Ҫул-йӗр
![]() «Шупашкар – Сӑр» автотрассӑн Улатӑр районӗпе иртекен территорине пӗлтӗрхи кӗркунне «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин Пӑрачкаври ҫул-йӗр управленийӗ юсанӑ. Анчах ӑна юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн малтанхи 14 сехет хушшинче тӑватӑ инкек сиксе тухнӑ: урапасем пӗрин хыҫҫӑн тепри тенӗ пек тӑваттӑн ҫул айккине чӑмнӑ. Урапасем сиенленнине юсама пулӗ-ха, инкекрен пӗринче пассажир та хытах аманнӑ: ҫурӑм шӑммине, ура пӳрнисене амантнӑ, ытти вырӑна та ыраттарса пӗтернӗ. Ҫул-йӗр пахалӑхӗпе тӗпчевҫӗсем кӑсӑкланма тытӑнса кайнӑ та, Пӑрачкаври ҫул-йӗр управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗ тата предприятин маҫтӑрӗ ӗҫе ҫиелтен пурнӑҫлани палӑрнӑ. Ҫавӑншӑн вӗсене 130-шар пин тенкӗшер штрафлама йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне ӗҫе япӑх пурнӑҫланӑшӑн Чӑвашавтодора хӑйне те явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачурари ял вулавӑшӗ «Пурин валли те кӗнеке» акци ирттерет. Ырӑ кӑмӑллисенчен вулавӑш ӗҫченӗсем сӑвӑсен пуххине, классика прозине, истори литературине йышӑнаҫҫӗ. Уҫӑ кӑмӑллисем кӗнекесем пырса пама тытӑннӑ та. Ҫынсем ытларах чухне совет тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен историлле романӗсене илсе пыраҫҫӗ. Халӑхран пухнӑ литературӑна вулавӑш Шупашкар районӗнчи Толик Хураски ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ юсанмалли 6-мӗш колоние ӑсатӗҫ. Йӗплӗ пралук леш енне лекнисене кӗнеке кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ вулавӑшра ӗҫлекенсем. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӗнеке унтисене ҫынлӑха упраса хӑварма пулӑшать. Ырӑ кӗнекене вуласан ҫын хӑйӗн шухӑшлавне те лайӑх енне ылмаштарма пултарасса, вӗсене вӑй-хал парасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗ кӑҫалхи Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа ӗҫ династийӗсем ҫинчен пухнӑ электрон сборника ҫӗнӗрен кун ҫути кӑтартнӑ. Вӗрентӳре, сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекенсем унта уйрӑмах пысӑк вырӑн йышӑннине пӗлтереҫҫӗ ӑна хатӗрлекенсем. Пӗр ӗҫре темиҫӗ ӑру таран ырми-канми тӑрӑшакансемпе паллаштаракансене вулавӑш ӗҫченӗсем малашне те пухассине пӗлтереҫҫӗ. Анчах кун валли ҫынсен пулӑшӑвӗ те кирлӗ. Электрон сборника кӗрейменнисем вӗсем хӑйсене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Паянхи куна уйрӑмах паллӑ та вӑрӑм династисенчен Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Ермановсене (ял хуҫалӑхӗнче вӗсем 190 ҫул тӑрӑшнӑ), Апаш тӑрӑхӗнчи 210 ҫуллӑ Смородиновсене, Кӳкеҫ ял тарӑхӗнчи Григорьевсен тухтӑр династине асӑнма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Карачурари Алексей Дудкин Шупашкар районӗнчи Карачура ялӗнчи Алексей Дудкин йытӑ кӳлсе Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ӑмӑртӑва тухса кайнӑ. «Волга Квест–2016» ят панӑ тупӑшу пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Тольяттинче уҫӑлнӑ. Карачурара ҫуралнӑ А. Дудкинӑн Раҫҫейри, Финляндинчи тата Польшӑри спортсменсемпе тата вӗсен тӑватӑ ураллӑ тусӗсемпе ӑмӑртма тивнӗ. Паян спортсменсем тепӗр хутчен тупӑшӑва тухнӑ. Дистанцие чи малтанах Тӗменти Михаил Фатеев тухнӑ, ун хыҫҫан тепӗр 21 минту та 8 ҫеккунтран — Войтек Сигула поляк, вӗсем хыҫҫӑн Мускаври Вячеслав Демченко тата Чӑваш Енри Алексей Дудкин старта тӑнӑ. Спортсменсен 200 километр ытла тӑршшӗ инҫӗше ҫӗнмелле. Хӑйне евӗр спорт тупӑшӑвне Тольяттинче уҫнӑ та йытӑ кӳлнӗ ҫынсем «Самар Луки» наци паркӗ тӑрӑх вирхӗнсе иртнӗ. Пӗтӗмпе 14 команда хутшӑннӑ ӑмӑртӑва. Кӑҫал ӑна иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Пӗрремӗш хут икӗ ҫул каялла, 2014-мӗшӗнче, ирттернӗ. Ун чух Германирен килнӗ Сильвия Футваенглер ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Валерий Краснов хӑйӗн ӗҫӗпе паллаштарать. Виктор Баймяшкин тунӑ сӑн Пушӑн 5-мӗшӗнче Хусанта В. Красновӑн куравӗ иртнӗ. Унта пулса курнӑ Елена Баймяшкина каласа панӑ тӑрӑх вӑл ҫӳллӗ шайра пулнӑ. Пултарулӑх каҫне чӑваш фольклор ансамблӗ «Салам» (ӳнер ертӳҫи Светлана Садыкова) тата «Мирас» ансамбль (ӳнер ертӳҫи Рустем Рахматуллин) уҫнӑ. Курава уҫнине ертсе пынӑ: «Дуслык – Дружба» галерейӑн курав ӗҫӗ-хӗлӗн пай заведующийӗ Магдеев Р.Р тата Раҫҫӗйпе Тутарстанри ӳкерӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ аспиранчӗ Баймяшкина Е.Ю. Халӑх нумай пулман, ытларах пайӗпе VIP-сем. Вӗсен шутӗнче Чӑваш Республикин культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Яковлев К.Г., Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Угаслов Н.Ф., ТХТҪ (Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ) директорӗ Шарипов И.И. пулнӑ. Тухса каланӑ сӑмахӗсем кӗске пулчӗҫ пулин те вырӑнлӑччӗ. Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗнчи курав хыҫҫӑн ӑна Наци музейӗнче те кӑтартсан аван пулӗччӗ тесе сӗннӗ, автор кунта килӗшнӗ. Юлашки сӑмаха В. Краснов илнӗ — пурне те тав каланӑ хыҫҫӑн чӑваш халӑх юррине юрласа панӑ. Курава уҫнӑ хыҫҫӑн хӑнасем «Чӑваш пики» конкурса ҫул тытнӑ. Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварас пулать: ыран, пушӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче Валерий Красновӑн Хусанта иртнӗ парсоналлӑ куравне пӗтӗмлетсе ҫавра сӗтел пулӗ. |
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче ачасем валли «Кушак ҫурчӗ хыпса ан илтӗр» урок йӗркеленӗ. Ӑна РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ йӗркеленӗ. Театрта ҫав кун ачасем валли артистсем «Кошкин дом» (чӑв. Кушак ҫурчӗ) спектакль лартнӑ. Спектакль курма пынӑ шӑпӑрлана «Константин-01» тата «Валентин» ят панӑ пушарпа кӗрешекен геройсем кӗтсе илнӗ. Ачасене вӗсем парнесемпе савӑнтарнӑ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки вӑйӑ мелӗпе ӑнлантарнӑ. Пӗчӗкскерсене ҫавӑ кӑна кирлӗ пулнӑ тейӗн: ертӳҫӗсем хатӗрленӗ конкурссене хаваспах хутшӑннӑ май тупӑшса тенӗ пек алӑ ҫӗкленӗ, маларах тӗрӗс хуравлассишӗн ӑнтӑлнӑ. Кашни тӗрӗс пӗлмессерен вӗсене пӗчӗк парне тивӗҫни те ҫитӗнӳ патне талпӑнма хистенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Элӗк районӗнче юрласа та ташласа, хаваслӑ ытти мероприяти йӗркелесе хӗл ӑсатассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хӗле ытти тӑрӑхра та ҫак кунсенче ӑсатрӗҫ. Хӗрлӗ Чутайӗнче те уява пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пухӑннӑ. Уявпа саламлама республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем таранах пырса ҫитнӗ. Николай Малов вице-спикер тата Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи Валерий Павлов (вӑл та депутат) уява пухӑннисене ырӑ сунса ӑша сӑмах нумай каланӑ. Кӳлнӗ лашасем те уява илем кӳнӗ. Вӗсене капӑрлатса ял тӑрӑхӗсем илсе пынӑ та вӗсенчен чи чаплисене районтисем палӑртнӑ. Ку енӗпе Тралькасси тӑрӑхӗ пуринчен чапли пулнӑ. Хӗрлӗ чутайсем, акчикассисем те палӑрнӑ. «Солнышко» (чӑв. Хӗвелпи) ача пахчи те аслисенчен юлман. Сӑнсем (50) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова биатлонистка Ҫак кунсенче Норвегин тӗп хулин пӗр районӗ шутланакан Холменколленра биатлон енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртет. Унта пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Раҫҫейӗн командине Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗн воспитанникӗ Татьяна Акимова та лекнӗ. Шел те, пирӗн спортсменсем (арҫынӗсем те, хӗрарӑмӗсем уйрӑмах) ҫӗнтерӳпе хальлӗхе савӑнтараймарӗҫ-ха. Биатлона кӑмӑллакансем арҫынсене шанчӗҫ те, анчах вӗсем те ҫӗнтерӳ пьедесталӗ ҫине лекеймерӗҫ. Паян хӗрарӑмсем уйрӑм тупӑшура чупӗҫ. Раҫҫей комндине пиллӗкӗн кӗнӗ: ҫав шутра — Чӑвашри Татьяна Акимова та. Вӑл тӗнче чемпионачӗн дебютантки шутланать. Унсӑр пуҫне Екатерина Юрлова, Дарья Виролайнен, Екатерина Шумилова тата Анастасия Загоруйко тупӑшӗҫ. Трансляцие «Матч.ТВ» телеканал каҫхи 17 сехет те 30 минутра кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Павел Галюк Нумаях пулмасть Киров облаҫӗнче вокал пултарулӑхӗн «Вятские напевы» (чӑв. Вӗтке кӗввисем) конкурс-фестиваль иртнӗ. Конкурса Раҫҫейри тӗрлӗ регионти пултаруллӑ ҫынсем пухӑннӑ. Фестиваль виҫӗ номинаципе иртнӗ: Академи вокалӗ», «Халӑх вокалӗ», «Эстрада вокалӗ». Палӑртма кӑмӑллӑ: унта пирӗн ентеш те хутшӑннӑ. Шупашкарти коопераци институчӗн управлени факультетӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Павел Галюк конкурс-фестивальте 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл «Бросок на небеса» юрӑ шӑрантарса жюри пайташӗсене тӗлӗнтернӗ. Павел «Эстрада вокалӗ» номинацие хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Саккуна пӗлменни яваплӑхран хӑтармасть тесе тӗрӗсех калаҫҫӗ. Ку вӑл пурнӑҫӑн кирек хӑш енне те пырса тивет. Налук тӳлессипе те ҫавах. Пӗр-пӗр пысӑк пуянлӑх (урапа-и е кивӗ ҫурт-и - пӗрех) налук инспекцине пӗлтермелле, деклараци вӑхӑтра тӑратмалла. Саккунта каланӑ тапхӑрта ӗлкӗреймесен штрафлаҫҫӗ. Ака уйӑхӗн 15-16-мӗшсенче Федерацин налук службин республикӑри Управленийӗн мӗнпур инспекцийӗнче Уҫӑ алӑксен кунне йӗркелеҫҫӗ. Налукҫӑсем налук саккунӗ пирки каласа кӑтартнипе пӗрех уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илекен налук валли деклараци епле шӑрҫаламаллине те вӗрентме шантараҫҫӗ. Ҫынсене службӑн онлайн-сервисӗпе паллашма май паракан компьютерсемпе усӑ курма та ирӗк памалла. Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче декларацисене 9 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен, 16-мӗшенче 9-тан 15-ччен йышӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |