Республикӑра
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта «Уҫӑ Раҫҫей» юхӑмӑн регионти уйрӑмӗн учредитель пухӑвӗ иртет. Ӑна пирӗн республикӑра Дмитрий Семенов ертсе пырать. Пухура пурне те кӗтеҫҫӗ. Кама тӗрӗс суйлав йӗркелесси, ҫын прависене тивӗҫлипе пурнӑҫласси кӑсӑклантарать — сире кӗтеҫҫӗ. Ӑна Шупашкарти «Чӑваш Ен» хӑна ҫуртӗнчи конференц-залра ирттерӗҫ. Мероприяти 13 сехетре пуҫланать. 16 сехетре унтах «Немцов» документлӑ фильм кӑтартӗҫ. Вӑл — Борис Немцов пирки. Ӑна ҫынсем аса илеҫҫӗ. Вӑл политикӑра пӗрремӗш утӑмсем туни, Ельцин преемникӗ пулни, Раҫҫейри оппозици лидерӗсенчен пӗри пулни пирки кӑтартӗҫ. Фильмра ҫемье архивӗнчи хроника та пур. Фильмра вилӗм ҫук, хальхи Раҫҫейри политиксен чи ҫутӑ ҫыннин пурнӑҫӗ пирки ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() 2016 ҫулта ВИЧ-инфекциллӗ 277 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ку кӑтарту пысӑк пулсан та республикӑра ВИЧпа чирлекенсен йышӗ 3,2 хутчен чакнӑ. Чӑваш Енре ВИЧ-инфекциллӗ 1798 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 60-шӗн чирӗ СПИДа куҫнӑ. Ку амакпа пӗлтӗр 82 ҫын вилнӗ. Вӗсенчен СПИД шайне куҫнисем — 20-ӗн. Ытларах арҫынсем чирлеҫҫӗ. Нумайӑшӗ — 20–19 ҫулсенче. Анчах 30–39 ҫулсенчисем те ытларах чирлеме тытӑннине палӑртмалла. Ҫулталӑкне 230 пин ҫынна ВИЧ-инфекци пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме палӑртнӑ. Пӗтӗмпе вара 259,2 пин ҫынна тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Пурнӑҫшӑн» психологи енчен пулӑшу паракан центр усал шыҫӑпа аптӑракан ҫынсене тата вӗсен тӑванӗсене кӑҫал та пулӑшать. Вӗсем чирлисемпе тӗлпулу нумай ирттереҫҫӗ. Пациентсен шкулне кӑрлач уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ун чухне икӗ мероприяти пулӗ. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 13 сехетре «Химиотерапи вӑхӑтӗнчи апатлану уйрӑмлӑхӗсем» темӑпа Александ Иванов онколог калаҫӗ. Химиотерапи вӑхӑтӗнче кӑмӑл-туйӑм лайӑх пулмалли пирки Татьяна Владимирова ӑнлантарӗ. Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче 10 сехетре усал шыҫӑпа аптӑракан ҫынсен тӑванӗсем валли мероприяти йӗркелӗҫ. Тухтӑрсем ытти ыйтупа та тухса калаҫӗҫ. Юлашкинчен специалистсем пациентсен, тӑванӗсен ыйтӑвӗсене хуравлӗҫ. Тӗлпулусем Республикӑри онкологи диспансерӗнче иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Валерий Тимофеев фотограф тата вӗҫевҫӗ Паян Шупашкарти вӗҫевҫӗ тата фотограф вилнӗ. Валерий Тимофеев Шупашкара ҫӳле улӑхса ӳкерсе ҫӳренӗ. Интерфакс пӗлтернӗ тӑрӑх, мотопараплан кӑнтӑрла персе аннӑ. Унта ларса пынӑ Валерий Тимофеев пульницӑна ҫитиччен васкавлӑ пулӑшу машининче вилсе кайнӑ. Маларах асӑннӑ МИХ экстренлӑ служба пӗлтерни ҫине таянса хыпарланӑ тӑрӑх, «Мотопараплан Шупашкар ҫийӗн ирӗк илмесӗр вӗҫнӗ». «МариМеди» информаци агентстви инкек 12 сехет те 20 минутра аэропортран инҫех мар пулнине пӗлтернӗ. Пӑтӑрмаха курнисем каланӑ тӑрӑх, мотопараплан сывлӑша ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн темиҫе минутран, пӗр 70 метр ҫуллӗшӗнчен, ӳкнӗ. Валерий Тимофеев Шупашкарти авиаклуб пайташӗ пулнӑ. Инкеке РФ Следстви комитечӗн Атӑлҫи управленийӗн транспорт ҫинчи инкекпе ӗҫлекен специалисчӗсем тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Улатӑр районне Нина Шпилевая ертсе пырӗ Улатӑр район администрацине ертсе пынӑ Николай Романов виҫӗмкун ӗҫрен кайнӑ. Район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ хыпарта отставкӑна кайма ыйтса пуҫлӑх хӑй кӑмӑлӗпе ҫырнине ӗнентернӗ. Николай Романов ыйтӑвне пӑхса тухма районти Депутатсен пухӑвӗ кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче черетсӗр ларӑва пуҫтарӑннӑ. Пуху иртессине тӑватӑ кун маларах сайтра хыпарланӑччӗ. Пухӑва Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗнчен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗпе Игорь Николаевпа ҫав пайри Анатолий Алексеев консультант та хутшӑннӑ. Улатӑр район администрацине вӑхӑтлӑха ертсе пыма муниципалитетӑн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумне — йӗркелӳ пайӗн пуҫлӑхне Нина Шпилеваяна шаннӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра конкурс ирттерсе район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Григорий Алексеев профессор Паян медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Григорий Алексеев профессор 90 ҫул тултарнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче ӑна халалласа вырнаҫтарнӑ пысӑк статьяра юбилей уншӑн кӑна мар, ӗҫтешӗсем пулнисемшӗн, тӑванӗсемшӗн тата Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав отраслӗн историйӗпе кӑсӑкланакансемшӗн пӗлтерӗшлине палӑртнӑ. Григорий Алексеевич 1927 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялӗнче ҫуралнӑ. Тем тӗрлӗ медальпе орден кавалерӗ пулса тӑриччен вӑл нумай вӗреннӗ, нумай ӗҫленӗ. 1942 ҫулта ҫичӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Ҫӗрпӳри фельдшерпа акушер шкулне кӗнӗ. Фельдшерта тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Мускаври стоматологи институтне вӗренме кӗрет. Тӑван тӑрӑха хӗрлӗ дипломпа таврӑннӑ специалиста кӗҫех республика пульницине тӗп тухтӑрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шанаҫҫӗ. Шӑл тухтӑрӗсене 1960 ҫулта Шупашкарта вӗрентме тытӑнаканни те вӑлах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енри икӗ районта пурӑнакан ҫынсем ҫулсене юртан тасатманран кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Кунашкал ыйту Элӗк тата Етӗрне районӗсенче сиксе тухнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ку ыйту сивӗчленсех пырать. Тӗслӗхрен, тӑватӑ полосаллӑ ҫул иккӗллӗ ҫеҫ юлнӑ. 2016 ҫулта ҫак икӗ районта тата Муркаш, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче ҫулсене юртан тасатассишӗн урӑх организаци яваплӑ пулнӑ. Кӑҫал ку тивӗҫе пурнӑҫламашкӑн урӑх подрядчик выляса илнӗ. Унӑн ертӳлӗхӗ каланӑ тӑрӑх вара, кунашкал япӑх ҫулсем вӗсене ун умӗнхи организацирен юлнӑ. Халӗ вӗсем раштав уйӑхӗнче тата кӑрлачри каникулта ҫунӑ юра тасатаҫҫӗ-мӗн. «Чӑвашупрдор» ҫирӗлетнӗ тӑрӑх вара, ҫӗнӗ подрядчик тӗрӗс мар сведенисем панӑ: техника сахалрах-мӗн, реагентпа та ҫавӑн пекех лару-тӑру. ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников килес умӗн организаци, ахӑртнех, ҫитменлӗхсене пӗр кунра пӗтерме шухӑшланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Асламассене халалласа уяв иртӗ Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Мария Асламаса тата унӑн ывӑлне, «Камерата Брно» чех оркестрӗн дирижерне, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ Алексей Асламаса хисеплесе асӑну каҫӗ иртмелле. Уява министерствӑсемпе ведомствӑсен, ӑслӑлӑх учрежденийӗсен, культура тата вӗренӳ учрежденийӗсен пайташӗсем, студентсем, Асламассен тӑванӗсем пуҫтарӑнмалла. Музыка ӳнерӗн ӗҫченӗсем Инна Асламас, Татьяна Асламас, Алексей Аcламас, Антон Асламас, Марина Соприко, Динара Федотова, Дмитрий Семкин «Спешите жить» (Пурӑнма васкӑр) концерт программи хатӗрлеҫҫӗ. Уява пухӑннисем Асламассен династийӗпе курав урлӑ те паллашайӗҫ. Мероприяти 18 сехетре акт залӗнче пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫул ҫитмен ҫамрӑка шыраҫҫӗ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Юлашки хутчен ӑна 21 сехетре «Илем» кафе патӗнче курнӑ. Дмитрий Гаврилов – 14 ҫулта. Вӑл Муркаш районӗнчи Москакассинче пурӑнать. Нумаях пулмасть Дима амӑшӗпе ҫапӑҫса кайнӑ-мӗн. Ывӑлӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи каникул хыҫҫӑн уроксене сиктернӗшӗн аслисем ятланӑ. Амӑшӗ Ирина Гаврилова каланӑ тӑрӑх, унччен вӑл килтен нихӑҫан та тухса кайман. Вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ял ҫумӗнче – федераци ҫулӗ. Амӑшӗ ывӑлӗ ӑҫта кайма пултарнине ӑнланмасть. Полицейскисем Димӑна шырама тытӑннӑ. Вӑл хура-симӗс тӗслӗ куртка, хура калпак, джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна кам курнӑ – полицие шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 12–14-мӗшӗсенче Францири Фонт Ромео курортӗнче фристайлӑн слоуп-стайл дисциплини енӗпе Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев хутшӑннӑ. Арҫынсен тупӑшӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсенчен нихӑшӗ те квалификацие пурнӑҫлайман. Краснодар крайӗнчи Денис Некрасов — 28-мӗш, Чӑваш Енри Дмитрий Мулендеев 33-мӗш пулнӑ. Хӗрарӑмсен тупӑшӑвӗ пынӑ кун вара ҫанталӑк япӑх тӑнӑ. Ҫакӑ та квалификацие пурнӑҫлама чӑрмантарнӑ ахӑртнех. Раҫҫей спортсменӗсенчен чи лайӑххи пулса Лана Прусакова 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Тӗнче кубокӗн тепӗр тапхӑрӗ кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Италири Зайзер-Альмӑра иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |