Культура
![]() Красноармейски районӗнчи халӑх кӗвви-ҫеммин «Хавал» ансамблӗ (илемлӗх ертӳҫи —– Николай Никоноров) ҫак уйӑхӑн 1–5-мӗшӗсенче Тӗмен чӑвашӗсем патӗнче пулнӑ. Унта ушкӑн ҫавӑнта иртнӗ Чӑваш культура кунӗсене хутшӑннӑ. Уява Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсем тӗпленни 100 ҫул ҫитнине халалланӑ пулнӑ. Халӗ вара республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов ячӗпе тав ҫырӑвӗ килнӗ. Ӑна Тӗмен чӑвашӗсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи А.Архипов шӑрҫаланӑ. Унта вӑл Красноармейски районӗнчи «Хавал» ансамбль Тӗмен чӑвашӗсене савӑк кӑмӑл парнеленине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗр ҫинче темле ҫын та пур та, тӗлӗнмелли тупӑнсах тӑрать. Вӑрнар районӗнчи Калининри вӑтам шкулта музыкӑпа технологи вӗрентекен 50-ри арҫын вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланса пурӑннӑ. Хыпар ятне машина вӑрри терӗмӗр те, автомобильсенех вӑрламан-ха. Машинӑри япаласене пӗҫертсе ҫӳренӗ-мӗн. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе хайхи арҫын кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Калининри автосервис ҫывӑхӗнчи стоянкӑри машинӑсенчи хаклӑ япаласене вӑрласа ҫӳренӗ. Пӗтӗмпе виҫӗ хутчен ҫапла хӑтланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ку фактсем пирки тӗпчев материалӗсене прокуратура нумаях пулмасть суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын 115 пин тенкӗ перекетлеме хӑтланса 1,2 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар-ха. Арҫын тӗлӗшпе суд приставӗсем ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Арҫыннӑн производство сборне 115 пин тенкӗ ытларах тӳлеме тивнӗ. Анчах унӑн вӑл тупрана кӑларса хурас килмен. «Кӗмӗле» перекетлес тесе вӑл суд приставне 40 пин тенкӗ сӗтев пама пӑхнӑ. Ҫапла хӑтланни ӑна суд тенкелӗ ҫине илсе ҫитернӗ. Сӗтев панӑшӑн арҫынна 1 миллион те 200 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян вырӑс драма театрӗнче «Кӗтнӗ ӗмӗт» ятпа хӑй тӗллӗн вӗреннӗ актерсемпе режиссёрсен республикӑри конкурсӗ уҫӑлнӑ. Ӑна республикӑн Культура министерстви тата театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ. Конкурс тӗллевӗ шутне ҫамрӑк актерсемпе режиссерсене пулӑшассине, пултаруллисене палӑртса хавхалантарассине кӗртеҫҫӗ. Унта хутшӑнакансем хальхи авторсемпе ют ҫӗршыв драматургӗсен пьесисен сыпӑкӗсене арисемпе оперӑсенчи сценӑсем, монологсем лартнӑ, пантомимӑсем, пӗчӗк спектакльсем кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Анчах, Турра шӗкӗр, салонти ҫынсем аманман. Инкеке автобус паян, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, лекнӗ. Киров хулинчен Шупашкара килекенскер асӑннӑ облаҫри Советски районта ҫул айккине пӑрӑнса кӗрсе ҫаврӑнса ӳкнӗ. Аварие лекнӗ автобусра 15 ҫын ларса пынӑ иккен. Телее, вӗсенчен нихӑшӗ те аманман. Автобуса хӑйне те темех пулман, кӑшт кӑна лапчӑннӑ. Ҫаврӑнса ӳкнӗ транспорта юсама янӑ, ҫынсем тепӗр автобуспа Шупашкара килсе ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш наци вулавӑшне каллех Светлана Старикова ертсе пырӗ. Мӗншӗн каллех тенине тӳрех ӑнлантарса хӑварар-ха. Ҫак ӗҫре вӑл унччен те тӑрӑшнӑ. Пуҫлӑх пуканне вӑл 2002–2012-мӗш ҫулсенче йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн культура министрӗ пулнӑ Роза Лизаковӑна директор тилхепине шанса панӑ хыҫҫӑн Старикова пуҫлӑх ҫумӗ пулса тӑчӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Лизакова пуҫлӑх ӗҫне пӑрахнӑ хыҫҫӑн ертӳҫӗ тивӗҫне Стариковӑна пурнӑҫлама шанчӗҫ. Светлана Старикова 1955 ҫулта Канаш районӗнчи Анаткас Кипеч ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑваш кил-ҫурчӗн ҫуртне тума шухӑшлаҫҫӗ. Унӑн пӗрремӗш чулне хунӑ та ӗнтӗ. Пӗрремӗш кирпӗче хывма облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов хӑй хутшӑннӑ иккен. Чӑваш кил-ҫуртне хулари Ҫамрӑксен хулинче тума пуҫланӑ. Ӑна «Наци ялӗ» текен этнокультура соооруженийӗсен комплексӗнче хута яраҫҫӗ. Наци ялӗнче тӑхӑр халӑх ҫыннисен культурине кӑтартмалла тӑвасшӑн. Ҫавӑнта сакӑр номерлӗх хӑна ҫурчӗ, ампарлӑ тата лаша витиллӗ музей ҫурчӗ, ҫулла ӗҫсе-ҫимелли уҫӑ вырӑн хӑпартса лартасшӑн. «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗмӗпӗрти наципе культура автономийӗ хӑйӗн комплексне тума чи малтан ирӗк илнисенчен пӗри-мӗн. Тӗп ӗҫсене килес ҫул тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сесси вӑхӑтӗнче. ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнчен илнӗ сӑн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫак эрнери сессийӗнче халӑх тарҫисем суйлав бюллетенӗнче пурне те хирӗҫ сасӑлама ирӗк пачӗҫ. Кун пек сӗнӗве Раҫҫей шайӗнче маларах асӑнакансем пулни пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ку йӗрке пирки калаҫнӑ чух депутатсем хӗрсе калаҫнине сессие онлайн мелӗпе итленисем асӑрхарӗҫ-тӗр. Ҫапла йышӑнни вӑл е ку кандидатшӑн сасӑлас килменнисене ӳлӗмрен пурне те хирӗҫлеме ирӗк парӗҫ. Ара, атту списока кӗртнӗ ҫынсенчен хӑшӗшӗн те пулин сасӑламах тивет-ҫке. Капла хӑть хӑв кӑмӑлна кайман кандидатсем пулмасан пурне те хирӗҫҫине палӑртайӑн. Саккуна йышӑниччен депутатсем хӗрсех калаҫрӗҫ. Пӗринне микрофонне те сӳнтерсе лартрӗҫ. |
Спорт
![]() Пӗр хут кӑна та мар. 2016 тата 2018 ҫулсенче хӑвӑрт утассипе Тӗнче кубокӗ Шупашкарта иртмелле. Кун пирки Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн канашӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ иккен. Шупашкара сӗнсе ҫӗршывӑн ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн генсекретарӗ Михаил Бутов тухса калаҫнӑ. Сӑмах май, унта Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Мельников та хутшӑннӑ иккен. Икӗ ҫулта пӗрре иртекен ҫак ӑмӑртӑва умлӑ-хыҫлӑ пӗр хулара иртни хӑвӑрт утассипе тӗнче историйӗнче те кӗтменлӗх иккен. Республикӑн Спорт министерстви ҫакна республикӑна шаннипе сӑлтавлать имӗш. Унччен Европа тата тӗнче кубокӗсене Чӑваш Енре ирттернине хӑшӗсем астӑваҫҫӗ-тӗр: Европа кубокне 2003 ҫулта, Тӗнче кубокне 2008 ҫулта йӗркеленӗччӗ. Раҫҫей кубокӗ вара ҫулсерен тенӗ пекех пирӗн патра иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Паян Хусанти аэропортра ҫӗр ҫине Boeing 737 ӑнӑҫлӑ ларайман, унти пур ҫын та вилнӗ. Вӗсен хушшинче Тутарстан Президенчӗн ывӑлӗ Ирек Минниханов та пулнӑ. «Татарстан» авиакомпанин самолёчӗ иккӗмӗш ҫаврӑм тунӑ хыҫҫӑн ларма тытӑнсан арканса кайнӑ. Пурӗ 46 пассажир тата 6 самолёт ӗҫченӗ вилнӗ. Ҫавӑн пекех самолёт арканӑвӗнче Тутарстан тӑрӑхӗнчи ФСБ тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Александр Антонов, спорт комментаторӗн Роман Скворцовӑн арӑмӗ Эллина вилни пирки пӗлтереҫҫӗ. Пӑтӑрмах тӑрӑх пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха официаллӑ мар калаҫусенче палӑртнӑ тӑрӑх инкек пилотсен йӑнӑшне пула сиксе тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |