Ҫул-йӗр
![]() Кӑҫал та ҫулла Шупашкартан Симферополе самолетпа вӗҫсе ҫитме май килӗ. Самолетсен ҫуллахи расписанине нумаях пулмасть ҫирӗплетнӗ. «Нордавия» авиакомпани кӑнтӑр енчи ҫав региона пассажирсене Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен ҫулла турттарма килӗшнӗ. Рейссене эрнере пӗр хутчен палӑртнӑ. Вӗҫев ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫланмалла. Авикомпани Boeing 737-500 самолета эрнекунсерен ҫула кӑларӗ. Шупашкартан самолет 17 сехет те 50 минутра вӗҫсе кайӗ, Шупашкара 16 сехет те 50 минутра килӗ. Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен «Шупашкар — Симферополь» (Крым Республики) авиарейс уҫӑлассине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Рейссене «Ижавиа» тата «Нордавиа» авиакомпанисем ЯК-42 тата Boеing-737-500 самолетсемпе пурнӑҫлассине хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти 62-мӗш вӑтам шкула Геннадий Волков ятне панӑ. Республикӑн тӗп хулинчи тӳре-шара этнопедагогика никӗслевҫине сума суса ҫав вӗренӳ учрежденине хисеплӗ ҫын ятне парас шухӑшлине эпир пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти урамсене, лапамсене, ытти территорие ят парас енӗпе лару пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче иртнӗччӗ. Асӑннӑ шкулта юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче педагогсен «Хавхалану» фестиваль-конкурсне ирттересcине йӑлана кӗртнӗ. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче «Школьный музей как средство формирования этнокультурной компетентности учащихся» (чӑв. Шкул музейӗ — вӗренекенсен этнокультура компетенцине йӗркелемелли хатӗр) проектпа ӗҫлеме тытӑннӑ. Аса илтеретпӗр, Раҫҫейӗн Ӑслӑлӑх академийӗн академикӗ ятне илес ыйтупа яваплисем патне асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ хӑй тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вырӑнтан тапранман каска ҫӗрет тенӗ ваттисем. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн стационарлӑ уйрӑмӗсенче ку каларӑша асра ҫирӗп тытаҫҫӗ. Тӑван-пӗтенӗн, ачи-пӑчин хӳтлӗхӗсӗр юлнӑ кинеми-мучисене пӑхакансем вӗсен хырӑмӗ тутӑ та пӳрчӗ ӑшӑ пултӑр тенипех ҫырлахмаҫҫӗ. Ваттисен ҫуртне лекнисене пурнӑҫпа тан уттарма тӑрӑшнипех пӗрлех сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе туслаштарма ӑнтӑлаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе культурӑпа сиплев, арт-терапи тата реабилитаци канӑвӗ те йӗркелеҫҫӗ. Сывлӑха хавшатас мар тесе ирсерен зарядка тутараҫҫӗ, скандинави утти мелӗпе уҫӑлма, хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнма илсе тухаҫҫӗ. Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ тесе ахальтен каламаннине кинеми-мучисем хайсем курса-туйса ӗненеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Чӑваш халӑх сайчӗ, «Сувар» хаҫат, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, «Сӑвар ТВ» тата «Шкул ТВ» тетелти телеканалсем ҫӗнӗ конкурс йӗркелесси пирки пӗлтереҫҫӗ. «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» ӑмӑртӑва эпир Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫинине халалласа ирттеретпӗр. Ӑмӑрту йӗркелекенӗсем видеосӑвӑсене нарӑсӑн 6-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене сирӗн Youtube видеохостинга, е civhim2@yandex.ru, videosava@chuvash.org электронлӑ адрессемпе ярса памалла (маларах Яндекс.