Республикӑра
![]() 2015 ҫул Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ, Чӑвашра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май самай кӑсӑклӑ иртрӗ тесен пӗрре те йӑнӑшмӑпӑр. Иртсе каякан ҫулти пулӑмсене тепӗр хут аса илес, ҫулталӑкри хӑйне тивӗҫлӗ е тивӗҫсӗр кӑтартнӑ ҫынна палӑртас тӗлӗшпе Чӑваш халӑх сайчӗ «2015 ҫулталӑк ҫынни» ыйтӑм йӗркелет. Сасӑлав 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Сасӑланӑ чухне эсир харӑсах ыйтӑмри темиҫе ҫынна та палӑртма пултаратӑр. Хыпарти йыша алфавит тӑрӑх йӗркеленӗ, ыйтӑмра вара кашни пункта скрипт хӑй пӗлнӗ пек вырнаҫтарать. ► Арланов Михаил Махайлович — «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп директорӗн вырӑнне йышӑнма пултарнӑшӑн («Хыпарта» 15 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн); ► Блинов Александр Васильевич — «Хавал» ҫуллахи лагере ирттернӗшӗн, «Аслӑ тытӑҫу» ӑмӑртӑва йӗркеленӗшӗн; ► Василий атте — Шупашкар хулине ҫамрӑклатма тӑрӑшнӑшӑн; ► Ерагин Евгений Евстафьевич — таврапӗлӳҫӗсене ертсе пырса ҫулталӑк хушшинче сахал мар мероприяти ирттернӗшӗн; ► Игнатьев Михаил Васильевич — кӑҫалхи суйлавра ҫӗнтерме пултарнӑшӑн; ► Николаев Олег Алексеевич — суйлавра иккӗмӗш вырӑна тухса халӑхӑн пӗр пайӗн шанчӑкӗ пулса тӑнӑшӑн; ► Станьял Виталий Петрович — Чӑваш наци конгресӗнче ӑнлану тупман хыҫҫӑн Тӗп ваттисен канашне йӗркелесе ӑна ӑнӑҫлӑ ертсе пынишӗн; ► Сорокин Сергей Лазаревич — Бахмисов Эдуард Константинович ертсе пынипе Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче этнопарк евӗр вырӑн хатӗрлесе чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ чылай мероприятисем ирттернӗшӗн, ҫак ял тӑрӑхӗн ятне республика шайӗнче хӑпартнӑшӑн; ► Степанов Дмитрий Сергеевич — «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлӗхне хутшӑнса Шупашкарта чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе чылай ӗҫ тунӑшӑн (ытти «Ирӗклӗх» пайташӗсене те кунта асӑнмалла) ► Угаслов Николай Фёдорович — «Крым» республикинче кӑҫал чӑвашсен 3 культура автономине йӗркеленӗшӗн; ► Цыпленков Олег Михайлович — Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» пӗрремӗш кинофестивальне йӗркелеме, «Чунҫӳрев – 2016» ирттерсе Азербайджанра Пӳлесӑвар ятлӑ хулана тупма пултарнӑшӑн; ► Яковлев Константин Геннадьевич — суйлав хыҫҫӑн культура министрӗн вырӑнне йышӑнма пултарнӑшӑн (халӗ те «вӑхӑтлӑха» ятран хӑтӑлайман пулсан та). |
Сывлӑх
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗн тӗп пульницине тӗпрен юсамашкӑн 4,6 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта вырӑнти халӑх кӑна мар, Ҫӗмӗрле хулипе районӗнчен те пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ. Халӗ пульницӑра юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Унта тӑррине ҫӗнетеҫҫӗ, урайне сараҫҫӗ. Пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Иван Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ уйӑхра инфекци корпусӗ тӗппипех ҫӗнелӗ: фасадне, чӳречисене улӑштарӗҫ, ҫӗнӗ сантехника лартӗҫ, пӑрӑхсемпе пралуксене улӑштарӗҫ, сӗтел-пукан туянӗҫ. Строительство ӗҫӗсене 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗччен вӗҫлеме палӑртнӑ. Сӑмах май, инфекци уйрӑмӗн ҫуртне 1974 ҫулта хута янӑ. Юсав вӑхӑтӗнче пациентсене кӳршӗ районсем йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Кӑҫалхи ҫертме уйӑхӗнче Етӗрне районӗнчи Пӑчанар ачисем аслисемсӗрех шывра чӑмпӑлтатнӑ. Кӑкшӑм шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекен Павел Федотов шыв хӗрринче пулӑ тытса ларнӑ. Сасартӑк арҫын ачасем пулӑшу ыйтса кӑшкӑрма пуҫланӑ, Владимиров Максим инкеке лекнӗ-мӗн. Павел путма пуҫланӑ арҫын ачана шывран туртса кӑларнӑ, малтанхи пулӑшу парса ачана ҫӑлнӑ. Раштавӑн 23-мӗшӗнче администраци залӗнче «Чӑваш Республикин пушартан хӳтӗлекен служба» учрежденийӗн ертӳҫи Валерий Филимонович Игнатьев Павел Федотова Чӑваш Республикин халӑх хӳтӗлевӗпе инкеклӗ лару-тӑру ӗҫӗсен патшалӑх комитечӗн Хисеп хучӗпе чысларӗ. Шкул ачине район ертӳҫи Владимир Иванов, администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, Кӑкшӑм шкул директорӗ Андрей Иванов саламларӗҫ, малашне те маттур пулма чӗнсе ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ, унӑн амӑшне хастар ывӑл ӳстернӗшӗн тав турӗҫ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Рейтинг» информаци коммуникацийӗсен центрӗ 2015 ҫулта палӑрнӑ регионсен пуҫлӑхӗсен списокне хатӗрленӗ. Тӗпчев пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев лайӑххисен йышне кӗнӗ. Кун пирки russia-rating.ru портал пӗлтерет. Танлаштарӑма уҫӑ ҫӑлкуҫсенчи материалсене, регионсенчи тата федераци эксперчӗсен шухӑшӑсенче тӗпе хурса хатӗрленӗ. 2015 ҫулхи пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, чи лайӑххи Кемӗр облаҫӗн пуҫлӑхӗ Аман Гумирович Тулеев пулнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев рейтингра 20-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Чи юлашки йӗркесене Удмурт Республикин, Карели Республикин, Байкал тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗнӗ ҫулта ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу хакӗсем хӑпармалла. Ҫутӑ хакӗ ӳсессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Сӑмах май каласан, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен коммуналлӑ пулӑшӑвӑн ытти хакӗ те хӑпармалла. Ҫав вӑхӑтрах РФ Ҫурт-йӗр кодексне улшӑну кӗртни ҫынсене яваплӑрах пулма хистет. Газшӑн, электричествӑшӑн, ӑшӑшӑн тата шывшӑн вӑхӑтра тӳлемесен энеросбыт компанийӗсемпе, ҫурт-йӗр харпӑрлӑҫисемпе управляющи компанийӗсем парӑмлисем тӗлӗшпе суда ытларах тухасси тата парӑма шыраса илме коллекторсене явӑҫтарасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Пенине парӑмӑн 31-мӗш кунӗнчен шутлама пуҫлӗҫ. Ӑна рефинансированин 1/300-мӗш ставкипе шутласа парӗҫ. 91-мӗш кунтан пени 1/130 ставкӑпа танлашӗ. Шута илме: килес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Тӗп банкӑн рефинансировани ставки 11 процентпа танлашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Паян "АККОНД" кондитер хапрӑкӗнче бисквитпа розница цехӗнче ҫӗнӗ лини уҫнӑ. Ҫав ятпа унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫитнӗ. Вӑл кӑна мар, министрсем те (ял хуҫалӑх тата вӗренӳ министрӗсем Сергей Артамоновпа Владимир Иванов) та. Тӳре-шарапа пӗрлех ачасене те хапрӑка илсе кайнӑ. Шупашкарти 5-мӗш лицейра вӗренекенсем ҫавӑна тивӗҫнӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официалӗ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хапрӑка чи лайӑх вӗренекенсене илсе кайнӑ-мӗн. Ҫӗнӗ линие хута янӑ ҫӗре хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер "АККОНД" акционерсен обществипе мӑнаҫланнине палӑртнӑ. Хапрӑкра чылай ҫул тӑрӑшса лини операторне Галина Верицована, Лариса Гаврилова экономиста, Валентина Казакова глазировщика, лександру Калюков инженера, Ольга Лапшина инженер-технолога республика пуҫлӑхӗ Тав хучӗпе чысланӑ. Сӑнсем (20) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫанталӑк ыррӑн сивӗтсе те кӑтартмарӗ, анчах шӑнса вилекенсем пӗрех пур. Ҫак эрнере Чӑваш Енри виҫӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ Йӗпреҫре пурӑннӑ, тепри - Хӗрлӗ Чутай районӗнче. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑнакан 45 ҫулти арҫын раштавӑн 17-мӗшӗнче ҫӑва ҫине шӑтӑк алтма каятӑп тесе тухса кайнӑ та киле таврӑнман. Ытти чух та вӑл киле килмесӗр ҫӳрекеленине кура унпа пурӑнакан тӑванӗсем тӳрех пӑшӑрханса ӳкмен. Раштавӑн 23-мӗшӗнче унӑн виллине хӑйсен ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫырмара амӑшӗ асӑрханӑ. Йӗпреҫре паян ирхи тӑхӑр сехетре хӑйӗн килӗ патӗнче 44 ҫулхи суккӑр хӗрарӑм виллине тупнӑ. 14 сехет тӗлӗнче Кӑнтӑр электричество сечӗ ҫывӑхӗнчи ҫул айккинче 62 ҫулти арҫын виллине асӑрханӑ. Шӑнса вилекенсем пурте эрех ӗҫме юратнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ саман Ку мероприяти раштавӑн 18–19-мӗшӗсенчех иртнӗ-ха. Ӑна репрессиленӗ чӑваш поэтне Митта Ваҫлейне халалланӑ. Хӑйне евӗр шухӑшланӑ ҫав ҫынна кӗске ӗмӗрӗнче виҫӗ хутчен сӑлтавсӑрах айӑпланӑ. 18 ҫулта чухне ӑна комсомолтан тата Чӗмпӗрти педагогика техникумӗнчен кӑларса янӑ. Кайран лагерьсенче 17 ҫул ирттернӗ. Сталин вилсен кӑна ирӗке кӑларнӑ ӑна. Анчах сывлӑхӗ самай хавшанӑран 49 ҫулта вилнӗ. Поэта асӑнса 1983 ҫултанпа ун ячӗпе преми параҫҫӗ. Ун пек награда Раҫҫей шайӗнче те чи аслисенчен пӗри шутланать. Митта Ваҫлейӗн премине Чӑваш Енре тата Раҫҫейре пурӑнакансене кӑна мар, чӑваш культурине сарнишӗн Великобританире, Францире, Италире, Венгрире, Швецире, Турцинче, Казахстанра, Украинӑра параҫҫӗ. Кӑҫалтанпа ку премипе чӑваш халӑхӗн демократилле аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн та чыслама тытӑннӑ. Кун пек чыса «Шанчӑклӑх» (Надежность) ваккатсен Шупашкарти коллегийӗн Николай Столбов ваккачӗ тивӗҫнӗ. Ӑна Илле Иванова хӳтӗлессишӗн ҫине тӑнине кура ҫак премие панӑ. Н. Столбов тӑрӑшулӑхне чӑваш халӑхӗн сӑмах тата пичет ирӗклӗхӗшӗн ҫине тӑнӑшӑн хисеп тунӑ. Асӑну кунӗ ирттернӗ май Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Тутарстанра унта пурӑнакан тӗрлӗ халӑх культурине, чӗлхине аталантарма тӑрӑшни сисӗнет. Нумаях пулмасть унта, ав, тӑван чӗлхепе литературӑпа олимпиада ирттернӗ. Тутар чӗлхипе кӑна та мар. Чӑваш, удмурт, ҫармӑс, ирҫе-мӑкшӑ чӗлхисемпе тата литературисемпе йӗркеленӗ ӑна. Тутарстанри чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван чӗлхе патне туртӑм пур вӗренекенсене палӑртас, тӗрев парас тӗллевпе ирттернӗ ӑна. Тутарстан Республикинче пурӑнакан чӑваш ачисем те хӑйсен пултарулӑхне хаваспах тӗрӗслес тенӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхипе литература олимпиадӑна кӑҫал пурӗ 57 ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Анчах патне ҫитсен вӗсем пурте хутшӑнайман. Апла пулин те хутшӑннисем ӑсталӑха пур енлӗн кӑтартма тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар поселокӗнче «Ручеек» ача пахчи уҫӑлнӑ. Унта 145 шӑпӑрлан ҫӳреме тытӑннӑ. Чӑннипе, ача пахчи ҫак уйӑх варринчех ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта тӳре-шара та хутшӑннӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗ Иван Моторин республикӑра юлашки 5 ҫулта 21,5 пин ача валли вырӑн уҫнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 7 пин ытларахӑшӗ 45 ача пахчине хута янипе тата ҫӗнетнипе пулнӑ. Халӗ 3-7 ҫулсенчи ачасен тӗлӗшпе ку ыйтӑва татса панӑ. Юлашки 30 ҫулта Вӑрнарта пӗр ача пахчи те хута яман. Ҫавӑнпа ку вырӑнти халӑхшӑн пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Кӑҫал Кӗҫӗн Явӑш, Хирпуҫ ялӗсенче те ачасем валли 25 вырӑн хатӗрленӗ-мӗн. Вӑрнарти ҫӗнӗ ача пахчин хӑйӑвне ачасем хӑйсем каснӑ. Унтан уяв ячӗпе концерт иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |