Республикӑра
![]() Вӑрнарта хальхи йышши кинозал уҫӑлнӑ. «Тӳпе — ҫӑлтӑрпа, «Звездный» кинозал ҫӑлтӑрпа тулли пултӑр», — теҫҫӗ вӑрнарсем. Малашне вӗсем пысӑк кинозалта кино курма пултарӗҫ. Ку кинозала ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн юсанӑ. 100 пинрен ытларах ҫын пурӑнакан ял-хулара вырнаҫнӑ кинозалсене ятарласа юсама тытӑннӑ. Вӑрнарти клубсен централизациленӗ тытӑмӗ кино кӑтартмалли ҫӗнӗ йышши хатӗрсем туянма 5 миллион тенкӗ грант выляса илнӗ. Унпа сасӑ хатӗрӗсем, киноэкран, пукансем туяннӑ. Вырӑнти хыснаран укҫа уйӑрнӑ. Унпа вара урай сарнӑ, кинобудка лартнӑ, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗме, пӗчӗк зала юсанӑ. Халӗ кино курма кӳршӗ районсенчен те килме пултараҫҫӗ. Сӑмах май, 2016 ҫулта кунашкал 5 зал уҫӑлнӑ, кӑҫал вара – 7. Кинозал валли ят тупас тесе ятарласа сасӑлав ирттернӗ. Чылайӑшӗ «Звездный» ята суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи Сител ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансене халалласа хӑйне евер палӑк лартнӑ. Ӑна уҫмашкӑн ятарласа Мускавран, ют ҫӗршывран хӑнасем килнӗ. Вӗсен йышӗнче – Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов. Дмитрий Матвеев вӑрҫа хутшӑннӑ. Унӑн тӑванӗсем ялта пурӑнаҫҫӗ. Дмитрий Матвеев вӑрҫӑ пирки вӗсене нумай каласа кӑтартнӑ. Дмитрий Матвеев ҫӗршыври пӗрремӗш ракетчиксен йышне кӗнӗ. Ҫавна май ентешӗсем тӗп урамра ветеран вӑрҫӑ витӗр тухнӑ артиллерие – «Катюшӑна» - лартма шухӑшланӑ. Вырӑнти депутатсем РФ Хӳтӗлев министерствине ҫырса янӑ. Анчах унта палӑк валли «Катюша» тупма хӗн пулни пирки хурав килнӗ. Кун пирки Николай Гаврилов пӗлнӗ. Вӑл Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ-ҫке-ха. Вӑл ялта «Катюшӑн» прототипне «Град» тытӑма лартма сӗннӗ. Палӑка шӑпах Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки кӗнекесене ачасене вуласа панӑ. Пӗтӗм тӗнчери вулав акцине Шупашкар та хутшӑннӑ. Ку акцие Самар облаҫӗнчи ача-пӑча вулавӑшӗ пуҫарнӑ. «Ачасене вӑрҫӑ пирки вуласа паратпӑр» акци тӗнче шайне куҫнӑ. Ӑна ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл саккӑрмӗш хут иртнӗ. Шупашкарта ку акцие сакӑр вулавӑш хутшӑннӑ. Ачасене вӑрҫӑ литературипе паллаштарма Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем, ЧР Общество палати сӗннӗ. Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑшра Анатолий Митяевӑн «Мешок овсянки», Сергей Алексеевӑн «Ни шагу назад» калавӗсене вуласа кӑтартнӑ. Вӗсене Зинаида Паршагина тата Никита Бурашников вуланӑ. Ытти вулавӑшра ачасене Лев Кассилӗн, Валерий Воскобойниковӑн, Юрий Яковлевӑн хайлавӗсемпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раҫҫейре «Георги хӑйӑвӗ» акци пынине, ӑна Шупашкар урамӗсенче те валеҫнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тӗп хулара пурӑнакан ҫынсене тата хӑнасене кӑвакарчӑн та панӑ. Паллах, чӗрӗ кайӑк тыттарман. Шупашкарти 164-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансем вӗсене хӑйсем хатӗрленӗ. Тӑнӑҫлӑха, ырӑлӑха кӑтартакан кайӑксене ачасем урамра валеҫнӗ. Ачасем аслисене тӑнӑҫлӑха упрамаллине аса илтерсе акцие тухнӑ. Хутран касса кӑларнӑ кӑвакарчӑнсене вӗсем иртен-ҫӳрене парнеленӗ. Пӗчӗкскерсем троллейбуса кӗрсе пассажирсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ, хӑйсен парнине тыттарнӑ. Акцие ача пахчинчи ултӑ ушкӑнри ачасем хутшӑннӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 200 яхӑн кӑвакарчӑн валеҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал шкул умӗнхи ачасен парадне чылаййӑн хутшӑннӑ. Ку – рекорд. Унта 111 ача пахчинчи 2 пине яхӑн шӑпӑрлан пуҫтарӑннӑ. Ачасем вӑй-хал культурин инструкторӗпе пӗр уйӑх репетици ирттернӗ, ҫурӑма тӳрӗ тытма, стройпа утма вӗреннӗ. Хӗрлӗ тӳремри парада килмешкӗн конкурс витӗр тухма тивнӗ. Унта чи ӗҫченнисем, маттуррисем лекнӗ. Ачасем парада питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ. Унта кашнинех хутшӑнас килнӗ. Ҫанталӑк питех хитре пулман, анчах ачасен кӑмӑлне ку пӑсман. Вӗсем ҫирӗппӗн пусса тӳрӗ утма тӑрӑшнӑ. Шӑпӑрлансем МЧС, гусар, моряк тумӗсене тӑхӑннӑ. Чылайӑшӗ парада пӗрремӗш хут тухнӑ. Пӗчӗк салтаксене саламлама ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килнӗ. Парадра стройпа ача пахчинчи шӑпӑрлансем кӑна мар, шкул ачисем те утнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре малашне те фанфурик суттармӗҫ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ тата полици пуҫлӑхӗ калаҫса татӑлнӑ. Аса илтерер: республикӑра фанфурика пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен суттармаҫҫӗ. Ҫакна Иркутск облаҫӗнче ҫынсем фанфурик ӗҫсе вилнӗ хыҫҫӑн йышӑннӑ. Нумаях пулмасть ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов тата Шупашкарти полици пуҫлӑхӗ Сергей Павлов тӗл пулнӑ, ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ведомство элчисем тата министерствӑсем анлӑ лару ирттерӗҫ, унта фанфурик сутассине Роспотребнадзор, Росздравнадзор, РФ ШӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫисемпе сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар депутачӗсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ? Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, «МЦ Медэкспресс» обществӑн коммерци директорӗ Владислав Кригер 71 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Икӗ ҫулта унӑн енчӗкӗ 155 миллион тенкӗпе хулӑнланнӑ. Чӑн та, кунашкал хисеп ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене тӗлӗкре курӑннӑ-ши? Иккӗмеш вырӑнта — «Интертелеком» директорӗ Юрий Борисов. Вӑл 47,6 миллион тенкӗ илнӗ. «Ваши окна» компанин директорӗ Владимир Радин 10,8 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. «Чӑвашгоснаб» директорӗ Валерий Антоновӑн енчӗкне 8,7 миллион тенкӗ кӗнӗ. «Юрат» гендиректорӗ Александр Андреев 5,6 миллион тенкӗ тупӑш тунӑ. Пилӗк депутат декларацире 200 пин тенкӗрен сахалрах тупӑш кӑтартнӑ. Вӗсен йышӗнче — Кирилл Семенов (196 пин), Алексей Никитин (24,5 пин), Сергей Муравьев (усламҫӑ), Антон Ковалев («Забота» фондӑн тӗп юрисчӗ), Ильяс Калмыков (усламҫӑ) декларацире 96 пин тенкӗ кӑтартнӑ. Хула мэрӗ Ирина Клементьева 1,3 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пушар тухас хӑрушлӑх пур, ҫавна май республикӑра ятарлӑ режим пулнине йышӑннӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Кунашкал режим ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Ку хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Мотрин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ятарлӑ режим вӑхӑтӗнче йӗркене пӑхӑмналла. Вӑрманта кӑвайт чӗртме, шашлӑк ӑшалама, вӑрман ҫывӑхӗнечи типӗ курӑка ҫунтарма юрамасть. Йӗркене пӑхӑнмасан явап тыттарӗҫ. Тӗплӗнрех каласан, штраф тӳлеттерӗҫ. Граждансен 2-4 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Должноҫри ҫынсен – 15-30 пин тенкӗ, юридици сӑпачӗсен 400-500 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мурманскра Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл хыпарсӑр ҫухалнӑ. Алексей Владимирович Максимов 1972 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Канаш районӗнчи Иккӗмӗш Хурамал ялӗнче ӳснӗ. Юлашки вӑхӑтра арҫын Мурманск хулинче пурӑннӑ. Мурманскри 3-мӗш полици уйрӑмӗ чӑваш арҫыннине шырани пирки пӗлтернӗ. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Арҫын ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Вӑл ҫухални пирки полицие ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хыпар ҫитнӗ. Алексей Максимов 166 сантиметр ҫӳллӗш, начаркка. Хӑй 45 ҫулти пек курӑнать. Тӗттӗм хӑмӑр тӗслӗ сӑран куртка, кӑвак джинс тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна куракансене полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: 8 (8152) 40-60-10, 40-60-89, 8-811-311-70-20, 8-811-339-89-41. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫак кунсенче ЧР влаҫӗсен официаллӑ сайтӗнче тӳре-шара мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни пирки ҫырса кӑтартнӑ. Паллах, иртнӗ ҫул ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуринчен те ытларах ӗҫлесе илнӗ: 3,74 миллион тенкӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 250 пин тенкӗ ытларах. Кунсӑр пуҫне хушма тупӑш пур: 424 пин тенкӗ. Ҫапла пӗтӗмӗшле хисеп 4,16 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Иван Моторин премьер-министрӑн тӗп тупӑшӗ ытларах: 4,35 миллион тенкӗ. 900 пин тенки – пурлӑх сутнӑ тупӑш. ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Егоров пӗлтӗр 3,51 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветковӑн тупӑшӗ 3,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Финанс министрӗн Светлана Енилинӑн тупӑшӗ – 2,85 миллион тенкӗ. Вӑл пӗлтӗрхинчен 255 пин тенкӗ сахалрах ӗҫлесе илнӗ. Экономика министрӗ Владимир Аврелькин 2,8 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ӗҫлев министрӗ Сергей Дмитриев, спорт министрӗ Сергей Шелтуков, ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, информаци политикин министрӗ Александр Иванов пӗлтӗр 2 миллион тенкӗрен ытларах ӗҫлесе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |