Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх

Пирус тӗтӗм-сӗрӗмне сывлани туртман ҫыншӑн тата та сиенлӗрех теҫҫӗ тухтӑрсем. Вӑл вара ачасене те, яшшисене те, ваттисене те шеллемест. Ӗнер, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова «Об установлении дополнительных ограничений курения табака в отдельных общественных местах и в помещениях» (чӑв. Обществӑлла хӑш-пӗр вырӑнта табак туртмаллине хушма чарусем ҫирӗплетесси ҫинчен) саккун проекчӗпе паллаштарнӑ.

Саккуна йышӑнсан общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче тата вӗсенчен 15 метртан ҫывӑхарах тата, паллах, подъездсенче пирус мӑкӑрлантарма юрамӗ. Нумай хваттерлӗ ҫурта кӗрекен вырӑнтан 15 метр ҫывӑхӗнче туртни те йӗркене пӑсни шутланӗ. Халӑхпа мероприяти ирттерекен кунсенче урамсенче, лапамсенче тата ытти ҫав вырӑнсенче те туртма чарӗҫ. Ҫуран ҫӳрекенсем ҫул ҫийӗн е ҫул айӗпе каҫса ҫӳрекен вырӑнсем, скверсем, парксем те пирус туртма юраман вырӑнсен шутне лекӗҫ.

 

Республикӑра Татьяна Баранова прокурор ҫумӗ
Татьяна Баранова прокурор ҫумӗ

Паян Шупашкар районӗн пӗрлештернӗ вулавӑш тытӑмӗнче ватӑ ҫынсен прависене прокурор ӑнлантарнӑ.

Тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗ кӳрессине Раҫҫей юрисчӗсен ассоциацийӗн регионти уйрӑмӗ темиҫе ҫул ӗнтӗ йӗркелесе пырать. Уйӑхра пӗрре иртекен кун пек тӗлпулусене прокуратура ӗҫченӗсем, нотариуссем тата ыттисем хутшӑнаҫҫӗ. Хальхинче Кӳкеҫри ҫынсене Шупашкар район прокурорӗн пулӑшуҫи Т.Ю. Баранова йышӑннӑ. Унти прокуратурӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, Татьяна Юрьевна аслӑ ҫулхисен тата сусӑрсен прависем пирки каласа кӑтартнӑ.

Вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсем те юридиципе ҫыхӑннӑ темӑсене уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ май С.П. Яковлева библиотекарь пенсионерсемпе инвалидсен умӗнче тухса калаҫнӑ.

Ватӑсем хӑйсем те чӗмсӗр ларман. Прокурор пулӑшуҫине вӗсем тӗрлӗ ыйту самай панӑ. Вӗсем коммуналлӑ пулӑшу илес, санаторисене тӳлевсӗр каяс, культура учрежденийӗсене ҫӑмӑллатнӑ майпа лекес тата ыттипе кӑсӑкланнӑ.

Тӳлевсӗр пулӑшӑва Шупашкар районӗнче тата ӑҫта илме май пуррине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.

 

Чӑвашлӑх РФ Патшлаӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова (сулахайри)
РФ Патшлаӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова (сулахайри)

Мускавра Чӑваш Ен кунӗ иртнӗ. Ӑна ҫӗршывӑн тӗп хулин Хӗвеланӑҫ административлӑ округӗнче, унти В.В. Бианка ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшӗнче йӗркеленӗ. Мероприятие тӗрлӗ ҫулхи ачасене йыхравланӑ.

Чӑваш Ен кунӗнче ачасем пирӗн халӑх культурипе, унӑн юрри-ташшипе концерт вӑхӑтӗнче те паллашма май туса панӑ. Чӑвашсен тумне те кӑтартнӑ ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан арҫын ачасемпе хӗрачасене. Унсӑр пуҫне вӗсем валли пичет графикин тата каллиграфи ӑсталӑхне ӑнланма маҫтӑр-классем йӗркеленӗ. «Объективра Чӑваш Ен» мультимеди куравӗ те ачасене пирӗн республикӑпа паллаштарнӑ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче маларах Мускавра иртнӗ «Краски Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен тӗсӗсем) курав ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Парнесене тата дипломсене ачасене РФ Патшалӑх Думин депутчӗ Алена Аршинова тыттарнӑ.

Чӑваш Енӗн кунне ирттерме Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ, Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата ҫӗршывӑн тӗп хулин Хӗвеланӑҫ администраци округӗн Вулавӑшсен тӗп тытӑмӗ пулӑшнӑ.

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ҫынна влаҫ ҫыннине хур кӑтартнӑшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Арҫынна вара хальлӗхе психиатри стационарне вырнаҫтарнӑ.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл асӑннӑ районти Рынкӑ Салинче пулнӑ. Арҫын вырӑнти ял тӑрӑхӗн администраци залне пурлӑх тата ҫӗр налукӗсене тӳлеме килнӗ.

Хайхискер пуҫлӑхпа калаҫнӑ вӑхӑтра хирӗҫсе кайнӑ, хӗрарӑма ҫынсен умӗнче хӑртса тӑкнӑ, унтан аллипе питӗнчен ҫапнӑ.

Тӗрӗслев ирттернӗ чухне кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлнӗ. Халӗ ҫав арҫынна психиатри стационарӗнче сипленме сӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82111
 

Ҫул-йӗр

Ҫуркунне ҫитсен тирпейлӳҫӗсем ҫул ҫинчи хӑйӑра, ӑпӑр-тапӑра тасатаҫҫӗ. Атту тусан вӗҫет-ҫке-ха.

Ку хӗлле ҫул ҫине тӑварлӑ-хӑйӑрлӑ хутӑш сапнипе ҫыхӑннӑ. Юр ирӗлсе пӗтет, анчах вӑл юлать. 2016–2017 ҫулсенче, хӗлле, «Дорэкс» ертӳҫи Владимир Филиппов пӗлтернӗ тӑрӑх, «бионорд» регентпа усӑ курма тытӑнӗҫ. Унпа тӗп урамсене сапӗҫ. Ыттисене сапассипе сапмасси паллӑ мар.

Хулара халӗ те хӗллехи хӑйӑрлӑ-тӑварлӑ хутӑша шӑлса пуҫтараҫҫӗ. Ку регент вара пӑра лайӑх ирӗлтерет. Хӑйӑрпа тӑвар хутӑшӗ вара газона сиенлетет. Ӑна пуҫтарасси те — тепӗр ӗҫ-ҫке-ха. Кунран хӑтӑлма вӑхӑт ҫитнӗ тесе калаҫҫӗ чиновниксем.

 

Культура Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем Лидия Филиппова поэтпа
Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем Лидия Филиппова поэтпа

«Каллех эп Чӑваша мухтатӑп», — ҫак шухӑша ӗнер Лидия Филиппова поэт Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсемпе иртнӗ тӗлпулура палӑртнӑ.

Шупашкар районӗн пӗрлештернӗ вулавӑш тытӑмӗнче «Мухтав, ҫыравҫӑ! Мухтав, вулакан!» пултарулӑх марафонӗ шучӗпе йӗркеленӗ мероприятие Лидия Филиппова поэт, публицист, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ «Пульсация» (чӑв. Чун таппи) кӗнекепе пынӑ. Чуна тивмелле сӑвӑсен пуххинче автор тӑван халӑха мухтать, чунне мӗн канӑҫсӑрлантарнине уҫса парать.

Шупашкар районӗнчи вулавӑшсене Лидия Филиппова «Пульсация» кӗнекене 40 экземпляр парнеленӗ. Унсӑр пуҫне районти тӗп вулавӑшӑн ҫӳлӗкне Геннадий Волков академик ҫинчен кӑларнӑ «Пророк земли Чувашской» пуянлатӗ. Шупашкар районӗн пӗрлештернӗ вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева вулавӑш ӗҫченӗсем уҫӑ кӑмӑллӑ пултаруллӑ автора чунтан тав тунине пӗлтерет.

 

Апат-ҫимӗҫ

Шупашкарта 4 тонна апат-ҫимӗҫе тӗп тунӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗ чухне Раҫҫее кӳрсе килме чарнӑ таварсене сутнине тупса палӑртнӑ.

Саккунпа килӗшӳллӗн, апат-ҫимӗҫ ҫинче маркировка пулмалла. Унта тавар ятне, хӑҫан кӑларнине, срокӗ хӑҫан тухнине, кам туса кӑларнине, ГМО пирки информаци пулмалла.

Шупашкарти «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче улма-ҫырла — 4 тонна яхӑн — маркировкӑсӑр упраннӑ. Усламҫӑ административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ. Миравай судья йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ӑна 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн улма-ҫырлине туртса илнӗ: 300 килограмм ытла иҫӗм ҫырли, 3200 килограмм хӗрлӗ панулми, 384 килограмм сарӑ панулми.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82107
 

Экономика

Ҫӗне Шупашкарти «Химпром» ҫӗнӗ продукт кӑларма тытӑнасшӑн. «Интерфакс» пӗлтернӗ тӑрӑх, унта спирт кӑларасшӑн. Анчах этил мар, изопропил спирчӗ.

Ку продукт рынокра питӗ кирлӗ. Кун валли савут 10,7 миллион тенкӗ инвестици хывать. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ку хӑйӗн хакне ҫур ҫулта кӑларӗ.

Савутра ҫулталӑкне 8 тонна таран спирт кӑларасшӑн. «Химпром» ку продукта унччен те туяннӑ. Анчах унпа водород перекиҫӗ хатӗрленӗ ҫӗрте усӑ курнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82116
 

Чӑваш чӗлхи Мускаври ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннисем
Мускаври ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннисем

Чӑваш ҫырулӑхӗн кунӗ ҫывхарса пынӑ май Мускаври Н.А. Некрасов ячӗллӗ ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче «Особенности изучения языка национальных меньшинств в условиях мегаполиса на примере чувашского языка» (чӑв. Мегаполис условийӗнче сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхине вӗрентессин хӑйне евӗрлӗхӗ пирки — чӑваш чӗлхи тӗслӗхне тӗпе хурса) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ.

Мероприятие Чӑваш культурин обществи Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.

Чӑваш ҫырулӑхӗн кунне халалланӑ мероприятире тӑван халӑхӑмӑрӑн алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев пирки нумай калаҫнӑ.

«Ҫавра сӗтеле» элчелӗх ҫумӗнче йӗркеленӗ чӑваш чӗлхи курсӗнче вӗренекенсем те хутшӑннӑ.

Сӑмах май каласан, Чӑваш ҫырулӑхӗн кунне халалланӑ уяв Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртессине эпир пӗлтернӗччӗ.

 

Раҫҫейре

Шупашкарти пултаруллӑ ҫамрӑк Муз-ТВ телеканалти сумлӑ премие тивӗҫме пултарать. Анна Иванова (Ханна) «Потеряла голову», «Мама, я влюбилась в него» юрӑсемпе палӑрнӑ.

Шупашкар пики «Прорыв года» номинацие лекнӗ. Сӑмах май, телекурав премийӗ Мускавра кӑҫалхипе ҫӗртме уйӑхӗнче 14-мӗш хут иртӗ. Ханна ытти паллӑ юрӑҫпа тупӑшӗ: Alekseev, Artik&Asti, Время и стекло и Юлиана Караулова.

Ханна – юрӑҫа тата телеертӳҫӗ. Илемлӗх конкурсӗсенче хастар хутшӑннӑ. Ханнӑшӑн premia.muz-tv.ru сайтра сасӑлама пулать. Конкурса ҫӗртмен 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/relax/view/1438
 

Страницӑсем: 1 ... 2847, 2848, 2849, 2850, 2851, 2852, 2853, 2854, 2855, 2856, [2857], 2858, 2859, 2860, 2861, 2862, 2863, 2864, 2865, 2866, 2867, ... 4004
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.