Республикӑра
![]() «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн вырӑнне кам йышӑнасси паллӑ. Паян, раштавӑн 21-мӗшӗнче, конкурса пӗтӗмлетнӗ. Директор-тӗп редактор пуканне Михаил Арланов йышӑннӑ. Вӑл медиахолдингра 15 ҫул ӗҫлет ӗнтӗ. Конкурса 4 кандидат хутшӑннӑ: «Гидросфера» тулли мар яваплӑ общество директорӗн ҫумӗ Вячеслав Егоров, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Алексей Леонтьев, «Асамат & Шевле» тата ытти ача-пӑча журналӗсене кӑларакан Владислав Николаев тата Валери Туркай кайнӑ хыҫҫӑн тӗп редактор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Михаил Арланов. Вӗсене 13 ҫынран тӑракан комисси хакланӑ. Михаил Арланов «Хыпар» Издательство ҫурчӗн-директорӗн ҫумӗ пулнӑ. Издательство ҫурчӗн ертӳҫин вакансийӗ пушансан Михаил Михайлович директор-тӗп редактор тивӗҫӗсене паянхи кунччен пурнӑҫласа пынӑ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш кӗнеке издательстви ҫак кунсенче «Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» пӗрремӗш томне пичетлесе кӑларнӑ. Шел те, унӑн авторӗ, Федоров Георгий Иосифович, ҫак кун таран кӑшт кӑна пурӑнса ҫитереймерӗ, пирӗнтен раштавӑн 9-мӗшӗнче уйрӑлса кайрӗ. Ҫапла май ку кӗнекен тепӗр енӗ те пур — паллӑ ӑсчаха сума суни вӑл. Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекинче пурӗ темиҫе пин фраземӑна ҫутатса ӑнтлантарнӑ. «Aл ҫавӑрса яр», «тимӗр пӑрҫа», «шӑл витмен», «чӗре сури тy» евӗрлӗ тӗслӗхсене кунта стиль тӗлӗшӗнчен, эмоциллӗ, экспрессиллӗ хаклав енчен пахаланӑ, вӗсемпе усӑ курнин уйрӑмлӑхӗсене илемлӗ литературӑран, фольклортан, халӑх пуплевӗнчен илнӗ тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ, фраземӑсен синонимӗсене кӑтартнӑ. Сӑмах кӗнекинче наци мифологийӗнче, халӑхӑн кулленхи пуплев эмпирикинче, ун историпе йӑла аталанӑвӗнче, литературинче паркаланнӑ фразеологи единицисем вырӑн тупнӑ. «Ку словарь тӗпчевҫӗсемшӗн, культура ӗҫченӗсемшӗн, студентсемпе шкул ачисемшӗн усӑллӑ пулӗ», — тесе палӑртнӑ словарь аннотоцийӗнче. Кӗнекене вара ҫывӑх вӑхӑтра лавккасенче туянма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкне пӗтӗмлетсе пыраҫҫӗ. Ҫулталӑк тӑршшӗпе К.Ивановпа ҫыхӑннӑ проектсем епле пурнӑҫланса пынӑ? Республикӑри вулавӑшсен сообществи ӑна «Нарспие» вулатпӑр» ток-шоура пӗтӗмлетнӗ. Вулавӑш залне «Нарспие» вулатпӑр» тата «Константин Иванова пӗрле вулатпӑр» акцисен йӗркелӳҫисем, «Нарспи» аудиокӗнекене чӑвашла тата вырӑсла хатӗрлекенсем, «Кӗсьери сӑвӑсем» тата ытти акцие пуҫаракансем пухӑннӑ. Ток-шоура ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата ыттисем эксперт пулнӑ. Хӑнасен йышӗнче чӑваш халӑх ӳнерҫи Праски Витти, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Валерий Алексеев, Чӑваш Ен ҫыравҫисен пайташӗ Любовь Петрова тата ыттисем пулнӑ. Ток-шоура литература, кӗнекесем, вулав пирки калаҫнӑ. Унта К.Ивановпа ҫыхӑннӑ пысӑк проектсене аса илнӗ. Экспертсем кӑҫал халӑха кӗнекепе интереслентерес тесе чылай ӗҫ тунине, чӑваш литератури пирки республика тулашӗнче те пӗлнине палӑртнӑ. Ток-шоун тулли версине раштавӑн 23-мӗшӗнче 19 сехет ҫурӑра «Россия 24» телеканалпа курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ конкурс пуҫарнӑ. 5–11-мӗш классенче вӗренекенсен хушшинче иртет вӑл. Вӑл — ача-пӑча пултарулӑхӗн конкурсӗ. Унта «пукане-тильда» техникӑпа килӗшӳллӗн тунӑ Хӗл мучипе Юрпикене йышӑннӑ. Конкурс ирттерсе пултаруллӑ ачасене тупса палӑртасшӑн. Унта икӗ ушкӑн хутшӑнать: 5–8-мӗш классем тата 9–11-мӗш классем. Конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртет. Пӗрремӗшӗ раштавӑн 1-18-мӗшӗсенче пулнӑ. Ун чухне заявкӑсемпе пултарулӑх ӗҫӗсене йышӑннӑ. Халӗ иккӗмӗш тапхӑр иртет. Вӑл кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен пырӗ. Ку вӑхӑтра курав иртет, жюри пайташӗсем ӗҫсене хаклаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпа, сертификатсемпе чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫак кунсенче Австрири Обертиллиахра Пӗтӗм тӗнчери биатлонистсен пӗрлӗхӗн Кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унтан Чӑваш Ен спортсменки пысӑк ҫитӗнӳпе таврӑннӑ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн биатлонистка Татьяна Акимова 20 минут та 20,9 ҫеккунтра 7,5 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Пӗрре те йӑнӑшман вӑл. Татьяна Акимова хыҫҫӑн финиша Раҫҫейӗн тепӗр спортсменки Ольга Вилухина ҫитнӗ. Вӑл чӑваш спортсменкинчен 14,6 ҫеккунт ҫеҫ кая юлнӑ. Унтан финиша Итали хӗрӗ ҫитнӗ. Тӑваттӑмӗш вырӑна та Раҫҫей спортсменки ҫӗнсе илнӗ. Вӑл — Светлана Слепцова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Республикӑра
Пурнӑҫра мӗн пулса иртнине маларах хаҫат тӑрӑх пӗлсе тӑраттӑмӑр. Унчченхи статьясенчен пӗринче эпӗ Шупашкар районӗнче тӑрӑшнӑ чух ӗҫ кунне хаҫатран пуҫланине каланӑччӗ-ха. Ҫапла, республика е ҫӗршыв шайӗнче тухса тӑракан пичет кӑларӑмӗсене ӗҫтешсемпе черет тӑрса тенӗ пек шӗкӗлчеттӗмӗр. Хаҫат вулама ӳркенекен журналиста редактор ӑнланмастчӗ. Кайран хаҫат та ҫӗнӗ йышши технологисем ҫине куҫрӗ, тӗнче тетелне тухма тытӑнтӑмӑр. Ун чухне редактор информаци агентствисем хыпарланине, влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче мӗн ҫырнине шӗкӗлчеме хытарса тенӗ пекех калатчӗ. Халӗ пичет кӑларӑмӗсем актуаллӑха ҫухатса пыраҫҫӗ. Хаҫатӑн черетлӗ номерне пичете хатӗрленӗ ҫӗре телевизорӗ вӑл е ку хыпара ҫич хут пӗлтерсе ӗлкӗрет. Лайӑх-и ку, начар-и, хуравне, тупата Туршӑн та пӗлместӗп. Вилӗмсӗр Константин Иванов ҫамрӑк пуҫӗпех «вӑйлӑ этем те хӑй тӗнчине пӑхӑннине» ӑнланнӑ та, пире, унран икӗ е ытларах та хут аслӑраххисене, пурнӑҫа курнӑ теме юратаканнисене, саманана хирӗҫ каяйманнине ӑнланмасан намӑс та пуль. Ҫапла, самана чӑнлӑхӗ паян ҫапларах: информаци агентствисемпе тӗрлӗ сайт пичет кӑларӑмӗсенчен тем чухлӗ хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ. |
Хулара
![]() ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, такамсем Шупашкарта общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене ҫӗмӗреҫҫӗ. Сӑмах май, 2014 ҫултанпа тӗп хулара 90 павильон лартнӑ. Ҫакна халӑхшӑн меллӗ пултӑр тесе тунӑ. Унта ҫумӑртан, юртан пытанма пулать-ҫке-ха. Анчах хӑшӗ-пӗрине павильонсем кансӗрлеҫҫӗ-ши? Е вӗсем унӑн ҫирӗплӗхне тӗрӗслесшӗн? Ак нумаях пулмасть Калинин урамӗнчи «Ӳнер музейӗ» чарӑнӑвӑн кантӑкӗсене такам ҫӗмӗрнӗ. Ӑна нумаях пулмасть вырнаҫтарнӑ пулнӑ — кӑҫалхи ҫулла ҫеҫ. Киревсӗр ӗҫ тӑвакансене курсан шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: 62-00-02; 002, 07 (талӑкӗпех), 423-42-63 (8-17 сехетсенче). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Телекуравпа кӗҫех Владимир Соловьевӑн «Миропорядок» премьери пулать. Вӑл эфира тухасса чылай ҫын кӗтет. Унти калаҫу политика лару-тӑрӑвне уҫӑмлатӗ. «Глобаллӑ вӑрҫӑ пулать-и?» ҫак ыйту та уҫӑмланмалла унта. Фильм тӗпӗ – Владимир Путинран илне интервью. Ӑна раштавӑн 17-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференци иртнӗ хыҫҫӑнах ӳкернӗ. Пирӗн ачасене мӗнле пуласлӑх кӗтет? Ҫак ыйтӑва политиксем, философсем, режиссерсем, финансистсем хуравланӑ. Паллах, Владимир Путин та ҫак ыйтӑва уҫӑмлатӗ. Владимир Соловьев каланӑ тӑрӑх, ҫак ыйтусен хуравӗсене тупмашкӑн тӗрлӗ ҫӗршыва ҫитсе курнӑ, политика лидерӗсемпе калаҫнӑ. Анчах Раҫҫей Президенчӗпе калаҫни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, премьера паян, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 21 сехет ҫурӑра пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май ачасем Хӗл мучи патне ҫыру шӑрҫалаҫҫӗ, ӗмӗчӗсем пирки пӗлтереҫҫӗ. Авӑ Ҫӗмӗрлери интернат шкулта пурӑнакансен ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнӑ. Ҫак кунсенче вӗсем парнесем илнӗ. Хӗл мучирен ыйтнисене. Ӗмӗчӗсене пурнӑҫланма вара Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем пурнӑҫлама пулӑшнӑ. Ачасем Хӗл мучи патне ҫыру ҫырнӑ. Акӑ халӗ Хӗл мучи вӗсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫланӑ. Андрей Федоров юлашки кунчченех иккӗленнӗ: Хӗл мучи унӑн ӗмӗтне пурнӑҫлайӗ-и? Ӑна ҫырнӑ футболка кирлӗ пулнӑ. Интернатри чи пӗчӗк хӗрача вара магнит хӑми пирки ӗмӗтленнӗ. Интернатра – 80 ача. Кашнинех ӗмӗчӗ тӗрлӗрен. Списокра кролик валли читлӗх ыйтакан та пулнӑ. Ҫапах пурин те ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Тӗп хуламӑрти Трактор тӑвакансен керменӗнче Ҫӗнӗ ҫула халалланӑ чаплӑ уяв концерчӗ курма тӱр килчӗ. Чӑн та, халӑха савӑнтарас, кӑмӑлне юрас тесе тӑрӑшни куҫкӗретех. Республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫейре те, тӗнче шайӗнче те чӑваш халӑхӗн ятне ҫӱле ҫӗклекен, тӑван халӑхӑн юрри-кӗввине, ташшине ытти халӑхсем хушшинче анлӑ саракан Христофоровсем (ашшӗпе ывӑлӗ Иванпа Иван тата вӗсен ҫывӑх тӑванӗ Вячеслав), Виталий Адюков пултарулӑхне куракансем савӑнса, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ. Стас Владимиров хӑйӗн илӗртӱллӗ сассипе чӗресене хускатса хумхантарчӗ. Ҫамрӑк юрӑҫсем те сцена ҫинче хӑйсене шыври пулӑ пекех туйни курӑнчӗ: мӗне тӑрать Александр Думилин (ят-шывне тӗрӗсех ҫыртӑм-ши?) яш каччӑ юрлани. Шӑпах ҫавӑн пек артистсем ӗнтӗ чӑваш эстрадине малалла аталантараканнисем! Мӑшӑр Никитинсем те, вӗсем йӗркелесе ертсе пыракан «Янташ» ушкӑн та… Уяв программи питӗ анлӑ пулнӑран ятран пурне те аса илсе каласа хӑварма та ҫук (ан ҫиленӗр ӗнтӗ!). Ҫапах та, шухӑша ямалли те тупӑнчӗ ҫак концертра. Пӗр ятлӑ-сумлӑ юрӑҫ ҫӗнӗ юрӑпа паллаштарчӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |