс» предприятие республика бюджетӗнчен укҫа уйӑрас ыйтӑва пӑхса тухмалла. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хыснаран 64,7 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Вӑл укҫа предприяти ӗҫченсене шалу илме унччен кредит илнин тӗп парӑмне тата процента тӳлеме каймалла. Минтрансӑн «Чӑвашавтотранс» предприятийӗ паянхи куна финанс енчен ансат мар лару-тӑрура. Апла пулин те ӗҫ укҫипе парӑма унта тӳлесе татма пултарнӑ. Аса илтеретпӗр, унччен эпир «Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине илнӗ, анчах вӗсене ҫӗртме уйӑхӗнчине тӳлеменнине пӗлтернӗчччӗ. Ун чухне ҫӗртмере пӗр пайне ҫеҫ панӑччӗ: 20 миллион тенкӗрен 12-шне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче йӑлана кӗнӗ «Кӗрешӳ» наци кӗрешӗвӗ иртнӗ. Тупӑшу ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Искусствӑсен аллейинче пулнӑ. Унта 26 ҫын хутшӑннӑ. Турнир пилӗк виҫе категорийӗнче иртнӗ. 30 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче Андрей Насенкӑна ҫитекенни пулман. Игорь Цариков 40 килограмм тайманнисен ушкӑнӗнче ҫӗнтернӗ. Иван Кириллов – 50 килограмм, Дмитрий Лушенков 60 килограмм, Арнольд Иванов 70 килограмм тайманнисен ушкӑнӗнче мала тухнӑ. Тӗп парнене – такана – Дмитрий Лушенков ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ҫивӗч кӗрешӳре мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, тӗп хуламӑрӑн ҫуралнӑ кунӗнче, пӗр арҫын пӗчченех пикета тухнӑ. Оппозиционер пикета тухмалли вӑхӑта шӑпах уяв кунӗнче суйланӑ. Ҫак ҫын халӑх нумай утакан вырӑна, Гагарин палӑкӗ умне, плакат йӑтса тухса тӑнӑ. Унта «Пора менять эту власть» тесе ҫырнӑ. Унта кунсӑр пуҫне 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗ тесе ҫырнӑ. Пикета тухнӑ оппозиционер ҫине ҫынсем ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ. Полицейскисем те ун патне пынӑ, унран ыйтса пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫав ҫынпа мӗн пулни паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Шупашкар хули 548-мӗш ҫуралнӑ кунне уявларӗ. Ҫак кун уяв ячӗпе пухӑннӑ ентешсене Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополитчӗ Варнава ӑшшӑн саламланӑ. «Кунта ӗҫчен те пултаруллӑ халӑх пурӑнать. Вӗсене пула, тӑван хуламӑр кунран-кун ешерсе илемленсе, хӑватланса пырать. Турӑ пурне те пулӑштӑр. Пӗрне-пӗри яланах хисеплӗр, тарават пулӑр, килӗштерсе, ӑнланса пурӑнма тӑрӑшӑр», - тесе пилленӗ Шупашкар тата Чӑваш Ен Епархийӗн Управляющийӗ. Михаил Игнатьев Элтепер хула ҫыннисене ырӑ суннӑ. Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн сӑмахӗнче пухӑннӑ халӑха саламланӑ май муниципалитет Раҫҫейри чи таса та хӑрушлӑхсӑр вунӑ хула йышӗнче пулнине пӗлтернӗ. «Эпир — ҫӗршыври чи хӑтлӑ, илемлӗ хуласенчен пӗринче пурӑнатпӑр. Чи пахи, кашни ҫын хула аталанӑвӗшӗн хӑйӗнчен мӗн килнине пурнӑҫлани. Шупашкар – пирӗн кил, сирӗн ҫӗнтерӗвӗрсен хули!», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |