Сумлӑ сӑмах
Вӗренӳ
Ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнче 11-мӗш класс вӗренсе пӗтерекенсем хӑйсен аттестачӗсене илеҫҫӗ. Пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ ҫине тухма паракан ҫак пӗрремӗш документа хальхи вӑхӑтра чыслӑн та чаплӑ уяв ирттерсе параҫҫӗ. Унашкал уяв Адыгей Республикинче те иртнӗ, ҫамрӑксене аттестатсем панӑ. Рузанна Туко ятлӑ хӗр сцена ҫине тухсан вара республикӑра пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — вӑл хӑйпе пӗрле вӗреннӗ тепӗр хӗре ылтӑн медале панипе килӗшменни пирки пурте илтмелле каланӑ. Ахаль-махаль хӗр пирки сӑмах пырсан ку пӑтӑрмах пирки Раҫҫейри МИХсем анлӑн ҫутатмӗччӗҫ-ха та. Лешӗ вара, иккен, тӳре-шара хӗрӗ. Ҫавна май амӑшӗ хӑйӗн тӗпренчӗкӗ валли ылтӑн медаль туса панӑ пулать. Ку Рузаннӑна килӗшмен, вӑл тӳре-шара хӗрӗ ылтӑн медале тивӗҫ пулманни пирки каланӑ. «Эпир ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе тӑрӑшса вӗрентӗмӗр, тӑрӑшрӑмӑр, хӑшӗ-пӗри вара уроксене ҫӳремесӗрех ылтӑн медаль илеҫҫӗ», — тенӗ хастар хӗр. Ӗлӗк, совет самани вӑхӑтӗнче, Павлик Морозов пек ачасене ҫӗклетчӗҫ, вӗсен ӗҫне тӗслӗх пек лартатчӗҫ (тӗрӗс астӑватӑп пулсан, вӑл хӑйӗн ашшӗне, кулаксен йышне кӗрекенскере, тӗрмене ларттарнӑ, ӑна ҫавӑншӑн кулаксем персе вӗлернӗ). |
Пӑтӑрмахсем
![]() Сӑнӳкерчӗк ҫӑлкуҫӗ - http://images.dailystar.co.uk Ӗнер Лапсар проездӗнче пуйӑс автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Инкек кӑнтӑрлахи 11 сехетсенче сиксе тухнӑ. Информаци ҫӑлкуҫӗсем пӗлтернӗ самантра инкек сӑлтавӗ паллӑ пулман. Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчен иртекен чукун ҫул ҫинче пуйӑс ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ. Машина кӑштах лапчӑннӑ пулин те никам та шар курман. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Пуйӑс ҫулӗ ҫинче инкексем унччен те пулнӑччӗ. Канаш районӗнче Шӑрттан станцийӗнче ватӑ ҫын сарӑмсӑр вилнӗччӗ. Ватӑ хӗрарӑм пуйӑс ҫулӗ урлӑ каҫма тӑнӑ, анчах шуса кайнӑ та колеяна кӗрсе ӳкнӗ. Ватӑскер тӑрайман. Пуйӑс чарӑнайман, ӑна вилмеллех таптаса кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче п14 ҫулти ҫамрӑка 27 пин вольт ҫапнӑччӗ. Вӑл ҫавӑнтах ҫунса вилнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кашни кун ҫумӑр ҫунӑран Сӑр урлӑ каҫмалли понтонлӑ кӗпере хупнӑ. Мӗншӗн? Сӑр шывӗ хӑпарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 21 сехет тӗлне юханшыв шайӗ виҫӗ метр хӑпарнӑ. Ҫавна май Ҫӗмӗрле хули патӗнче Чӑваш Енпе Чулхула облаҫне ҫыхӑнтаракан понтонлӑ кӗпере хупнӑ. Кӗпере хупни пирки ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Понтонлӑ кӗпере хӑҫанччен хупни паллӑ мар-ха. Ҫумӑр ҫусах тӑрсан шыв шайӗ пӗчӗкленмӗ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче вӑрман касакансен хушшинче конкурс иртнӗ. Конкурсҫӑсем моторлӑ пӑчкӑпа йывӑҫ каснӑ. Унта Чӑваш Енри Артем Шашков ҫӗнтернӗ. Сӑмах май, Артем пӗлтӗр Карелире иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Артем Шашков 15 ҫул вӑрман касаканра ӗҫлет. Вӑл вӑрманҫӑ ҫемйинче ҫуралнӑ. Конкурсра Йошкар-Олари, Чулхулари, Мускаври вӑрман касакансем тупӑшнӑ. Артем Шашкова ҫитекенни пулман. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене те Чӑваш Ен арҫыннисем йышӑннӑ: Сергей Субботин тата Андрей Климин. Кӑҫал конкурса 15 ҫын хутшӑннӑ. Кунашкал тупӑшӑва кашни ҫулах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӗнче тетелӗнче ялсенче Фельдшерпа акушер пунктне тумашкӑн халӑхран укҫа пухма тытӑнни пирки хыпар тухнӑ. «Ҫыхӑнура» канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, ФАП тумалли укҫа-тенке вӑрланӑ, застройщиксем ӗҫлеме хирӗҫлеҫҫӗ. Рабочисене ӗҫ укҫи тӳлемелле-ҫке-ха, анчах нухрат ҫук. Ялта халӑха хӑратса укҫа пухма тытӑннӑ иккен. Кашни килтен 1 пин тенкӗ пуҫтараҫҫӗ. Анчах ФАПсен республика хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа тӑваҫҫӗ-ҫке-ха. Следстви комитечӗ, ШӖМ, ФСБ кун пирки пӗлет, анчах никам та нимӗн те тумасть иккен. Сӑнӳкерчӗкре — Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗнче халӑхран пухнӑ ведомоҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ачасем ҫумӑр хыҫҫӑн пулнӑ лупашкара шыва кӗнӗ. Шӑпӑрлансем унта ним пулман пек чӑмпӑлтатнӑ. Сельская урамӗнче ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн пысӑк лупашка пухӑннӑ. Паллах, шывӗ тӑрӑ мар, пӑтранчӑк. Анчах ачасене ку хӑратман, ҫавӑнтах шӑмпӑлтатнӑ вӗсем. Ашшӗ-амӑшӗ ку ӳкерчӗке курман. Иртен-ҫӳрен вара тӗлӗнсех сӑнанӑ. Ара, таса мар шывра инфекци ҫаклатма пулать вӗт. Синоптиксем ҫак кунсенче те ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Юнкун ҫеҫ 25 градус таран ӑшӑтать теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчеме пӑрахнӑ. Вӑл — усламҫӑ. Арҫын налук тӳлемен тесе шухӑшланӑ. Арҫын услам ӗҫӗпе аппаланнӑ. Унӑн ӗҫӗ сӗт юр-варӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл 2015 ҫулхи иккӗмӗш кварталшӑн налук тӳлемен имӗш. Ку 2 миллион та 900 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарсан, пурлӑхне арестлесен усламҫӑ тӑкака тӳрех саплаштарнӑ: 3 миллион та 800 пин тенкӗ налук тӳленӗ. Ҫавна май айӑрланаканскер пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтса ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Сухаҫӑсене ҫапла хаклаҫҫӗ Нумаях пулмасть Пушкӑртстанри Ӗпхӳ районӗнче сухаҫӑсен VI уҫӑ чемпионачӗ иртнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи механизаторсем хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Йӗпреҫ районӗнчи О.А. Корнилов фермер хуҫалӑхӗнчи Василий Корнилов хутшӑннӑ. Сухаҫӑсен тӑрӑшӑвне Европӑри сухаҫӑсен федерацийӗн тата Пӗтӗм тӗнчери сухаҫӑсен орнанизацийӗн пӗтӗм тӗнчери судьясен коллегийӗ хакланӑ. Уйӑрса панӑ лаптӑка 3 сехетре сухаланӑ. Судьсем касӑ тарӑнӑшне, тӳрӗ пынине, плуг тӑпрана хитре кӗрсе тухнине тата ыттине шута илнӗ. Раҫҫейри чемпионатра Василий Корнилов 30 механизатортан 15-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Конкурсҫӑсем хушшинче Эстонири тата Ирландири механизаторсем пулнӑ. Уҫӑ конкурсра Йӗпреҫ каччи, фермер ывӑлӗ 17-мӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ялта» спектакль труппи К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне халалласа ял-ял тӑрӑх «Ялта» спектакльпе гастрольсемпе ҫӳрет. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче театр труппи (Федор Павлов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ялта»-ра пӗтӗм ушкӑн вылять. Ҫав шутра — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин халӑх артистки Нина Яковлева, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Любовь Федорова, Владимир Семенов, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Валентина Ситова, Иван Иванов, Сергей Иванов тата ыттисем выляҫҫӗ) Елчӗкри Культура ҫуртӗнче кӑтартнӑ. Театр ушкӑнне вырӑнти «Варкӑш» ансамбль юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Тӳре-шарасенчен район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Антонина Александрова ӑшшӑн йышӑннӑ. Кӗркунне театр гастрольсене малалла тӑсӗ. Ун чухне вӑл 18 района ҫитсе килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Курава уҫнӑ самант Чӑваш наци музейӗнче ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнче Асамат Балтаев ҫамрӑк художник-медальерӑн «Монетное искусство» (Манет ӳнерӗ) ятпа курав уҫӑлнӑ. Унта ӑна «Сувар» фонд президенчӗ Тимер Тяпкин Асамата малашне те ӑнӑҫу сунса Константин Иванов сӑнӗллӗ 1 тенкӗлӗх укҫа (ӑнӑ 1991 ҫулта кӑларнӑ) парнеленӗ. Курава уҫма (вӑл ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ӗҫлӗ) искусствоведсем, скульпторсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем хутшӑннӑ. Асамат Балтаев монета тата медальер пултарулӑхне Чехинчи Ниса ҫинчи Яблонец хулинче аслӑ шкулта туптанӑ. Вӑл — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, скульпторӑн, гравировщикӑн Николай Балтаевӑн ывӑлӗ. Пӗлтӗрхи кӗркунне Асамат Балтаев Ленинград блокадине Ҫӗнӗ Зеландири 5 долларлӑ укҫа ҫине куҫарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ку хыпара «Золотой червонец» (чӑв. Вунӑ тенкӗллӗх ылтӑн укҫа) ылтӑн нумизматика порталӗ ҫырнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |