Республикӑра
![]() Ҫӑлавҫӑсен ӗнене те ҫӑлма тивнӗ. Хуҫи ӑна, юханшыв хӗрринче путнӑскере, хӑй тӗллӗн кӑларайман. Чӑваш Республикинчи шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкар районӗнчи Тренькассинче пурӑнакан хӗрарӑм ӗнине уя ҫитерме илсе тухнӑ. Лешӗ юхан шыв хӗррине шыв ӗҫме кайнӑ та лачака ӑшне путса ларнӑ. Ӗне унтан хӑй тӗллӗн тухайман. Хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ. Лешсем вырӑна ҫитсен вӗренпа, ытти хатӗрпе усӑ курса ӗнене туртса кӑларнӑ. Ӗне ҫур метр тарӑнӑш лачакара путса ларнӑ-мӗн. Выльӑх халӗ чиперех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Андрей Павлов Ӗнертенпе, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе, Ҫӗрпӳ район администрацине Андрей Павлов ертсе пыма пуҫланӑ. Унӑн кандидатурине малтан республикӑри конкурс комиссийӗ пӑхса тухнӑ. Унтисен «али витӗр» тухнӑскере Районти депутатсен пухӑвӗн XIV черетсӗр ларӑвӗнче ырланӑ, депутатсем кандидатурӑшӑн сасӑланӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑх Мускаври гуманитарипе экономика институтӗнче тата Раҫҫейӗн коопераци университетӗнче вӗреннӗ. Ӗҫ биографине район администрацийӗн сайтӗнче хальлӗхе пичетлеменччӗ. 38 ҫулти пуҫлӑх Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкра ҫуралнӑ. Муниципалитета вӑл Районти депутатсен пухӑвӗн хальхи созывӗ вӗҫлениччен ертсе пырӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн унчченхи пуҫлӑхӗн Александр Казаковӑн контракчӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вӗҫленнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ май ҫынсем хваттерсенче шӑнаҫҫӗ. Кӳршӗ республикӑра ҫӗнӗрен ӑшӑ панӑ. Ҫак кунсенче Чӑваш Енре те ку ыйтӑва хускатнӑ. Паян Шупашкарти ача пахчисемпе шкулсене ӑшӑ панӑ. Кун пирки «Мари Эл тата Чӑваш Ен» Т Плюс филиалӗн пресс-служби пӗлтерет. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ паянтан ача пахчисемпе шкулсене ӑшӑ парасси пирки йышӑну тунӑ. Паянхи 14 сехет тӗлне хулари 16 вӗренӳ учрежденине ӑшӑ панӑ Ҫӗнӗ Шупашкарта та ачасем шӑнмӗҫ. Унта та ача пахчисемпе шкулсенче пӑрӑхсем ӑшӑ ӗнтӗ. Мэри хулари ҫуртсене ӑшӑ парасси пирки ыйтӑва сӳтсе явать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче тӳре-шара мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни пирки ҫырса кӑтартнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, иртнӗ ҫул Михаил Игнатьев Элтепер 3,74 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ку вӑл виҫемҫулхинчен 250 пин тенкӗ ытларах. Кунсӑр пуҫне унӑн хушма тупӑш 424 пин тенкӗпе танлашнине кура пӗтӗмӗшле 4,16 миллион тенке ларнӑ. Иван Моторин премьер-министрӑн тӗп тупӑшӗ 4,35 миллион тенкӗ, 900 пин тенки пурлӑх сутса туни тесе хыпарланӑччӗ. ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Егоров пӗлтӗр 3,51 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветковӑн тупӑшӗ 3,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Министрсен тупӑшӗ пирки сӑмаха паян иртнӗ чӑваш парламенчӗн сессийӗнче хускатнӑ. Светлана Енилина финанс министрӗ республикӑри тӳре-шаран шалӑвӗ пӗлтӗр ӳсменнине пӗлтернӗ. Сӑмах май, вӑл пӗлтӗр унчченхинчен 255 пин тенкӗ сахалрах ӗҫлесе илнӗ. Финанс министрӗ депутатсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, тӳре-шаран пӗтӗмӗшле тупӑшӗ пысӑкланни пурлӑх сутса тупӑш курнипе, преподавательте тӑрӑшнипе, усӑ курма отпускшӑн компенсаци илнипе ҫыхӑннӑ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи Граждан урамӗнчи «Эльмен урамӗ» «С.П. Королев академик урамӗ» ячӗллӗ пулӗ. Чарӑну ятне ылмаштарасси ҫинчен йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва вӑл вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӗн пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен калакан федераци саккунӗпе тата Чӑваш Республикин администраципе территори йӗркелӗвӗ ҫинчен калакан саккунӗсемпе килӗшӳллӗн тунине палӑртнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управлени чарӑну ятне вырӑсла тата чӑвашла ҫырассишӗн яваплине палӑртнӑ. Чарӑнусене икӗ чӗлхепе ҫырмалли чӗлхесем ҫинчен калакан саккунпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пымалли паллӑ-ха. Ҫапах та тӳре-шара йышӑнӑвӗнче ҫавна палӑртни пӑсӑк пулас ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти кинофестивале скайппа сӳтсе явнӑ Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль кӑҫал ҫу уйӑхӗн 22-27-мӗшӗсенче пулассине, хальхипе вӑл 10-мӗш хут иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Ӗнер ку ыйтупа Чӑваш наци вулавӑшӗнче пӗрремӗш пресс-конференцие пухӑннӑ. Ӑна кинофестивалӗн программа директорӗ Сергей Лаврентьев скайппа ирттернӗ. Аса илтерер, кинофестивальте тулли метражлӑ 11 фильм кӑтартма палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне экран ҫине 14 этника тата регион фильмӗсем тухӗҫ. Конкурса кӗртмен 60 ытла картинӑпа та ун вӑхӑтӗнче паллашма май килӗ. «Союзмультфильм» киностуди экран ҫине мультфильмсем кӑларӗ. Жюри Францире, Пушкӑртстанра, Якут, Хакас, Удмурт республикисенче, Тутарстанра, Чӑваш Енре ӳкернӗ ӗҫсене хаклӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ярапайкассинчи Лидия Александрова Муркаш районӗнчи Ярапайкассинче пурӑнакан Лидия Александрова паян кун та ӗлӗкхи ӗҫ йӗркине алӑран яман. Ун патӗнче хӑнара пулнӑ Марина Карягина тележурналист Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кинеми «хӗлӗн-ҫӑвӗн ҫип хатӗрлесе пир тӗртет». Телекуравҫӑсем Муркаш районне ӗлӗкхи ӗҫ йӑли-йӗркине ӳкерме кайнӑ: пир тӗртнине, ҫип пӗтӗрнине, пир ҫапнине тата ыттине те. Марина Карягина ҫырнӑ тӑрӑх, Ярапайкассинчи кинемисем кӑтартассишӗн туса кӑтартман ҫак ӗҫсене. Маларах асӑннӑ Лидия Александрова, акӑ, ҫип хатӗрлесе пир тӗртет. Кунпа вӑл хӗлле те, ҫулла та аппаланать. Чун канӑҫне тата ал пыракан ӗҫе пурнӑҫлама Лидия Даниловнӑн пир тӗртмелли станок та, ун валли кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр те упранса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Салтакӑн медальонӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ вун-вун ҫынна шыраса тупма, палласа илме пулӑшнӑ. Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнӑ паттӑра, Петр Илугина, тивӗҫлипе пытарнӑ. 1919 ҫулта ҫуралнӑскер 1939 ҫулта ҫар ретне тӑнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан тӑшманпа ҫапӑҫнӑ. Ҫамрӑкскер салтака кайиччен ҫемье ҫавӑрса ӗлкӗреймен. Вӑрҫӑра вӑл хыпарсӑр ҫухалнӑ. Вӑл тыткӑна лекнӗ тесе те шухӑшланӑ тӑванӗсем. Нумаях пулмасть «Отчизна» шырав ушкӑнӗ ӑна шыраса тыпнӑ, капсулӑра упранса юлнӑ хут татӑкӗ унӑн ячӗ-шывне палӑртма май панӑ. Петр Илугинӑн виллин юлашкине Крымра тупнӑ. 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗнче унта хаяр ҫапӑҫусем пынӑ. Историксем шутланӑ тӑрӑх, унта 300 пине яхӑн совет салтакӗ пуҫ хунӑ. Вӗсен йышӗнче чӑвашсем те пулнӑ. Пӗлтӗр 100 яхӑн салтакпа офицер шӑмми-шаккине тупнӑ. Вӗсенчен 40шӗн ятне палӑртма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче пурӑнакансем Аслӑ Ҫӗнтерӳ 72 ҫул тултарнине анлӑ паллӑ тунӑ. Вӗсен савӑнӑҫӗ чикесӗр пулнӑ, мӗншӗн тесен ялта асӑну палӑкӗ уҫӑлнӑ. Ку парне — Решид Санзяпов фермерӑн. Вӑл пулӑшнипе Чӑваш Ишекӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса палӑк уҫӑлнӑ. Митинга шкул ачисем, вӗрентекенсем, ял ҫыннисем, хӑнасем пухӑннӑ. Вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ. Унтан ҫӗнӗ палӑк умне чечексем хурса пуҫ тайнӑ. Шел те, фронтовиксен йышӗ ҫулсерен чакса пырать. Кӑҫал Патӑрьел районӗнче 30 ветеран ҫеҫ Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри тӑватӑ парабадминтонист Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗрсе Турцире иртне ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленнӗ тупӑшура хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсем вӑй виҫнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин пухмачӗ 11 пӑхӑр медальпе пуянланнӑ. Вӗсенчен 7-шне чӑваш спортменӗсем ҫӗнсе илнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӑмӑрту тӗнче чемпионачӗ валли хатӗрленӳ старчӗ шутланать. Вӑл кӑҫал чӳк уйӑхӗнче Кӑнтӑр Корейӑра иртет. Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта Раҫҫей Кубокӗн иккӗмеш тапхӑрӗ иртет. Унта хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсем хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |