Чӑвашлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 сул ҫитрӗ. Вӑл историе поэт, драматург, прозаик, куҫаруҫӑ, фольклорист пек кӗнӗ. Классикӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине халӗ те юратса вулаҫҫӗ. Аслисем ачасене ун пирки нумай каласа кӑтартаҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре К.Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май чылай мероприяти ирттереҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Етӗрнери «Непоседы» сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑха ҫӳрекенсемпе Константин Ивановӑн тӑван тӑрӑхне экскурс ирттернӗ. Вӗсем «Нарспи» поэма авторӗн тӑван тӑрӑхӗнче» хӑтлав кӑтартнӑ. Ачасем Константин Ивановӑн йӑхӗ, Слакпуҫ ялӗ пирки, Константин Иванов пултарулӑхӗн ҫинчен нумай пӗлнӗ. Вӗсем «Нарспин» поэмине вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн харпӑрлӑхӗнчи ҫӗр лаптӑкӗнче санкцилемен каяш купи тупнӑ. 50 пин тӑваткал метр лаптӑк ӑптӑр-каптӑрпа тулнӑ-мӗн. ЧР прокуратурин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 50 пин тӑваткал метрта «Поречье» организаци ӗҫленӗ. Лаптӑка тӑпрапа, хӑйӑр хутӑшӗпе, строительство материалӗн юлашкийӗпе, бетон хатӗрӗсемпе, пиломатериалсемпе тултарнӑ. Паллах, ку лаптӑк ку тӗлӗшпе усӑ курмалли мар. Ку тавралӑха варалать. Ҫитменнине, ку саккуна пӑсни те. Ҫавна май организаци ертӳлӗхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суда тавӑҫ ыйтӑвне те тӑратнӑ. Унта организацин ҫав лаптӑкри ҫӳп-ҫапа пуҫтармаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта пукане театрне йӗркеленӗ. Унта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсем хӑйсен пултарулӑхне аталантараҫҫӗ. Пукане театрӗнче «Калинушка» клуба ҫӳрекенсем ӗҫлеҫҫӗ. Ватӑскерсем вырӑс халӑх юмахӗсене кӑтартаҫҫӗ. Акӑ нумаях пулмасть комплекслӑ центр ҫумӗнчи ҫуллахи уйлӑха ҫӳрекен ачасене вӗсем юратнӑ «Волк и семеро козлят» юмахне кӑтартнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнисем пӗр вырӑнта лармаҫҫӗ, хастарлӑхне кӑтартаҫҫӗ. Комплекслӑ центрта вара хӑйсене аталантармалли условисем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ачасем ҫуллахи канӑва усӑллӑ ирттереҫҫӗ. Аслисен тӳпи те пур кунта. Аслӑ Елчӗкре ачасен «Пӗчӗк принцесса» илем конкурсӗ иртнӗ. Сцена ҫине чӑннипех те пӗчӗк принцессӑсем тухнӑ. Хӗрачасем илемлӗ тумланнӑ. Конкурса ҫын та нумай пухӑннӑ. Пӗчӗкскерсем халӑха кӑна мар, жюрие те тыткӑнланӑ. Ачасем хӑйсемпе паллаштарнӑ, пултарулӑх конкурсӗнче тупӑшнӑ, илемлӗ тумӗсене кӑтартнӑ. Вӗсем ташласа, юрласа, актер ӑсталӑхне кӑтартса тӗлӗнтернӗ. Ксения Агеева, Юлиана тата Евгения Рубцовӑсем, район тата республика шайӗнчи конкурссен лауреачӗсем, куракансене юрӑсемпе тыткӑнланӑ. Жюрие ҫӗнтерӳҫе суйлама ҫӑмӑл пулман. Диана Агафонова, Ксения Савукова, Ангелина Мешкова, Мария Адюкова тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ. Даша Афанасьева вара «Пӗчӗк принцесса» ята тивӗҫнӗ. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Утӑн 21-мӗшӗнче Раҫҫейри 30 ытла купӑсҫӑ, 35 солистпа ушкӑн Тутарстанри Аксу районӗнчи Енорускино ялне пухӑннӑ. Унта «Выля, хуткупӑс! Республика фестивалӗ 6-мӗш хут иртнӗ. Фестивале Самар, Мурманск, Нурлат, Лениногорск, Элмет, Чистай, Ҫарӑмсан, Елабуга тӑрӑхӗнчен артистсем тата Чӑваш Енрен эстрада ҫӑлтӑрӗсем килнӗ. Константин Яковлев пурне те уяв ячӗпе саламланӑ. Ку фестиваль йӑла-йӗркене упрама май панине палӑртнӑ. фестивале килнисене Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов та саламланӑ. Фестиваль туй йӑли-йӗркине кӑтартнипе пуҫланнӑ. Чӑвашсен туйпа ҫынна пытарни этемӗн пурнӑҫӗнчи чи пӗлтерӗшли тесе шутланӑ. Унтах такмак каланӑ, калӑм, ашшӗ-амӑшӗ пит панине туса кӑтартнӑ. Нурлатри Василий Абрамов чи лайах купӑсҫӑ ятне тивӗҫнӗ. Самарти Виктор Натаров иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Лениногорскри Николай Гришин виҫҫӗмӗш пулнӑ. Фестиваль Тутарстанри ЧНКн председателӗн Константин Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килнӗ. Вӑл ҫавӑн чухне 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шӑмӑршӑ районӗнчи Ярӑслав ялӗнче пурӑнакан Алексей Дмитриевичпа Лариса Петровна Кузнецовсен ҫак кунсенче савӑнӑҫ пулнӑ. Ҫемьене каллех аист вӗҫсе килнӗ. Хальхинче вӗсен, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ҫиччӗмӗш ача кун ҫути курнӑ. Арҫын ачана Алексей ят хунӑ. Пӗчӗкскере килте аппӑшӗсемпе пиччӗшӗсем — Алина, Дима, Леонтий, Анна, Егор, Вероника — кӗтеҫҫӗ. Чи асли Кузнецовсен 13 ҫулта кӑна-ха. Алексей умӗнхи — 3 ҫулта. Ҫемье пуҫӗ Алексей Дмитриевич «Исток» тулли мар яваплӑ обществӑра механизаторта ӗҫлет. Унӑн мӑшӑрӗ Лариса Петровна килте ачасемпе ларать. Сӑмах май: Кузнецовсен ҫуралнӑ ачи Шӑмӑршӑ районӗнче — 76-мӗш. Ку кӑҫӑл ҫуралнӑ пепкесене шута илсен ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар районӗнчи Ишлей вулавӑшӗнче «Ҫӑкӑра сӗтел ҫинче мухтав!» сехет ирттернӗ. Унта ҫӑкӑр «хакӗ» пирки, ӑна мӑн асаттесемпе асаннесем хисеплени ҫинчен калаҫнӑ. Ишлейсем те шухӑша кайнӑ: ҫӑкӑра тивӗҫлипе хаклама пӗлетпӗр-и эпир? Ара, ӑна хисеплесе ватӑсем тӗрлӗ каларӑш шутласа кӑларнӑ: «Ҫӑкӑртан асли ҫук», «Ылтӑнсӑр пурӑнайӑн, ҫӑкӑрсӑр вара — ҫук» тата ытти те. Вулавӑш ӗҫченӗ Н.Н.Александрова пухӑннисене ҫӑкӑр сӗтел ҫине мӗнле лекнине каласа кӑтартнӑ. Унта камсем хутшӑнаҫҫӗ? Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илес йӑла-йӗрке ӑҫтан тухнӑ? Ҫак тата ытти ыйтусене пурте пӗрле уҫӑмлатнӑ. Электронлӑ хӑтлав вара йӑлтах куҫпа курма май панӑ. Вулавӑша килнисем 1947 ҫулта Ленинградра ҫӑкӑр илнӗ чӑн-чӑн талонсене те алӑпа тытса пӑхма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫулла — ачасемшӗн шухӑ вӑхӑт. Ӑна вӗсем тӗрлӗрен ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ, аслисене пулӑшаҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта вара ачасемпе хӑйне евӗр уяв ирттернӗ. Ялти вулавӑш тата культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем «Ҫу уявӗ» йӗркеленӗ. Ҫанталӑк питех лайӑх мар… Ҫавӑнпа аслисем пӗчӗккисен кӑмӑлне хӑпартма шутланӑ. Ялти пӗр ҫурт умне ача-пӑча самай пухӑннӑ. Вӗсем юмахри сӑнарсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Ачасем патне тинех Буратино, Мальвина тата Базилио кушак аҫи килнӗ. Шӑпӑрлансемпе «Чух-чух», «Копилочка» тата ытти вӑйӑ ирттернӗ. Икӗ командӑна пайланса тупӑшнӑ. Ачасем ҫуллапа ҫыхӑннӑ тупмалли юмахсене те хаваспах пӗлнӗ. Базилио вӗсене вулавӑша ҫӗнӗ кӗнеке илме ертсе кайнӑ. Мальвина вара ача-пӑча валли ташӑ каҫӗ ирттернӗ. Юмахри сӑнарсем ачасене хастар пулнӑшӑн пылак парнесем тата хӑмпӑсем панӑ. Унтан пурте Мальвинӑпа тата Базилиопа ӳкерӗннӗ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() ЧР Сывлӑх министерстви пӗтӗмлетӳ тунӑ. Савӑнмаллиех. Ведомство ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри ҫынсем нумайрах пурӑнма тытӑннӑ. ЧР Сывлӑх министерствин кӑтартӑвӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки 5 ҫулта ҫыннӑн пурнӑҫӗ 2 ҫул вӑрӑмланнӑ. Нумай ҫул пурӑнакансен йышӗ вара 20 процент нумайланнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри 64 ҫын 100 ҫула парӑнтарнӑ. ЧР сывлӑх министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова хӑйӗн «Республикӑри халӑхӑн сывлӑхӗ пирки» патшалӑх докладне тунӑ чухне сывлӑх тытӑмне ҫӗнетни пилӗк ҫулта ҫын вилеслӗхне 8 процент чакарма май панине палӑртнӑ. Апла-и, капла-и — ҫапах республикӑра тухтӑрсем пурпӗрех ҫитмеҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта 21 пин ытла ҫын хӑй ыйтса ҫырнипе канӑва кайнӑ. Черетлине мар. Шалусӑррине. Пӗрремӗш кварталтипе танлаштарсан тулли мар ӗҫ графикӗпе ӗҫлекенсен тата ӗҫ паракан пуҫарнипе шалусӑр канӑва каякансен шучӗ йышланнӑ. Ака–утӑ уйӑхӗсенче тулли мар ӗҫ кунӗпе 6494 ҫын ӗҫленӗ. Ҫакӑ — ӗҫ паракансем пуҫарнипе тунӑ утӑм. Кӑрлач–пуш уйӑхӗсенче те кӗскетнӗ ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем пулнӑ-ха. Анчах ку цифра ун чух иккӗмӗш кварталтинчен виҫӗ хут пӗчӗкрех шутланнӑ. Енсем килӗшнипе тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансен шучӗ 13 процент сахалланса 5641 ҫынпа танлашнӑ. Ӗҫ паракан айӑпӗпе 2653 ҫын ӗҫсӗр ларнӑ. Ку вӑл пӗрремӗш кварталтинчен 33 процент пӗчӗкрех-мӗн. Ҫапах та кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта 21 пин ытла ҫын хӑй ыйтса ҫырнипе шалусӑр канӑва кайнине маларах пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Ку йыш пӗрремӗш кварталтинчен виҫӗ хут ытла нумайрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.