Диск е Майл.Облако сервиссене вырнаҫтарсан питӗ аван пулӗччӗ). «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» конкурса пӗчӗккисенчен пуҫласа аслисем таранах хутшӑнма пултараҫҫӗ! Ӑмӑрту положенийӗпе тӗплӗнрех ҫакӑнта паллашма май пур. Енчен те кама та пулин ӳкерме пулӑшу кирлӗ пулсан videosava@chuvash.org адреспе ҫырса ярӑр, Олег Михайлович Цыпленков (Ултиар) сире хаваспах пырса ӳкерӗ. Ӑмӑртӳ ҫӗнтерӳҫисене нарӑсӑн 22-мӗшӗ тӗлне палӑртма тӑрӑшӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ҫак кунсенче харӑсах икӗ пуҫлӑха шырать. Ҫухалнӑ ҫынсен йӗрӗ ҫине ӳкме ӑнтӑлмаҫҫӗ-ха, директор тилхепине тыттарма тивӗҫҫисене тупасшӑн: ЧР Транспорт министерстви «Чӑвашавтотранс» тата Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсен управленийӗ валли пуҫлӑхсем суйлать. «Чӑвашавтотранса» ертсе пынӑ Сергей Аказеев иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче хӑйӗн пуканне пушатнӑ. Ку должноҫре вӑл тӑхӑр уйӑх тӑрӑшнӑ. Кӑткӑс лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ предприятие йывӑрлӑхран кӑларма ҫав тапхӑрта май килмен. Пассажирсене турттаракан пысӑк предприяти темиҫешер миллион тенкӗлӗх парӑма кӗрсе кайнӑ. Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсен управленине хальхи вӑхӑтра Евгений Барсуков ертӳҫӗ вырӑнӗнче ертсе пырать. Унччен генерал-майор Федерацин наркотӗрӗслевӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Директорсене ҫитес уйӑхӑн ҫурринче палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Валерий Алешев тупӑннӑ йӑмӑкӗпе Алена Юшинапа Иркутск облаҫӗнче пурӑнакан Алена Юшинӑпа унӑн Улатӑр районӗнчи пиччӗшӗ Валерий Алешев ҫур ӗмӗр иртсен пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ. Ҫемье пӑтӑрмахӗ ҫур ӗмӗр каялла Иркутск облаҫӗнче пулса иртнӗ. ...Алешевсен ҫемйине Кӑшарнинче йӗкӗреш килет. Анчах вӗсенчен пӗри, вӑл арҫын ача пулнӑ, тӳрех вилет. Хӗрача кӑна сывӑ юлать. Йӗкӗрешсене йывӑррӑн ҫуратнӑ хӗрарӑм, Валерий Алешев амӑшӗ, те кӗҫех куҫне хупать. Хӗрарӑмӑн упӑшки вӑл вӑхӑтра вӑрман хуралҫинче ӗҫленӗ. Тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ хӗр пӗрчӗкне ашшӗ ача ҫуртне вӑхӑтлӑха парать. Кӑштахран, вӑл ӳссен, ӑна каялла илес тенӗ. Анчах ҫулталӑкран арҫын вилет. Тӑлӑха юлнӑ виҫӗ арҫын ачана Патӑрьел районӗнчи тӑван асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-ши? Телесюжетра бабушка тенӗ) хӑй хӳттине илет. Хӗрачана ача ҫуртӗнчен илсе каяс тенӗ ҫӗре пӗчӗкскере такамсем усрава илсе ӗлкӗрнӗ. Йӑмӑкне, Аленӑна, пиччӗшӗсем тупма тем пекех ӑнтӑлнӑ. Ҫак ӗмӗтпе Валерий Алешев ҫур ӗмӗр пурӑннӑ. Телекурав урлӑ та шыранӑ, йӑмӑкне шыракан статьясене Иркутск тӑрӑхӗнчи хаҫатсенче те пичетленӗ. Валерийӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ Зоя Никитина та шырама пулӑшнӑ. Нумаях пулмасть тӑвансем тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Константин Ишутов блогер пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн прокуратурин сайтне хакерсем тапӑннӑ. Сайта, чӑн та, паян ирхи вунпӗр тӗлӗнче те кӗме май килмерӗ. Раҫҫей территорийӗнче чарнӑ «Ислам патшалӑхӗ» терроризмла организацие (унӑн ӗҫӗ-хӗлне Раҫҫейре чарнӑ) кӗрекен Moroccan Islamic Union-Mail хакер ушкӑнӗ прокуратура серверне кӑрлачӑн 7-мӗш–8-мӗш каҫхине тапӑннӑ пулать. Ун чухне тӗп страницӑна пӑснӑ. Кайран сайтӑн ытти пайне те, ҫав шутра «Руководство прокуратуры» ятлине, тапӑннӑ. «Мой город Чебоксары» интернет-порталта ҫырнӑ тӑрӑх, ШӖМӗн тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин регионти уйрӑмӗсем сайта пӑснине тӗрӗслеҫҫӗ. Ку хыпара вӑл «РИА Новости» информагентство пӗлтерни тӑрӑх хатӗрленӗ. Ислам хакерӗсем тапӑннипе тапӑнманнине ятарлӑ службӑсем комментарилеменнине те палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Игнатьевпа Сергей Суслин «Моя империя» журнал редакторӗ Сергей Суслин Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева республика Правительствин ӗҫ-хӗлӗ пирки активлӑ ҫырни каласа кӑтартнӑ. Хаҫатҫӑ регион ертӳҫине журналта ура ҫинче ҫирӗп тӑракан предприяти-организаци ӗҫне, пултаруллӑ ҫынсемпе «республика паттӑрӗсене» хастар ҫутатнине пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев Элтепере Сергей Суслин 55 ҫулхи юбилейпе те саламланӑ, «республика ӑнӑҫлӑхӗшӗн» тухӑҫлӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ. Республика ертӳҫи хаҫатҫӑна спорт темине, ҫав шутра хоккей пирки сӑмах пынӑ, анлӑлатма сӗннӗ. Элтепер шучӗпе, хоккей пӗрлӗхлӗ пулма хӑнӑхтарать, ҫӗнтерӳ патне туртӑнтарать, патриотизм туйӑмне ҫуратать. Сӑмах май, Сергей Суслин Чӑваш Енре шайбӑпа хоккей выляма пуҫлани килес ҫул 60 ҫул ҫитнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнчи пӗр хуҫалӑхра йытӑ хуҫисене тапӑннӑ, хаярланса кайнӑскер лӑпланман. Хуҫисем тӑватӑ ураллӑ тусӗ сӗлеке юхтарнине асӑрханӑ. Вӗсем патне ветеринари станцийӗн специалисчӗсем килнӗ. Ун чухне овчарка хаяр мар, сӳрӗк пулнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ специалистсене темиҫе кун маларах кил умӗнче тилӗ йӗрне асӑрханине каласа кӑтартнӑ. Юрать, йытӑпа никам та ҫывӑх пулман. Ӑна специалистсем ҫывратса янӑ та ветлабораторие тӗпчеме ӑсатнӑ. Шухӑшлани тӳрре тухнӑ: йытӑн урнӑ чир пулнӑ. Халӗ Вӑрмар районӗнче — карантин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре ОРВИ тата грипп тӗлӗшпе лару-тӑру ҫивӗчленнӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра карантин пулнине палӑртнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне 614 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 444-шӗ — ачасем тата 17 ҫул тултарман ҫамрӑксем. Ҫав кун тӗлне аслӑ ӑрури 3 ҫынна тата 18 шӑпӑрлана пульницӑна вырттарнӑ. Чирлӗ ҫынсем йышланнӑран Чӑваш Енри тӗп санитари тухтӑрӗ карантин палӑртма йышӑннӑ. Вирус ан ҫаклантӑр тесен специалистсем маскӑпа ҫӳреме, ҫанталӑкпа килӗшӳллӗн тумланма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |