Чӑвашлӑх
![]() «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗ ҫур ҫула ҫитрӗ: тата тепӗр уйӑхран вӑл хӑйӗн ӗҫне вӗҫлесе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма тытӑнӗ. Кашни номинацире — вӗсем пӗтӗмпе ҫиччӗ — лайӑх, ҫӗнтерӳҫӗсем шутне кӗме пултаракан ӗҫсем пур. Куракансем кӑмӑлласа пӑхакан видеосем те сахал мар. Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи Настя Федорова, Ямашри Филимоновсем, Ӗпхӳ хӗрачи Анна Михайлова, Комсомольски тӑрӑхӗнчи Аслӑ Чурачӑк ачи Сергей Лукиянов куравсем шучӗпе малтисен шутӗнче пыраҫҫӗ. Халӑх вӗсене юратса пӑхать. Ҫавӑн пекех конкурса ӗнер чи пӗчӗк хӗрача Ульяна Михеева калакан «Параппан» сӑвӑ ҫитрӗ. Ульяна 3 ҫулта, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мӑн Этменти вӑтам шкул ҫумӗнчи ача пахчине ҫӳрет. Унӑн воспитателӗнчен Лина Паркинӑран килнӗ ҫак ӗҫ шӑпах 50-мӗш пулчӗ. Ку конкурса Хӗрлӗ Чутайсем питӗ хастар хутшӑнаҫҫӗ, вӗсене уйрӑммӑн тав тӑвас килет. Аса илтерӗпӗр, конкурс ака уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗшӗччен пырать. Ӑна Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ ирттереҫҫӗ. |
Культура
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ушкӑнӗсем «халӑх» ятне хӳтӗлессишӗн тӳре али витӗр тухнӑ. Республика шайӗнчи комиссие юрас тесе вӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса парассишӗн хытах тӑрӑшнӑ. Ҫине тӑни сая кайман. Ҫӗрпӳ районӗнчи Культура ҫуртӗнчи ветерансен хорӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Курсов), асӑннӑ Культура ҫуртӗнчи «Цивиляночка» вокал ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Эльза Тимофеева), Вӑрманкас Кӗҫтемӗрти ял клубӗнчи юрӑпа ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи — Александр Пушкин, балетмейстерӗ — Сергей Казаков), Опытнӑй поселокри халӑх инструменчӗсен оркестрӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Маргарита Чиркина), Первомайскинчи «Шурвар» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Нина Григорьева) «халӑх» ячӗсене хӳтӗлесе хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫил арманӗ те, шыв арманӗ те ӗлӗк пулсан тӗлӗнтермӗш пулман-ха. Халӗ вара ун пеккисене кӑнтӑрла хунарпа шырасан та тупма хӗнтерех. Таҫта теплерен упранса юлнисем аваллӑх палӑкӗ пек ларсан кӑна. Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре вара аваллӑха таврӑнма шут тытнӑ. Унти пӗр алӑ ӑсти ҫил арманӗн копине туса лартнӑ. Р.Н. Шарыпкина вӑл тӑрӑхрисем пултаруллӑ платник тата столяр тесе хаклаҫҫӗ. Тӑватӑ метр ҫуллӗш ҫил арманне тракторпа тиесе пынӑ та ялти Культурӑпа кану паркне, ӑна вырӑнтисем Ҫамрӑксен паркӗ ят панӑ, вырнаҫтарнӑ. Ҫил арманне вырӑнти ӑстасем чултан ӑсталанӑ чечек клумби ҫине вырнаҫтарнӑ. Кивӗ Эйпеҫсем чи хӑтлӑ ялсене палӑртма республика шайӗнче ирттерекен кӑҫалхи конкурса хутшӑнма палӑртаҫҫӗ. Ҫил арманӗ те кунта хӑйӗн тӳпине кӳрессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Патӑрьел районӗнче ҫамрӑк ҫемьесен конкурсне ирттерме йышӑннӑ. Хӑйне евӗр тупӑшӑва район администрацийӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультура тата спорт управленийӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен центрӗ йӗркеленӗ. Кирек мӗнле ӑмӑртури евӗрех конкурса хутшӑнакансене ятарлӑ комисси хаклӗ. Вӑлах конкурса хутшӑнакансене тата финала тухакансене палӑртӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнас тесен мӑшӑрсен 35 ҫултан аслӑрах пулмалла мар тата ачаллӑ ҫемьесене кӑна суйлӗҫ. Хут уйӑрса пурӑннине те пӑхӗҫ. Конкурс икӗ тапхӑрпа иртӗ. Малтанхи, куҫӑнсӑрри, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӗнтӗ, ҫак уйӑхӑн 31-мӗшӗнче вӑл вӗҫленӗ. Кунта ҫӗнтернисем финала тухӗҫ те ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӗркелекен куҫӑн тапхӑрта пултарулӑха кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта тӗслӗхлӗ ҫуртсене суйланӑ. Кӑҫал конкурса 10 ҫурт хутшӑннӑ. Конкурсра ҫӗнтерӳҫӗсене номинаципе палӑртнӑ. Комисси ҫуртсем техника тӗлӗшӗнчен мӗнле пулнине, ҫывӑхри территорие епле пӑхса тӑнине хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫапла палӑртнӑ. 5 ҫултан «ҫамрӑкрах» нумай хваттерлӗ ҫуртсен хушшинче Тукташ урамӗнчи 5/12-мӗш ҫурт мала тухнӑ. 6–15 ҫултисен йышӗнче Дементьев урамӗнчи 22-мӗш ҫурта палӑртнӑ. 16 ҫултан аслӑрах ҫуртсен йышӗнче Кадыков урамӗнчи 28-мӗш ҫурт мала тухнӑ. Пушӑн 18-мӗшӗнче управляющи компанийӗсен ертӳҫисене диплом, укҫан преми парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пахча ҫимӗҫе, аш-какая, сӗте йӳнӗ хакпа сутма ял хуҫалӑх продукцийӗн ярмӑркки ӗҫлеме пуҫланине, унта район хутшӑнассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта шӑматкунсерен ҫитме пулать. Ярмӑрккӑ ӗҫлеме пуҫланӑ пӗрремӗш шӑматкунхине, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчисем килсе ҫитнине те эпир ҫырнӑччӗ. Ярмӑрккӑна пуҫтарӑннисем аш-какайпа, пылпа, пахчаҫимӗҫпе, кӗрпепе, ҫӑмартапа тата ыттипе суту-илӳ тунӑ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви хаксем лавккарисенчен йӳнӗрех пулнине ӗнентерет. Ҫӗрулмине, акӑ, килограммне 10 тенкӗпе сутнӑ. Ярмӑркка ака уйӑхӗн 2-мӗшӗчченех кашни шӑматкунсерен ирхи тӑххӑртан тытӑнса кӑнтӑрла иртни виҫҫӗччен ӗҫлӗ. Иртнӗ шӑматкун Шупашкар районӗнчисем сутма тухнӑ, 19-мӗшӗнче етӗрнесем килӗҫ, 26-мӗшӗнче — каҫалсем, акан 2-мӗшӗнче — муркашсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри тепӗр тӑватӑ спортсмен «РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ. Кун пирки РФ спорт министрӗ Виталий Мутко хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинчен ҫав йыша Александр Новиков ҫӑмӑл атлет, Ришат Нигматуллин самбист кӗнӗ. Ҫавӑн пекех ку ята Павел Вязовпа Дмитрий Ефимов триатлонистсем тивӗҫнӗ. Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енри тепӗр тӑватӑ спортсмен сумлӑ ята илнӗ. Вӗсем «Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 5-ри Ксюша Пӗчӗк Ксюша мӗн ҫуралнӑранпах пурнӑҫшӑн кӗрешет. Йӗкӗреш хӑраххи ҫуралнӑ чухне вилнӗ. Ксюша, 950 грамм пулнӑскер, реанимацире икӗ уйӑх выртнӑ. Пульницӑран тухсан та ачана ҫӑмӑл килмен. Халӗ вӑл тантӑшӗсене хӑваласа ҫитнӗ. Анчах калаҫаймасть вӑл. Унашкал чире Раҫҫейри темиҫе клиникӑра сиплеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Йошкар-Олара. Унта Ксюшӑна ака уйӑхӗнче йышӑнӗҫ. Сиплев курсӗ валли 75 пин тенкӗ кирлӗ. Ксюшӑна кашниех пулӑшма пултарать. 3434 номер ҫине «ВЕРА… КСЮША» тесе ҫырса ямалла. Пӑнчӑсем вырӑнне куҫарма палӑртнӑ укҫа хисепне ҫырмалла. Ксюшӑна халалланӑ страницӑра та (http://itchudo.ru/pudova-kseniya) укҫа куҫарма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ҫӑварни уявӗ ӗлӗкренпех пырать. Ҫак вӑхӑтра хӗллепе ҫуркунне тӗл пулаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, вӑй виҫеҫҫӗ, урӑхла каласан, кӗрӗкпе сӑхман тӗл пулаҫҫӗ. Ҫӑварни тени, тепӗр майлӑ, «ҫу эрни», «хӗле ӑсатни, ҫуркуннене кӗтни», — тесе ӑнлантарнипе пуҫланӑ Вӑрнар районӗнчи Хирпуҫ ял тӑрӑхӗ хӑйсем патӗнче ҫав уява кӑҫал епле палӑртнине паллаштарассине. Чӑн та, Ҫӑварни эрнинчи кашни кунӑн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ пур: тунтикун тӑвансем, тус-йыш пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ, хӗвел питлӗ икерчӗпе чей ӗҫнӗ; ытларикун хуйхӑ-суйхӑ ҫинчен манса кайса вылянӑ, кулнӑ; юнкунпа кӗҫнерникун кашни килтех тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе ҫинӗ, тӑвансем пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳренӗ; эрнекун ҫамрӑк мӑшӑрсен упӑшкисем арӑмӗсен амӑшӗсене хӑйсем патне хӑнана чӗнсе икерчӗпе сӑйланӑ, юрама тӑрӑшнӑ; шӑматкун хӗр-пултӑрсем пӗрле пухӑнса икерчӗ, кукӑль пӗҫерсе ҫинӗ, юрӑ юрланӑ; вырсарникун — кӗҫӗн Ҫӑварни, ялӗпех хӗле ӑсатнӑ, ача-пӑча катаччи чупнӑ. Авалтан килекен йӑлапа Хирпуҫ ялӗнче уяв иртнӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н. Терентьев, ял старости Л.П. Харитонова, ӗҫ ветеранӗ И. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ӑшӑ ҫанталӑка пула «Сӑрҫи» заповедникре сӑвӑрсем пӗр уйӑх маларах хӗллехи ыйхӑран вӑраннӑ. Унчченхи сӑнавсем кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫу пуҫламӑшӗнче ҫеҫ вӑранаҫҫӗ. Кӑҫал ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑран, ҫуркунне час килнӗрен сӑвӑрсем маларах вӑраннӑ. Патӑрьел участокӗнче пушӑн 7-мӗшӗнче сӑвӑр йӑви уҫӑ пулнине курнӑ. Анчах чӗрчунсене курма май килмен. Пушӑн 11-мӗшӗнче вӗсем каллех тухнӑ, хӗвел пӑхнӑран вӗсене сӑн ӳкерме те май пулнӑ. Ҫанталӑк сивӗтсен сӑвӑрсем йӑвинче пурӑнӗҫ. Чи кирли — апат пулни. Халӗ вӗсем пӗлтӗрхи курӑкпа тӑранса пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |