Республикӑра
![]() Пирӗн республикӑра «Халӑх тӗрӗслевӗ» портал 5 уйӑха яхӑн ӗҫлет. Ҫав хушӑра унта 519 ҫыру ҫитнӗ. Порталпа усӑ куракансенчен ытларахӑшӗ (61 проценчӗ) тавралӑха хӑтлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хускатать-мӗн. Вӗсем урам тата ял ячӗсене тӗрӗс мар ҫырнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ, нумай хваттерлӗ ҫуртсен умӗсене начар тасатнине палӑртнӑ. Ҫӑхавланисенчен 27 проценчӗ ҫул пахалӑхӗпе тимлеме чӗнсе каланӑ. 10 проценчӗ управляющи компанисен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр. Ҫӗнӗ ресурса пыракан ҫырусем ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене ҫийӗнчех ҫитни пирки, ыйтусене 10 кунра хуравлани пирки ӗнентерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен мӗнпур ыйтӑвӑн 96 процентне хуравланӑ. Ахаль чухне 30 кун кӗттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче чӑваш поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн тӑван ялӗнче, Тутарстан Республикинчи Сиктӗрме ялӗнче, Тутарстанри чӑваш шкулӗсенче вӗренекенсен слечӗ иртнӗ. Унта «5» паллӑпа ӗлкӗрсе пыракан тӑрӑшуллӑ ачасене пуҫтарнӑ. Халӗ нумай мероприятие Константин Иванов классикӑмӑр ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ те, Тутарстанра та ҫаплах тунӑ. Слета асӑннӑ республикӑн 10 районӗнчен пуҫтарӑннӑ. Унти пултаруллӑ чӑваш ачисене саламлама Чӑваш Республикин пайташӗсем те: халӑх поэчӗ, прозаик, публицист, драматург тата куҫаруҫӑ Порфирий Афанасьев, искусствоведени тухтӑрӗ Алексей Трофимов профессор, академик тата Петӗр Хусанкай ывӑлӗ Атнер Хусанкай филолог, литература критикӗ, публицист — кайнӑ. Культура ӗҫченӗсем Тутарстанра йӗркеленӗ слет йышши мероприятисене пула тӑван чӗлхе чылай ҫуллӑха упранса юлассине палӑртнӑ-мӗн. Тутарстанри чӑвашсен наци конгресӗн ертӳҫи Константин Яковлев «5» паллӑпа вӗренекен чӑваш ачисене дипломсемпе чысланӑ тата Тутарстанри халӑхсен ассамблейин хаклӑ парнисемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Шӑмӑршӑ ҫӗрӗн Шупашкарта пурӑнакан хастарӗсем тӗп хуламӑрти Богдан Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ масар ҫине чӑваш халӑх ҫыравҫин Илпек Микулайӗн вил тӑпри патне пухӑннӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — прозаик ҫуралнӑранпа паян 100 ҫул ҫитни. Ҫыравҫӑна аса илме, унӑн вил тӑпри ҫине чечек хума унта пулнисенчен пӗри, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров каланӑ тӑрӑх, 100 ҫын ытла пухӑннӑ. Пуҫтарӑннисен йышӗнче Илпек Микулайӗн паллӑ романне, «Хура ҫӑкӑра», вырӑсла куҫарнӑ Зоя Филиппова, ҫыравҫӑн ентешӗ, СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев, Шӑмӑршӑ ентешлӗхӗн ертӳҫи Светлана Яковлева, культура министрӗ пулнӑ Герольд Алексеев, Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Виктор Бондарев, РСФСР тата Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Нина Григорьева тата ыттисем пулнӑ. Нина Григорьева «Хура ҫӑкӑр» роман тӑрӑх лартнӑ спектакль тӗп чӑваш театрӗн сцени ҫинче 18 ҫул ӑнӑҫлӑ пынине аса илнӗ. Пухӑннисен умӗнче тухса калаҫнӑ Анатолий Ухтияров хӑйӗн ашшӗ Илпек Микулайӗпе тантӑш пулни, чиркӳпе прихут шкулӗнче пӗрле вӗренни, Илпек Микулайӗ яла фронт машинипе килсе кӗни асра юлни пирки каланине асӑнса хӑварнӑ. |
Раҫҫейре
![]() Студентсем — Эльбрус тавӗ ҫинче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем Эльбрус тӑвӗ ҫине хӑпарма пултарнӑ. Вӗсем тӑвӑн хӗвеланӑҫ енне ҫитнӗ. Студентсем ҫак ҫулҫӳреве Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Эльбрус ҫинче ЧПУри ултӑ студент пулнӑ. Кун пирки университетӑн пресс-служби пӗлтерет. Чӑваш ҫамрӑкӗсем ҫар музейне, хӳтӗлев геройӗсен монументне, 3500 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑскере, кӗрсе курнӑ. Вӗсем ҫапӑҫу вырӑнӗсенче тупнӑ экспонатсемпе, артиллери установкисемпе, снарядсемпе паллашнӑ. Ту ҫине хӑпарнӑ кун ҫиллӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа альпинистсем 4900 метр ҫӳллӗшне хӑпарсан чарӑннӑ. Ҫӳлтен вӗсем Кавказ илемне курнӑ, тӗрлӗ ҫӗршыв турисчӗсемпе паллашнӑ. Тепрехинче студентсем Алтай тӑрӑхне каясшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Мария Шумилова Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Мария Ивановна Шумилова ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна сумлӑ юбилейпе тӑванӗсем, юлташӗсем, тӳре-шара саламланӑ. Мария Ивановна Чулхулара ҫуралнӑ. 1929 ҫулта Ленинградри фабрикӑпа савут шкулне вӗренме кайнӑ. 1933 ҫулта ҫар ҫыннине Михаил Шумилова качча тухнӑ. Туй хыҫҫӑн мӑшӑр Харькова куҫса кайнӑ. Иккӗшӗ те Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи витӗр тухнӑ. 1950 ҫулта тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, Чулхула облаҫӗнчи Лысково хулинче пурӑннӑ. Мария Ивановна Ҫӗнӗ Шупашкарта 2009 ҫултанпа пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Латвире, Ригӑра, «аттракцион» хута кайнӑ. Унта кирек кам та Иисус евӗр пӑталанӑ Владимир Путин сӑнне пӑта ҫапма пултарать-мӗн. Кун пирки TV5 телеканал хыпарлать. Ку «статуя» Латви СССРӗн унчченхи КГБ ҫуртӗнче-мӗн. «Аттракциона» килнӗ Роналдс ятлӑ ҫын журналиста пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путин кунашкал «хисепе» тивӗҫ. Вӑл та ҫакнашкал ҫуртра ӗҫленӗ, вӑл ҫапла пӑта ҫапассине тивӗҫнӗ-мӗн. Путин «кӳлепи» кураври тӗп экспонатсенчен пӗри-мӗн. Вӑл ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ. Унта килекенсем икӗ пая пайланаҫҫӗ-мӗн: пӗрисем пӑта ҫапаҫҫӗ, теприсем вӗсене кӑлараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑмӑлсӑрланса официаллӑ органсене ҫӑхавланӑ. Анчах Рига мэрӗ Нил Ушаков «ӳнерҫӗсене» витӗм кӳме хирӗҫленӗ – полномочи ҫук-мӗн. Анчах Латвири ют ҫӗршыв ӗҫӗсен экс-министрӗ Янис Юрканс шухӑшланӑ тӑрӑх, ку Латвин политика тупӑкне пӑта ҫапни. Ку — питӗ япӑх политика сигналӗ. Ҫакна Латвири ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви асӑрхамаллах-мӗн. «Тен, президентӑн та айккинче юлмалла мар», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Трактор савучӗсем» концерн (унта хайхин Шупашкарти предприятийӗсем те кӗреҫҫӗ) ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 21-мӗшӗччен ӗҫлемӗ. Кун пек йышӑнӑва концернӑн гендиреткорӗ М.Г. Болотин ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Ӗҫсӗр ларнӑ вӑхӑтра ҫынсене вӑтам шалӑвӑн иккӗ-виҫҫӗмӗш пайне тӳлӗҫ. Ӗҫе чарма тивнин сӑлтавӗ экономика тата йӗркелӳ ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ. Продукцие туса илме чӗртаварпа материал ҫукки производствӑна ура хунӑ иккен. Туянма укҫа ҫук-мӗн. Чарса лартма йышӑннӑ предприятисен хушшинче «Трактор савучӗсем» концерн» ККУ» тулли мар яваплӑ обществӑна, «Промтрактор» АУОна, Шупашкарти агрегат савутне, «Промтрактор-Промлит», «Промтрактор-Вакун», «Агромашхолдинг», «Четра-комплектующие и запасные части» обществӑсене тата ыттисене асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Пурӑннӑ пулсан кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче И.А. Андреев профессор 87 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Вӑл 2011 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Иван Андреевич чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗшӗн кӑна мар, тӗрӗк чӗлхисен пӗлӗвӗшӗн те пысӑк ӗҫ туса хӑварнине палӑртаҫҫӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ инстиутӗнче. Республикӑн чӑваш чӗлхи учителӗсем, патшалӑх гуманитари институчӗн, вӗренӳ институчӗн ертӳҫисемпе ӗҫченӗсем И.А. Андреевӑн наукӑри тӳпи пысӑккине палӑртса вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми ҫакма сӗннӗ, ку тӗлӗшпе чылай ӗҫ тунӑ-мӗн. Асӑну хӑмине профессор, академик хӑй ҫуралнӑ кун уҫнӑ. Владислав Немцев скульпторпа (унпа пӗрле ҫамрӑк скульпторсем Мария тата Игорь Голубевсем те ӗҫленӗ) Гуманитари институчӗн ӑслӑлӑх канашӗн секретарӗ Л.П. Петров чаршава сирнӗҫ те, пухӑннӑ халӑх умне Иван Андреевичӑн асран кайми сӑнӗ тухса тӑнӑ. Мемориал хӑмин ҫӳл енче — И.А. Андреевӑн барельефӗ, ун айӗнче — хӑмана кам ячӗпе ҫакнине калакан текст. Барельеф валли И.А. Андреевӑн хӑтлӑ сӑнӳкерчӗкне илнӗ: ҫӗклентерсе хыҫалалла тирпейлӗ тураса хунӑ ҫӳҫ, ҫӳллӗ те уҫӑ ҫамка, профессор сӑнне кӗртекен йӗкӗр янах, тӑртанчӑк куҫ айӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Елизавета Казакова Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институчӗн ректорне Елизавета Казаковӑна ӗнертен отставкӑна янӑ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин ӗнер йышӑннӑ. Отставкӑна ярасси ҫинчен калакан хутра Казакова мӗншӗн тивӗҫтерме пӑрахни пирки асӑнман. Институтӑн сайтӗнче ҫак самантра ректор тесе ҫырнинче Казакова хушаматне хуратман-ха. Унта ҫырнӑ автобиографи тӑрӑх хакласан, Елизавета Казакова 1959 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Анчах ӑҫта вӑл ҫут тӗнчене килнине кӑтартман. Вырӑс чӗлхипе литературин вӗрентекенне вӗренсе пӗтернӗскер шкулта, ача пахчинче воспитательте тӑрӑшнӑ. Шупашкарти 16-мӗш тата 57-мӗш шкулсен директор ҫумӗнче, Вӗренӳ институтӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗскере 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ректора лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Николай Федоров ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин сенаторӗн должноҫне Николай Федорова, пирӗн республикӑн экс-президентне, сӗнесшӗн. Кун пирки Михаил Васильевич ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗнче Чӑваш Республикин ҫынни пулмашкӑн Николай Федорова сӗнесшӗн. Сӑмах май, Федераци Канашӗнче кашни регионтан икӗ сенатор: Патшалӑх Канашӗнчен тата ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗнчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |