Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Экономика

Чӑваш Енре 100 пин ҫын пуҫне панкрута тухнисем — 100 ҫын. Ҫавсем малтан потребитель кредичӗ илнӗ, кайран тупӑш шайӗ хӗсӗннине пула панкрута тухнӑ.

Панкрута тухнӑ граждансен ҫавӑн чухлӗ хисепӗ самантра пухӑнмӑн. Статистикӑнӑ йӗркелекенсем 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи иртнӗ уйӑхчченхи тапхӑра тишкернӗ. Панкрута тухрисене ҫак тапхӑрта 100 пин ҫын пуҫне 41 граждан тесе шутласа кӑларнӑ. Ку кӑтартупа пирӗн республика ҫӗршыври регионсем хушшинче 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Панкрута тухнӑ уйрӑм ҫынсен тата уйрӑм усламҫӑсен хисепӗпе Вологда облаҫӗ (унта 100 ҫын пуҫне 83 панкрут), Рязань облаҫӗ (55 панкрут) тата Новосибирск облаҫӗ (42 панкрут) палӑраҫҫӗ.

Сӑмӑх май, РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Олег Николаев депутат ку факт ҫынсен пурнӑҫ шайӗ чакнипе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлать.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енре темиҫе кун ӗнтӗ ҫумӑр ҫӑвать. Паянтан Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ.

Чурачӑкра асар-писер ҫанталӑка пула икӗ урам ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Унта трансформаторлӑ электричество подстанцийӗ йӗркерен тухнӑ. Ҫавна май икӗ урамри ҫуртсенче ҫутӑ сӳннӗ.

Ҫав икӗ урамра – 39 ҫурт тата нумай хваттерлӗ 15 ҫурт. Унтах участок пульници вырнаҫнӑ.

Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ-ха? Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗччен кашни кун тенӗ пекех ҫумӑр ҫӑвӗ. Унтан 25 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах питӗ шӑрӑх ҫанталӑк пуласса кӗтмелле мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42912
 

Республикӑра

Элӗк районенчи Тукач ялӗнче пурӑнакансем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене халалласа палӑк лартнӑ. Укҫа-тенке халӑх пухнӑ.

Нумаях пулмасть Тукач ялӗнче палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Проект авторӗ – Чӑваш Енри архитекторсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Станислав Удяков.

Тукач ялӗнчен фронта 58 ҫын тухса кайнӑ. Вӗсенчен 38-шӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Пурин ятне те чул плита ҫине ҫырнӑ.

Палӑк ҫӳллӗшӗ – 5 метр, тӑршшӗ – 3 метртан ытларах. Палӑка Сергей Салтыков, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗскер, тума сӗннӗ. Халӑх кар тӑрса укҫа пухнӑ. Палӑка хатӗрлемелли материал валли кӑна 250 пин тенкӗ тӑкакланнӑ. Хальлӗхе палӑк тавра нимӗн те ҫук. Ҫитес вӑхӑтра тукачсем унта сквер йӗркелеме палӑртнӑ.

 

Культура

Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Библиотекарь – 2017» конкурса пӗтӗмлетнӗ. ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 200 ытла ӗҫ килнӗ. Ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри «Публикатор» электронлӑ публикацисен проекчӗ пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: Етӗрнери вулавӑш ӗҫченӗ Н.В.Мазюкова ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Конкурсра Чӑваш Ен чысне вӑл пӗччен хӳтӗленӗ.

Н.В.Мазюкова «Мероприятисен сценарийӗ» номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл «История края – в радиоэфире» сценари пуххипе паллаштарнӑ. Вӑл Наци радиовӗн эфирӗнче унччен янӑранӑ.

 

Хулара

Чӑваш Енри асар-писер ҫанталӑк вӑхӑтӗнче республикӑн тӗрӗлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем шар курнӑ. Шупашкарта вара пӗр ҫурт ҫырмана ишӗлсе аннӑ. Ку ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, «Шанхайра», пулнӑ.

Ҫумӑр вӑйлӑ ҫунине пула тӑпра ишӗлме тытӑннӑ. Ҫурт вара ҫырма хӗрринче ларнӑ. Икӗ хутлӑ пӳртпе пӗрле мунча та ҫырманналла ӳкнӗ. Юрать, ҫуртра никам та пулман. Вӗсене ҫӗнӗ микрорайон хута кайнӑ май урӑх ҫӗре куҫарнӑ пулнӑ.

Халӗ ҫӑлавҫӑсем пурӑнмалли секторта шыва пӗтерес тесе ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42914
 

Республикӑра

ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсене тата архив ӗҫӗн министерствин порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫулҫӳревҫӗсене пулӑшакан турист карттине хатӗрленӗ.

Палӑртмалла: кунашкал карттӑна Раҫҫейри ытти регион та хатӗрленӗ: Крым Республики, Карели Республики, Мари Эл тата ыттисем. «Чувашия туристическая» карттӑна ЧР Культура министерстви саккасӗпе хатӗрленӗ.

Турист картти – справочник, унта республикӑри паллӑ вырӑнсене кӗртнӗ. Тӗнчере кунашкал карттӑсене тахҫанах хатӗрлеме пуҫланӑ. Уйрӑмах унашкаллисем Египетра, Турцире, Испанипе анлӑ сарӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42916
 

Раҫҫейре
Владимир Лабинов
Владимир Лабинов

Йӗпреҫ районӗнче ҫуралнӑ Владимир Лабинов Карелинче РФ Президенчӗн представительствинче вӑй хума пуҫланӑ.

Чӑваш Енрен самай аякри регионта ӗҫе тытӑниччен Йӗпреҫ чӑвашӗ ҫӗршывӑн Ял хуҫалӑх министерствин пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.

Малашне Владимир Лабинов РФ Президенчӗн Карели Республикинчи представительствинче пуҫлӑх ҫумӗ пулса тимлӗ.

«Правда ПФО» интернет-хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Владимир Лабинов Йӗпреҫ поселокӗнче ҫуралнӑ. Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствинче выльӑх-чӗрлӗх тата ӑратлӑх енӗпе ӗҫлекен департамент пуҫлӑхӗ пулнӑ.

В. Лабинова ҫӗнӗ должноҫе Карели Республикин Пуҫлӑхӗн стратеги аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Владимир Тимофеев сӗннӗ. В. Тимофеев та РФ Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗ, унччен Чӑваш Енӗн Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫи пулнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри аптекӑсенче спирт сутма ҫеҫ мар, «Асептолин» та сутма чарасшӑн. Эрех ӗҫме юратакансем спиртлӑ ҫак тата ҫавӑн йышши шӗвеке хаваслансах туянаҫҫӗ. Хавасланмӑн! 30 тенкӗ ытларах тӑракан 100 грамран шыв хушса 250 грамм хатӗр шӗвек кӑлараҫҫӗ. Ҫур литр тӑвас тесен ик кӗленче ҫителӗклӗ. Анчах ун пек шӗвексем пуҫа аптӑратса-минретсе янисӗр пуҫне леш тӗнчене ним мар ӑсатма пултараҫҫӗ. Наркӑмӑшлӑнса шар куракансем тата мӗн чухлӗ!

Ҫакна шута илсе республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви аптекӑсен ертӳҫисен ячӗпе ҫыру шӑрҫаланӑ. Унта «Асептолин» сутма чарӑнма е пӗр ҫынна сутас виҫене чакарма ыйтнӑ.

Итлессипе итлемесси пирки калама хӗн, мӗншӗн тесен хӑш-пӗр аптека ун пек шӗвекпе те самай тупӑш курни паллӑ.

 

Чӑвашлӑх
Така пусас умӗнхи самант
Така пусас умӗнхи самант

Чунҫӳреве 28-мӗш хут тухакансем Казахстанра ӗнер чӳк тунӑ. Ӑна валли вӗсем така пуснӑ. Йышпа инҫе ҫула кайнӑ Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Аҫтахар Плотников Чунҫӳреври кашни утӑм пирки тенӗ пек Фейсбукра сайт страницинче тӑрать. «Ку тӑрӑхра пурӑннӑ мӑн-мӑн асаттесене така чӳклесе парас терӗмӗр», — ҫырнӑ вӑл темиҫе сехет маларах.

Маларах чунҫӳревҫӗсем Ясави университетӗнче пулнӑ. Унччен вырӑнти музейпа паллашнӑ. Хӑшӗсем, ҫав шутра Аҫтахар Плотников та, тӗве ҫинче ярӑннӑ. Уншӑн 500 тенкӗ тӳленӗ. Пирӗн патри укҫа ҫине куҫарсан вӑл 100 тенкӗ пулать иккен.

Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче концерт кӑтартнӑ. Ҫав кун ҫӗршывӗпех Астана кунне уявланӑ.

Ҫанталӑк 50 градус шӑрӑх тӑнӑран ҫумӑр кӗтнине асӑннӑ Аҫтахар Плотников.

 

Хулара

Шупашкар пуҫлӑхӗсем республикӑмӑрӑн тӗп хулин ҫуралнӑ кунӗ тӗлне Модӑсен ҫурчӗ чарӑну патӗнчи лапама хӑтлӑх кӗртесшӗн. Ку ӗҫе вӗсем «Формирование современной городской среды» (Чӑв. Хальхи вӑхӑтри хула тытӑмне йӗркелесси) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май тытӑннӑ. Проекта пурнӑҫласа Ленин районӗнче кӑҫал «Мода ҫурчӗ» суту-илӳ центрӗ умӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртмелле. Халӑх йышлӑ иртсе ҫӳрекен вырӑна ҫӗнӗ сӑн кӗртессине Шупашкар кунӗ тӗлне вӗҫлемелле.

Хальхи вӑхӑтра электрон меслетпе уҫӑ аукцион ирттерсе ҫав ӗҫе пурнӑҫлакан организацие палӑртнӑ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, хулари Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗпе хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управлени тата «Зеленстрой» акционерсен обществи, Шупашкар хула администрацийӗн Архитектура тата градостроительство управленийӗн ӗҫченӗсем вырӑна тухса кӑнашлу ирттернӗ. Унта ӗҫ графикне ҫирӗплетнӗ, хӑтлӑх кӗртмелли лаптӑка тишкернӗ.

Тирпей-илем кӗртес ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме йышӑннӑ. Ӗҫе ҫак уйӑхӑн 10-мӗшӗнче тытӑнмалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 2458, 2459, 2460, 2461, 2462, 2463, 2464, 2465, 2466, 2467, [2468], 2469, 2470, 2471, 2472, 2473, 2474, 2475, 2476, 2477, 2478, ... 4008
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем эрне интереслӗ тата тухӑҫлӑ пуласса систереҫҫӗ. Эсир ҫӑмӑллӑнах чылай плана пурнӑҫлатӑр, пӗр-икӗ кун канма уйӑратӑр.Чи кирлти — шалти сасса итлени тата асӑрхануллӑ пулни. Ӑмсанакан ҫынсенчен аяккарах пулӑр, сирӗн ӑнӑҫӑвӑрсемшӗн чунран савӑнаканнисемпе кӑна хутшӑнӑр.

Юпа, 14

1933
92
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫуралнӑ.
1971
54
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...