Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнче каллех ҫӳп-ҫап купи ҫунать. Кун пирки Ирина ятлӑ ҫын «Про Город» редакцине пӗлтернӗ. Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чантӑр ялӗ патӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнӗ мӑкӑрланма тытӑннӑ. Ирина ҫав вӑхӑтра Шупашкарти Чапаев савучӗ патӗнчен Чантӑр еннелле ҫул тытнӑ. Тӗтӗм курсан сисчӗвленнӗ вӑл. Малтанах уй ҫунать е пушар тухнӑ тесе шухӑшланӑ. Каяш купи мӑкӑрланнине курсан пушарнӑйсене шӑнкӑравланӑ. Инҫех мар вырнаҫнӑ пӗвере ҫынсем ним пулман пекех шыва кӗнӗ. Пушарнӑйсем патне ҫӳп-ҫап ҫунни пирки 20 сехет те 53 минутра хыпар ҫитнӗ. Вӗсем тӳрех вырӑна тухнӑ. Пушара вӗсем нумай алхасма паман — тӳрех сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енре ҫуралнӑ Дарья Спиридонова Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнать. Ҫурлан 9-мӗшӗнче Раҫҫейӗн гимнастика енӗпе пӗрлештернӗ команди кӗмӗл медаль илни пирки хыпарланӑччӗ. Ун чухне АПШ — пӗрремӗш, Китай — виҫҫӗмӗш вырӑнта пулнӑ. Ҫитес вӑхӑтра спортсменкӑсем харпӑр хӑй тупӑшса медальсемшӗн кӗрешӗҫ. Дарья Спиридонова унта хутшӑнӗ-и? Паллах. Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 22 сехет те 14 минутра пуҫланӗ. Дарья Спиридонова брус ҫинче хӑнӑхтарусем тӑвӗ. Чӑваш Енре Дашӑшӑн ашшӗпе амӑшӗ тата тренерӗ Наталья Ильичева пӑшӑрханаҫҫӗ. Амӑшӗ хӗрӗ хӑнӑхтарусем тунӑ чухне экран умӗнче лараймасть — пӑлханнипе айккине пӑрӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Руль умӗнче ларнӑ чухне пӗр ҫеккунтлӑха та тимлӗхе ҫухатмалли пирки яланах асӑрхаттараҫҫӗ. Кӗтмен ҫӗртен ҫул ҫине ача чупса тухма пултарать е выльӑх-чӗрлӗх ҫул хӗррипе утать… Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Вӑрмар поселокӗнче урапа пынӑ чухне ҫул ҫине ача сиксе тухнӑ. Ку 17 сехет те 45 минутра пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 ҫулти арҫын ача «Лада Калина» урапа умнех чупса тухнӑ. «Тимӗр урхамах» ачана ҫапса хӑварнӑ. Телее, пӗчӗкскер чӗрех юлнӑ. Арҫын ача суранланнӑ тата унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Урапа рулӗ умӗнче 22 ҫулти хӗр пулнӑ. Вӑл 3 ҫул каялла права илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫессишӗн тӑваттӑн кӗрешнине унччен ҫырнӑччӗ. Кандидатсемшӗн тӗнче тетелӗнче сасӑлама май пулнӑ. Ҫурлан 11-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ҫак хисеплӗ ята кама парассине сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: кандидатсен йышӗнче «Эйм-инвест» АУО директорӗ Анатолий Леонтьев, тӗнче, Европа чемпионки Майя Костина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Алексей Яковлев, РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Григорьев пулнӑ. Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн хисеплӗ ята икӗ ҫынна пама йышӑннӑ. Ӑна Анатолий Леонтьев тата Николай Григорьев тивӗҫнӗ. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлава 19 пин ҫын хутшӑннӑ. Николай Григорьев — 37%, Анатолий Леонтьев — 36%, Майя Костина 15%, Алексей Яковлев 12% сасӑ пухнӑ. «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнисене ҫурлан 18-мӗшӗнче чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи полици уйрӑмне 25 ҫулти каччӑ пынӑ, вӑл 78-ти аслашшӗ ҫухални пирки пӗлтернӗ. Ватӑ ҫын ӑсӗпе арпашӑнать-мӗн, хайхискер килтен тухса кайнӑ, ӑна никам та курман. Ял халӑхӗ ватӑскер ирхине пӗве хӗррипе парк еннелле утнине курнӑ. Ку вӗсене сисчӗвлентермен. Ара, ватӑ ҫын унччен те ял тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл киле таврӑнмасан ӑна тӑванӗсем, полицейскисем кӑна мар, ял ҫыннисем те шырама тытӑннӑ. Ку хыпара вырӑнти хаҫата пӗлтернӗ, районти стендсем ҫине ҫакса тухнӑ. Полицейсем йытӑпах шырава тухнӑ. Виҫӗ кунран старике 16-ри каччӑ, кӳршӗ ялта пурӑнаканскер, тупнӑ. Ватӑскер йывӑҫсен хушшинче пулнӑ, хӑй вӑйсӑрланнӑ. Ӑна тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Халӗ вӑл районти пульницӑра сывлӑхне ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗксем ӑҫтан тармаллине пӗлеҫҫӗ Ӗнер Елчӗк район администрацийӗнче ӗҫлекен тӳре-шарапа терроризм хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ инструктаж ирттернӗ. Кун пирки асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче ҫырса пӗлтернӗ. Шанчӑксӑр япаласем курсан мӗнле тытмаллине ӗҫтешӗсене ятарлӑ программӑсен пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Клементьев тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый администрацине пропускпа кӑна кӗрсе тухмаллине палӑртса хӑварнӑ. Ҫакна вӑл терроризмран ҫирӗп асӑрханмаллипе сӑлтавланӑ. Мероприятие вара иккӗмӗш хутра ларакан тӳре-шарана администраци ҫуртӗнчен епле тухса тармаллине вӗрентнипе вӗҫленӗ. Калани асра юлтӑр тесе вӗсене саппас алӑкран ертсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сӗнтӗрвӑррисем Устава ылмаштарассине сӳтсе явма пухӑннӑ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче районӑн тӗп документне — Устава — улшӑну кӗртесшӗн. Ку ыйтӑва унта ӗнер, ҫурлан 11-мӗшӗнче, халӑхпа пухӑнса сӳтсе явнӑ. Пухӑва районти депутатсем, вӗрентӳ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсем, ял тата хула тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ. Район администрацийӗн юридици службин пайӗн пуҫлӑхӗ Иван Кузьмин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Устава улшӑну кӗртес тени ку документа Раҫҫей тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗштерсе тӑмалла йӗркелессипе ҫыхӑннӑ. Саккунӗсем вӗҫӗм улшӑнса тӑраҫҫӗ те, Устава та ҫӗнетме тивет. Пӑхса хӑварнӑ улшӑнусенчен пӗри район администрацийӗн пуҫлӑхне пырса тивет. Тӗрӗсрех каласан, вӑл хӑйӗн полномочине пӑрахсан е ҫав ҫын ҫук вӑхӑтра ҫав тивӗҫе пурнӑҫлама вӑхатлӑха кама шанассине. Устава улшӑну кӗртессине Депутатсен районти пухӑвӗн ҫитес ларӑвӗнче татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Димитриев (сылтӑмри) Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Димитриев нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплен епле юсанине пахалама хӑй ҫула тухнӑ. Ҫула тухнӑ-тухнах вӑл ҫурт-йӗр ҫивитти ҫине хӑпарсах аннӑ: строительсем ӗҫе епле пурнӑҫланине куҫӗпе курса хаклас тенӗ. Владимир Димитриев ӗнерхи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче район центрӗнчи Совет урамӗнчи 61-мӗш тата Ҫӗнтерӗве 30 ҫул урамри 1-мӗш ҫурта епле юсанине пахаланӑ. Иртнӗ ҫул Шупашкар районӗнче нумай хваттерлӗ 13 ҫурта тӗплӗн юсанӑ. Кӑҫал 27 ҫурта 21 миллион тенкӗлӗх ҫӗнетме палӑртса хунӑ. Ҫав шута Кӳкеҫри 14, Ҫӗнӗ Тутаркассинчи 8, Ҫӗньялти 2, Чӑрашкассинчи 2, Ҫӗктерти 1 ҫурт лекнӗ. Ӗнерхи куна илсен ҫичӗ ҫуртра ҫивиттие, сивӗ шыв тытӑмне, канализаци пӑрӑхӗсене ылмаштарса ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Апакассинче ҫӗкленекен ФАП Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗкленет. Унта халӗ те тухтӑр ҫурчӗ пур, анчах вӑл кивелсе кайнине кура ӑна юсаса ҫӗнетме те май килмен. Модульлӗ ҫурта кӗске вӑхӑтрах хӑпартса лартас шанчӑк пур. ФАП апакассисемсӗр пуҫне таврари тата тепӗр пилӗк ял ҫыннисене йышӑнӗ. Район центрне ҫитме ҫынсене ҫывӑхах мар: 15 километр таран каймалла, врач амбулаторийӗ 20 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Сӑмах май каласан, юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре 100 фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 50 хӑпартса лартма планланӑ, вӗсенчен 24-шне кӑҫал хута ямалла. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, Апакассинчи ФАП строительстви епле шайра пынине район администрацийӗ тата районти тӗп пульница ҫирӗп тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Вӑрмар ял тӑрӑхӗ йытӑ усракан ҫынсене хӑйсен тӑватӑ ураллӑ тусӗсене кӑкарса тытма чӗнсе калать. Хальхи вӑхӑтра унта килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене тытассипе ҫине тӑма тытӑннӑ. Капла тума тӳре-шарана поселокра пурӑнакансем хӑйсем темиҫе хут та ыйтнӑ. Урам тӑрӑх хуҫа евӗр саркаланса чупса ҫӳрекен ҫак чунсем ача-пӑчана та, ваттисене те, вӑй питтисене те хытах шиклентереҫҫӗ. Ара, йытӑ ӑсне пӗлеймӗн. Тепӗр ҫӗрте ача-пӑчана тапӑнса хытах суранлатни, вӗлерни пирки те илтме тивет. Инкеке кӗтсе лариччен хуҫасӑр йытӑсене персе пӑрахни аванрах. Анчах пӑшаллисен аллине хуҫаллисем те ҫакланма пултараҫҫӗ. Апла ан пултӑр тесен йытӑсене урам тӑрӑх чуптарса ҫӳретмелле мар — кӑкарса усрамалла: йытӑ киле хураллатӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |