Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ял тӑрӑхне кӗрекен Ваҫликассинче Николай Ласточкина асӑнса мемориал хӑми уҫнӑ, ӑна вырӑсла ҫеҫ хатӗрленӗ. Николай Андреевич вырӑнти «Эльбарусовский» хуҫалӑха 30 ҫул ытла ертсе пынӑ. Ласточкина ҫывӑх пӗлнӗ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл питӗ ӗҫчен те яваплӑ ҫын пулнӑ, районта ял хуҫалӑх отрасльне аталантарма нумай вӑй хунӑ. Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайне халӗ ертсе пыракан В. Васильев каланӑ тӑрӑх, Николай Ласточкин совхозӗ сӗт тата аш туса илессипе яланах палӑрнӑ. Мемориал хӑмине уҫнӑ ҫӗре маларах асӑннӑ тӳре-шарасӑр пуҫне агропромышленность комплексӗнче тӑрӑшса ветеран ятне тивӗҫнисем — П. Ивантаев, Н. Кириллов, В. Малинин, Л. Гусаров тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О. Геронтьева — хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Республикӑн тӗп хулинче туристсене оркестрпа кӗтсе илме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ку вӑл — планра. Унччен вара ӑна, оркестрне, йӗркелемелле. «Кадетсен вӗрсе каламалли оркестрӗ» проекта пурнӑҫа Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ укҫа парса пулӑшмалла. Оркестрне В.П. Воробьев ячӗллӗ 2-мӗш музыка шкулӗ тата 47-мӗш вӑтам шкул пӗрле йӗркелемелле. Шупашкарти ача-пӑчан 2-мӗш музыка шкулне илсен, культура управленийӗнче ӑна малашлӑхлӑ тата ҫӗнӗлле ӗҫлекенсен шутне кӗртеҫҫӗ. Кадетсен оркестрне йӗркелессипе асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн ҫине тӑмалла. Йӗркеленсе кайсан оркестра шкулти мероприятисене кӑна мар, хуларисене те хутшӑнмалла. Оркестр вӑхӑтлӑх туризма аталантарма та пулӑшасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Талантсен хумӗ» регионсен хушшинчи конкурс иртӗ. Хореографи тата ӳнер пултарулӑхӗн ӑмӑртӑвне Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫынсем кӑна мар, Хусанти, Ешӗлварти (Зеленодольскри), Калуга облаҫӗнчисем те килӗҫ. Хальлӗхе 500 ҫын хутшӑнма заявка панӑ. Анчах вӗсен шучӗ ӳсме те пултарать. Конкурс «Химик» культура ҫуртӗнче иртӗ. Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне халалланӑскер ирхи 9 сехетре пуҫланӗ те 15 сехетре вӗҫленӗ. Конкурса ачасене хореографи, ӳнер пултарулӑхӗнчен аталанма пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ҫамрӑк артистсем тӗрлӗ номинацире тупӑшӗҫ: ташӑ, мода, хореографи композицийӗ… «Раҫҫейри чи юратнӑ кино» ятарлӑ номинацире ачасем тӗрлӗ жанрлӑ номерсем кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Алена Иванов тунӑ сӑн Шупашкарти «Электроприбор» савут ӗҫченӗсем сехет йӗппине ҫуллахи вӑхӑта куҫарттарасшӑн. Вӗсем кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ыйтса ҫырнӑ. Ҫыру айне 200 яхӑн ҫын алӑ пуснӑ. Савутрисем Чӑваш Енри вӑхӑта пӗр сехет маларах куҫарттарасшӑн. Вӗсен шухӑшӗпе капла май ахаль ҫынсем асапланаҫҫӗ. Ӗҫченсем ҫутӑ куна усӑллӑ ирттересшӗн. Ҫӗр ӗҫӗпе вӗсем 22–23 сехетченех аппаланасшӑн ав. Сехет куҫарни медицина тӗлӗшӗнчен те усӑллине палӑртнӑ вӗсем. Сӑмах май, Алтай крайӗпе Чӗмпӗр облаҫӗнче куҫарӗҫ — пушӑн 27-мӗшӗнче ҫак тӑрӑхсенчи вӑхӑт пӗр сехет мала куҫӗ. Кӑҫал ҫак йышӑнӑва тунине вӗсем халӑхӑн ӗҫ хастарлӑхӗ чакнипе ҫыхӑнтарнӑ. Ун чухне ҫынсем ытларах суранланнӑ, аварие тӑтӑшрах ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер Чӑваш Республикинчи кинематографсен пӗрлешӗвӗ ҫавра сӗтел ирттерчӗ, «Чӑваш кинематографӗн пуласлӑхӗ. Мӗн тумалла?» ятлинче чӑваш кино ӑсталӑхне мӗнле майпа малалла аталантармаллине сӳтсе яврӗ. Пӗрлешӳ пайташӗсен шухӑшӗпе тӗп вырӑнта патшалӑх пулӑшӑвӗ пулмалла. Ку — кино ӳкерес культури аталаннӑ ытти республикӑсенче лайӑх палӑрнине каларӗҫ. Чӑваш киновне тӗрек паракан саккунсем йышӑнма сӗнчӗҫ. Тӗслӗх пек Якути, Пушкӑрт, Тутар республикисене илсе пачӗҫ — саккунсем ҫине таянса вӗсем хӑйсен кино ӑсталӑхне аталантарма сахал мар укҫа уйӑраҫҫӗ. Пушкӑрт Республикинче, сӑмахран, 40–80 миллион ҫулталӑкне параҫҫӗ, анчах вырӑнтисемшӗн ку та ҫителӗксӗр, ытла сахал тесе калаҫҫӗ. Пирӗн республикӑна илес пулсан кино ӑсталӑхне пӗтӗмпех тенӗ пекех уйрӑм хастарсем аталантараҫҫӗ. Кунта «Аксар» студине тата ыттисене илсе кӑтартма пулать. Ҫавра сӗтелте ҫавӑн пекех ҫамрӑксене ятарлӑ вӗрентме яма сӗнчӗҫ. Кунта Якути тӗслӗхӗпе ҫирӗплетрӗҫ. Вырӑнта вӗрентме пултараканнисем пуррине те палӑртрӗҫ, анчах кино ӳкерес ӑсталӑха укҫалла ӑса хывас текеннисем сахалли чӑрмантарни ҫинчен каларӗҫ. |
Тӗнчере
![]() Евгений Акимов архивӗнчи сӑн Нумаях пулмасть Германире скульпторсен пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта Польшӑри, Украинӑри, Латвири, Германири, Раҫҫейри ӑстасем тупӑшнӑ. Шупашкарта пурӑнакан Евгений Акимов унта Раҫҫей чысне хӳтӗленӗ. Унта унӑн вӗренекенӗ Артем Смирнов та кайнӑ. Фестиваль Сотрум хулинче иртнӗ. Кӑҫал унта «вупӑр карчӑк» темипе кӳлепесем касса кӑларнӑ. Чи малтан скульпторсем жреби туртса кӑларнӑ. Мӗн лекнине кайран ӑсталанӑ. Евгений Акимов ҫӗленсемпе ҫыхӑннӑ карчӑка касса кӑларнӑ. Вӗренекенӗ вара ачасен сӑнарне «чӗртнӗ». Фестивальте тӗрлӗ ҫӗршыври ӑстасем опытпа ылмашӑннӑ. Германире пурӑнакансем вара скульптурӑсемпе сӑн ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри хули ҫывӑхӗнчи ача-пӑча уйлӑхӗ пулнӑ ҫуртра санатори комплексӗ тума палӑртнӑ. Унта ҫурта ҫӗнетме пуҫланӑ ӗнтӗ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри хули ҫывӑхӗнче, 10 ҫухрӑм аякра, вырнаҫнӑ. Санаторире тӗрлӗ категориллӗ 24 номер хатӗрлеме палӑртнӑ. Кунтах коттеджсем пулмалла. Комплекс илемлӗ вырӑнта, ҫавӑнпа вӑл хута кайсан кунта халӑх канасси пирки иккӗленмеҫҫӗ. Республикӑра минераллӑ шывпа тата сиплӗ пылчӑкпа санаторипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс сахаллине палӑртаҫҫӗ. Ҫӗнӗ санаторипе профилактика комплексӗ «Чӑваш Ен — Атӑл чӗри» автотуризм кластерне тӑвасси» инвестици проекчӗсен йышне кӗме те пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ — Туберкулезпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун. Республикӑра ҫак кун тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Паянтан Чӑваш Енре «Шурӑ салтак тӳми» уйӑх пуҫланать. Пуш-ака уйӑхӗсенче республикӑри пульницӑсенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртет. Унта флюорографи тума май пур. Паян Республикӑри туберкулезпа кӗрешмелли диспансерта 17 сехетчен «хӗрӳ» лини ӗҫлӗ. Туберкулезран сипленмелли тата профилактика тӗлӗшӗпе ыйтусем пама юрать. Фтизиатр тухтӑрсем (8352) 58-03-86, (83533) 2-24-02, (8352) 73-28-03, (83544) 3-02-10 номерсемпе шӑнкӑравласан хуравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Куславкка районӗнче паян ирхине, сакӑр сехет ҫитеспе, пысӑк тиевлӗ урапапа ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ. Республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, инкекре икӗ арҫын вилнӗ, виҫҫӗн суранланнӑ. Урапасем федераци трасси ҫинче пырса ҫапӑннӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Форд Эксплорер» машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та йывӑр тиевлӗ «Вольвӑпа» пырса тӑрӑннӑ. «Фордра» ашшӗ, амӑшӗ, вӗсен 2008-мӗш тата 2014-мӗш ҫулта ҫуралнӑ ачисем тата ачасен аслашшӗ пулнӑ. Ачасене пульницӑна тӗрӗсленме илсе кайнӑ. Арҫынсем иккӗшӗ те ҫавӑнтах куҫӗсене хупнӑ. Ачасен амӑшӗн сывлӑхӗ те ҫӑмӑл мар-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() "Чӑвашкурорт" санатори Чӑваш Енре «Чувашиякурорт» санаторие сутса янӑ. Хӑна тата сиплев ҫурчӗн акцийӗн 50 процентне республикӑн Патшалӑх пурлӑх комитечӗ сутлӑха кӑларнӑ. Аукцион ҫӗнтерӳҫи — «Чӑвашкабель» савут. Сӑмах май каласан, савут та, санаторий пекех, акционерсен обществи шутланать. Анчах лешӗн харпӑрлӑх форми «уҫӑ» ятпа пулнӑ. Санаторие республика влаҫӗсем пӗлтӗрех сутма ӗмӗтленнӗ — приватизацин планне ун чухнех кӗртнӗ. Акцисене туянакан, ав, кӑҫал тупӑннӑ. Чӑвашкабель санаторин 99 пине яхӑн акцине туяннӑ. Ун валли вӑл 114 миллион тенкӗ кӑларса хунӑ. Пӗр енчен, аукцион ирттерекенсем малтанхи хака та ҫӑвӑн чухлӗрех кӑна ыйтнӑ. Суту-илӗвӗн пуҫламӑш хакне Патшалӑхӑн пурлӑх комитечӗ 113 миллион тенкӗ тесе хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |