Республикӑра
![]() Ҫанталӑк шӑрӑх пулнӑ май Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗсенчен пуҫласа пушар енӗпе ятарлӑ режим пулнине палӑртӗҫ. Ҫавна май республикӑра пурӑнакансене вӑрмансенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Хальлӗхе вӑрмансенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 3-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ. Ятарлӑ режим вӑя кӗрсен вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑка, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма юрамасть. ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрман участокӗсенче мобильлӗ ушкӑнсем йӗркелӗҫ. Кӗнӗ ҫӗрте тӗрӗслев пункчӗсем пулӗҫ. Ведомство вӑрмансенче тухнӑ ҫулӑмсем пирки 8(8352) 40-24-00 тата 8-800-100-94-00 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне патшалӑх вӑрман фончӗсенче ҫулӑм тухнине асӑрхаман. Анчах Атӑлҫи федераци округӗнче 140 пушар тухнине палӑртнӑ Ятарлӑ режима республикӑра ЧР Министрсен Кабинечӗ хушу кӑлариччен тӑсӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Суйлав ҫывхарать тесе кам мӗн кӑна тума хатӗр мар-ши ӗнтӗ! Шупашкарта суйлав умӗнхи хура технологисем кӗрсе пыма тытӑнни пирки Чӑваш патшалӑх телекуравӗпе радиокомпанийӗ пӗлтерет. Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ хитре щитсене халӑх уйрӑмах йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче касса пӗтернӗ иккен, хӑшӗсене сӑрӑпа вараланӑ. Шупашкар тӑрӑх тӳре-шара инспекци пухсах ҫӳренӗ те вандалсем пур плаката та тӗкӗнменнине асӑрханӑ. Акӑ, Мир проспектӗнчи тата «Шупашкар» пасар патӗнчисенех илсен те ҫапла пӗтӗмлетме май килнӗ иккен. Сӑнсене тискерлетес тӗллев лартнисем плакатсене сиен кӳнипех ҫырлахман, унта ӳкернисене те сӑнсӑрлатнӑ-мӗн. «Мадагаскар» суту-илӳпе кану комплексӗ патӗнчи ҫавӑн пек плаката хула службисем комисси пырасса кӗтсе тӑман — пуҫтарса илнӗ. Плакатсене ҫу уйӑхӗн каҫхине хур туса ҫӳренӗ имӗш. «Антей сервис» компанин ӗҫ тӑвакан директорӗ Наталья Ванеркина Олег Ялугинпа иккӗшӗн сӑнне йӑлтах касса илни пирки пӑшӑрханса пӗлтернӗ. Ялугин ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен пӗрлешӗве ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Курав стенчӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Мефодий Чернова халалланӑ курав ӗҫлет. Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Мефодий Фёдорович 1928 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Малти Ункӑпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 2007 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче профессор леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ӗҫ биографине тӑван районӗнчи Ишекри вӑтам шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ пулса пуҫлать. Хыркассинчи шкулта директорта та тӑрӑшать. Кайран хӑй вӗреннӗ аслӑ шкулта преподавательте тӑрӑшма тытӑнать. Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗнче вӑл фразеологизм вӗрентӗвне уйрӑм евӗр пуҫарса яраканӗ шутланать. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитрӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ӑсчаха асра тытать. Ҫавна май вӑл унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ курав йӗркеленӗ. Республикӑн Наци вулавӑшӗ вара ӑсчаха халалланӑ электрон курав йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Андреев Иван Андреевич Паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав проспекчӗн 31Б («Ҫеҫпӗл» кинотеатра хирӗҫ) ҫурчӗ ҫине Паллӑ чӗлхеҫӗн Иван Андреевич Андреевӑн асӑну хӑмине ҫакма палӑртнӑ. Пуҫламӑшӗ 15:00 сехетре. Андреев Иван Андреевич 1928 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Хитекушкӑнь ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пирӗнтен 2011 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Василий Георгиевич Егоров патӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ. Наукӑпа тӗпчев институтӗнче чӗлхе пай пуҫлӑхӗ пулнӑ, 30 ҫул Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсене вӗрентнӗ, декан пулса ӗҫленӗ. Юлашки вӑхӑтра Республикӑри вӗрентӳ институтӗнче вӑй хунӑ. Чӑваш чӗлхин синтаксисне, морфологине, сӑмах пулӑвне, орфографипе пунктуацине тӗпчесе 200 ытла ӗҫ, учебниксем ҫырса пичетленӗ. |
Ӑслӑлӑх
![]() Ӗҫӗ-пуҫӗ кунта тӑвар пиркиех пырать-ха, анчах та Юпитерӑн Европа ятлӑ уҫлӑхташӗ (спутинкӗ) пирки. Вӑл Хӗвелтен инҫетре вырнаҫнӑ, унӑн ҫийӗ пӑрпа витӗннӗ. Шӑп та ҫав пӑр ҫийӗнче тӗттӗм пӑнчӑсем мӗнрен тӑни ӑсчахсене кӑсӑклантарнӑ та ӗнтӗ. Geophysical Research Letters журналта пичетленсе тухнӑ статьяра вара ӑсчахсем вӑл тӗттӗм пӑнчӑсем епле пулса кайнине ӑнлантарса панӑ та. Вашингтонри NASA штаб-хваттерӗнче тӑрмашакан Курт Нибур тата унпа пӗрле ӗҫлекен ӑсчахсем тӗрлӗ экспериментсем лартса тӗттӗм пӑнчӑсем тӑвар пулнине палӑртнӑ. Вӑл, иккен, пӑр айӗнчи океанран шывпа пӗрле сӑрхӑнса тухса уҫлӑхташ ҫийне лекнӗ, космос пайӑркисене пула хуралнӑ. Ӑсчахсем ятарлӑ хатӗр ӑсталанӑ — вӑл темиҫе сивӗтӗшрен, пӑр тӗслӗхӗнчен, магнитсенчен тата ытти ӑслӑлӑх хатӗрсенчен тӑрать. Ятарлӑ хатӗрте Европӑри никӗсне йӗркелеме пултарнӑ имӗш. Пӗлме: уҫлӑхташра -173 °С сивӗ, атмосфера ҫуккипе пӗрех, Юпитертан лекекен вӑйлӑ тулаш магнитлӑ уй, космос пайӑркисем нумай ӳкеҫҫӗ. Ӑсчахсем тӗрлӗ теорие тӗрӗсленӗ. Сӑмах май, унччен ытти ӑсчахсем ҫав тӗттӗм пӑнчӑсем тулай пулӑмсене пула йӗркеленнӗ тесе шутланӑ, кӳршӗлле Ио вулканӗсенчен тухакан магнипе кӳкӗрт вӗҫсе килнӗ пуль тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри наркополицейскийӗсем «Каҫ–2015» оперативлӑ профилактика мероприятийӗ йӗркеленӗ. Пилӗк оперушкӑн ҫав каҫ ҫамрӑксем ушкӑнпа пухӑнакан вырӑнсенче пулнӑ. Тӑрӑшни харама кайман. Пӗр каҫра вӗсем 20 ытла ҫынна тытса чарнӑ, наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ пилӗк преступлени палӑртнӑ, административлӑ майпа йӗркене пӑснӑ 14 тӗслӗхе асӑрханӑ. «Каҫ–2015» вӑхӑтӗнче наркополицейскисем федераци шыравӗнчи арҫынна тупса палӑртнӑ. Лешӗ наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ преступлени тунӑ-мӗн те кайран тарса ҫӳреме тытӑннӑ. Наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗн оперативлӑ службин пуҫлӑхӗ Андрей Григорьев хальхи вӑхӑтра каҫхи клубсем малтанхиллех хӑрушлӑх зонине кӗреҫҫӗ. Тӗрӗслев тӗллевӗ, апла пулсан, — преступлени тӑвакансемпе наркотикпа е психотроплӑ япалапа айкашакансене тупса палӑртасси кӑна мар, ун пек преступлени мӗншӗн пулса пынин сӑлтавне пӗлсе ӑна пӗтересси те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ЧПУ сройотрячӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Проспект 15» строительство отрячӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Восточный» космодром» студентсен стройкине конкурса хутшӑннӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн отряд унти стройкӑна кайӗ. Пӗтӗмпе конкурса ҫӗршыври студентсен 45 отрячӗ хутшӑннӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧПУн стройотрядне инженери факультечӗсен студенчӗсем кӗнӗ. Амур облаҫӗнчи стройкӑна пӗтӗмпе Раҫҫейри 25 регионти студентсем хутшӑнӗҫ. Сӑмах май, «Восточный» — Раҫҫейре кунашкал масштаблӑ космос комплексӗн пӗрремӗш проекчӗ. Амур облаҫӗнчи строительствӑна пин-пин строитель, инженер, конструктор хутшӑнӗ. Космодромри пӗрремӗш черетри объектсене кӑҫал ҫулталӑк вӗҫӗнче пӗтермелле-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Паян Чӑваш Ене килнӗ Китай делегацийӗ Ҫӗрпӳ районӗнче пулса курнӑ. Унта вӗсем район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Казаковпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулура ял хуҫалӑхра килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Сычуань провинцийӗнчен килнӗ делегаци йышӗнче Раҫҫейри тата Никама пӑхӑнман патшалӑхсенчи президенчӗ, «Силинь» директорӗ Айго хуҫа пулнӑ. Китай хӑнисем Туҫи ял тӑрӑхӗнче пулнӑ, агропарк тумашкӑн ҫӗр пӑхнӑ. Унта савут туса лартасшӑн. Унта комбикорм кӑларӗҫ, аш-какай цехӗ пулӗ, сивӗтмӗшсем лартӗҫ, пылак ҫимӗҫ пӳлӗмӗсене хута ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сергей Легостаев Раҫҫей Президенчӗн ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республика прокурорӗ пулма Сергей Легостаева лартнӑ. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетсӗ сессийӗнче депутатсем республикӑн ҫӗнӗ прокурорӗн кадидатурине пӑхса тухса унӑн кандидатурине ырланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ку должноҫе ҫӗршывӑн Тӗп прокуратури Кисан облаҫӗн прокурорне, 51 ҫулти Сергей Легостаева, сӗннӗччӗ. Сергей Легостаев 1963 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Орлов облаҫӗнчи Колпнянск районӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта пиллӗк паллӑсемпе Харьковри юридици облаҫне вӗренсе пӗтернӗ. Тепӗр ҫулхине Орел хулинче прокуратурӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. Икӗ ҫултан Орлов облаҫӗнче прокуратурӑра аслӑ следовательте тӑрӑшма тытӑннӑ. Ҫав должноҫрен вӑл регион прокурорӗн ҫумӗ таран ҫитнӗ. 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Рязань облаҫӗн прокурорне лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Мас-рестлинг Мас-рестлинг — Якути халӑхӗсен наци спорчӗн тӗсӗ. Ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри реестра 2003 ҫулта кӗртнӗ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Виталий Мутко вӑл Пӗтӗм Раҫҫей статусӗллӗ пулнине ҫирӗплетекен хушӑва алӑ пуснӑ. Мас-рестлинга Раҫҫей субъекчӗсенче аталантарас тӗллевпе ҫу уйӑхӗн 3-7-мӗшӗсенче Адлерта спорт менеджерӗсем, тренерсем, судьясем валли семинарсем иртнӗ. Чӑваш Енрен унта «Энергия» спорт шкулӗнче армспорт уйрӑмӗнче ӑсталӑхне туптакан Олеся Игнатьева пулнӑ. Турнирта вӑл пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Нерюнгри Татьяна Григорь чемпионка пулса тӑнӑ. Олеся Игнатьева Чаваш Енре мас-рестлинг енӗпе пӗрремӗш специалист пулса тӑнӑ. Тупӑшу хыҫҫӑн вӗренӳ занятийӗсене пӗтӗмлетнӗ. Семинара хутшӑннисене сертификатсем панӑ. Чӑваш Енре ҫитес вӑхӑтра масс-рестлинг енӗпе ӑмӑрту йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Малтан вӑл Республика кунне уявланӑ май Канаш районӗнче иртӗ. Сӑмах май, мас-рестлинг — патака туртни. Икӗ ҫын пӗр-пӗрне хирӗҫ лараҫҫӗ те урипе хӑма ҫине тайӑнаҫҫӗ. Патака икӗ алӑпа тытаҫҫӗ. Ӑна хӑшӗ хӑйӗн патне туртса илет — ҫавӑ ҫӗнтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |