Вӗренӳ
![]() Паян аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденисен 2013 ҫулхи ӗҫ тухӑҫлӑхне палӑртакан рейтинг кун ҫути курнӑ, унӑн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тухӑҫлӑ ӗҫлеменнисен йышне лекнӗ. Республикӑри вӗренӳ заведенийӗсенчен унта тата тепӗр икӗ аслӑ шкул кӗнӗ: Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ тата Регионти технологипе управлени институчӗ. Ятарлӑ комисси чи пысӑк ҫитменлӗхсем шутӗнче вӗренсе тухакансем ӗҫ вырӑнне тупайманнине тата укҫа-тенкӗпе экономика тӗлӗшӗнчен япӑх ӗҫленине тупнӑ. Ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ те палӑртнӑ аслӑ шкулсен лайӑхах мар иккен. Педагогика университечӗн унсӑр пуҫне инфраструктура тытӑмӗ япӑхланнӑ (4,13 балл ҫухатнӑ) тесе палӑртнӑ тишкеревҫӗсем. Пӗлтӗрхи рейтингра Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫне хурланӑччӗ пулсан, кунхинче вӗсен ӗҫне хурласах кайман. Ҫӗнӗ ректор ӗҫе пуҫӑнни сисӗнет мар-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Тухтӑр ҫурчӗсене пӗр телекоммуникаци тытӑмӗпе ҫыхӑнтарӗҫ. Кун пирки республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтерет. Ӗҫе кӑҫалхи раштавра вӗҫлемелле. Пӗр тытӑма Чӑваш Енри 62 медицина учрежденине — хуласемпе районсенчи пульницӑсене, ача ҫуратмалли ҫуртсене, стоматологи поликлиникисене пӗрлештерӗҫ. Ҫапла туни медучрежденисене пӗр-пӗринчи информацие пӗлсе тӑма, чирлисене йышӑнассине шайлаштарма май парасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Унта та кунта суту-илӳ предприятийӗсем уҫӑлнине илтсе йӑлӑхнӑ ҫынсемшӗн ҫӗнӗ производство хута кайнине илтме-пӗлме чӑннипех те кӑмӑллӑ. Патӑрьел районӗнчи «Батыревский» акционерсен хупӑ обществинче 200 пуҫлӑх ӗне ферми уҫнӑ. Ӑна хӑпартса лартма 28 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. Укҫан пысӑк пайне, 20 миллионне, банкран ҫӑмӑллӑхлӑ кивҫен илнӗ, ытти 8 миллионӗ хуҫалӑхӑн хӑйӗн тупӑннӑ. Хӗрлӗ хӑю касассине ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен уявне халалланӑ-мӗн. Савӑнӑҫлӑ пулӑмпа хуҫалӑха район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов саламланӑ. 1975 ҫулта ферма туса лартнӑранпа тек ун пек ҫурта юлашки ҫулсенче хута яман та иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗҫ тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫ хунисене асӑнса Улатӑр хулинче палӑк уҫнӑ. Унти шалти ӗҫсен историйӗнче ӗҫе пула 6 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ иккен, вӗсенчен пӗри Ҫурҫӗр Кавказра вилнӗ. Палӑка Шалти ӗҫсен министерствин районсем хушшинчи Улатӑрти пайӗн ҫурчӗ ҫывӑхӗнче лартнӑ. Митинга асӑннӑ пай пуҫлӑхӗ Александр Боголюбов подполковник уҫнӑ. Пухӑннисен умӗнче республикӑн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Олег Яковлев та тухса калаҫнӑ. Вилнӗ ӗҫтешӗсене асра тытнӑшӑн вӑл ырланӑ тата тав тунӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Марискин вара уҫма тӳпе хывнисене — вырӑнти предприяти-организацисене, пӗчӗк усламҫӑсене тата районпа хулари уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсене — тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкассинчи Вӑтам Ҫавал юханшывӗ ҫинче плотинӑна тӗплӗн юсама тытӑннӑ. Калӑпӑшлӑ ҫак ӗҫ валли пурӗ 9,1 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ку виҫерен пысӑк пайӗ, 8 миллионӗ, федераци хыснинчен килнӗ. 700 пинне республика хыснинчен уйӑрса хӑварнӑ, 290-шне — вырӑнти бюджетран. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, плотинӑна юсама тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ. иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче туса лартнӑскер ишӗлме пуҫланӑ. Юсав епле пынипе паллашма ӗнер унта ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗн ҫумӗ Евгений Юшин тата вырӑнти тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Вӑрманкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Павлов плотинӑна юсанӑшӑн ҫынсем савӑннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вырӑнти хӑй тытмӑлӑха тӗрӗслессин тухӑҫлӑхне ӗнер ведомствӑсен хушшинчи лару йӗркелесех тишкернӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ. Республикӑри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене 1 202 хутчен тӗрӗсленине пӗлтернӗ, ҫав шутран 445-шӗ — планпа пӑхманни иккен. Должноҫри ҫынсене 230 хутчен 1,95 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Пуринчен ытла явап тыттараканни — монополипе кӗрешекен служба. Хайхин тӳпи — 40 процент. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗпе Инкеклӗ ӗҫсен министерстви мӗнпур штрафӑн 15-шар процентне ҫырса панӑ, прокуратура тӳпи — 9 процент. Ял тӑрӑхӗсем патшалӑх заказӗ пирки пӗлтерӳсем панӑ чух сахал мар йӑнӑшаҫҫӗ иккен. Чӑваш Ен Элтеперӗ вара ку ӗҫре район администрацийӗсен пулӑшмаллине, тӗрӗсрех, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ обьектсене хута янӑ чух районсен хӑйсен конкурс ирттермеллине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Геннадий Волков этнопедагог ҫинчен кӑларнӑ черетлӗ кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ. Черетлӗ тесе ахальтен каламарӑмӑр — тӗнче шайӗнчи паллӑ ҫын ҫинчен ҫырнӑ ӗҫсен шучӗ 500-тен те иртет иккен. Анчах унчченхисенчен нумайӑшӗ ӑслӑлӑхпа ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ. «Иртнӗ тапхӑрти сывлӑшпа ҫырнӑ кӗнекесем» текен те пулчӗ унта тухса калаҫакансенчен пӗри. Хальхи вара, «Пророк земли чувашской» ятли, раснарах тесе хакларӗҫ ӑна алла илсе шӗкӗлченисем. Тепӗр тесен, йӑлтах каласа пама кирлех те мар-тӑр — хӑвӑра тытса вулма сӗнетӗп. Кӗнеке авторӗ — Лидия Филиппова. Ку вӑл унӑн пӗрремӗш «пепки» мар. Тӗрлӗ жанрпа ҫыракан автор уйрӑм ҫынсем пирки те халиччен ҫырман мар. Хальхине, шутпа илсен вун иккӗмӗшне, шӑрҫалас шухӑш тӗлӗкре килнӗ тесен тӗрӗс. Геннадий Никандровича лайӑх пӗлнӗскер унпа пӗрре кӑна мар сӑмахланӑ-юмахланӑ. Волков академик «симфони-кӗнеке кирлӗ» тесе те каламан мар иккен. Хӑтлава учительсемпе преподавательсем, студентсем, Геннадий Волкова аван пӗлнӗ ҫынсем тата ыттисем пырса ҫитрӗҫ. Геннадий Волковӑн шӑллӗ Анатолий Никандрович та пулчӗ. |
Политика
![]() «Питӗрти политика» фонд ирттерекен рейтингра Чӑваш Ен социаллӑ пурнӑҫпа политика тӑнӑҫлӑхӗпе ҫӳлерех хӑпарнӑ. Кунта сӑмах иртнӗ уйӑх пирки пырать. Вӑтам тӑнӑҫлӑ республикӑсен хушшичне вӑл 6,5 балл пухнӑ. Авӑн уйӑхӗнче вара ку хаклав 0,1 балл пӗчӗкрех пулнӑ. Сӑнавҫӑсен шучӗпе ҫакна тара илнӑ пурлӑха усламҫӑсем туянас йӗркене ҫӑмӑллатни тата Чӑваш Енре пурнӑҫа кӗртме палӑртакан калӑпӑшлӑ инвестици проекчӗсем пирки пӗлтерни витӗм кӳме пултарнӑ. Ҫав шутра, сӑмахран, йӑлӑм енне газификацилессине, водород перекиҫӗ кӑларакан савут тӑвассине кӗртме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Республикӑра Германи кунӗсем иртнӗ чух (ун пирки эпир пӗлтернӗччӗ) наци вулавӑшӗнче те тӗрлӗ мероприяти йӗркеленӗ-мӗн. Вулавӑш шучӗпе чи паллӑ пулӑм шутӗнче — «Сассӑр кино + чӗрӗ кӗвӗ» ятпа киноконцерт йӗркелени. Унта Алексей Айгипе Ансамбль 4'33'' хутшӑннӑ. Геннадий Айхи ывӑлӗ Алексей Раҫҫейри чи паллӑ кинокомпозиторсенчен пӗри пулнине пурте, тен, пӗлмеҫҫӗ те пулӗ. Вӑл — Валерий Тодоровскин «Страна глухих» тата «Любовник» фильмӗсем, Владимир Хотиненкон «Гибель империи» тата «Достоевский» сериалӗсем тата ытти валли музыка ҫыраканӗ. Наци вулавӑшне Алексей Айхи «Hard Disc» музыка дискӗ тата «ОРДА» фильм валли хатӗрленӗ саундтрека парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ вӗрентекенӗмӗре Иван Яковлева асӑнса ӑс-тӑнпа ҫыннӑн хӑйне тытмалли йӗркесем ҫинчен каласа паракан эрне иртнӗ. Студентсен конгресӗ йӗркеленӗ мероприятире студентсем Яковлевӑн халалӗнчи пилӗк темӑна сӳтсе явнӑ. Аса илтеретпӗр, унта вӑл Турра ӗненесси, ҫӗршыва юратасси, вӗренмелли, ҫемьепе туслӑх, ӗҫе юратмалли ҫинчен палӑртса хӑварнӑ. Яковлева халалланӑ эрнене чиркӳ ҫыннисем те хутшӑннӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |