Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗн конференци залӗнче «Чӗвӗлти чӗкеҫе — 10 ҫул. Чӑваш чӗлхин Пӗтӗм Раҫҫейри вӑйӑ конкурсӗ» кӗнекен хӑтлавӗ пулӗ. Ӑна «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурс 10 тултарнӑ ятпа кӑларнӑ. Унта ҫак ҫулсенче иртнӗ вӑйӑсенчи мӗн пур задание кӗртнӗ. Кӗнекене чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, шкул ачисем валли хатӗрленӗ. Пӗр сӑмахпа, вӑл чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакансемшӗн усӑллӑ. «Чӗвӗлти чӗкеҫ» пӗрремӗш хут 2004 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери «Кенгуру» (математика), «Русский медвежонок» (вырӑс чӗлхи) конкурс вӑйӑсем евӗрех. Чӗлхене вӗренесси хӑш-пӗр ачашӑн — тунсӑх ӗҫ. «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вара ҫак шухӑша сирет, чӗлхепе кӑсӑкланма хистет. Вӑйӑ конкурса шкулсенче ирттереҫҫӗ. Унти ӗҫсене шкулта лайӑх ӗлкӗрсе пыракансем те, япӑх вӗренекенсем те пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. 2004 ҫулта «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурса Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан ачисем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 18 019 ҫын. 10 ҫула пӗтӗмлетсе пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче «Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурс — 10 ҫул. Опыт. Ыйтусем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Вӑрӑм тунасене дизинфекцилеҫҫӗ Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май вӑрӑмтунасем ӗрчеме пуҫларӗҫ. Вӗсем Шупашкарта та, ялсенче те нумай. Ялта, шел те, вӗсене ятарласа пӗтермеҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакансене вара вӑрӑм тунасенчен хӳтӗлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Йышланнӑ вӑрӑм тунасем ҫынсене канмалли вырӑнсенче тапӑннӑран Шупашкар хула администрацинчен пулӑшу ыйтакан сахал мар пулнӑ. Ҫавна май администраци вӑрӑм тунасене дезинфекцилеме йышӑннӑ. Ҫак ӗҫе ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пуҫӑннӑ. Ӑна 25-мӗшӗнче вӗҫлӗҫ. Унччен 25 объекта дезинфекцилӗҫ. Вӗсен йышӗнче — скверсем, парксем, бульварсем… Пӗтӗмпе — 639 тӑваткал метр. Харӑсах темиҫе бригада ирхи 3–7 сехетсенче ӗҫлӗ. Ятарлӑ экологи организацийӗ вӑрӑм тунасене ҫӗнӗ препаратсемпе пӗтерет. Вӗсем ҫыншӑн сиенлӗ мар, нормативсемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Пӗр объекта дезинфекцилеме 1–1,5 сехет кирлӗ. Препаратсем курӑк ҫинче, йывӑҫ ҫулҫисем ҫинче юлӗҫ. Эмел хурт-кӑпшанка пӗтерӗ, ӗрчеме май памӗ. Вӑл ҫулла вӗҫленичченех пахалӑхне ҫухатмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Малашне Чӑваш Енре пурӑнакансем общество транспортӗнче карас телефонпа билетшӑн тӳлеме пултарӗҫ. ЧР Транспорт министерствин официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, общество транспортӗнче тӳллемелли ҫак тытӑма тӗрӗслесе ҫирӗплетнӗ. Мӗнле майпа ӗҫлӗ-ха вӑл? Телефонӑн сим-карттине чип лартмалла-мӗн. Кунашкал чиппа халӗ общество трансортӗнче усӑ кураҫҫӗ (терминалсем). Билетшӑн укҫа тӳлес тесен карас телефона кондукторӑн терминалӗ ҫывӑхне тытмалла. Билет хакне ҫавӑнтах телефон шутӗнчен кӑларӗҫ. Анчах кунашкал тытӑм хальлӗхе вӑйлах аталанман-ха. Ҫакнашкал мелпе карас телефонӑн хӑш-пӗр моделӗ ҫеҫ усӑ курма пултарать. Сӑмах май, кунашкал проект Питӗрте, Екатеринбургра, Новосибирскра, Хусанта пурнӑҫа кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Фестиваль саманчӗ Славян ҫырулӑхӗн тата культурин кунӗ умӗн Канашра славян азбукине хатӗрленӗ Кириллпа Мефодие халалланӑ «Славян тӗнчи — 2014» IV фестиваль иртнӗ. Кӑҫалхи фестивальте сакӑр номинаци пулнӑ. Ачасем кашни номинацирех пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. «Чӑнлӑха пӗлес тесен азбукӑран пуҫӑн» ӑс-тӑн вӑййине Канашри тӗп вулавӑшра йӗркеленӗ. Ачасен хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсен «Пирӗн чӗлхе паллӑ та мухтавлӑ!» конкурсӗ Канашри 11-мӗш шкулта иртнӗ. Поэзи вулакансен «Сӑмах патне ҫитерекен ҫул — храм ҫулӗ» конкурсӗ Тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ Ҫветтуй Николай храмӗ ҫумӗнчи Вырсарни шкулӗнче пулнӑ. Фестивальте «Вӑхӑт ҫыхӑнӑвӗ — ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ» сӑнӳкерчӗксен конкурсӗ те иртнӗ. Ҫавӑн пекех эссепе сочиненисен, алӗҫӗсен, ӳкерчӗксен конкурсӗсене йӗркеленӗ. Фестиваль пысӑк концертпа вӗҫленнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Концертра ачасем те, аслисем те юралнӑ-ташланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене сакӑр номинацире палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Чӑваш наци телевиденийӗн «Яш чух, ҫамрӑк чух!» программи Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа чӑваш ҫамрӑкӗсен флешмобӗ ирттерет. Мероприятие ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче йӗркелеме шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна вӗсем Чӑваш наци вулавӑшӗ умӗнче 13 сехетре пуҫласшӑн. Ташӑ флешмобне пурне те йыхравлани пирки Чӑваш Республикн Вӗренӳ министерстви пӗлтерет. Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те кӑтартнӑ: 64-10-55. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Слетра Ҫу уйӑхӗн 16–18-мӗшӗсенче Атӑлӑн йӑлӑм енче ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсен слечӗ иртнӗ. Унта Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗ ҫумӗнчи ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫесем» команди, Етӗрне районӗнчи 1-мӗш гимназин «Тӑван Ен» команди хутшӑннӑ. Ачасем слета хатӗрленнӗ май тӑван ен культурин историне аса илнӗ. Вӗсем слетра 9 конкурсра тупӑшнӑ. Хӑйсене паллаштармалли конкурсра Юнкӑсем ҫӗнтернӗ. «Халӑх вӑййисем» конкурсра Етӗрне районӗн ачисем Сутмалла, Муркаш районӗн команди Тутӑрла вылянӑ. Кунта «Тӑван Ен» команда ҫӗнтернӗ. «Наци кухни» конкурсра наци ҫимӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Юнкӑсем чӑкӑт хатӗрленӗ, Етӗрне районӗ — шӑрттан. Кунта туслӑх ҫӗнтернӗ. «Таврапӗлӳ объекчӗ пирки каласа кӑтартасси» конкурсра «Чӑваш Ен» санаторипе паллаштарнӑ. Яш-хӗр 3 сехет кун пирки информаци пухнӑ. Кунта Юнкӑсем маттуртарах пулнӑ. «Таврапӗлӳҫӗсем — пӗлӳҫӗсем» конкурсра Чӑваш Ен историйӗпе географийӗ пирки ыйтусене хуравлама тивнӗ. Кунта вара «Тӑван Ен» ҫӗнтернӗ. «Наци йӑлине кӑтартасси» конкурсра Улӑп каҫне тата Ача ҫуралнине кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Республикинче ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11-мӗш тата 9-мӗш классенче вӗренекенсемшӗн юлашки шӑнкӑрав янӑрӗ. Кӑҫал республикӑра 11-мӗш класран 6,6 пин яш-хӗр вӗренсе тухӗ, 9-мӗшӗнчен — 11,8 пин. Шкулсенчи уяв вӑхӑтӗнче Шупашкарти пур шкулта та йӗрке хуралҫисем сыхлӗҫ. Йӑлтах — ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн. Юлашки шӑнкӑрав мероприятине яланхи пекех вӗрентекенсем, вӗренекенсем, ашшӗ-амӑшӗсем, патшалӑхпа общество управленийӗн органӗсен ҫыннисем, организайисем хутшӑнӗҫ. Уяв яш-хӗре савӑнӑҫ кӳрет паллах. Хӑшӗ-пӗрисем Атӑл леш енне те кайма палӑртнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн вӗсен лӑпланса ларма вӑхӑт пулмӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗсем пуҫланӗҫ. Чи малтан географи тата вырӑс литературин предмечӗсемпе ППЭ тытӗҫ. Экзамен тапхӑрӗ 19 куна тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутайри юпа Ҫӗршыв чиккисене хураллакансене халалласа Хӗрлӗ Чутайри фонтан патӗнче патшалӑх чиккин тӗп символне — чикӗ юпине — лартнӑ. Вӑл — чӑн-чӑнни пекех. Ӑна калӑпӑшне, тӗсне, ӳкерчӗкне пӑхса хатӗрленӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче хӑй вӑхӑтӗнче Тӑван ҫӗршывӑн чиккине ҫӗр ҫинче тата шыв ҫинче хуралланӑ арҫын нумай пурӑнать. Шӑпах вӗсем ҫак юпана лартма сӗннӗ. Расхутне те хӑйсем ҫине илнӗ. Хӗрлӗ Чутайри ҫак юпа вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫӗршыв чиккине хураллакансене манма памӗ, ҫак ӗҫре тӑрӑшнисене пӗрлештерӗ. Стелӑна Чикӗ хуралҫисен кунӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Кӗҫех Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлмелли кун ҫитӗ. Республикӑра ӑна халалласа чылай мероприяти иртӗ. «Шупашкар — сывӑ хула» хула проекчӗпе килӗшӳллӗн тата «Сывӑ хуласем, районсем, поселоксем» Раҫҫей ассоциацийӗ 10 ҫул тултарнине халалласа ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре 11:00 сехетре ачасен флэшмобӗ иртӗ. Унта Шупашкарти шкул умӗнхи учрежденисене ҫӳрекенсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем хутшӑнӗҫ. Флэшмоба Чӑваш Енри Фитнеспа аэробика федерацийӗн президенчӗ Оксана Вербина ертсе пырӗ. Мероприятие халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма чӗнсе ирттереҫҫӗ. Ачана спортпа мӗн пӗчӗкренпех туслаштармалла. Флэшмоб «Сывӑ ачасем — сывӑ ашшӑ-амӑшӗ!» девизпа килӗшӳллӗн йӗркелӗҫ. Ҫак кун ачасене пултарулӑх лапамӗсем, аттракционсем савӑнтарӗҫ. Сцена ҫинче пӗчӗккисен юррисем янӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Пӗтӗм тутарсен общество центрӗн Курултайӗ Пушкӑртстанри тутарсем пурӑнакан пая Тутарстанпа пӗрлештерес ыйтӑва ҫӗкленӗ. Съезд резолюцине ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Звезда Поволжья» хаҫатра пичетленӗ. Курултай палӑртнӑ тӑрӑх, Пушкӑрт Республикинче тутарсен йышӗ — иккӗмӗш вырӑнта (пӗрремӗш вырӑнта, паллах, Тутарстан). Съезд шухӑшӗпе, тутарсен ушкӑнне культурӑпа вӗренӳ ыйтӑвӗсене уҫӑмлатас, республикӑн политика ертӳлӗхӗн шайӗнче вӗсен ыйтӑвӗсене шута илес ҫӗрте хӗсӗрлеҫҫӗ-мӗн. «Пушкӑртстанри тутарсен йышӗ Тутарстанра пурӑнакансеннипе танах. Анчах вӗсем хӑйсен нацине аталантарас тӗллевпе патшалӑх тата ытти пулӑшупа усӑ курманпа пӗрех. Курултай кунашкаллине хирӗҫ. Тутарсем кирек ӑҫта пурӑнсан та Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ тата пайланман халӑхӗ. Вӗсем нацие аталантармашкӑн Раҫҫейӗн ытти халӑхӗпе танах тивӗҫлӗ», — тенӗ резолюцире. Ҫавӑнпа Курултай, пӗрремӗшӗнчен, Пушкӑртстанра тутар чӗлхине патшалӑх чӗлхи туса хума тӗллевленнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, референдум йӗркелесшӗн («тутар халӑхӗллӗ Уфимск кӗпернин пайне Тутарстанпа пӗрлештересси»). Аса илтермелле: 2012 ҫулхи кӗркунне ЧР Патшалӑх Канашне республика чиккине пӑхса тухма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |