Ӳнер
![]() «Ванюшкины каникулы» спектакльти сыпӑк Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче арҫынсене тӳлевсӗр кӗртессине пӗлтернине эпир те хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ӳнерӗн ҫак пултарулӑхӗпе паллашма акци кунӗнче ачисемпе е мӑнукӗсемпе пынӑ арҫынсене билетшӑн тӳлеттермерӗҫ. Йӑлана кӗнӗ акцине Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа та йӗркелӗҫ. Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче театр Владислав Николаевӑн «Ванюшкины каникулы» (чӑв. Ванюш каникулӗ) юмахӗ тӑрӑх Иосиф Трер лартнӑ спектакле кӑтартӗ. Спектакльте сӑнарсем вырӑсла та, чӑвашла та калаҫнине пула ҫӗнӗ сӑмахсене астуса юлайӑн. Бабушка тени кукамая, хлеб — ҫӑкӑра, молоко — сӗте, картофель — ҫӗрулмине пӗлтернине асра хӑвараҫҫех пулӗ шӑпӑрлансем. Спектакле куракансене те хутшӑнтарӗҫ. Ванюша вӗсем утӑ ҫулма, ӗне сума, ҫӑкӑр пӗҫерме хӑнӑхтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Паян Шупашкарта регионсен хушшинчи «Ҫӗрулми – 2016» курав уҫӑлнӑ. Пухӑннисене саламлама республика шайӗнчи тӳре-шара, регион ертӳҫинчен пуҫласах, пырса ҫитнӗ. «Иккӗмӗш ҫӑкӑр» пирки йӑлт пӗлекен специалистсем те хутшӑннӑ унта. Сӑмахран, Лорх ячӗллӗ ҫӗрулми хуҫалӑхӗн пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗ Сергей Жевора та хутшӑннӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗрулми лартса ҫитӗнтерекенсене лайӑх ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. «Ӑслӑлӑхсӑр малалла ӑнтӑлма хӗн. Паянхи пурнӑҫ таппинче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сортсем вӑй илсе пыраҫҫӗ. Туянакансем тавар пахалӑхне кура ҫимӗҫе илеҫҫӗ. Пирӗн паянхи тӗллев — ҫулталӑкра 1–1,5 млн тонна ҫӗрулми пуҫтарса илесси», — тенӗ Михаил Игнатьев. Кӑҫалхи курава Раҫҫейри 22 регионтан килсе ҫитнӗ. Ҫӗрулми вӑрлӑхне туянас текенсене валли куравра ятарлӑ вырӑн хатӗрленӗ, вӑл пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен 4-мӗшӗ таран ӗҫлӗ. Енчен те халӑх йышлӑн ҫӳресен, курава тепӗр куна та тӑсма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑн ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче, ҫав шутра Шупашкар районӗнче те, «Пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ» программа пурнӑҫланать. Унта пуҫламӑш тата вӑтам професси пӗлӗвӗ илнӗ ҫамрӑксене хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, программа ҫамрӑксене ӗҫе вырнаҫма пулӑшмалла. Анчах хайхисен ҫулӗ 20-рен иртмелле мар. Программӑна хутшӑнакансене ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем специальноҫпа ӗҫе вырнаҫма, кирлӗ опыта пухма пулӑшма шантараҫҫӗ. Ӗҫ укҫине тӳлемӗҫ-тӗр тесе те шикленмелле мар тесе ӗнентереҫҫӗ. Программӑпа ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем уҫӑмлатма пулӑшӗҫ. Маларах асӑннӑ Шупашкар районӗнче, сӑмахран, шӑнкӑравсене 8 (83540) 2-11-77 номерпе йышӑнаҫҫӗ. Хӑвӑра кӑсӑклантарнине специалистсем патне ҫитсе те тӗплӗнрех ыйтса пӗлме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Эрех ӗҫсен руль умне лармалла марри каламасӑрах паллӑ пек те ӗнтӗ, ҫапах та ҫула тухаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кӑна ӳсӗр водительсене пула республикӑри ҫул-йӗр ҫинче 15 инкек сиксе тухнӑ, ҫав шутран пиллӗккӗшӗ — Шупашкарта. Ӳсӗр пуҫпа ҫула тухнӑ 700 водителе тытса чарнӑ йӗрке хуралҫисем. Киккирикне хӗртнӗ хыҫҫӑн руль умне ларакансене палӑртма ҫул-йӗр инспекторӗсем акцисем ирттереҫҫӗ. Черетлине вӗсем пуш уйӑхӗн 4, 5, 6-мӗшӗсенче йӗркелеме йышӑннӑ. «Урӑ мар водитель» анлӑ рейда ҫав кунсенче республикипех ирттерӗҫ. Ӳсӗр водительсем пирки ҫынсем те хыпарлама пултараҫҫӗ. Телефон номерӗ — 24-07-70. Антидилерпа ҫыхӑнас тесен 8-937-952-13-13 номерпе талӑкӗпех ҫыхӑнма май пур. Вӑл номерпе СМС-ҫыру шӑрҫалама юрать.Viber, Telegram тата WhatsApp ҫыруҫӳретмӗшсем (мессенджерсем) урлӑ та СМС ярса систерме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта нимеҫӗсене (волонтерсене) сусӑрсемпе хутшӑнма вӗрентеҫҫӗ. Ҫак кунсенче Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗнче «Школа добровольцев» проект ӗҫлет. Проекта Павел Никитин шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл хӑй те тахҫан утнӑ. Анчах инкеке пула вӑл сусӑр тӑрса юлнӑ. Халӗ кӳмепе ҫӳрет. Павел каланӑ тӑрӑх, сусӑрсене пулӑшас текенсем чылай чухне вӗсем патне мӗнле пымаллине пӗлмеҫҫӗ. Павел хӑйех ӑсталӑх класӗсем ирттерме палӑртнӑ. Унта вӑл сусӑрсемпе мӗнле хутшӑнмаллине ӑнлантарӗ. Проекта шкул ачисем те, студентсем те хутшӑнаҫҫӗ. Лекторсен йышӗнче режиссер, клиника психологӗ, прокурор, шкул ачи, илтмен ҫыннӑн ашшӗ-амӑшӗ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() "Про Город" архивӗнчи сӑн Чӑваш Енре апат-ҫимӗҫ хакӗ иртнӗ эрнерен мӗнлерех улшӑннӑ? Хӑшӗсен хакӗсем хӑпарнӑ? Мӗн йӳнелнӗ? Чӑвашстат нарӑсӑн 21–29-мӗшӗнчи хаксене тишкернӗ. Ҫак тапхӑрта помидор 6,3 процент ӳснӗ. Ҫавӑн пекех сӗт хакӗ хӑпарнӑ — 2,4 процент. Лавкка-пасарта панулми, хӑяр, ҫӗрулми, купӑста хакланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вир кӗрпи, сурӑх какайӗ, кӑлпасси йӳнелнӗ. Сухан, кишӗр, сахӑр, рис, ӗне какайӗн хакӗ те кӑштах чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Егоровсен аслашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ. Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле салтакӗн ӳт юлашкисене шырав отрячӗ тупнӑ. Егоровсем ӑна тӑван тӑрӑхне илсе килсе пытарасшӑн. Анчах, ахӑртнех, ку ӗҫе вӗсен хӑйсен тума тивӗ. Егоровсен аслашшӗ 1900 ҫулта ҫуралнӑ. Ӑна фронта 1942 ҫулта илсе кайнӑ. Ҫав ҫулах вӑл ҫухални пирки хыпар килнӗ. Арӑмӗ Матрона тата ҫичӗ ачи тӑлӑха юлнӑ. Вӑл вӗсене пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Ҫӗмӗрле салтакӗн ӳтне Ржев ҫывӑхӗнче тупнӑ. Вӑл кам иккенне капсула ӑшӗнчи хут тӑрӑх пӗлнӗ. Унта ун пирки ҫырни пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫар комиссариачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, шыравра тупнӑ салтаксен ӳтне пытарас енӗпе вырӑнти администрацин ӗҫлемелле. Апла тӑванӗсен вӗсенчен пулӑшу ыйтмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Малашне Шупашкартан Симферополе чӑрмавсӑрах ҫитме май пулӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен «Шупашкар — Симферополь» (Крым Республики) авиарейс уҫма палӑртнӑ. Ӑна «Ижавиа» авиакомпани пурнӑҫлӗ. Ҫынсене ЯК-42 самолет илсе ҫӳрӗ. Расписание хальлӗхе ҫирӗплетмен, планне кӑна тунӑ. Унпа килӗшӳллӗн, самолет Шупашкартан ирхи 8 сехетре вӗҫсе каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗн дипломӗ Трак енре Нестер Янкас ячӗллӗ Преми парас тӗлӗшпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗ пулнӑ (председателӗ — В.М.Михайлов таврапӗлӳҫӗ). Чӑваш литературипе ӳнерне тата культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах палӑрнӑшӑн, 2015 ҫулхи пултарулӑх ӗҫӗнче ҫитӗнỹсем тунӑшӑн районти Н. Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗн хисеплӗ ятне тата лауреатӑн чыслав паллине (медальне) ҫак коллективсемпе уйрӑм ҫынсене пама йышӑннӑ: • Районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрне (ертӳҫи — К. И. Васильева); • Кӗҫӗн Шетмӗ кану центрне (менеджерӗ — В. И. Петрова); • Николай Семенович Семенов (Ҫемен Эреш) сӑвӑҫа; • Геннадий Гурьевич Гурьев алӑстине; • Роза Трофимовна Деменцовӑна, «Чӑваш Ен» наци телередиокомпанийӗн радиовещани аслӑ редакторне. Сӑмах май, Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗн хисеплӗ ятне 1990 ҫултанпа 62 уйрӑм ҫынпа 18 коллектив илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Вӗсен шутӗнче Юрий Сементерпе Николай Карай сӑвӑҫсем, Юхма Мишши ҫыравҫӑ, Эдисон Патмар фольклорҫӑ, Клементий Владимировпа Станислав Юхтар художниксем, Геннадий Юмарт тӗпчевҫӗ, Измаил Исемпек журналист, Зоя Нестерова ҫыравҫӑ, Юрий Листопад журналист, Роза Деменцова телерадиожурналист тата ытти те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Сывлӑх
Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫуралнӑ Ксюша Максимова комӑна кӗрсе ӳкни мана та ыттисем пекех пӑшӑрхантарать. Унӑн шӑпишӗн нумайӑшӗ кулянать. Ахӗртнех, чылайӑшӗн ыйту хыҫҫӑн ыйту ҫуралать. Чӑннипе, блогерсем Ксюша пульницӑра выртнине, вӑл комӑра пулнине тӗнче тетелӗнче хускатман-тӑк эпир, тен, ун пирки пӗлместӗмӗр те. Кунашкал миҫе тӗслӗх ҫине ҫӳлтисем куҫ хупса ирттереҫҫӗ? Пирӗн ҫапла, халӑх пӗлесрен, калаҫасран хӑраҫҫӗ. Халӗ Ксюшӑна Канадӑри тухтӑрсем пулӑшма хатӗрринине пӗлсен, пытармастӑп, чунтан савӑнтӑм. Ара, пирӗннисем, Раҫҫейрисем, нимпе те пулӑшаймаҫҫӗ-ҫке-ха. Мӗншӗн? Мӗншӗн пирӗн медицина вӑйсӑр? Мӗншӗн пирӗн ют ҫӗршыври клиникӑсенчен пулӑшу ыйтмалла? Мӗншӗн пин-пин ҫын вӑйсӑр медицинӑна пула вӑхӑтсӑр куҫ хупать? Ют ҫӗршыври тухтӑрсем сипленмешкӗн сахал мар укҫа ыйтаҫҫӗ-ҫке-ха. Ирӗксӗрех халӑхран пухма, пӗрчӗн-пӗрчӗн пухма тивет. Чӑваш Енре осеопетрозпа чирлекен ача нумай. Вӗсене Мускавра пулӑшаҫҫӗ-ха, анчах пур чухне те мар. Чӑваш Енри кунашкал чирпе аптӑракан миҫе ача Израиьти клиникӑра сипенмен-ши? |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |