Политика
![]() Шӑматкун, пушӑн 15-мӗшӗнче, Крыма пӗрлештернипе килӗшекеннисемпе пӗрлех вӑрҫа хирӗҫҫисем те пухӑннӑ. Расна вырӑнта. Влаҫ политикине ырлакансем — чылайӑшне унта хистесе илсе тухнӑ теҫҫӗ — Хӗрлӗ тӳремре пуҫтарӑннӑ пулсан вӑрҫа хирӗҫҫисем «Мир Луксор» кинотеатр умне тухнӑ. Халӑх чылайӑнах пулман — пӗр 25–30 ҫын кӑна пухӑннӑ. Акцине РПР-ПАРНАС тата Раштавӑн 5-мӗшӗн партийӗн вырӑнти уйрӑмӗсем йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех чӑваш тата вырӑс халӑхӗшӗн пӑшӑрханакансем те хутшӑннӑ. Вырӑсла плакатсемсӗр пуҫне чӑвашли те пулнӑ, тӗслӗхрен, «Вӑрҫӑ ан пултӑр! Эпир тӑнӑҫлӑхшӑн!». Пикетра Раҫҫей, Украина тата Чӑваш Ен ялавӗсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пушӑн 14-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче кӑна мар, Муркаш районӗнче те чиперуксен конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал «Муркаш пики — 2014» конкурса 8 хӗр хутшӑннӑ. Пикесем пилӗк конкурса витӗр тухнӑ: «Визит карточки», «Интеллектуаллӑ конкурс», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш халӑх апачӗ», «Чӑваш стилӗ». Жири конкурсҫӑсене чи малтанах ӑнӑҫу суннӑ. Пикесене тӗрлӗ енлӗн тӗрӗсленӗ. Паллах, конкурссене парӑнтарма ҫӑмӑл пулман. Хӗрсем сцена ҫинче ташланӑ, юрланӑ, наци апат-ҫимӗҫӗ пирки калаҫнӑ. Чи маттурри — Елизавета Смирнова. Муркаш вӑтам шкулӗнче вӗренекенскер «Муркаш пики — 2014» ята тивӗҫнӗ. Ҫав шкултах ӑс пухакан Елена Николаева «Вице Муркаш пики» ята ҫӗнсе илнӗ. Чуманкасси шкулӗнчи Елена Иванова «Хӳхӗм пике» номинацире ҫӗнтернӗ. Калайкасси шкулӗнче вӗренекен Кристина Арчикова «Ҫепӗҫ пике» пулнӑ. Ярославка ял тӑрӑхӗнчи Виктория Иванова «Ӑс пике» номинацире палӑрнӑ. Муркаш шкулӗнчи Ольга Павлова «Пултаруллӑ пике» ята тивӗҫнӗ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» номинацире вара Алена Кузьмина ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак уйӑхра районсенче чи илемлӗ, пултаруллӑ пикене суйлаҫҫӗ. Пушӑн 14-мӗшӗнче акӑ «Тӑвай пики — 2014» конкурс иртнӗ. Унта 10 ял тӑрӑхӗнчи 17–25 ҫулсенчи 10 пике хутшӑннӑ. Вӗсем пурте чӑваш чӗлхине аван пӗлеҫҫӗ, пултарулӑхӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Яланхи пекех хӗрсем малтан хӑйсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем чӑваш наци апатне мӗнле хатӗрлемелли пирки каласа кӑтартнӑ. Конкурс вӗҫӗнче пикесем чӑваш наци костюмне тӑхӑнса кӑтартнӑ, чӑваш ташши ташланӑ. Жюри йышӗнче ЧР муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн консультанчӗ М.Мурзин, «Информ-медиа» директорӗ Э.Максимов, «Чӑваш пики — 2010» ята ҫӗнсе илнӗ Алиса Королева, Чаваш наци конгресӗн ӗҫ ертӳҫи Сергей Андреев, ЧНКн «Хастар» ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗн председателӗ И.Федоров, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студентки, «Тӑвай пики — 2013» ята ҫӗнсе илнӗ Т.Константинова пулнӑ. Кӑҫал вара «Тӑвай пики» ята Ҫӗнӗ Пуянкасси ял тӑрӑхӗн пики Кристина Федотова ҫӗнсе илнӗ. «Вице Тӑвай пики» ята вара Йӑнтӑрчӑ ял тӑрӑхӗнчи Эллада Данилова тивӗҫнӗ. Турикас Тушкил ял тӑрӑхӗн пики Мария Кириллова «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкарта пушӑн 15-мӗшӗнче Крым халӑхне хавхалантарас, унти референдума ырлас тӗлӗшпе Хӗрлӗ тӳремре митинг иртесси пирки пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, акци 10 пине яхӑн ҫынна пуҫтарнӑ. Митингра тӗрлӗ плакатсем пулнӑ. Пурте — Крыма хавхалантаракансем, фашизма хирӗҫҫисем. Хӗрлӗ лапама Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Валерий Туркай поэт та пынӑ. Кунта ҫитнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗн Украинӑра тӑванӗсем пурӑнаҫҫӗ. Унти ларӑ-тӑру вара вӗсене, паллах, пӑшӑрхантарать. Пурте тенӗ пекех Георгий хӑйӑвӗсем ҫакнӑ. Митинга килнисем Раҫҫейпе Крым пӗрлешессине ырланӑ. Ҫынсем Украина ҫыннисене пулӑшасси пирки калаҫнӑ. Гуманитари пулӑшӑвне Раҫҫейри чылай тӑрӑхра йӗркеленӗ. Шупашкар та айккинче юлман: ыра кӑмӑллӑх счечӗ ятарласа уҫнӑ. Пушӑн 16-мӗшӗнче Крымра референдум иртнӗ. Сасӑлава халӑх чылай пыни пирки хыпарлаҫҫӗ. Референдумӑн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн 95 проценчӗ Крыма Раҫҫее тавӑрассишӗн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Владимир Иванов — Чӑваш Енри усламҫӑсен хӳтӗлевҫи Пӗтӗмлетӗве правительство ларӑвӗнче ирттернӗ. Чӑваш Енӗн усламҫисен хӳтӗлевҫи Владимир Иванов иртнӗ ҫул унтан 54 ҫын пулӑшу ыйтнине пӗлтернӗ. «Кашни ҫӑхав хыҫне пысӑк ыйту пытарӑннӑ, ансат та ҫӑмӑл ыйтусем пирӗн пата килмен», — тенӗ вӑл. Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче 40-е яхӑн ыйту килнӗ те иккен. Пӗлтӗрхисене илсен, вӗсенчен ҫуррине яхӑнӗнче ҫӗр хутшӑнӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем усламҫӑсен хӳтӗлевҫинче хӳтлӗх шырама хистенӗ. Сӑмахран, 10 ҫул тара илсе пурӑннӑ хыҫҫӑн усламҫӑ ҫӗр лаптӑкӗсӗр тӑрса юлни кӑмӑллах мар. Ҫапла ыйтупа усламҫӑ патне пысӑк строительство фирми тухнӑ. Вӑл ҫынсене пурӑнма ярса ӗлкӗрнӗ иккен, коммуникацисене туса пӗтернӗ-мӗн, анчах палӑртнӑ территорие туса пӗтереймен. Шучӗпе ҫав лаптӑка аукцион урлӑ илме юрать. Анчах 10 ҫултан ҫӗр сана лекессипе лекмессине пӗлсе тӑни услаҫӑсене лӑпкӑн ӗҫлеме кансӗрлет тесе шухӑшланине палӑртнӑ Владимир Иванов. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кашни тӗслӗхпе обьективлӑ тата субьективлӑ факторсене тӗпе хумаллине палӑртса хӑварнӑ. Хӑшӗсем ҫӗре бизнеса аталантарма мар, кайран сутса яма туянаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов Севастополти чӑвашсен элчисемпе тӗл пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Маларах, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Севастополти чӑваш наципе культура обществин пайташӗсемпе курнӑҫнӑ. Унта Чӑваш Енпе Крым килӗштерсе ӗҫлес майсене сӳтсе явнӑ-мӗн. Сӑмахран, Крымра Чӑваш Енӗн суту-илӳ представительствине, Севастопольте «Шупашкар» ятпа суту-илӳ, Шупашкарта вара «Крым ҫурутравӗ» ятлӑ предприяти уҫасси пирки калаҫнӑ иккен. Шупашкарпа Севастополь хушшинче авиаҫыхӑну йӗркелес ыйтӑва та хускатнӑ. Шупашкарпа Севастополь хушшинчи туслӑх тата килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӗве маларахах хатӗрленӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шӑматкун, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакансем хула варрипе ҫап-ҫара арҫын утнине асӑрханӑ. Вӑл Николаев урамӗнче ҫӳренӗ. Нуски кӑна тӑхӑннӑскер урапасем ҫӳрекен ҫул ҫине сиксе тухнӑ-мӗн. Хӑйне тимлӗх ҫитменнине кура-ши вӑл иртен-ҫӳрен урапана чарма хӑтланнӑ. «Эп чӳречерен пӑхса тӑраттӑм. Ҫав вӑхӑтра ҫара арҫын куҫ тӗлне лекрӗ те. Вӑл малтан ҫуран ҫӳрекен ҫулпа утса ҫӳрерӗ, унтан урапасем ҫӳрекен ҫул ҫине сиксе тухса иртен-каян машинсене чарма хӑтланчӗ», — тесе каласа кӑтартнӑ тӗлӗнтермӗш арҫынна асӑрханисенчен пӗри, Илья ятлӑ арҫын. — Ун чухне вӑхӑт кӑнтӑрла иртни 16 сехет ҫурӑ тӗлнеллеччӗ. Кӑштахран вӑл таҫта кайса ҫухалчӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ларура Иртнӗ эрнере иртнӗ Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен комисси ҫул ҫитмен наркомансене палӑртассин тухӑҫлӑхне сӳтсе явнӑ. Ларӑва Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви иртнӗ ҫул 413 ҫамрӑк психоактивлӑ япаласемпе усӑ курнине шута илнӗ. 2012 ҫулхинчен ҫак йыш 15 процент нумайланнӑ. Наркологи патологиллӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Улатӑр хулисенче уйрӑмах йышлӑ шута илнӗ. Ҫамрӑксем психоактивлӑ япаласем усӑ курассин профилактика тесе специалистсем ятарлӑ тест ирттернине калаҫҫӗ. 2011 ҫултанпа тест витӗр 13,5 пин студентпа вӗренекене кӑларнӑ. Республика Элтеперӗ хӑрушлӑх категорийӗнчи тата тест тухма килӗшмен ҫамрӑксемпе уйрӑмшар ӗҫлемеллине палӑртса хӑварнӑ. «Лару-тӑру лайӑхланмасть, ҫӗнӗ препаратсем тухаҫҫӗ, чӗнсе каланипе кӑна май килмӗ. Наркотик сутакан канмалли заведенисен хуҫисене тӗрлӗ мелпе хӗсмелле», — тенӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре черетлӗ хахайт (тревога) янӑрӗ. Анчах унтан хӑрама кирлӗ мар, ӑна халӑха инкек-синкекрен асӑрхаттармалли тытӑм республикӑра епле ӗҫленине тӗрӗслес тӗллевпе ирттереҫҫӗ. «Пурне те тӑнлама чӗнетпӗр!» текен сас ирхи вунӑ сехетре янӑраса кайӗ. Гражданла хӳтӗлев тренировки пуҫланнине пӗлтерсе урамри сиренӑсем, хыттӑн калакан хатӗрсем, радио тата телекурав каналӗсем пӗлтерӗҫ. Вӗренӳллӗ тревога пулнине кура ҫынсене шикленсе ӳкме сӗнмеҫҫӗ. Чӑннипех ун пек сигнал янӑрасан вара (кӑна пӗлме тесе асӑрхаттараҫҫӗ) ҫынсен радиоприемник, телевизор — кама хӑшӗ меллӗрех ӗнтӗ — яма сӗнеҫҫӗ. Илтнӗ информаци пирки ӗҫтешсене, килтисене, тӑван хурӑнташа, пӗлӗш-тантӑша систермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 61-мӗш шкулта ачасене электрон кӗнекесемпе вӗрентме пуҫласшӑн. Халӗ унта enTourage eDGe 2.0. икӗ экранлӑ электронлӑ панель хатӗрсенчен тӑракан мобильлӗ класа сӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи кӑрлачран пуҫласа унпа биологи, истори, георграфи тата обществознани предмечӗсене ҫиччӗмӗшпе саккӑрмӗш классем вӗренеҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра улттӑмӗшсемпе ҫиччӗмӗшсем валли математикӑпа тата вырӑс чӗлхипе программа килессе шанаҫҫӗ. «Ку вӑл пӗр предмета вӗренмелли учебник мар. Кашни комплекс Wi-Fi мелӗпе мӗнпур предмет вырнаҫнӑ портпа ҫыхӑнать. Экран ҫине текстсем, таблицӑсем, урокӑн видеовӗ тухать-мӗн. Иккӗмӗш экран тӑрӑх вара вӗрентекенпе вӗренекен ҫыхӑнать иккен. Электрон комплексӗ ачасене йывӑр шкул сумкинчен хӑтарать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шкула вӗренӳ кӗнекисене кӑна мар, дневникпа тетрадь те исле кайма тивмӗ — портал ҫинче ача миҫе илни те, вӑл задачӑна епле пурнӑҫлани те упранса юлать теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ. | ||
| Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |