Культура
![]() Пукане театрӗн спектаклӗ Иртнӗ уйӑхра Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ чӑваш авторӗсен хайлавӗсемпе лартнӑ спектакльсене уйӑхӗпех лартнине пӗлтерет. Ытти ҫул та унта чӑваш чӗлхи эрни ирттернӗ-мӗн-ха. Кӑҫал, ав, эрнепе ҫырлахман. Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен артистсем тӗрлӗ ҫӗре спектакльсемпе ҫитнӗ, унта чӑваш авторӗсен пьесисемпе лартнӑ ӗҫсене кӑтартнӑ. Пӗчӗк куракансене вӗсем Юхма Мишшин «Шӑна кӑмпине», Г. Азямӑн «Атя, тилӗ, яра пар!» тата «Мулкач — ҫӗнтерӳҫӗ» пьеси тӑрӑх лартнӑ юмахсене кӑтартнӑ. Артистсем Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле хулисенче, Мари Элти Волжскра,Тутарстанри Ешӗлварта, район центрӗсенчен Муркашра, Хӗрлӗ Чутайӗнче, Кӳкеҫре, ялсенчен Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра, Шупашкар районӗнчи Шорчекассинче тата Ҫӗньялта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сарӑту хулинче виолончелистсен С.Кнушевицкий ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери конкурсӗ иртнӗ. Унтан пирӗн ентеш, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен Людмила Фунтикова, хутшӑннӑ. Вӑл юниорсен хушшинче лауреат пулса тӑнӑ. Кунашкалли Раҫҫей юниоркисен йышӗнче пулман. Конкурса таҫтан та килнӗ: Германирен, Францирен, Казахстанран, Китайран, Турцирен, Узбекистанран, Украинӑран, Кӑнтӑр Корейӑран, Венгрирен, Беларуҫран. Раҫҫейри пултаруллӑ ҫамрӑксем те пулнӑ унта. Конкурсҫӑсен пултарулӑхне музыка ӳнерӗнче тӗнчипе палӑрнӑ ҫынсем хакланӑ. Людмила Фунтикова кӗҫӗннисен, 18 ҫул тултарманнисен, йышӗнче тупӑшнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче патшалӑх корпорацийӗн правленийӗ Чӑваш Республикин заявкине ырланӑ. Унпа килӗшӳллӗн, республикӑри авариллӗ ҫуртсенчен ҫынсене куҫармашкӑн укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫапла майпа Чӑваш Республики ҫынсене авариллӗ ҫуртсенчен куҫармашкӑн авариллӗ ҫурт-йӗр фондӗнчен 797,72 миллион тенкӗ илӗ. Регионтан вара тепӗр 616,84 миллион тенкӗ хушӗҫ. Ку укҫа-тенкӗпе 181 кивӗ ҫуртра пурӑнакан 3582 ҫынна ҫӗнӗ хваттере куҫарӗҫ. Сӑмах май, 2008-2015 ҫулсенче Чӑваш Ен валли нумай хваттерлӗ ҫуртсене юсамашкӑн тата авариллӗ ҫуртсенчен ҫынсене куҫармашкӑн 5,53 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Регион ку сумма ҫумне 3,69 миллиард тенкӗ хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Санарпуҫӗнчи концерт Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫӗнче "30 ҫул иртсен" ятпа юбилей концерчӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнтисем ялти клуба уҫни 30 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ял ҫыннисене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев та пырса ҫитнӗ. Вырӑнтисем патне районти Культура ҫуртӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те концертпа кайнӑ. Ҫавӑнти Валерий Шакратов ертсе пыракан ушкӑнсем те, ветерансен хорӗ те, Ҫавалкасри Культура ҫуртӗнчи художество коллективӗ те (ертӳҫи Лидия Иванова) санарпуҫсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Вырӑнти клубсемпе Культура ҫурчӗсен пӗлтерӗшне палӑртса ырӑ сӑмах калакансем те пулнӑ. Чӑн та, Санарпуҫӗнчех, акӑ, тӗрлӗ кружок ӗҫлет. Вӗсене ачасем кӑна мар, аслӑраххисем, ҫав шутра пенсионерсем те, ҫӳреҫҫӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Алманчӑксем Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне паллӑ тӑваҫҫӗ Патӑрьел районӗнчи Алманчӑкра пурӑнакансем малтан урам тӑрӑх утнӑ, кайран Мӑнкун сӗтелӗ хушшине ларнӑ. Кун пирки асӑннӑ ял тӑрӑх администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланӑ. Алманчӑксем ӗнер Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе ял тӑрӑх утса тухас тенӗ. Ҫакӑнта вырӑнти шкул ачисене явӑҫтарнӑ. Аллисене шар, ялав тытнӑскерсем малтан митинга хутшӑннӑ. Унта вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Георгий Фомин тата "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин пуҫламӑш организацийӗн секретарӗ Сергей Никитин хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне республикӑра тата районсенче те уявланӑ. Кӑҫал ҫак кун Мӑнкунпа, вӑл православи тӗнӗн чи ҫутӑ та аслӑ уявӗ шутланать, пӗр килчӗ. Уяв ячӗпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та республикӑра пурӑнакансене саламланӑ, "...тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫуралнӑ ҫӗр тата ҫӗршывӑмӑр ячӗпе ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп", - тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чулхула ҫывӑхӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ ҫын вилнӗ. Вӗсем ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Кун пирки Чулхула МЧСӗ пӗлтерет. Ку ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Бор хула округӗнче хута каякан ҫӗнӗ ҫуртра взрыв пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, компрессор сирпӗннӗ. Иван Серов, ҫакна курнӑскер, Чулхулари «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, взрыв вӑйлӑ пулнӑ. 12-мӗш хут сирпӗннӗ. 4 ҫын вилнӗ, вӗсен кӗлетки таҫта ҫитиех вӗҫсе кайнӑ. Тепӗр ултӑ ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Вилнӗ ҫынсем – Чӑваш Енрен. Вӗсем 12-мӗш хутра ӗҫленӗ. Пӑтӑрмах пулнӑ ҫӗрте ятарлӑ спецслужбӑн 55 ӗҫченӗ тата 19 техника ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Андрей Макушев Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Ял хуҫалӑх академийӗн ҫӗнӗ ректорне суйланӑ. Кун тӗлӗшпе академире ӗҫлекенсен тата вӗренекенсен конференцийӗ иртнӗ. Делегатсем ҫӗр проценчӗпех килнине палӑртнӑ. Мандат комиссийӗ 85 делегатӑн полномочине ҫирӗплетнӗ. Ректор должноҫне виҫӗ ҫынран пӗрине суйлама сӗннӗ. Вӗсем — Рамиль Айзатов, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн директорӗ Николай Васильев, «Агро-Инноваци» унитари предприятийӗн директорӗ Андрей Макушев. Сасӑлава пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, ректор тивӗҫне Андрей Макушев пилӗк ҫул пурнӑҫлӗ. Вӑл 80 сасӑ пухнӑ. Николай Васильевшӑн 5-ӗн сасӑланӑ. Рамиль Айзатов 0 сасӑ пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Шупашкарти тӳре-шара рейда тухнӑ. Вӗсем хальхинче аптекӑсене тӗрӗсленӗ. Тӳре-шара спиртлӑ настойкӑсене сутнипе сутманнине пӑхнӑ. Рейда ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тухнӑ. Ҫакна пурнӑҫлама Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнӑ. Пӗтӗмпе чиновниксем 213 аптекӑна тӗрӗсленӗ. 103 аптекӑра «фунфурик» сутнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 63-шӗ «фунфурик» сутмасси пирки меморандум алӑ пусман. 40-шӗ вара меморандума йышӑннӑ. Рейд хыҫҫӑн меморандум алӑ пусмашкӑн аптекӑсен хуҫисене хула администрацине чӗнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнчи Писӗп ялӗнче — карантин. Унта пӗр ҫыннӑн таки урнӑ чирпе чирленӗ-мӗн. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн тата Чӗмпӗр облаҫӗн сайчӗсенче ҫырнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗр ҫын така чирлени пирки ветеринарсене пӗлтернӗ. Тепӗр тӑватӑ кунран чӗрчун вилнӗ. Така виллине ветлабораторие илсе кайнӑ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑл урнӑ чирпе чирленине палӑртнӑ. Ҫавна май ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Писӗп ялӗнче акан 29-мӗшӗнчен пуҫласа карантин пулнине алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Сывлӑх
Ӑнсан — суранланса, ӑнмасан — вилсе. Чӑнах-чӑнах. Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗн кунне палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗ пуҫарнипе ҫирӗплетнӗ ҫак кун тӗлне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ республикӑра ку енӗпе лару-тӑру еплереххине тишкернӗ. Производствӑра суранланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсемпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксемшӗн пуҫиле ӗҫе ытларах чухне РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйипе (ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснине пула ҫынна йывӑр суранлатнӑшӑн е ҫынна вӗлернӗшӗн), 216-мӗш статйипе (хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснине пула ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнишӗн е пысӑк тӑкак кӑтартнишӗн, е ҫын вилнишӗн) тата 109-мӗш статьяпа (асӑрханманнине пула вилӗм кӳнишӗн) ӗҫ пуҫарнине пӗлтерет асӑннӑ управленин пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев. Кӑҫалхи ҫак тапхӑрта кӑна пуҫиле виҫӗ ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку вӑл пӗр тӗслӗх сахалтарахне пӗлтерет-ха. Ҫын вилнӗ фактсем икӗ хутчен пулнӑ. Производствӑра суранланнӑ тӗслӗхсем пӗлтӗр Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Вӑрнар, Красноармейски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче сиксе тухнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |