Политика
![]() Ҫӗпӗрти Болотное хулинче пурӑнакан, пиллӗкмӗш класра вӗренекен Мария Котова Раҫҫей Президенчӗнчен Ҫӗнӗ ҫул парнине тивӗҫнӗ. Ӑна Владимир Путин велосипед тата хӗрпӗрчи ӗмӗтленнӗ ытти япалапа савӑнтарнӑ. Хӗрача Пӗтӗм Раҫҫейри интеллектуалсен олимпиадинче муниципалитет шайӗнче «Вырӑс чӗлхи» номинацире ҫӗнтернӗ. Ҫамрӑк сӑмах ӑсти РФ Президенчӗ патне ҫыру шӑрҫалама шут тытнӑ. Унӑн ӗмӗтне, велосипеда, Новосибирск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Городецкий тыттарнӑ. РФ Президенчӗ ачасен Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи ӗмӗтне унччен те пурнӑҫланӑ. Казахстанран Хакасине куҫса килнӗ, тара илнӗ хваттерте пурӑнакан ҫемьере ӳсекен 12 ҫулти хӗрача кӑвак куҫлӑ хаски ӑратлӑ йытӑ ҫури пирки ӗмӗтленнине, анчах хаклӑскере ашшӗ-амӑшӗ туянса парайманнине пӗлтернӗ. Кӗҫех ӑна В. Путин йытӑ ҫури парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() СИЗОна кулерпа тата электронлӑ кӗнекепе кайма юрӗ. Следстви изоляторне лекекенсене ҫавӑн пекех хӑлхана шӑв-шавран хупламалли хатӗр, куҫа ҫутӑ кансӗрлесрен ҫыхмалли илме юрать. Унсӑр пуҫне электричество чейникӗ, тӗнче тетелне тухма май ҫук электрон хатӗрсем илсе пыма чармӗҫ. Ку вӑл кӑштахран. Ҫӗнӗлӗх пирки журналистсене Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Бояринев пӗлтернӗ. «Следстви изоляторӗсен шалти йӗрки ҫинчен калакан правилӑна улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан приказ кӗҫех тухать пуль тесе шухӑшлатӑп», — тенӗ Бояринев. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ каланӑ тӑрӑх, документа тивӗҫлӗ ведомствӑсенче пӑхса тухса ырланӑ. Халӗ ӑна РФ Юстици министерстви пӑхса тухать. Следстви изоляторӗнчисене карас телефонӗ илсе кӗртме ирӗк памӗҫ тесе Чӑваш Енӗн этем прависене хӳтелекен уполномоченнӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() РФ Президент Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Володин Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра та, республикӑра тем тӗрлӗ Уполномоченнӑй та пур. Вӗсенчен пӗри этем прависене хӳтӗлекенни шутланать, тепри — ачасене, виҫҫӗмӗшӗ — усламҫӑсене. Этем правин кунӗ (вӑл куна раштавӑн 10-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ) умӗн Мускав облаҫӗнчи Аносинӑра РФ Президент Администрацийӗ регионсенчи Уполномоченнӑйсемпе виҫӗ кунлӑх семинар-канашлу ирттерни пирки Чӑваш Енӗн этем прависене хӳтелекен уполномоченнӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Ҫавӑн чухне РФ Президент Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Володин Уполномоченнӑйсен координаци канашлӑвӗсенче тата ларусенче ларса вӑхӑта ирттермелле маррине палӑртнӑ. «Сирӗн пата иртен пуҫласа каҫчен шӑнкӑравлаҫҫӗ. Эсир ҫав вӑхӑтра общество ӗҫӗпе аппаланатӑр», — палӑртнӑ шухӑшне Вячеслав Володин. Унсӑр пуҫне вӑл уполномоченнӑйсен суйлавҫӑсен интересӗсене хӳтӗлессипе те ӗҫлеме тытӑнмаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ нумаях пулмасть РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗпе Николай Федоровпа, Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн патшалӑх корпорацийӗн сӑнав канашӗн ертӳҫипе Сергей Степашинпа тата Раҫҫейри юристсен ассоциацийӗн пайташӗсемпе тӗлпулнӑ. М. Игнатьевсӑр пуҫне ЧР Элтеперӗн Администраци ертӳҫи Юрий Васильев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов та курнӑҫӑва хутшӑннӑ. Калаҫу вӑхӑтӗнче Атӑл леш енне ҫутҫанталӑк газне кӗртессине, граждансене пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ авариллӗ ҫуртсенчен куҫарассине, ҫурт-йӗр фончӗн ыйтӑвӗсем пирки сӳтсе явнӑ. Михаил Игнатьев республикӑра пулса иртекен ӗҫсене пысӑка хакланӑшӑн хӑнасене тав туни пирки влаҫ органӗсен официаллӑ пӗлтерет. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пиччӗшӗпе шӑллӗне Таланцевсене халалласа палӑк лартнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ. Ӑна Леонид Белов меценат пуҫрӑвӗпе лартнӑ. Вӑл Зиновий Таланцев бюсчӗ евӗр. Унта «Меценатам и благотворителям XIX столетия от благодарных потомков» (чӑв. XIX ӗмерти меченатсемпе ырӑ ӗҫсем тӑвакансене пархатарлӑ эткертен — ЧХС) тесе ҫырнӑ. Аса илтермешкӗн: пиччӗшӗпе шӑллӗ Таланцевсем 19-мӗш ӗмӗрте пурӑннӑ. Чӑваш Еншӗн нумай ыра ӗҫ тунӑ вӗсем. Вӗсем укҫан пулӑшнипе вӗренӳ заведенийӗсем ҫӗкленнӗ, хаҫатсем тухнӑ, учительсен пӗрлӗхе йӗркеленнӗ тата ытти те. Кунсӑр пуҫне 1954 ҫулта ЧР Наци вулавӑшне вӗсен кӗнекесен пуххи лекнӗ. Ку — сайра фонд. Ҫавна пулах палӑка Наци вулавӑшӗ патне лартнӑ. Ӑна Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ «Вулакан Чӑваш Ен» форумри мероприятисенче уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Шупашкарта ӗҫсӗррисен йышӗ ӳснине палӑртаҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли — вӗсен йышӗнче аслӑ пӗлӳллисем нумай. Ӗҫсӗррисен йышӗнче ытларах — хӗрарӑмсем. Официаллӑ ҫӑлкуҫсене ӗненес тӗк, тӗп хулара 2250 ҫын ӗҫсӗр шутланать. Вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗ — аслӑ пӗлӳ дипломӗ илнисем. Чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх, гуманитари енӗпе пӗлӳ илнисене ӗҫе вырнаҫма йывӑртарах. Анчах ҫав вӑхӑтрах рабочи вакансийӗсем пушӑ. Ҫак кун тӗлне ӗҫ паракан 580 ҫын 5000 ытла ваканси пирки пӗлтернӗ. Рабочи профессиллисене ӗҫ рынокӗнче 5 вариант сӗнеҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() «Медиалоги» информаципе аналитика тытӑмӗ черетлӗ танлаштарӑм хатӗрленӗ. Унта Атӑлҫи федераци округӗнчи пысӑк должноҫри ҫынсен рейтингне чӳк уйӑхӗнчи кӑтартӑва шута илсе хатӗрленӗ. Унти кӑтартупа килӗшӳллӗн, медиатанлаштарӑм лидерӗсен йышне Чулхула, Шупашкар тата Епхӳ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗсем кӗнӗ. Алексей Ладыков иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 860,59 балл пухнӑ. «Медиалоги» компани тунӑ тишкерӳпе килӗшӳллӗн, МИХсем ытларах Алексей Ладыков «Садовый» микрорайона тухса ҫӳренине ҫутатнӑ. Сӑмах май, медиарейтинга МИХсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Телекураври, радиори, хаҫат-журналти, информаци агентствинчи, тӗнче тетелӗнчи МИХсенчи хыпарсене шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта кӗҫех Хӗл мучин пӳрчӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Хальлӗхе ӑна хута яраҫҫӗ кӑна-ха. Ҫурта йывӑҫран тӑваҫҫӗ. Хӗл мучи ҫуртне тӑвас шухӑш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Олег Бирюковӑн пуҫӗнче ҫуралнӑ. Ӑна хута ямашкӑн 70 пин тенкӗлӗх строй материал туяннӑ. Хӗл мучи ҫурчӗшӗн хула ҫыннисем савӑнаҫҫӗ. Ара, унта ҫитсе вӑхӑта савӑнӑҫлӑ ирттерме пулать-ҫке-ха. Шур сухал ҫуртне раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Халӗ ҫывӑхӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ. Хӗл мучи ҫурчӗ пысӑках мар пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ача пахчин эскизӗ Йӑлӑм енчи Сосновка поселокӗнчи ача пахчи кивелнӗ ӗнтӗ. Ҫак кунсенче унта пурӑнакансем патне ырӑ хыпар ҫитнӗ. Кивви вырӑнне кӗҫех ҫӗннине хута ямалла-мӗн. Архитектура тата хула строительствин управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ача пахчинче 150 шӑпӑрлан валли вырӑн пулмалла. Пӗтӗмпе 8 ушкӑн йӗркелемелле. Ача пахчи Пульница урамӗнче пулӗ. Ҫӗнӗ ача пахчине хальхи условисемпе килӗшӳллӗн хута ярӗҫ. Унта бассейн та пулӗ. Хуҫалӑх блокӗ вара урӑх корпусра вырнаҫӗ. Хальлӗхе архитектура тата планировка енӗпе килӗшӳсем тунӑ. Ача пахчинче 8 вӑйӑ тата спорт лапамӗсем пулӗҫ. Иккӗшӗнче 2–3 ҫулсенчи ачасем вылӗҫ, теприсенче — аслӑраххисем. Ача пахчин территорине хурӑнсемпе, пилешсемпе, хырсемпе, вӗренесемпе, сиреньсемпе тата жасминсемпе илемлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Сывлӑх
Ҫак вӑхӑтра, кӗр вӗҫӗнче тата хӗл пуҫламӑшӗнче, ҫынсем ОРВИпе тата гриппа чирлеме тытӑнаҫҫӗ. Халӗ ав урамра нӑшлатса ҫӳрекен, апчхулатакан ҫын нумай. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи сезонта «грипп эпидемийӗ» кӑрлач уйӑхне лекӗ. Анчах паянхи кун та чирлекенсем самаййӑн.
Паллах, никамӑн та чирлес килмест. Анчах ку аптекӑсемшӗн питӗ тупӑшлӑ тесе калас килет. Ара, Шупашкарта миҫе аптека пулнине шутланӑ-и эсир? Кашни утӑмрах, кашни чарӑнурах… Шутлама пуҫласан ҫухалса кайма пулать. Ҫапах кашни аптекӑнах ҫынсем кӗреҫҫӗ-тухаҫҫӗ… Пурте эмел туянаҫҫӗ. Ӑҫта ан кӗр – пур ҫӗрте те халӑх, пурне те эмел кирлӗ. Нумаях пулмасть, ҫак кунсенче, юлташӑм чирлерӗ. Иксӗмӗр аптекӑналла ҫул тытрӑмӑр. Пӗр эрне маларах хам та пырпа аптӑраса ӳкнӗччӗ те ӑна «Амброксол» туянма сӗнтӗм. Ара, вӑл хаклах мар-ҫке-ха. Аптекӑна кӗтӗмӗр. «Чи йӳнӗ хаксем» тесе ҫырнине. «Ладушка» текеннине. Халӑхра унта йӳнӗ тесе калаҫаҫҫӗ вӗт. Анчах хӑшӗ-пӗри ҫакна хирӗҫлет. Фармацевтран ҫак эмеле пама ыйтрӑмӑр. Пур тет, анчах темле «гексал» тесе ҫырни. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |